Пирӗн республикӑри судсенче вӗсен пуҫлӑхӗсене ҫирӗплетнӗ. Кун пек хушӑва республика шайӗнче кӑлармаҫҫӗ. «Федераци судйисене ҫирӗплетесси ҫинчен» ятлӑ хушӑва ҫӗршыв Президенчӗ хӑй кӑларать. Черетлӗ хушӑва Владимир Путин кӑҫалхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче кӑларнӑ. Президентӑн кӑҫалхи 3-мӗш номерлӗ хушӑвӗнче ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнче федераци судйисене ҫирӗплетесси пирки каланӑ. Хушу Чӑваш Енри тӳресене те пырса тивнӗ. Пирӗн республикӑрисене илсен, хушу икӗ районпа ҫыхӑннӑ. Хушусем Елчӗк тата Улатӑр районӗсене пырса тивнӗ.
Раҫҫей Президенчӗн хушӑвӗпе Елчӗк район сучӗн ертӳҫи пулма Александр Викторова шаннӑ, Улатӑр район судне ертсе пыма Надежда Назарована ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Енре ӳлӗмрен Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви пулмӗ. Асӑннӑ ведомствӑн тивӗҫне малашне патшалӑх комитечӗ пурнӑҫлӗ. Ҫӗнӗ правительство йӗркеличчен министерствӑн ӗҫ-хӗлне Владимир Кузьмин ертсе пынӑччӗ. Министерство вырӑнне Патшалӑх комитечӗ туса хунӑ хыҫҫӑн ведомствӑна Наталья Тимофеева ертсе пыма тытӑннӑ. Кун пирки ӗнер, юпан 5-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ятарлӑ Хушу кӑларнӑ.
Михаил Игнатьев Наталья Тимофеевашӑн халь шаннӑ ӗҫ ҫӗнӗ маррине, вӑл пуян опытлине палӑртнӑ. Чӑн та, унччен Н. Тимофеева пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.
Патшалӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитечӗн функцийӗ министерствӑн пекех пулӗ. Ӗҫре унӑн «халӑх тӗрӗслевӗ» текен меслетпе усӑ курмалла. Кун пирки Михаил Игнатьев Элтепер сӗнсе хӑварнӑ.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 2017 ҫула мӗне халаллани паллӑ пулнине пӗлтерет. Республикӑра ун чухне ҫутҫанталӑкӑн уйрӑмах сыхлакан лаптӑксен ҫулталӑкӗ пулӗ.
Ку хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫурла уйӑхӗнче алӑ пуснӑ. Раҫҫейре кунашкал ҫулталӑк пӗрремӗш хут пулӗ. Вӑл ҫутҫанталӑк палӑкӗсене упрама пулӑшасса шанаҫҫӗ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерствинче республикӑра ирттермелли мероприятисен планне хатӗрлекен ӗҫ ушкӑнне йӗркелӗҫ. Ведомствӑра ҫутҫанталӑк палӑкӗсене аталантарас, упрас енӗпе сӗнӳсем те кӗтеҫҫӗ. Сӗнӳсене minpriroda77@cap.ru электронлӑ почтӑна ямалла е ҫак адреспа пымалла: Шупашкар хули, Ленинград урамӗ, 33-мӗш ҫурт.
Чӑваш Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи пулса маларах Михаил Вансяцкий журналист ӗҫленӗччӗ. Нумаях пулмасть ӑна ӗҫрен хӑтарчӗҫ. Халӗ вара Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи должноҫне Светлана Каликовӑна лартасси пирки официаллӑ йышӑну кӑларнӑ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. «Каликова Светлана Анатольевнана малтанхи должноҫрен хӑтарса Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-ҫыруҫине лартас», — тесе ҫырнӑ Михаил Игнатьев Хушӑвӗнче.
Светлана Каликова маларах Михаил Игнатьевӑн пулӑшуҫи шутланнӑччӗ. Вӑл нумаях пулмасть журналистсемпе тата блогерсемпе тӗлпулу та йӗркеленӗччӗ. Вӗсемпе вӑл тата Элтепер Администрацийӗн Пуҫлӑхӗ Юрий Васильев курнӑҫнӑччӗ, тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑччӗ.
Вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисем хальхи вӑхӑтра педагогсем ҫулланса пынипе палӑраҫҫӗ иккен. Ватӑлмасӑр никам та пурӑнманни паллӑ-ха ӗнтӗ. Анчах кунта сӑмахӗ маларах каланӑ учрежденисенче аслӑ ҫулсенчи педагогсем кӑна юлни пирки пырать. Ӗҫлӗх вӗрентӗвӗн ӑстисем уйрӑмах ҫитмеҫҫӗ иккен.
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне техникумсемпе колледжсенче ун пек ӑстасем 291-ӑн ӗҫленӗ. Вӗсенчен 20 проценчӗ — 55 ҫултан иртнисем. 3 ҫултан пӗчӗкрех ӗҫ стажӗллисен йышӗ 12,4 процент кӑна иккен.
Техникумсемпе колледжсенчи пӗтӗмӗшле вӗренӳ дисциплинисене ӑша хывтаракансене шкулти вӗрентекенсен тата педагогика енӗпе аслӑ шкулсем пӗтернисен шучӗпе шайлаштарма тивет пулсан, практика пӗлӗвне паракансене тупасси йывӑр иккен.
Регионӑн экономикине професси кадрӗсемпе тивӗҫтерес тесен ку тытӑма ҫамрӑк специалистсем кирли куҫкӗрет. Ҫакна шута илсе Чӑваш Ен Элтеперӗ нумаях пулмасть ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Унта вӑл професси пӗлӗвӗ паракан патшалӑх организацийӗсенче вӗренекен пултаруллӑ ҫамрӑксене, пурӗ 10 ҫынна, 10-шар пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Ӑна тивӗҫнисен кайран професси пӗлӗвӗ паракан организацисене ӗҫе вырнаҫмалла.
Ҫӗршывӑн Президенчӗн Владимир Путинӑн паянхи хушӑвӗпе федерацин хӑш-пӗр тытӑмӗнче ӗҫлекенсене ӗҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Ҫав йышра Чӑваш Енӗн прокурорӗ Владимир Метелин та пур. Ӑна ӗҫрен хӑтарасси ҫинчен калакан хушӑва 52-мӗш номерпе алӑ пуснӑ.
Владимир Метелин 1950 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнче Аҫтӑрхан хулинче ҫуралнӑ. Сарӑтури юридици институтне вӗренсе пӗтернӗ. Ӗҫ биографине Кострома облаҫӗнчи Судислав поселокӗнче прокуратурӑра стажертан пуҫланӑ. 1992–2000 ҫулсенче Тутарстан Республикинче прокурор ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Чӑваш Ен прокурорне ӑна 2004 ҫулта лартнӑ.
Чӑваш Енре республика историйӗн кӗнекине хатӗрлемешкӗн ЧР грантне тума йышӑннӑ. Ку Хушӑва Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ.
Гранта йышӑнасси ӳсекен ӑрӑва патриотлӑх воспитанийӗ парас, ҫамрӑксене истори тата культура еткерӗпе кӑсӑклантарас тӗллевпе ҫыхӑннӑ.
Михаил Игнатьев документа йышӑннӑ чухне РФ Президенчӗ Владимир Путин Федераци Канашне яна Ҫырӑва тата Шупашкар 550 ҫул тултарнине, Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявлассине шута илнӗ.
Грант конкурсӗ 2015 ҫулта пулӗ. ЧР Министрсен Кабинетне грант калӑпӑшне тата унӑн положенине ҫирӗплетме хушнӑ.
Республикӑн ӗҫ ветеранӗ ята малашне пирӗн республикӑра сахалтарах ӗҫ стажӗ пулсан ат пама тытӑнӗҫ. Тивӗҫлӗ Хушӑва алӑ пусса ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ.
Аса илтеретпӗр, ҫав ята тивӗҫес тесен халӗ арҫынсене 45 ҫул стаж кирлӗ, хӗрарӑмсене — 40 ҫул. Малашне ун чухлех тар тӑкмасан та ун пек ята пама тытӑнӗҫ. Пӗтӗмӗшле ӗҫ стажне 2,5 ҫул таран чакарнӑ. Ҫапла вара 42,5 ҫул ӗҫленӗ арҫынсем ветерансем пулса тӑрӗҫ, хӗрарӑмсем — 37,5 ҫул тар тӑкнӑ хыҫҫӑн. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство ларӑвӗнче каланӑ. Ветеран ятне памалли чикке чакарасси пирки унчченех калаҫатчӗҫ-ха. Анчах ҫакӑ укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ та, тытӑнса тӑнӑ. Халӗ «кӗмӗле» ӑҫтан илессине те палӑртнӑ. Малашне патшалӑх служащийӗсене ҫурт-йӗр туянма патшалӑх хыснинчен субсиди пама пӑрахӗҫ те тупрана ветерансене тӳлеме ярӗҫ.
Чӑвашсен паллӑ артисткине Вера Кузьминична Кузьминана ЧР Элтеперӗн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Хисеп орденӗпе чысланӑ.
Вера Кузьминична К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче — 66 ҫул. Нумай ҫитӗнӳ тунӑ вӑл, чылай спектакльти сӑнарсене калӑпланӑ. Ҫак ҫулсенче куракан хисепне ҫӗнсе илме пултарнӑ. Вӑл — чӑваш театрӗн хӑйне евӗр символӗ.
Вера Кузьмина — СССР халӑх артистки. Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин ӑна Хисеп орденӗпе чыслассине алӑ пуснӑ.
Вера Кузьминична 66 ҫул хушшинче вырӑс, чӑваш тата ют ҫӗршыв пьесисинче 150 ытла роле калӑпланӑ. 90 ҫул тултарнӑ Вера Кузьминична халӗ те республикӑри мероприятисене, фестивальсене, куравсене, конкурссене, тӗлпулусене хастар хутшӑнать. Театрта сӑнарсене калӑплать, гастрольсене ҫӳрет.
Вера Кузьминан награда чылай. Вӑл — ЧАССР тава тивӗҫлӗ артистки, РСФСР тава тивӗҫлӗ артистки, РСФСР халӑх артистки, СССР халӑх артистки, Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни. Ҫавӑн пекех ӑна «Халӑхсен туслӑхӗ» оденпа, «Мускава хӳтӗленӗшӗн» орденпа, IV степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ.
РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Енри ултӑ ҫемье «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденсене тата медальсене тивӗҫнӗ.
«Ашшӗ-амашӗн мухтавӗ» ордена Куславкка районӗнчи Маркидановсем тата Улатӑрти Савенковсем тивӗҫнӗ. Тепӗр тӑватӑ ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне панӑ. Вӗсем — Патӑрьел районӗнчи Бурчаклысем, Ҫӗнӗ Шупашкарти Григорьевсем, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Егоровсем тата Вӑрмар районӗнчи Силлеровсем (вӗсем пирки нумай пулмасть хыпарланӑччӗ).
Ҫак ҫемьесем ачасене воспитани парас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. Акӑ Маркидановсен 7 ача, Савенковсен вара — ытларах. Хӑйсем те, ашшӗ-амӑшӗсем, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнаҫҫӗ, ачисемшӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |