Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти вӑтам шкулта 640 ача вырӑнне 121-ӗн вӗренеҫҫӗ. Вӗренӳ заведенийӗ проект хӑвачӗпе усӑ курайманнине кура ӑна Михаил Игнатьев Элтепер оптимизацилеме сӗннӗ. Тӳрех палӑртар: хупса мар. Шкула тӗплӗ юсанӑ чух планировкӑна ҫӗнетсе шкулӑн пушӑ пӳлӗмӗсене урӑхла майпа усӑ курма.
Вӗренӳ заведенийӗнче Михаил Васильевич авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. Шкула юсамалла. Ҫавӑн валли халӗ проектпа смета документацине хатӗрлеҫҫӗ. Чӳречесемпе алӑксене ылмаштарасшӑн, ҫутӑ пӑралукне, ӑшӑ тата шыв пӑрӑхӗсене улӑштарасшӑн. Шкул ҫурри ытла япӑхнине кура ӑна ҫӗнетме республика хыснинчен 20 миллион тенкӗ уйӑрмалла.
Михаил Игнатьев демографи лару-тӑрӑвне те шута илме сӗннӗ. Вӗренӳ заведенийӗн лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курас, коммуналлӑ тӑкаксене чакарас тӗллевпе вӑл пӳлӗмсене оптимизацилеме, тӗплӗ юсав вӑхӑтӗнче шкула ҫӗнӗрен планлама сӗннӗ.
Канашри 1-мӗш шкул директорӗ судра явап тытнӑ. Канаш районӗн сучӗ вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе палӑртнӑ, патшалӑх тата муниципалитет вӗренӳ учрежденийӗсенче ӗҫлеме икӗ ҫуллӑха чарнӑ. Приговор вӑя кӗмен-ха.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2013-2018 ҫулсенче хайхи директор темиҫе ӗҫченне преми парасси, укҫан пулӑшасси пирки хушусем кӑларнӑ. Кайран вара куҫарнӑ укҫан пӗр пайне хӑйне пама ыйтнӑ. Ҫапла майпа директор ҫӳлерех кӑтартнӑ ҫулсенче кӗсйине 460 пин тенкӗ ытла чикнӗ.
Лешсем, вӗрентекенсем, вара директортан шикленнӗ. Ыйтнине пурнӑҫламасан тем курасси те пур-ҫке-ха. Пуҫлӑх вара ӗҫченӗсенчен илнӗ укҫапа хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ.
Шупашкарти 24-мӗш шкул РФ Ҫутӗҫ министерствин грантне ҫӗнсе илнӗ. Сахал мар – 5,8 миллион тенкӗ.
Ленин проспектӗнче вырнаҫнӗ шкул конкурса «Шкул класӗнчен – ӗҫ вырӑнне» проект тӑратнӑ. Гранта «Цифра экономики валли кадрсем» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн тивӗҫнӗ.
24-мӗш шкулта «Коллабораци» цифра шкулне йӗркелеме палӑртнӑ. Унта инноваци цифра пронстранствине виҫӗ енпе пуҫарма палӑртнӑ: «Математика», «Технологи», «Информатика». Лабораторисене пӗр стильпе тӑвӗҫ.
Чӑваш Енри тӑхӑр педагога Раҫҫей Президенчӗ преми пама йышӑннӑ. Ҫак чыса тивӗҫнисем — Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар хулисенчен, Елчӗк тата Хӗрлӗ Чутай районӗсенчен.
Раҫҫей Президенчӗн премине Шупашкарти 47-мӗш шкулти Ирина Власова, Шупашкарти 4-мӗш лицейри Альбина Герасимова, Шупашкарти 2-мӗш лицейри Анатолий Лаврентьев, Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи вӑтам шкулти Олег Осипов, Хӗрлӗ Чутайӗнчи вӑтам шкулти Эдуард Романов, Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкулти Лариса Семенова, Шупашкарти 5-мӗш гимназири Нина Семенова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулти Наталия Семушина тата Канашри 7-мӗш шкулти Любовь Тихонова илӗҫ. Ятарлӑ хушӑва Раҫҫей вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакансем Террористсене пула вилнисене асӑнмалли куна хутшӑнӗҫ. Вӑл мероприятие авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ӑна Бесланти шкула авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 15 ҫул каялла террористсем ярса илнӗ куна асӑнса йӗркелӗҫ. Тӗп мероприятисем П.П. Хусанкай ячӗллӗ ячӗллӗ культура керменӗнче пулӗҫ.
Ҫав кун шкулсенче класс сехечӗсем иртӗҫ, вулавӑшсенче — калаҫусемпе кинолекторисем. Шупашкарти общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенче волонтёрсем террора хирӗҫле хутсем валӗҫӗҫ.
Тӗп лапам, маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, П.П. Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ пулӗ. Унта 17 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен «Бесланская трагедия. 10 лет спустя» (чӑв. Беслан трагедийӗ. 10 ҫул иртсен) фильм кӑтартӗҫ. Росгвардин управленийӗ, Кинологи службин центрӗ, Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерстви ятарлӑ программӑсем хатӗрлӗҫ.
Чӑваш Енри чылай вӗренӳ учрежденийӗнче кӑҫалхи ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ каярах пуҫланӗ. Пӗр кун. Ҫакӑн пирки республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин сайтӗнче хыпарланӑ.
2019-2020-мӗш ҫулсенчи вӗренӳ ҫулӗ каярах пуҫланни вӗренӳ учрежденийӗсем хатӗр маррипе ҫыхӑнман. Пӗлӳ кунӗ, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ, вырсарникуна лекет-ҫке. Ҫавна май ашшӗ-амӑшӗпе вӗренӳ учрежденийӗсен администрацийӗсем пӗр шухӑшлӑ пулса савӑнӑҫлӑ линейкӑна авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, ытларикун, ирттерме палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ача пахчисенче, шкулсенче, аслӑ шкулсенче, техникумсемпе колледжсенче 274,6 пин ытла ачапа ҫамрӑк вӗренӗ. Вӗсенчен 29,7 пинӗшӗ — пӗрремӗш класа тата пӗрремӗш курса каякансем.
Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара пӗр кунлӑха эрех сутма чарӗҫ. Ун пек чарусем, тӗрӗссипе, унччен те пулкаланӑ-ха. Ҫапла йышӑну уявсемпе ҫыхӑннӑ. Хальхинче лавккасенче авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче эрех-сӑра ваккӑн сутма юрамӗ.
Аса илтерер: пирӗн республикӑра Министрсен Кабинечӗ 2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ятарлӑ йышӑну кӑларнӑччӗ. Унта эрех-сӑра сутассипе ҫыхӑннӑ йӗркене, хӑҫан тата мӗнле сутассине пӑхса хӑварнӑ.
Халӑх валли ирттерекен пысӑк уявсенче лавккасенче эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Пӗлӳ кунӗ те ҫавӑн пекки шутланать. Анчах кӑҫал вӑл вырсарникуна лекнӗрен ачасем парта хушшине авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫеҫ ларӗҫ. Апла пулсан эрехе ҫав кун сутма юрамӗ. Саккуна пӑхӑнманнисене явап тыттарма юрать.
Чӑваш Енре ашшӗ-амӑшӗ валли ҫӗнӗ проект хута кайӗ. Ӑна ҫитес уйӑхра ӗҫлеттерсе ярӗҫ, 2020-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗччен пурнӑҫласа пырӗҫ.
«Школа для родителей» (чӑв. Ашшӗ-амӑшӗ валли шкул) проекта «Чӑваш Енри ашшӗсен канашӗ» общество канашӗ пуҫарнӑ. Асӑннӑ канаш ертӳҫи — Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Алексей Мурыгин.
Проекта Раҫҫейри ашшӗсен канашӗн ертӳҫи Андрей Коченов тата Чӑваш Енри ачасен правин уполномоченнӑйӗ Елена Романова ырланӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗ те пулӑшӗҫ.
«Эпир шкулта чи кирлине вӗрентместпӗр. Пурӑнма, ҫемье пурнӑҫне хатӗрленме, апла пулсан арӑм тата упӑшка, ачасемшӗн анне тата атте пулма вӗрентместпӗр», — тесе каланӑ хӑй вӑхӑтӗнче Василий Сухомлинский педагог.
Проекта пурнӑҫланӑ вӑхӑтра паллӑ педагогсемпе ҫемье психологӗсем 9 хулапа 14 район центрӗнче пулӗҫ. Ашшӗ-амӑшне тата аслӑ классенче вӗренекенсене пухса ҫемье хаклӑхӗ пирки лекцисем вулӗҫ.
Проекта пурнӑҫлама 2 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ.
Суд приставӗсем Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнчи шкула хупса лартнӑ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн СанПиН нормисене пӑсни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Йывӑҫ шкул стенисем ҫинче, урайӗнче ҫурӑксем пур. Вӑй-хал культурин урокӗсене урамра ирттернӗ. Япӑх ҫанталӑкра вара – шалта, анчах ятарлӑ пӳлӗм пулман.
Ҫитменлӗхсене тупса палӑртсан Роспотребнадзор административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн протокол ҫырнӑ, суда шкул ӗҫне чарса лартма ыйтнӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, шкулӑн СанПиН йышӑннӑ йӗркесене тума условисем пулнӑ, анчах ҫакна пурнӑҫламан. Ҫавна май шкул ӗҫне 10 талӑклӑха чарса лартнӑ.
Етӗрнере пурӑнакансем питӗ савӑннӑ: унта пуҫламӑш шкул хута кайнӑ. Красноармейск урамӗнче вырнаҫнӑскере 300 ача вӗренме ҫӳрӗ. Шкула тумашкӑн 169,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Пӗлӳ ҫуртне Етӗрне хулин ҫуралнӑ кунӗнче, ҫурлан 17-мӗшӗнче, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Унччен, 2016 ҫулта, 1-мӗш шкула авариллисен йышне кӗртнӗ, алӑкне хупнӑ. Ачасем кун хыҫҫӑн 3-мӗш шкула ҫӳренӗ, икӗ сменӑпа вӗреннӗ. Халӗ ав ҫӗнӗ шкул вӗсене Пӗлӳ кунне йыхравлӗ.
Шкул виҫӗ хутлӑ. Унта спортзал, вулавӑш, акт залӗ, апатланмӑш, медицина блокӗ пур. Авӑнӑн 1-мӗшӗнче ҫак ҫӗнӗ шкулӑн партисем хушшине 325 ача ларӗ. Вӗсене 16 педагог вӗрентӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |