Ӗнер, юпан 24-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестиваль иккӗмӗш хут уҫӑлчӗ. Символла нумератора шаплаттарнӑ хыҫҫӑн пухӑннӑ халӑх умне конкурса хутшӑнакан фильма кӑтартрӗҫ. Енчен те пӗлтӗр иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ӳкернӗ «Киремет кати» фильмпа паллаштарнӑччӗ пулсан кӑҫал куракансем «История великого народа» (чӑв. Аслӑ халӑхӑн историйӗ) документаллӑ фильма пахалама пултарчӗҫ.
Ю. Сергеев режиссёр ӳкернӗ фильм чӑваш халӑхӗ историйӗ пирки каласа парать. Авторсем хунсенчен пуҫласа Хусан ханлӑхӗн вӑхӑтӗчченхи тапхӑра илнӗ. Халӑх кун-ҫулӗ чӑн та куракансемшӗн кӑсӑклӑ пулчӗ пулас — зал лӑк тулли пулчӗ, халӑх саланмарӗ. Авторсем хӑйсен фильмӗн никӗсне Юхма Мишшин теорине хунине пула килӗшменнисем те пулчӗҫ. Андрей Суварин, сӑмахран, фильмра сӑварсене асӑнманнишӗн кулянчӗ.
Аса илтеретпӗр, «Асам» кинофестивале шӑматкун пӗтӗмлетӗҫ. Унччен вара куракансем конкурса кӗнӗ 27 фильмпа тата тулашри 22 фильмпа паллашма пултарӗҫ. Кино ӳнерӗпе кӑсӑкланакансен вӗсене курма наци вулавӑшне е электронлӑ тата кинодокументацин патшалӑх архивне (И. Яковлев проспекчӗ, 12а ҫурт) ҫитмелле.
«Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗ Александр Блинов «Кала-ха» вӗренӳ пособийӗ валли нимеҫӗсем (волонтерсем) шырать.
Аса илтеретпӗр, вӑл кӑларӑма вырӑс шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗренекен пӗрремӗш класс ачисем валли малтанласа диск ҫинче кӑларнӑччӗ. «Кала-ха» вӗренӳ пособине 15 юрӑ ҫырнӑ. Вӗсенчен пӗрине мӗнпур курс валли визит карточки тесе хаклаҫҫӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пособи кун ҫути кӑтартассине те пӗлтернӗччӗ.
«Кала-ха» вӗренӳ пособине нимеҫӗсем чӑваш чӗлхин словарьне йӗркелеме, вӗренӳ пособийӗн сайтне тытса тӑма, хыпарсем вырнаҫтарма, йӑнӑшсене тӳрлетме тата текстсене сасӑпа вулама, пособи валли хушма материал хатӗрлеме кирлӗ.
Маларах чӑваш халӑх сайчӗ Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн ҫак уйӑхри ларӑвӗнче Александр Блинов «Кала-ха» вӗренӳ кӗнеки валли хатӗрленӗ ҫӗнӗ сӑмахсене сӳтсе явнине ҫырнӑччӗ. Комисси пайташӗсем терминсемпе малтан хаҫат-журналсенче тата илемлӗ литературӑра усӑ курма сӗннӗ. Кайран тин, пурнӑҫа кӗртсен, вӗренӳ кӗнекине те кӗртме юрать тенӗ. «Ачасем ҫинче эксперимент тума кирлӗ мар», — пулнӑ пӗтӗмлетӳ.
Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче республикӑри Наци вулавӑшӗнче «Актуальность перевода на национальные языки и с национальных языков в российском и европейском контексте» (чӑв. Наци чӗлхисене куҫарнин тата наци чӗлхисенчен куҫарни Раҫҫей тата Европа контекстӗнче) ҫавра сӗтел ӗҫлемелле. Унта Раҫҫейри тата Европӑри литературоведсем, ҫыравҫӑсем, тӑлмачсем хутшӑнмалла.
Вулавӑшӑн «Чӑваш кӗнеки» центрӗ чӑваш авторӗсен хайлавӗсене тӗнчери тӗрлӗ халӑх чӗлхи ҫине куҫарнине аса илтерет. Чӑн та, Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмине, сӑмахран, 20 чӗлхе ҫине куҫарнӑ, Ҫеҫпӗл Мишшин «Ҫӗн кун акине» — 55 чӗлхе ҫине.
Тепӗр халӑхӑн культурине, шухӑшлавне, хӑйне евӗрлӗхне куҫару урлӑ туйса илме пултарать. Тӑлмачсен йывӑрлӑхӗсем тата ытти ҫивӗч ыйту пирки ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче сӳтсе явӗҫ. Мероприяти 14 сехет те 30 минутра 201-мӗш пӳлӗмре пуҫланӗ.
Самара хулинчи чӑваш ҫамрӑкӗсен «Аван» клубӗ чӑваш тӗррипе мастер-класс йӗркеленӗ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗрӗ ӑсталӑхӗнчи вӑрттӑнлӑхпа паллашас шухӑшлисем паян 11 сехетре унти Чернореченский урамри 21-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ вулавӑша пухӑннӑ.
Тӗрӗ ӑсталӑхӗпе кӑсӑкланакансем валли заняти тӳлевсӗр иртнӗ. Мастер-класа Галина Цыганкова ертсе пынӑ. Галина Вениаминовна чӑвашсен тӗрри пирки каласа кӑтартнипе пӗрлех Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑнакан ытти халӑхӑн ҫак ӑсталӑхӗ пирӗннисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑни ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Орнаментсемпе паллаштарнӑ, тӗрӗ техники пирки ӑнлантарса панӑ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Чувашская книга» (чӑв. Чӑваш кӗнеки) центрӗ «Волшебная вышивка» (чӑв. Асамлӑ тӗрӗ) кружока йыхравланине пӗлтернӗччӗ.
Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Мускавра чӑвашсем пысӑк уявне паллӑ тӑвӗҫ. «Хӗрлӗ Октябрь» культура керменӗнче наци уявне «Кӗр сӑрине» пухӑнӗҫ.
Унта пурне те хапӑлласах кӗтеҫҫӗ. Чӑваш артисчӗсем юрри-ташшипе савӑнтарӗҫ. Уявра Чӑвашра туса кӑларнӑ апат-ҫимӗҫе те тутанма май пулӗ. Сӑмах май, Мускаври чӑвашсем ку уява ҫулленех паллӑ тума тӑрӑшаҫҫӗ.
«Кӗр сӑри» ҫӳлерех асӑннӑ культура керменӗнче 15 сехетре пуҫланӗ.
Иркутск чӑвашӗсем Чӳклемене иртнӗ уйӑх вӗҫӗнчех ирттернӗ-ха. Анчах хыпарне халӗ кӑна пӗлтӗмӗр.
«Чӳклеме» ача-пӑча уявне йӗркеленӗ май унти хастарсем ҫулҫӑран тӗрлӗ япала ӑсталассипе маҫтӑр-классем йӗркеленӗ. Ку ӑсталӑха вӗсем хӑлхасӑр тата начар илтекен ачасен 9-мӗш номерлӗ тӳрлетӳ шкулӗнче вӗренекенсене хӑнӑхтарнӑ.
Уява ирттерме Иркутск хула администрацийӗ те пулӑшнӑ. Мероприятие Европа ҫурчӗ текен ҫуртра йӗркеленӗ. Унта «Школа Межнационального общения» (чӑв. Нацисем хушшинчи хутшӑну шкулӗ) проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май пуҫтарӑннӑ.
Уявра чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе паллашнӑ, чӑваш апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхнӑ, чӑвашла ташлама вӗреннӗ, усал-тӗселтен хӳтӗлеҫҫӗ тесе тӑван халӑхӑмӑр епле хӳтӗленни пирки те каласа кӑтартнӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Чувашская книга» (чӑв. Чӑваш кӗнеки) центрӗ «Волшебная вышивка» (чӑв. Асамлӑ тӗрӗ) кружока йыхравлать.
Вулавӑшри кружок виҫӗ ҫул ӗҫлет. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, халӑх академикӗ, Раҫҫей халӑх ӑсти Евгения Жачева педагог чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе паллаштарнӑ май ҫак ӑсталӑха алла илме те хӑнӑхтарать.
Асаннесемпе кукамайсен пултарулӑхне манӑҫа кӑларас мар, кашни тӗрӗ мӗн пирки ӑнлантарнине ӑша хывас текенсене вулавӑш ӗҫченӗсем «Асамлӑ тӗрӗ» кружока каллех йыхравлаҫҫӗ. Занятисем ҫитес уйӑхра, чӳкӗн 12-мӗшӗнче, пуҫӑнмалла. Унта шӑматкунсерен 10 сехет тӗлне чӗнеҫҫӗ.
Наци вулавӑшӗнчи ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8(8352) 23-02-17 (хушма номер 144).
Паян Чӑваш халӑх ҫыравҫи Василий Алентей ҫуралнӑранпа 97 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Вӑрмар районӗнчи Кӗтеснерте ҫуралнӑ.
Василий Алентей — проза ӑсти, поэт, публицист тата критик. Шкулта та ӗҫленӗ, район хаҫат редакторӗнче те, Чӑваш кӗнеке издательствинче те, «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗнче те.
Ҫыравҫӑн тӑван тӑрӑхӗнче «Ҫӗр ӗҫченне мухтанӑ ентеш» мероприяти ирттернӗ. Унта ачасене ҫыравҫӑ биографийӗпе паллаштарнӑ, унӑн паллӑ произведенийӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Алентей хайлавӗсем кӗтеснерсен кӑна мар, пӗтӗм чӑваш халӑх мухтавӗ пулнине палӑртса хӑварнӑ.
Ентешӗн ҫуралнӑ кунне халалланӑ мероприяти тӗлне вулавӑш ӗҫченӗсем «Манӑҫми Алентей» курав та йӗркеленӗ, ачасем унпа та чунтан кӑсӑкланса паллашнӑ.
APTӐRA-fest таврӑнать! Ҫапларах пӗлтернӗ Фейсбукри хӑйӗн страницинче Мария Савельева ятлӑ пике. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ку мероприяти чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти ӳнер театрӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.
«Чӑвашла «аптӑра» тата тутарла «аптырау» пӗр пӗлтерӗшлех», — малалла ӑнлантарнӑ маларах асӑннӑ ҫав хыпарта. Унта тутарсемпе чӑвашсене унчченхиллех курман пек кӑтартма шантараҫҫӗ. Наци республикисен ӳнерӗ авангардлӑ пулнине ӗнентерсе пама тӗллев лартнӑ мероприяти йӑлана кӗнине тата ахальхи форматлӑ маррине, модӑпа килӗшсе тӑраканнипе музейрине кӑтартса памалла.
APTӐRA-fest фестивале пыракансене живопись те, авангардла поэзи те, наци чӗлхиллӗ хальхи юрӑсем те, дизайн-маркет та, фуд-корт та, наци сӗмӗллӗ хулари тумтир те тӗлӗнтерӗ.
Пӗлтӗрхи ун пек фестивальте чӑвашсемпе удмуртсемпе паллаштарнӑ. Ӑна удмурт хӗрӗ Дарали Лели (чӑн ячӗ Алена Петрова) чӗлхеҫӗ, писатель, поэт, сценарист, кинорежиссер, журналист, блогер, модель агентствин пуҫлӑхӗ йӗркелени паллӑ.
Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ ӗнер пилӗк ҫул тултарнӑ. Республикӑри ҫамрӑк телеканала видеохыпара куракансем патне чӑвашла ҫитерекен тӗп ҫӑлкуҫсенчен пӗри тесе хаклани пӗртте йӑнӑш мар. Телеканал хатӗрлекен тӑван чӗлхеллӗ кӑларӑмсене республикӑра пурӑнакан чӑвашсем кӑна мар, хамӑр регион тулашӗнчи йӑхташӑмӑрсем те кураяҫҫӗ. Ирхи улттӑран ҫурҫӗрччен (Наци телекуравӗн сайтӗнче пичетленӗ телепрограмма тӑрӑх хакласан унӑн эфирӗ ҫавӑн пек пырать) кӑтартакан каналӑн 8 сехетне вырӑнтисем хатӗрленӗ кӑларӑмсем йышӑнаҫҫӗ.
Чӑваш наци телекуравӗн проекчӗсем тӗрлӗрен. Вӗсенчен пӗрне «Хавал» общество организацийӗпе пӗрле ача-пӑча валли хатӗрленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. «Чӑвашла вӗренетпӗр — Учим чувашский» ят панӑскер шӑпӑрлансене чӑвашла вӗренме пулӑшать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |