Шупашкарти Ҫӗнӗ хула текен микрорайонти урамсенчен пӗрне Чӑваш Енри патшалӑхӑн, политикӑн тата обществӑн паллӑ ӗҫченӗн Илья Прокопьевӑн ятне пама йышӑннӑ. Ӗслӗ хута республикӑн тӗп хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Илья Прокопьев пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑччӗ. Вӑл ун чухне 91 ҫула кайнӑччӗ. «Пысӑк чун-чӗреллӗ, пултаруллӑ ертӳҫӗн, ячӗ Чӑваш Республикин тата Раҫҫейӗн историйӗнче ылтӑн саспаллисемпе ҫырӑннӑ ҫын», — тесе ҫырнӑччӗ некрологра.
Шӑп та лӑп тепӗр ҫулталӑкран Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Илья Прокпьевӑн ятне асра тытасси ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑччӗ. Ҫав хута ӑнлантарнинче Шупашкарти урамсенчен пӗрне Илья Прокопьев ятне парасси пирки те каланӑччӗ.
Ачасем валли чӑвашла хайлавсем ҫыракансене пирӗн республикӑра кӑҫал та хавхалантарӗҫ. Ку ыйтӑва ӗнер иртнӗ Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ятарлӑ хушӑва Иван Моторин премьер-министр ӗнерех алӑ пуснӑ, паян ӑна ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Укҫана тыттариччен хайлавсене ятарлӑ конкурс хаклӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ ертсе пырӗ.
Ачасем валли чӑвашла ҫырнине тӗрлӗ суммӑпа хавхалантарӗҫ. Шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн шкул ҫулӗнчисем валли шӑрҫаланӑ автора 50 пин тенкӗ пама йышӑннӑ. Вӑтам тата аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫыракансене 75-шер пин тенкӗ уйӑрма шухӑшлаҫҫӗ.
Конкурса, тӳрех палӑртар, автор уйрӑммӑн та, авторсен ушкӑнӗ те хутшӑнма пултарать.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ырӑ тӑвакансен юхӑмне аталантарма пулӑшакан канаш йӗркелесе ярасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Нимеҫӗсен (волонтерсен) канашӗ республика ертӳҫи ҫумӗнче ӗҫлӗ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ку канаш влаҫ органӗсемпе хастар ҫынсен пуҫаруллӑ ӗҫӗсене пурнӑҫа кӗртме, ырӑ ӗҫ пурнӑҫлакансен юхӑмне вӑй илме пулӑшма кирлӗ.
Чӑваш Енре нимеҫӗсен (волонтерсен) шучӗ ӳссе пынине пӗлтереҫҫӗ. 2018 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне пӗтӗмпе 1,6 пин пӗрлешӳ йӗркеленнӗ, вӗсенче 47 пин нимеҫӗ шутра тӑнӑ.
Хӑш-пӗр нимеҫӗсем хӑйсен организацийӗсене официаллӑ майпа йӗркелеҫҫӗ. Хальлӗхе ун пеккисем пирӗн тӑрӑхра — 5-ӗн. Нимеҫӗсен йышӗ малашне тата хушӑнса пырасса шанаҫҫӗ.
Елчӗк районне 2001 ҫултанпа ертсе пыракан Николай Миллина «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑлама йышӑннӑ. Ку хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян кӑларнӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
1954 ҫулта ҫуралнӑ Николай Миллин ӗҫ биографине тӑван «Прогресс» колхозри трактористран пуҫланӑ. Мал ӗмӗтлӗскер унта пӗр должноҫран тепӗрне куҫса пырса хуҫалӑх ертӳҫине ҫитнӗ. Кайран Елчӗк районне ертсе пыма тытӑннӑ.
2014 ҫулта ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗссемшӗн» орден медалӗпе чысланӑччӗ. Халӗ ав, тӑватӑ ҫултан, Николай Миллин ордена тивӗҫрӗ.
Канаш хулине социаллӑ пурнӑҫпа экономика тӗлӗшӗнчен аталантармалли ятарлӑ территорисен шутне кӗртнӗ. Ку йышӑнӑва Раҫҫей шайӗнче кӑларнӑ. Ӑна РФ правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев паян, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Чӑваш Енри монохуласенчен (ун пеккисем республикӑра пиллӗк) пӗртен-пӗр Канаш ҫеҫ ҫав списока лекнӗ.
Канаша ятарлӑ статус пани инвестици проекчӗсене аталантарма пулӑшмалла. Унта вырнаҫаканн производствӑсене налук-хырҫӑ тӳлессипе ҫӑмӑллӑх кӳрӗҫ.
Канашра тулӑ тӗплӗн тирпейлекен, чукун тата хурҫӑ шӑратакан, тумтир ҫӗлекен производствӑсем, бетон, гипс тата цемент производствисем йӗркелеме, машиностроенипе ҫыхӑннӑ производствӑна аталантарма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ятарлӑ статуса 10 ҫуллӑха параҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра унти предприятисен тупӑш налукне малтанхи пилӗк ҫулта 20 процентран 5 процент таран чакарса парӗҫ, кайранхи тепӗр 5 ҫуллӑха — 10 процент.
Хальхи вӑхӑтра Канаш хулин экономика тӑнӑҫлӑхӗ вырӑнти «Промтрактор-Вакун» предприятирен, автоагрегат савутӗнчен килет.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑри тӗрлӗ отрасльте ӗҫлекенсене наградӑласси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Документа ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ.
Патшалӑх наградине тивӗҫнӗ ҫынсем хушшинче икӗ спортсмен пур. Иккӗшӗ те кӑҫал Кӑнтӑр Корейӑри Пхенчхан хулинче иртнӗ Хӗллехи Олимп вӑййине хутшӑннӑ. Чӑваш халӑх сайтне вулакансем ӑнланчӗҫ пулӗ ӗнтӗ, кунта сӑмах Татьяна Акимовӑпа Лана Прусакова пирки пырать. Вӗсенчен пӗри — биатлонистка, тепри — фристайлистка. Вӗсене Чӑваш Енӗн Патшалӑх грамотипе наградӑлама йышӑннӑ.
Татьяна Акимова пирки каласан, ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Финляндире иртекен биатлон енӗпе 2017—2018 ҫулсенчи Тӗнче кубокӗн черетлӗ, ҫиччӗмӗш, тапхӑрне вӑл хутшӑнмӗ.
Шупашкарти урамсенчен пӗрне ҫывӑх вӑхӑтра Илья Прокоьпев ятне парӗҫ. Унсӑр пуҫне вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине ӑна асӑнса хӑма вырнаҫтарӗҫ.
Республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ ҫак ҫынна асра тытас тӗллевпе паян, Илья Прокопьев вилнӗ кун (общество деятелӗ иртнӗ ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче леш тӗнчене уйрӑлса кайрӗ), Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушу кӑларнӑ. «Об увековечении памяти Прокопьева И.П.» (чӑв. Прокопьев И.П. ятне вилӗмсӗрлетесси ҫинчен) ят панӑскере влаҫ органӗҫен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Илья Прокопьев Вӑрнар районӗнчи Мачамӑш ялӗнче 1926 ҫулхи утӑ уйхӗн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ. КПСС Чӑваш обкомне пӗрремӗш секретарь пулса 14 ҫул ертсе пынӑ. Унччен вӑл тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ, карьера картлашкипе пӗчӗкшерӗн улӑхса пынӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушу алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Строительсен урамӗ, Лакрей вӑрманӗ, Президент бульварӗ, Гладков урамӗ ҫывӑхӗнче пилӗк хутлӑ ҫуртсем тата суту-илӳ центрӗ вырнаҫмалла. Ку — хальхи «Ярмӑрккӑ» пасар ҫывӑхӗнче.
Ҫак вырӑнта «Юрма» агрохолдинг тата «Сад» ЯХПК «Ярмӑрккӑ» ятлӑ ҫӗнӗ микрорайон хута ярасшӑн. Икӗ организацие те Владимир Ермолаев ертсе пырать. Унӑн строительство компанийӗ — «СУОР» тулли мар яваплӑ общество.
Документацие тишкерес-тӗк «Ярмӑрккӑ» суту-илӳ комплексӗ те строительство вырӑнне лекет. Анчах унта пилӗк хутлӑ ҫуртсем е суту-илӳ центрӗ пулӗ? Хальлӗхе ку паллӑ мар.
Чӑваш Енре хир сыснисене тытнине специалистсем вӗсене ӗрчеттерсе ярас маррипе сӑлтавлаҫҫӗ. Вӑрманти тискер чӗрчун ял-хулана иленсен тем амакӗ курса ларӑн. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ветеринарсем Африка мурӗллӗ сыснана асӑрханӑччӗ.
Каярах республикӑн Ҫутҫанталӑк министерстви хир сыснисене тытма ирӗк паракан хушу кӑларнӑччӗ. Ҫак тапхӑр ака уйӑхӗн 1-мӗшӗчченех тӑсӑлӗ.
Хир сыснисене «Дирекция по охране и использованию животного мира и особо охраняемых природных территорий» (чӑв. Чӗрчун тӗнчине тата уйрӑмах сыхламалли ҫутҫанталӑк территорийӗсене асӑрхассипе тата усӑ курассипе ӗҫлекен дирекци) хысна предприятийӗн ӗҫченӗсем персе пӑрахаҫҫӗ. Сунарҫӑсем те тискер ҫак чӗрчунсене тытаҫҫӗ.
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пирӗн республикӑра сунарҫӑсем 23 хир сысни тытнӑ, маларах асӑннӑ дирекцин специалисчӗсем — 25.
Шупашкарти хысна предприятийӗсенчен пӗри пӗчӗк ача лартса ҫӳремелли креслоллӑ машина туянасшӑн. REGNUM информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, автомобиле вӑл 1,07 млн тенкӗпе илме шухӑшлать.
Сӑрӑ тӗслӗ «Веста-универсал» лифтбек хӑвачӗ 110 лаша вӑйӗпе танлашмалла, унта ача кресли вырнаҫтарма май килтӗр. Транспорт туяннине Шупашкар хула администрацийӗн хыснинчен саплаштарӗҫ.
Машина «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управлени» учреждени валли пулӗ.
Машина тенӗрен, РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче монохуласене васкавлӑ медпулӑшу машинисем парасси ҫинчен хушу алӑ пуснӑчччӗ. Унпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Енри монохуласем валли виҫӗ вӗр ҫӗнӗ васкавлӑ медпулӑшу машини илсе килмелле тенӗччӗ вӑл хыпарта.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |