Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Чӑваш халӑх сайчӗ «Тантӑш» хаҫата 85 ҫул тултарнӑ ятпа чун-чӗререн саламлать! Ӗҫре ӑнӑҫу, мӗн планланине пурнӑҫлама сунатпӑр! Хаҫата вулакансемшӗн кӑсӑклӑ материалсемпе тултарса тӑмаллах пултӑр!
Хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ — вӑл ун чухне «Пионер сасси» ятлӑ пулнӑ — 1931 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Унтанпа 60 ҫул ӗнтӗ — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хаҫата кӑларма пӑрахсан 1966 ҫулта ҫеҫ тепре чӗртнӗ — вӑл чӑваш ачисен ҫывӑх юлташӗсенчен пӗри шутланать. Хаҫатра ачасен калавӗсем, хайлавӗсем тата сӑввисем тӑтӑшах пичетленсе тӑраҫҫӗ. Хаҫатӑн пӗрремӗш редакторӗ Илья Максимович Алтын-Баш пулнӑ. Вӑл хаҫата пӗрремӗш ҫулӗсенче ертсе пынӑ. Каярах редактор вырӑнӗнче И.П. Кириллов, К.С. Сергеев, М.Н. Мареева, А.А. Крыльцов, Г.Е. Платонова, В.Д. Николаев пулнӑ.
«Тантӑш» хальхи вӑхӑтра 1 200 ытларах тиражпа эрнере пӗрре тухать. 2013 ҫултанпа редактор ӗҫне В.Л. Фёдоров туса пырать. Хаҫатӑн калӑпӑшӗ — 8 страница. Тӗп рубрикӑсем: «Ҫыру ҫыртӑм васкаса», «Чун ӑшши», «Манӑн шухӑш», «Пултарулӑх», «Ҫӗнӗ ӑру», «Хастарсем», «Кӑсӑклӑ» тата ыттисем те. Ҫамрӑк авторсем те — шкул ачисем — тӑтӑшах хаҫата ҫырса тӑраҫҫӗ.
