«ТурСтат» аналитика агентстви Раҫҫейри ҫак ҫуркунне пулакан культура мероприятийӗсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Чи лайӑх 10 мероприяти йышне Шупашкарта йӗркеленекен Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ те кӗнӗ.
Чӑваш Енӗн культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак йыша Мускаври «Мускав ҫуркунни A Cappella» фестиваль, Питӗрти «Dance Open» балет фестивалӗ, «Клинри ҫуркунне» юрӑ-кӗвӗ фестивалӗ, Мускав облаҫӗнчи «Красногорский», Ленинград облаҫӗнчи «Литературӑпа кино» кинофестивальсем, Пенза облаҫӗнчи «Ылтӑн провинци» театр фестивалӗ, Челябинск облаҫӗнчи «Уралти искусствӑсен эрни» курав, Тамбов облаҫӗнчи С.В. Рахманинов ячӗллӗ музыка фествивалӗ, Шупашкарти М.Д. Михайлов ячӗллӗ балет фестивалӗ тата Чулхула облаҫӗнчи «Чӗресен кӗвви» бард-фестиваль кӗнӗ.
Палӑртса хӑварар, Шупашкарти фестиваль ака уйӑхӗн 12-22-мӗшӗсенче иртет. Ҫав вӑхӑтра «Жизель», «Золушка» «Ромео и Джульета», «Весна священная», «Жар-птица» тата «Чиполлино» балетсене кӑтартӗҫ. Унсӑр пуҫне гала-концерт та пулӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Апакассинчи «Шуҫӑм» вокал ансамблӗ «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» фестивальтен хавхаланса таврӑннӑ.
Красноармейски район администрацийӗ, Чӑваш Енри композиторсен ассоциацийӗ, Красноармейски районӗнчи Нестӗр Янкас ячӗллӗ культура, литература тата ӳнер пӗрлӗхӗ фестивале иртнӗ уйӑхрах ирттернӗ-ха. Ырӑ хыпара апакассисем ӗнер ҫеҫ пӗлтернӗ.
«Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» фестивале РСФСР халӑх артисчӗ, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗсченӗ, СССР преми лауреачӗ Федор Лукин композитор ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта Йӗпреҫ, Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Муркаш тата Красноармейски районӗнчи ушкӑнсем хутшӑннӑ.
Апакассинчи «Шуҫӑм» вокал ансамблӗ (ертӳҫи — В. Парфенов) «Чи лайӑх юрлакан — вокал ансамблӗ» номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. В. Парфенов, И. Павлова, Вера Алексеева юрланине «Вокал ансамблӗсем, трио» номинацире чи лайӑххи тесе йышӑннӑ.
Шкул ачисен чӑваш чӗлхипе литературине вӗренес кӑмӑлне ҫӗклес, чӑваш халӑхӗн историйӗпе культурине тӗпчес енӗпе пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас тӗллевпе Ҫӗрпӳ районӗнче наци культурин «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль иртнӗ.
Асӑннӑ фестивале районти шкул ачисем, 1-4-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ.
Фестиваль номинацийӗсем ҫаксем пулчӗҫ: «Сӑмах илемӗ», «Чӑваш вӑййи», «Янра, чӑваш юрри», «Чӑваш ташши», «Чӑваш апачӗ». Ҫӗрпӳ районӗнче пултаруллӑ ача-пӑча нумай пулнине фестиваль аван кӑтартса пачӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Козлова ертсе пыракан «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗ нумаях пулмасть Мускав облаҫӗнчи Клин хулинче пулнӑ. Унта юрӑ-ташӑ ӑстисем Раҫҫейӗн халӑхпа художество промыслисен IV фестивальне хутшӑннӑ.
Шупашкар хулин тӗп клуб тытӑмӗн методисчӗ Екатерина Осипова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, Клин хулине ҫӗршывӑн 28 регионӗнчен: Улатимӗр, Ӗрӗнпур, Рязань, Тверь, Тула облаҫӗсенчен, Ставрополь тӑрӑхӗнчен тата ҫӗртен — пырса ҫитнӗ. Куракансем чӑвашсене те кӑмӑлтан йышӑннӑ, юратса алӑ ҫупнӑ, пултарулӑхпа чунтан киленнӗ.
Екатерина Осипова пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти фольклор ушкӑнне инҫе ҫула тухма республикӑн тӗп хули пулӑшнӑ.
Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырмари культура ҫуртӗнче «Канаш ен мерченӗсем» ача-пӑча пултарулӑхӗн XXVIII фестивалӗ иртнӗ. Фестивале Раҫҫейре кӑҫал туса хунӑ Нимеҫӗсен ҫулталӑкне халалланӑ. Унӑн тӗллевӗ пултаруллӑ ҫамрӑк юрӑҫсене тупса палӑртасси теҫҫӗ.
Фестивале 16 вӗренӳ учрежденийӗнчи 100-е яхӑн ача хутшӑннӑ. Тӗрлӗ ҫулхи ачасем пулнӑ унта. Пилӗк ҫултан кӗҫӗнреххисем те сцена ҫине тухнӑ.
Суйлав турӗнче ачасен 85-е яхӑн номерне хакланӑ. Унта суйласа илнӗ 26 номере гала-концертра кӑтартнӑ. Концерта вокал-ансамблӗсем, триосем, дуэтсем, солистсем, хитре вулакансем; ҫавӑн пекех ташӑ, инструмент, фольклор ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Шкул ачисем те, шкул ҫулне ҫитменнисем те гала-концертра чӑннипех те савӑнтарнӑ.
Шупашкарта «Юмахсен каруҫҫелӗ» гастроль фестивалӗ уҫӑлнӑ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ ӑна 10-мӗш ҫул ирттерет ӗнтӗ.
Кӑҫал сцена ҫине Сочи, Мускав артисчӗсем малтан тухнӑ. Сочири «Саквояж» пукане театрӗ пирӗн патра пӗрремӗш хут пулнӑ. Вӗсем пукане циркӗ кӑтартнӑ. Вӑтам ӗмӗрсенче ҫуралнӑ жанр чи йывӑррисенчен пӗри шутланать.
Мускаври «Отражение» театр артисчӗсем те куракансене пукане театрӗн тӗнчине илӗртме пултарнӑ. Артистсем сцена ҫинче кӑна мар, куҫса ҫӳрекен лапамсенче те, ҫав шутра вӗренӳ учрежденийӗсенче те, хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштараҫҫӗ.
Ака уйӑхӗнче гастроль фестивальне Ҫырчаллӑри, Йошкар-Олари, Нарьян-Марари театрсем хутшӑнӗҫ.
Чӑваш Ен кӑҫал Республика кунне ирттересси пирки халех шухӑшлама тытӑннӑ. Тӑван тӑрӑхӑмӑршӑн пӗлтерӗшлӗ пулӑма хатӗрленес тӗллевпе нумаях пулмасть Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне пухнӑ.
Уяв вӑхӑтӗнче ытти ҫулхиллех тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Ҫав шутра — «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль те. Анчах кӑҫал унӑн программине палӑрмаллах улшӑну кӗртме палӑртнӑ. Фестивале хутшӑнакансем ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче республикӑри районсем тӑрӑх тухса кайӗҫ. Унта вӗсем концертсем лартӗҫ, ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ. Тепӗр кунне ҫӗршыври ӑстасен пултарулӑхӗпе Шупашкарта киленӗпӗр.
Кӑҫал фестивале Болгарирен те килмелле. Ҫакна Чӑваш Ен культура министрӗ Константин Яковлев каланӑ.
Чӑваш Ен Хусанта иртекен Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк киновӗн фестивальне хутшӑнать. Кинофорума пуш уйӑхӗн 21-25-мӗшӗсенче пуҫтарӑнӗҫ.
Вӑл Стамбулта пӗлтӗр иртнӗ Тӗрӗк тӗнчи кино ассоциацийӗн президиум ларӑвӗн йышӑнӑвӗпе пулать. Кинофорум валли Тутарстана суйласа илнине темиҫе сӑлтавпа ӑнлантараҫҫӗ. Тутарсен, сӑмахран, мӑсӑльман киновне ирттерес опыт пур тата республикӑра халӑхсен йӑли-йӗркине аталантарассипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Тӗрӗк киновӗн фестивальне Турцирен, Казахстанран, Кӑркӑстанран, Узбекистанран, Азербайджанран тата Туркменистанран килсе ҫитмелле. Хамӑр ҫӗршыври регионсенчен, Тутарстансӑр пуҫне, Пушкӑртстанран, Якут Республикинчен, Хакас Республикинчен тата, маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, Чӑваш Енрен хутшӑнмалла.
Пирӗн республикӑри Кинематографистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Ильтимер Ефремов ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑвашсем Марат Никитинӑн «Хорло» фильмӗпе кайӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкартан вырӑнти хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова тата Чӑваш Ен Элтеперӗ ячӗпе ҫыру ӑсатнӑ. Ӑна пулӑ тытма юратакансем хатӗрленӗ.
Вӗсем хулара пуш уйӑхӗнче «Рыбак рыбака» (чӑв. Пулӑҫ пулӑҫа) фестивале ирттерес шанчӑк сӳнсе пынине пӗлтернӗ. Унччен ҫак фестивале Сергей Семенов (халӗ вӑл — чӑваш парламенчӗн депутачӗ, «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» парти пайташӗ) 15 ҫул хушши йӗркелесе ирттерсе пынӑ. Фестиваль халӑхра анлӑ ят-сум ҫӗнсе илнине кура ӑна федераци шайӗнчи телеканалпа кӑтартакан «Диалоги о рыбалке» кӑларӑм та ӳкернине асӑннӑ.
Унтан ҫыру авторӗсем «Рыбак рыбака» фестивале ирттерме унӑн йӗркелӳҫи хӑш парти пайташӗ пулнине кура ура хунине палӑртнӑ, ыйтӑва татса пама ыйтнӑ.
Пуш уйӑхӗн 31—ака уйӑхӗн 1-мӗшӗсенче Шупашкарта «ГолосА» (чӑв. СасӑсемА) Раҫҫей шайӗнчи поэзи фестивалӗ иртӗ. Геннадий Айхи поэта сума сунине палӑртакан поэзи уявне кӑҫалхипе тӑххӑрмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Фестивале кашни ҫулах пуҫараканни — Мускаври «Мастера литературного перевода» (чӑв. Литература куҫарӑвӗн ӑстисем) гильдинче ӗҫлекен Алексей Прокопьев. Шупашкарсем те пулӑшаҫҫӗ. Игорь Улангин художник фестиваль илемӗшӗн тӑрӑшать, Мария Готлиб культуролог йӗркелӳ мероприятийӗсемшӗн яваплӑ.
Фестивале кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут Марина Карягина поэт хутшӑнать. «Кӑҫал эпӗ икӗ енлӗн те вуланакан сӑвӑпа (хыҫалтан вуласан урӑх хайлав пулса тухать) хутшӑнасшӑн. Ятарласа чӑвашлипе! Экран ҫинче куҫару пулать. Чӑваш чӗлхин шалти хӑватӗнчен тӗлӗнсе пӗтерейместӗп. Тӗнчере урӑх чӗлхепе ик енчен тӗрлӗрен вуланакан хайлавсем пуррине илтмен, Мускаври тӗпчевҫӗ туссем те пӗлмеҫҫӗ. Чӑвашла вара ирӗклӗнех ҫырӑнать», — каласа кӑтартрӗ ҫак йӗркесен авторне Марина Карягина.
Ҫӗнӗлле меслетпе ҫыракан сӑвӑҫ хайлавӗсем самай пухӑннӑ. Фестивальте паллаштаракан сӑвӑсем, палӑртсах калар, палиндром мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |