ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӑслӑлӑха аталантарнӑшӑн паллӑ хирурга Владимир Волкова уйӑхсерен 3 пин тенкӗ парасси пирки хушӑва ала пуснӑ.
Владимир Егорович – 550 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ. Ҫав шутра – 11 монографи, 17 вӗренӳ пособийӗ. Вӑл – медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ. Владимир Егорович И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн хирурги чирӗсен кафедрине халӗ те ертсе пырать.
Владимир Егорович – Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ. Хирурга пирӗн республикӑра кӑна мар, ун тулашӗнче те паллаҫҫӗ.
Паянхи кун Владимир Егорович операци хыҫҫӑнхи йывӑрлӑх хыҫҫӑн лазер терапине аталантарас енӗпе тӑрӑшӑть.
57 ҫулти Светлана Петровӑна Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗн ҫумӗнчен хӑтарнӑ. Министр ҫумӗнче 15 ҫула яхӑн ӗҫленӗскер 2012 ҫулта пӗрремӗш ҫум пуканне йышӑннӑ. Ӑна пӗлекенсенчен хӑшӗсем: «Шывра та путмасть, вутра та ҫунмасть», — теме юрататчӗҫ. Ҫак сӑмаха вӗсем Светлана Владимировна тӗрлӗ министрпа ӗҫлеме пултарнӑран каланӑ-тӑр.
Ӗҫ биографине Светлана Петрова Шупашкар районӗнчи Ишлейри шкулта пуҫламӑш классене вӗрентнинчен пуҫланӑ. Унта вӑл 1978–1985 ҫулсенче тимленӗ. Унтан КПСС Шупашкар райкомне куҫнӑ, райӗҫтӑвкомра тӑрӑшнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче темиҫе уйӑх ӗҫленӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн Социаллӑ политика министерствинче ертсе пыракан специалистра вӑй хума тытӑннӑ. Патшалӑхӑн ытти службинче те тӑрӑшнӑ.
Светлана Петрова тӗлӗшпе хушӑва республика Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер, кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче, кӑларнӑ. Хутра Светлана Владимировнӑна тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ пирки хӑтарнине палӑртнӑ.
Республикӑри физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсенче ҫынсене уйӑхра пӗр хутчен тӳлевсӗр йышӑнаҫҫӗ. 2014 ҫултанпа пыракан ырӑ йӑлана килес ҫул та пӑрахӑҫламӗҫ. Чӑваш Енӗн Правительствин Пуҫлӑхӗ Иван Моторин кун пирки хушу кӑларнӑ.
ФСКсене тӳлевсӗр кӗме юрӗ тесе ҫапла вара ҫак кунсене йышӑннӑ: кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшне, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшне, пуш уйӑхӗн 25-мӗшне, ака уйӑхӗн 22-мӗшне, ҫу уйӑхӗн 20-мӗшне, ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшне, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшне, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшне, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшне, юпа уйӑхӗн 21-мӗшне, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшне, раштав уйӑхӗн 16-мӗшне. Республикӑн Спорт министерстви Физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсене ҫул тытиччен ҫапах та малтан вырӑнти ФСКсемпе ҫыхӑнса кунӗ вӑйрах пулнипе пулманнине палӑртма сӗнет.
РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ хушупа килӗшӳллӗн, ыран, раштавӑн 26-мӗшӗнче, Раҫҫейре хурлану кунӗ пулӗ. Ку Хура тинӗсре РФ Хӳтӗлев министерствин ТУ-154 самолечӗ ӳкнипе ҫыхӑннӑ.
Самолетра 92 ҫын пулнӑ. Ҫав йышра — журналистсем, Александров ячӗллӗ юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем, ҫар ҫыннисем пулнӑ. Халӑхра Лиза тухтӑр ятпа палӑрнӑ Елизавета Глинка та «Тӗрӗслӗхшӗн пулӑшу» фонд пуҫлӑхӗ) унтах пулнӑ.
Ыран Чӑваш Енре Ҫӗнӗ ҫулпа ҫыхӑннӑ чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Анчах вӗсем пулӗҫ-и? Хальлӗхе паллӑ мар.
Шупашкар хулинчи загс хӑйӗн ӗҫ пӳлӗмӗнче кӑна мар, Шупашкарти тӗрлӗ вырӑна ҫитсех ҫынсене пӗрлештерӗ. Ун пеккисене нумаях пулмасть пилӗк лапам палӑртнӑ. Тивӗҫлӗ хушӑва хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков нумаях пулмасть ҫирӗплетнӗ.
Пӗрлешес шухӑшлисем малашне «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) мемориал комплексӗнче, «Лакрей вӑрманӗ» культурӑпа кану паркӗнче, Хӗрлӗ лапамра, Юрӑ хирӗнче тата Шупашкарти юханшыв порчӗ умӗнчи лапамра ҫырӑнайӗҫ. Унччен загссем ҫынсене хӑйсен ӗҫ пӳлӗмӗнче кӑна йышӑннӑ. Савӑнӑҫлӑ пулӑм валли палӑртнӑ вырӑнсене хитрелетессишӗн Шупашкар хула администрацийӗн культурӑпа туризм аталанӑвӗн управленийӗ яваплӑ.
Сӑмах май, маларах Хусанкай ячӗллӗ тата «Салют» культура керменӗсене те ҫырӑнмалли вырӑнсем тесе палӑртнӑ, анчах хальхи йышӑнупа вӗсене ку списокран кӑларнӑ.
Ӗнер, раштавӑн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьевӑн хушӑвӗпе «Елчӗк Ен» район хаҫачӗн тӗп редакторне Николай Алексеева «Чӑваш Республикин культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Пичет ӗҫӗнче тӑрӑшма ҫак ҫын 1981 ҫулта пуҫланӑ. Малтан корреспондент пулнӑ, унтан — яваплӑ секретарь. 2004 ҫултанпа ӑна ертсе пыракан должноҫсене шаннӑ. Тепӗр виҫӗ ҫултан ӑна район хаҫачӗн тӗп редакторне лартаҫҫӗ.
Пичетре 35 ҫул ӗҫлекенскере вӑл тӑрӑхрисем паллӑ историк тата этнограф евӗр те пӗлеҫҫӗ тесе хыпарланӑ Николай Алексеев пирки Чӑваш Енӗн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви. Пултаруллӑ ҫак ҫын кӑҫал хӑйӗн иккӗмӗш кӗнекине — «Тӗмер ялӗ тата унӑн ҫыннисем» ятлине — кӑларнӑ.
Петр Краснова Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорне лартас сас-хурана Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерни тӳрре килчӗ.
Аса илтеретпӗр, чӑваш парламенчӗн депутатне Петр Краснова ҫак пукана шанассине Александр Белов журналист чӑваш парламенчӗн раштавӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ сессийӗ пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырнӑ хыҫҫӑн хыпарланӑччӗ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти Петр Краснова парламентра социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне лартма шухӑшланӑ тенӗччӗ ҫав хыпарта. Анчах кайран парти ӑна Александр Федотовпа ылмаштарнӑ.
ЧПГӐИ директорне Петр Краснова лартасси пирки республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин ӗнерех хушу кӑларнӑ. Институтӑн сайтӗнче те ҫӗнӗ пуҫлӑх сӑнӳкерчӗкне тата унӑн биографине вырнаҫтарнӑ.
Ӗнер ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ хушупа килӗшӳллӗн, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче улшӑну пулнӑ. Унта министрӑн пӗрремӗш ҫумне кӗскетнӗ.
Унччен ку должноҫе Татьяна Багданова йышӑннӑ. Ҫак кунсенче вӑл Хулари 1-мӗш клиника пульницин тӗп тухтӑрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫӑлама тытӑннӑ. Унччен ку должноҫре Наиля Зинетуллина пулнӑ. Палӑртмалла: вӑл та унччен ЧР сывӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Чӑваш Енре сыснасен Африка мурӗ сарӑласран карантин йышӑннӑ. Кун пирки республикӑн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер 490-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ.
Эпизоотилле хӑрушлӑх пысӑк пулнӑран Улатӑр районӗнчи Березовая Поляна тата Сӑрҫи Майданӗ, Пӑрачкав районӗнчи Любимовка, Сыреҫ ялӗсене пӗрремӗш зонӑна кӗртнӗ. Хӑрушлӑхлӑ вырӑнсенчи Улатӑр тата Пӑрачкав районӗсенчи маларах асӑннӑ территорисемсӗр пуҫне ыттисем, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Шӑмӑршӑ районӗ, Ҫӗмӗрле районӗ, Улатӑр, Пӑрачкав хулисем эпизоотилле иккӗмӗш зонӑра шутланаҫҫӗ. Эпизоотилле зонӑри сыснасене пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна турттарса кайма та, пусма та юрамасть. Хӑрушлӑхлӑ пӗрремӗш зонӑра сысна ашне те сутма чарнӑ.
ЧР Правительстви мура пӗтерес тӗлӗшпе 687 пин тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев__ Общество палатин ҫӗнӗ пайташӗсем тӗлӗшпе алӑ пуснӑ. Ҫӗнӗ должноҫе тӑватӑ ҫынна лартнӑ.
Чӑваш Республикинчи ҫамрӑксен «Ҫамрӑк социаллӑ технологисем» общество организацийӗн представителӗ тивӗҫне Роман Васильева шаннӑ.
Чӑваш Республикинчи «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗ» общество организацийӗн президенчӗн пуканне Нина Смирнова йышӑннӑ. «Куҫ курманнисен спорчӗн федерацийӗ» общество организацийӗн республикӑри уйрӑмӗн председателӗ Дмитрий Фадеев пулӗ. «Эйм-Инвест» акционерсен уҫӑ обществин генеральнӑй директорӗн пулӑшуҫи Иосиф Шакуров пулӗ.
Халӗ Чӑваш Енри Общество палатин тулли списокне хатӗрлеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |