Кӑҫал Республика кунне Шупашкарта тата Пӑрачкав районӗнче паллӑ тӑвассине унчченех пӗлтернӗччӗ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑрачкавсем уяв валли эмблема шухӑшласа кӑларнӑ.
Ӑна пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Республика кунне хатӗрленес енӗпе ӗҫлекен йӗркелӳ комитечӗн анлӑ ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Эмблемӑн тӗп шухӑшӗ — «Пӗр ҫемьере — тӑнӑҫлӑхра тата килӗшӳре».
Пӑрачкавсем эмблема ҫинче вӑййа тухнӑ икӗ хӗре, чӑваш тата вырӑн наци тумӗсене тӑхӑннӑскерсене, сӑнланӑ. Вӗсен тӑрринчи виҫӗ ҫӑлтӑр килӗшӗве, телее, хӗвеле кӑтартаҫҫӗ. Хыҫалти планра — Пӑрачкав районӗн географийӗ.
Шупашкарта ЕТК карточки сутлӑхран ҫухалнӑ. Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫынсем сехӗрленсе ӳкнӗ. Хӑшӗ-пӗри темиҫе ҫӗре ҫитнӗ — карточка ҫук. Тӗп офисра та тупайман ӑна.
«ЕТК» тулли мар яваплӑ обществӑн техника директорӗ Лев Швецов карточка уяв хыҫҫӑн пулассине пӗлтернӗ. Ҫынсем 10–20-шер карточка тӳрех туяннӑ. Ҫавна май пӗр ҫынна мӗн чухлӗ карточка пама юранине палӑртас патне те ҫитнӗ. Ҫынсем нумай туяннӑран Мускаври типографи пичетлесе ӗлкӗреймест.
Сӑмах май, «ЕТК» тулли мар яваплӑ общество юлашки икӗ-виҫӗ эрнере 70 пин ытла карточка сутнӑ. Вӑл сутлӑха тухсанах ҫынсем ӑна черет тӑрса илнӗ. Хӑшӗ-пӗри черет пӗтсен ЕТКна лӑпкӑн кайса илме ӗмӗтленнӗ. Анчах ун чухне карточка та юлман ав.
Саккунпа килӗшӳллӗн, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне мӗнпур маршруткӑра карточкӑпа тӳлемелли терминал лартмалла. Анчах Шупашкарти икӗ маршрутпа ҫӳрекен микроавтобуссем ҫакна пурнӑҫламан. Вӗсем — 49-мӗш тата 51-мӗш маршруткӑсем.
Ҫакна пула Шупашкар хула администрацийӗ вӗсемпе килӗшӗве пӑрахӑҫласшӑн. Ара, вӗсем саккун йӗркине пӑсаҫҫӗ-ҫке-ха. Карточкӑпа (ЕТКпа) усӑ курса билет туянакансен йышӗ вара юлашки вӑхӑтра ӳснӗ. Иртнӗ уйӑхпа танлаштарсан, унпа халӗ 80 процент ытларах усӑ кураҫҫӗ.
Ку кӑтарту билета карточкӑпа усӑ курса туянни анлӑ сарӑлса пынине ҫирӗплетет. Эппин, кашни маршруткӑрах терминал пулни халӑхшӑн питӗ меллӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. Иван Моторин премьер-министр алӑ пуснӑ хушупа ку должноҫе Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн тӗп врачӗ пулнӑ Алексей Кизилова шаннӑ.
Алексей Владимирович 1974 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Крым облаҫӗнчи Киров районӗнчи Владиславовка ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Мускавра ансетизиологи тата реаниматологи енӗпе аспирантурӑра вӗреннӗ. 2013 ҫултанпа — медицина наукисен кандидачӗ. Шупашкарта пурӑнать. Аслӑ категориллӗ врач. Ӑна пӗлтӗр Ҫӗнӗ Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутатне 12-мӗш суйлав округӗпе суйланӑ. Унта вӑл — хысна тата вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен яланхи комиссисен пайташӗ.
Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑна тахҫанах тума пуҫланӑ. Маларах уншӑн Чӑвашавтодор яваплӑ пулнӑ. Шоссене юсаса ҫӗнетнӗ чух унӑн пассажирсене каҫса ҫӳремелли те хута ямалла пулнӑ. Анчах ӗҫе вӗҫне ҫитерме май килмен. Каярах Храмов хушаматлӑ уйрӑм усламҫӑна шаннӑ. Ҫул урлӑ каҫса ҫӳремеллине тӑвакан подрядчика палӑртакан конкурсра вӑл ҫӗнтернӗ.
Контрактпа пӑхнӑ тӑрӑх, Храмов усламҫӑн 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӗҫлемелле пулнӑ. Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ иртнӗ уйӑхра кӑтартнӑ репортажра подрядчик проекта хурласа калаҫнӑ. Вӑл начаррине пула унӑн хӑйӗн шучӗпе ӑна йӗркелеме тивнӗ-мӗн.
Ӗҫе халӗ те вӗҫлейменнине кура ҫынсем ҫул урлӑ малтанхиллех шоссе ҫийӗн каҫса ҫӳреҫҫӗ.
Шупашкарта Сталининградри тиреке лартӗҫ. Ҫав йывӑҫ тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи йывӑр саманана тӳссе иртнӗ. Унтанпа ҫичӗ теҫетке иртсен те типсе хӑрман йывӑҫӑн темиҫе авӑрне илсе ятарлӑ хутӑшра ӳстерме йышӑннӑ. Хунав паллӑ тирекӗн пахалӑхне упраса хӑварма пултарнӑ. Волгоградри ботаника пахчинче ӗҫлекен ученӑйсем хунава икӗ метра яхӑн ӳстернӗ.
Вӑрҫӑ ҫулӗсене чӑтса ирттернӗ йывӑҫа «Ҫӗнтерӳ тирекӗ» акци ирттерсе лартма пӑрахнӑ. Ку акцие ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирттермелле. Унта Мурманск, Чулхула, Пенза, Чӗмпӗр, Аҫтӑрхан, Волгоград, Омск, Кемӗр облаҫӗсем, Карели, Чӑваш, Мӑкшӑ, Кабардин-Балкар, Карачай-Черкесск, Ингушети, Чечен, Тыва республикисем, Ямал-Ненецк автономи округӗсем хутшӑнмалла.
Тиреке Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» паркӗнче лартасшӑн.
Шупашкарта лайӑх калаҫма вӗренеймен ача нумай-мӗн. Нумаях пулмасть ку ыйту тавра Шупашкар хула администрацийӗнче калаҫнӑ.
Ку ыйту ҫивӗч пулнӑран тӗп хулари ача пахчисенче логопед должноҫне ҫирӗплетмеллине сӳтсе явнӑ. Паянхи куна илес тӗк, Шупашкарти шкул умӗнхи 87 учрежденире япӑх калаҫакан 1500 ытла шӑпӑрлана лагопед пулӑшӑвне тӳлевсӗр парассине йӗркеленӗ. Анчах черетре тата нумай ача тӑрать: 734 шӑпӑрлана ҫак специалист пулӑшӑвӗ кирлӗ.
Ҫакна шута илсе Шупашкар хула администрацийӗ пӗтӗм ача пахчинче логопед ставкине штат расписанине кӗртме палӑртнӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр тӗп хулари 128-мӗш тата 202-мӗш ача пахчисем медицина пулӑшӑвӗ (массаж, физиотерапи, галокамера) пама пуҫланӑ.
Шупашкарти Мускав кӗперне туса пӗтермешкӗн тата сахал мар укҫа кирлӗ. Кун валли тепӗр 518 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Ку ыйтӑва ЧР Правительствинче сӳтсе явнӑ.
Аса илтерер: Мускав кӗперне 2015 ҫулта тума тытӑннӑ. Ӑна ҫитес ҫул туса пӗтерме палӑртнӑ. Анчах Мускав кӗперне вӑхӑтра хута ямашкӑн укҫа-тенкӗ кирлӗ.
Кӑҫал кӗпере тунӑ ҫӗре 435 миллион тенкӗ яма палӑртнӑ. 340 миллион тенки федераци хыснинчен пулӗ.
Сӑмах май, Мускав кӗперӗн ҫур пайне кӑҫал Республика кунӗ тӗлне уҫмалла. Шупашкар хула администрацийӗ Алексей Ладыков подрядчик умне ҫакнашкал тӗллев лартнӑ.
ПУШ | 05 |
Нарӑсӑн 27-мӗшпе пуш уйӑхӗн 4-мӗш кунӗсенче Чӑваш халӑх сайтӗнче ҫак хыпарсем тухрӗҫ (яланхи пекех вӗсене чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):
• Алексей Шадриков юрӑҫа тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ята пани пирки хыпарларӑмӑр;
• Мускаври чӑвашсен автономипе 2013 ҫулта мӗнле пӑтӑрмах пулса иртни ҫинчен каласа патӑмӑр;
• Хурлӑхлӑ хыпар та пулчӗ — Мускавра иккен ҫав тӑрӑха ӗҫ шыраса кайнӑ тепӗр чӑвашӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ;
• Студенткӑна заняти вӑхӑтӗнчех мӗн сӑлтава пула полици тытса кайни пирки пӗлме пултартӑр;
• Суту-илӳ министрӗн хӑш ҫумне ӗҫрен кӑларса янине пӗлтертӗмӗр;
• Георгий Егоров Шупашкар районне хӑш вӑхӑтран ертсе пыма пӑрахнине каласа патӑмӑр;
• Тутарти усламҫӑсем пирӗн тӑрӑхри чӑх-чӗп хапрӑкне мӗн сӑлтава пула тиркени пирки хыпарларӑмӑр;
• Тутлӑ апат пӗҫерекенсем валли мӗнле ҫӗнӗ кӗнеке тухни ҫинчен систертӗмӗр;
• Ҫамрӑксен театрӗнче тата кам тава тивӗҫлӗ артист ята тивӗҫни пирки пӗлтертӗмӗр;
• Тӳре-шаран ӗҫ укҫин виҫи пирки те хыпарларӑмӑр (ӳсни е чакни пирки — хыпарта пӗлме пулать).
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 20 сехет ҫурӑра «Мускав – Ӗпхӳ» автоҫулӑн 631-мӗш ҫухрӑмӗнче виҫӗ транспорт пырса ҫапӑннӑ.
ЧР ШӖМӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑр тиевлӗ машина водителӗ руле итлеттереймен, ҫул варринчи карта ҫине кӗрсе кайнӑ. Ҫапла майпа вӑл ытти транспорта кайма чарнӑ. Ҫавӑнтах «Шупашкар – Мускав» маршрутпа икӗ автобус пынӑ. Вӗсен водителӗсем чарӑнса ӗлкӗреймен, йывӑр тиевлӗ машина ҫине кӗрсе кайнӑ.
Ку аварире ултӑ ҫын шар курнӑ. Пиллӗкӗшне вырӑнтах медицина пулӑшӑвӗ панӑ. Пӗрне пульницӑна илсе кайма тивнӗ. Пӗтӗмпе икӗ автобус салонӗнче 60 ытла ҫын пулнӑ. Вӗсене урӑх автобус ҫине лартса янӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |