Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Тӗмен облаҫӗнчи Каскара поселокӗнче Акатуй иртнӗ. Унта Йӗпреҫ районӗнчи ушкӑн та кайнӑ.
Савӑнӑҫлӑ уява Тӗмен облаҫӗн Думин председателӗн ҫумӗ Геннадий Корепанов национальноҫ ӗҫӗсен комитечӗн председателӗ Евгений Воробьев хутшӑннӑ. Вӗсем регион парламентарийӗнчен чӑвашсене культурӑпа наци йӑлисене сыхласа хӑварнӑшӑн, ытти халӑхпа туслӑ ҫыхӑну йӗркеленӗшӗн пысӑк тав сӑмахӗ каланӑ.
Акатуй виҫӗ лапамра иртнӗ. Концерт К.Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх лартнӑ постановкӑран тытӑннӑ. Йӗпреҫ районӗнчи «Эревет» фольклор ансамблӗ чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ.
Спортпа туслисем тӗрлӗ тӗсре вӑй виҫнӗ. Ҫавӑнтах чӑваш наци апачӗпе сӑйланнӑ, алӑстисен ӗҫӗсемпе киленме май пулнӑ.
Патӑрьелӗнчи Централизациленӗ клуб тытӑмӗн юрӑпа ташӑ ансамблӗ Питӗрти Акатуя хутшӑннӑ.
Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнчи сцена ӑстисене тулай чӑвашсемпе куҫа-куҫӑн тӗл пултарса паллаштараканӗ асӑннӑ районти Ҫӗньял чӑвашӗ иккен: вӑл — Питӗр хулинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн канашӗн ертӳҫи Владимир Живов.
Владимир Живов Питӗрти чӑвашсен ентешлӗхне вунӑ ҫул ытла ертсе пырать. 2012 ҫулта ӑна Питӗрпе Ленинград облаҫӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн суту-илӳпе экономика пайташӗ пулма шаннӑ.
Питӗрти Акатуя хутшӑннӑшӑн Владимир Живов Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов ячӗпе тав ҫырӑвӗ те янӑ. Унта вӑл чӑвашсен культура мероприятине кӑҫал пуҫласа кӗпӗрнаттӑр шайӗнче ирттернине пӗлтернӗ.
Ӗнер Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен культурӑпа наци автономийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Тимӗр Тяпкин каласа панӑ тӑрӑх пирӗн кӳршӗсен автономине малашне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма пуҫлӗ.
Пурӗ пухӑва 91 делегат килнӗ. Чӗмпӗр облаҫӗн кашни районне чӑвашсен йышне кура делегатсене тӑратма ирӗк панӑ. Вӗсем пӗр пин ҫынран 1 делегата тӑратма пултарнӑ. Чӑваш Республикинчен те хӑнасем пынӑ: ЧНК Президенчӗн ҫумӗ Валерий Клементьев, ЧНК пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева, Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министерствинчи пай ертӳҫи Сергей Казаков, «Сӑвар» фонд ертӳҫи Тимӗр Тяпкин тата ыттисем.
Чӑвашсен пухӑвне вырӑнти сумлӑ тӳре-шара та ҫитнӗ. Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ Сергей Морозов, Чӗмпӗр хулин пуҫлӑхӗ Сергей Панчин ку тӑрӑхри чӑвашсене нумай ҫул ертсе пынӑ Владимир Сваева ырӑ сӑмахпа асанчӗҫ, унӑн ӗҫне ҫӳллӗ шайра хакларӗҫ, унпа малашне те пӗрле ӗҫлеме хатӗрри пирки пӗлтернӗ. Шупашкартан пынӑ Сергей Казаков та Владимир Ильичӑн ӗҫне хакласа ӑна Хисеп хучӗпе чысланӑ.
Наципе культура автономийӗн ҫӗнӗ ертӳҫине суйлама икӗ кандидата тӑратнӑ — Владимир Сваева тата Олег Мустаева.
Шӑмат кун, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсем Сурхурине пуҫтарӑннӑ.
«Авалхи ҫак йӑларан чӑвашсемшӗн ҫулталӑк пуҫланнӑ», — тесе хыпарлать уяв пирки пӗлтернӗ май Тӗмен облаҫӗнчи наци ӗҫӗсен комитечӗ хӑйӗн официаллӑ порталӗнче.
«Сурхурине уявлама чӑвашсем чи пысӑк пӳрте суйласа илнӗ те унта пуҫтарӑннӑ», — уҫӑмлатнӑ тӑван халӑхӑмӑрӑн уявӗ пирки асӑннӑ тӑрӑхӑн влаҫ органӗсен порталӗнче. Тӗмен облаҫӗнче сурхурине ирттерме унти чӑвашсем «Строитель» наци культурисен ҫуртне пухӑннӑ. Уяврисем валли наци ӗҫми-ҫиминчен апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ. Пуянлӑхпа ӑнӑҫӑва палӑртакан тӗп символа — пӑрҫана та — сӗтел ҫине лартма манман. Пӑрҫа кукӑлӗ те пулнӑ.
Уявра ача-пӑча та савӑннӑ. «Ҫитрӗ Сурхури» ӳкерчӗксен конкурсӗнче ҫӗнтернисене парнепе хавхалантарнӑ.
Шупашкартан Владивостока велосипедпа ҫула тухнӑ Никита Васильев пирки илтнех ӗнтӗ эсир. Ҫак кунсенче вара унпа пӑтӑрмах сиксе тухнӑ — Никитӑна Казахстанран Узбекистана каҫнӑ чухне тытса чарнӑ. Чӑваш каччине Казахстанра вӑхӑт ирттернӗ май 10 кун хушшинче регистрациленме вӑхӑт тупманнишӗн айӑпланӑ.
Паян вара суд пулнӑ — каччӑна 31815 тенке (вӑл пирӗн тенкӗ ҫине куҫарсан 6700 тенкӗ патнелле пулать) штраф тӳлемелле тунӑ.
Никита Васильев ҫула пысӑк укҫапа тухман, ҫавна май унӑн штраф тӳлемелӗх ҫук. Ӗнер чикӗре тытса чарнӑ чухне ӑна пулӑшакансем те пулнӑ — Шымкентрисем хӑна ҫуртне вырнаҫтарнӑ.
Аса илтеретпӗр, Шупашкартан тухнӑранпа Никита 3 пин ҫухрӑм ытла парӑнтарма ӗлкӗрнӗ. Кашни ял-хулара вӑл кӗтнӗ хӑна. Казахсен килӗсенче те сахал мар пулса курчӗ. Ҫула май Байконура та экскурсине кайса килчӗ. Хӗле чӑваш каччи Вӑтам Азире ирттересшӗн. Ҫакӑн ҫинчен вӑл пӗтӗмпех халӑх тетелӗсенчи хӑйӗн страницисенче каласа парать.
Тӗменти патшалӑх университечӗ чӑваш чӗлхине вӗрентмелли курс йӗркелесшӗн. Чӗлхене ӑша хывас текенсен укҫа тӳлемелле мар.
Ырӑ пуҫару авторӗ — Тӗмен облаҫӗнчи чӑвашсен «Тӑван» общество организацийӗн президенчӗн тата Тӗменти патшалӑх университечӗн Тюркологи центрӗн пуҫлӑхӗ Ханиса Алишина.
Алишина чӑваш чӗлхи тутар чӗлхине ҫывӑх, мӗншӗн тесен вӑл алтай чӗлхе ҫемйине кӗрекен тӗрӗк ушкӑнне кӗрет тесе палӑртнӑ май тӗрӗк чӗлхисене ӑслӑлӑх енчен тӗпчессине сарассипе ҫине тӑрать. Тӗмен тӑрӑхӗнче чӑвашсем ытлашши йышлах мар пулин те (пурӗ 30 пине яхӑн) хӑйсен чӗлхине, йӑли-йӗркине, культурине упрассишӗн ҫине тӑраҫҫӗ тесе палӑртнӑ Х. Алишина.
Ку хыпар пирки пӗлтернӗ май «Вслух.ру» интернет-хаҫат ҫакна асӑнать: Тӗмен облаҫӗсӗр пуҫне чӑвашсем Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Самар, Чӗмпӗр, Сарӑту, Пенза облаҫӗсенче тата Урал, Атӑлҫи, Ҫӗпӗр тӑрӑхӗсенче те пурӑнаҫҫӗ.
Пуҫлӑхах ҫирӗплетмен те, анчах тивӗҫе кама шанса парассине палӑртнӑ.
Тутартсанри Чӑвашсен наципе культура автономийӗн ларӑвӗ Тутарстанри Халӑх туслӑхӗн ҫуртӗнче иртнӗ.
Унта Тутарстан президенчӗн шалти политика енӗпе ӗҫлекен управленийӗн наци политикине аталантаракан управленин пуҫлӑхӗ Данил Мустафин, Тутарстанри Халӑхсен ассамблейин канашӗн ертӳҫин ҫумӗ, ассамблейӑн ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Николай Владимиров хутшӑннӑ.
Чӑваш Енӗн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев (Тутарстанри чӑвашсен автономине чылай ҫул вӑл ертсе пынӑ) 2015 ҫулта туса ирттернӗ ӗҫсем пирки доклад тунӑ.
Ассоциаци ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Евгений Морозова шаннӑ. Ҫитес ҫулхи чӳк уйӑхӗнче отчетпа суйлав конференцийӗ иртмелле. Унчен Е. Морозов ку ӗҫре «тивӗҫе пурнӑҫлакан» евӗр тимлӗ.
Евгений Морозов Анатри Кама хулинчи 16-мӗш шкулта физика вӗрентет.
Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Балаково хулинчи Наци культурисен ҫуртӗнче Сарӑту чӑвашӗсен «Ентеш» наципе культура автономийӗн савӑнӑҫлӑ пухӑвӗ иртнӗ.
Чӑваш Енрен унта Культура министерствин наци ӗҫӗсене тимлекен уйрӑмӗн специалисчӗ Эдуард Краснов, ЧНК Президенчӗн пӗрремӗш ҫумӗ Валерий Клементьев, Етӗрнери «Виръял» ансамбль хутшӑннӑ.
Унти чӑвашсен наципе культура автономине, сӑмах май, хӑй вӑхӑтӗнче хайхи Валерий Клементьев ертсе пынӑ. «Вӑл сӗннипех халӗ Capту чӑвашӗсен автономийӗн ӗҫӗсене Сергей Васильев йӗркелесе пырать», — тесе хыпарлать ЧНКн пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева.
«Ентешӗн» пухӑвне Пенза чӑвашӗсен автономийӗн ертӳҫи Денис Щербаков, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи «Кӗмӗл cacӑ» конкурсӑн кӑҫалхи ҫӗнтерӳҫисенчен пӗpu Екатерина Карамзина, Capӑту енчи чӑвашсен юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем хутшӑннӑ.
Capту чӑвашӗсене уявпа Балаково хулин администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Дерябин саламланӑ.
Пирӗн тӑрӑхрах кайнисем Сарту чӑвашӗсене Хисеп грамотисемпе хавхалантарнӑ.
Томск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен пӗрлӗхӗ 20 ҫул тултарнӑ. Унти наципе культура центрне туса хуракансем Яков Мульдияров, Емельян Мульдияров, Александра Крестова тата ытти ҫӗnӗp хастарӗсем пулнӑ.
Ку пӗрлӗхе йӗркеленӗренпех унӑн ертӳҫи пулса Яков Мульдияров тӑрӑшать. Вӑл Тутарстанри Элмет районӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Инҫе ҫула пӑxмacӑp Томск чӑвашӗсемпе савӑнӑҫа пайлама Чӑваш наци культура конгресӗн комитечӗн ертӳҫи Елена Османова, пресс-служба ертӳҫи Зоя Яковлева, «Чӑваш xӗpapaмӗ» комитет пайташӗ Людмила Кинер тата конгресс хастарӗ Григорий Вакку кайнӑ.
ЧНК делегацине Томскри йӑхташсем чи ҫывӑх тӑвансене кӗтсе илнӗ пек кӗтсе илни пирки пӗлтерет Зоя Яковлева пресс-ҫыруҫӑ.
Томск чӑвашӗсен пӗрлӗхӗн 20 ҫулне паллӑ тума та ку тӑрӑхри ялсенчен чылайӑн пухӑннӑ.
Томск тӑрӑхӗнче чӑвашлӑха сыхласа хӑварса аталантарассишӗн тӑрӑшнӑшӑн унти чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫине Яков Мульдиярова Чӑваш Республикин Культура, наци тата архив ӗҫӗсен министерствин Хисеп хучӗпе чысланӑ.
Тӗмен тӑрӑхӗнче Чӑваш культурин кунӗсене ҫулсерен ирттересси ырӑ йӑлана кӗнӗ. Уява юпа уӑхӗнче йӗркелеҫҫӗ. «Раҫҫее ӗненсе, Чӑваш ене юратса» ят панӑскер вӑхӑтӗнче унти йӑхташӑмӑрсем облаҫре пурӑнакансене тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе ата йӑли-йӗркипе паллаштарҫҫӗ.
Юпан 29-мӗшӗнче ҫавна май Караульноярскри культура ҫуртӗнче «Кӗр пуянлӑхӗн кунӗ» наципе культура фестивалӗ йӗркеленӗ. Унта Шупашкарти хӑнасем те пулнӑ. Тата, паллах, — вырӑнти чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн пайташӗсем. Чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем ун валли чӑваш халӑх культурипе паллаштаракан урок-хӑтлав та хатӗрленӗ. Кайран сцена ҫине Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен пултарулӑх ушкӑнӗсем тухнӑ.
Мероприятие тӗрлӗ шайри тӳре-шара та хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |