Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине Александр Коршунов ертсе пыма тытӑнӗ.
Аса илтеретпӗр, министр пуканне паянччен йышӑннӑ Сергей Павлов Вӑрнар тӑрӑхӗнчен республикӑн Патшалӑх Канашне суйланчӗ. Депутатсен вара патшалӑх службинчи вырӑнта ларма юрамасть.
Александр Коршунова министрӑн тивӗҫне пурнӑҫлама шанассине паян республика Правительствин ларӑвӗнче Михаил Игнатьев Элтепер пӗлтернӗ.
Хальхи вӑхӑтра Александр Коршунов Агрохими службин «Чувашский» патшалӑхӑн центрне ертсе пырать. Федерацин патшалӑх хысна учрежденийӗ шутланакан ҫав центр пуҫлӑхне лариччен вӑл республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче те ӗҫленӗ. Сӑмах май каласан, маларах асӑннӑ Сергей Павлов та вӑхӑтӗнче ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑччӗ.