Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗччен ШупашкартиЧӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче М.Д. Михайлов ячӗллӗ XXX Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ иртӗ.
Юбилейлӑ (30-мӗш хут иртет те, театрта юбилейлӑ тесе палӑртнӑ) фестивале Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи сцена ӑстисем пухӑнӗҫ. .
Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче фестиваль гала-концертпа хупӑнӗ. Тӗнчери тӗрлӗ ҫӗршывра юрланӑ ӑстасен, хальхи вӑхӑтри опера сассисен ылтӑн фончӗ шутланакан юрӑҫсен пултарулӑхӗпе пӗр каҫра киленме май парӗ вӑл.
Кӑшӑлвируса пула Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне каярах куҫарма йышӑннӑ. Ҫак кун, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑхсен фестивалӗ иртмеллеччӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӑна каярах ирттерессине пӗлтернӗ.
Олег Алексеевич палӑртнӑ тӑрӑх, тен, уяв чӳкӗн 30-мӗшӗнче иртме пултарӗ. Ун чухне Чӑваш Ен Конституцине йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитет.
Палӑртмалла: Халӑхсен фестивальне ирттересси пирки утӑ уйӑхӗнче диаспорӑсен тӗлпулӑвӗнче калаҫнӑ. Культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Каликова республика уява ахаль чухнехи форматпа ирттерме пултарассине каланӑ. Анчах ку Роспотребнадзортан та нумай килет – вӑл мӗнле йышӑну тӑвать.
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче — Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче — пирӗн республикӑра Чӑваш Енри халӑхсен фестивальне ирттерме палӑртса хунӑ. Анчах кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑру кӑткӑссине шута илсе ӑна йӗркелемӗҫ. Ҫакӑн пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӑмах хускатнӑ.
Республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Светлана Каликова фестивале ирттермелли вырӑна палӑртассипе ҫине тӑнине пӗлтернӗ-ха. Анчах Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ ҫинчен аса илтернӗ май мероприятие каярах вӑхӑта куҫарма сӗннӗ. Сӑмахран, Чӑваш Республикин Конституцине йышӑннӑ кун — чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче — йӗркелеме пулать. Е Раҫҫей Конституцийӗн кунӗнче.
Чӑваш Енре кӑҫалхипе иккӗмӗш хут «Эреш» орнамент-фест» фестиваль иртрӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Наци музейӗнче уҫӑлчӗ.
Икӗ куна тӑсӑлнӑ мероприятие чӑваш тӗррин ӑстисемпе пӗрлех культурӑра, вӗрентӳре ӗҫлекенсем, чӑваш тӗрри-эрешне килӗштерекенсем, ун вӑрттӑнлӑхне ӑнланакансем тата унпа кӑсӑкланакансем пухӑннӑ.
Фестивалӗн пӗрремӗш кунӗнче ӑстасем тӗрӗ тӗрлеме пултарнине кӑтартса панӑ. Конкурса Чӑваш Енӗн тӗрлӗ кӗтесинчи ылтӑн алӑллӑ маттурсем кӑна мар, Чӗмпӗрпе Питӗр хулисенчен те хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче арҫын та пулнӑ. Вӑл — Чӗмпӗрти И.А. Гончаров ячӗллӗ облаҫри краеведени музейӗн пай пуҫлӑхӗ Сергей Кольцов. Иккӗмӗш кунхине халӑх тумтирне кӑтартакансем ӑмӑртнӑ.
Юпа уйӑхӗн 17-25-мӗшӗсенче Шупашкарти оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ иртессине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: кӑҫалхи фестивале «Хуркайӑк ҫулӗ» балетпа уҫӗҫ.
Ҫӗнӗ ӗҫре Хӗвел сӑнарне Чӑваш Республикин Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ Дмитрий Поляков калӑплӗ.
Вӑл Пермьри патшалӑх хореографи училищинчен вӗренсе тухнӑ. 2013 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлет. Таллинта иртнӗ пӗтӗм тӗнчери балет конкурсӗнче 2016 ҫулта дипломант ятне илнӗ. Ҫав ҫулах Шупашкарта иртнӗ «Танцуй» (чӑв. Ташла) пӗтӗм тӗнчери фестиваль-конкурсра лауреат пулса тӑнӑ. Пермь хулинче иртнӗ балет артисчӗсен конкурсӗнче те диплома тивӗҫнӗ. Вӑл хутшӑннӑ конкурссене тата асӑнса кайма пулать.
Юпа уйӑхӗн 10 тата 11-мӗшӗсенче Питӗр хулинче халӑх юррисен «Добровидение» пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ иртет. Ӑна кӑҫал пиллӗкмӗш хут йӗркеленӗ.
Паян пултарулӑх ушкӑнӗсен пултарулӑхӗпе Раҫейӗн этнографи музейӗнче тата Питӗр хулинчи патшалӑх академи капеллинче паллашма май килнӗ. Музейри мероприятисем 12 сехетре уҫӑлнӑ. Фестивале «Дача» клубра ыран хупма палӑртнӑ. Унтах гала-концерт кӑтартӗҫ.
Питӗрти фестивале хамӑр ҫӗршыври коллективсем ҫеҫ мар, чикӗ леш енчисем те пухӑнаҫҫӗ. Мероприяти тӗрлӗ халӑхӑн хайне евӗрлӗхӗпе паллашма май парать. Чи кӑмӑлли — фестивале чӑвашсем хутшӑнни. Питӗре «Ҫавал» фольклорпа эстрада ансамблӗ тата Валентина Телей юрӑҫ тухса кайнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта Халӑхсен пӗрлӗхӗн уявне паллӑ тӑвӗҫ. Ҫак кун «Вместе-Пӗрле!» фестиваль иртӗ. Ӑна ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пуҫарнипе йӗркелеҫҫӗ.
Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче мероприяти мӗнле пулассине сӳтсе явнӑ. ЧР культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Каликова Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче ҫӗнетнӗ Хӗрлӗ лапамра митинг-концерт, Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче уяв мероприятийӗ ирттерме сӗннӗ.
Уявра республикӑри наципе культура пӗрлешӗвӗсем, профессионал ушкӑнсем чи лайӑх номерӗсене кӑтартӗҫ.
Ӗнер Волгоград хулинче ҫарпа патриот фильмӗсемпе программисен пӗтӗм тӗнчери вуннӑмӗш телефестивальне пӗтӗмлетнӗ. Унта «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн фильмӗ тивӗҫлипе хутшӑннӑ.
Марина Карягина режиссерӑн тата сценаристӑн Сергей Мышев, Владимир Сергеев, Виктор Степанов тата Екатерина Янгалакова операторсемпе, Карина Петрова монтаж режиссерӗпе, Владимир Неверов тата Сергей Блинов сасӑ режиссерӗсемпе пӗрле хатӗрленӗ «О чем молчат куклы деда Тероша» документлӑ фильмӗ «Чи лайӑх телеочерк» номинацире ҫӗнтернӗ.
«Коронавирус кӑҫал пуҫтарӑнма памарӗ, анчах фестиваль пӗрех иртнӗ. Парнисене почта урлӑ ярса парӗҫ. Пӗрле савӑнар: эпир - авалхи хӑватлӑ халӑх ачисем», — тесе хыпарланӑ Марина карягина Фейсбукра.
Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Самар хулинче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн пултарулӑхӗпе паллашма май килӗ. Унта «Волжские театральные сезоны» (чӑв. Атӑлҫи театр тапхӑрӗсем) пӗтӗм ҫӗршыври V фестиваль уҫӑлӗ. Мероприятие театрӑн балет труппи А. Галкинӑн «Аттила. Рождение легенды» (чӑв. Аттилла. Халап ҫурални) балетпа тухса кайӗ.
Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче чӑваш сцени ҫинче Пӗтӗм тӗнчери XXIV балет фестивалӗ иртӗ. Тӗнче хореографийӗн шедеврӗсемпе («Дон Кихот», «Баядерка», «Корсар», гала-концерт) пӗрлех «Хуркайӑк ҫулӗ» балет премьерине кӑтартӗҫ.
Эстонире пурӑнакан Дина Гаврилова ҫыравҫӑ Тартури фестивале хутшӑннӑ. Писатель пӗлтернӗ тӑрӑх, Жуковский ячӗллӗ литература фестивальне Людмила Казарян ҫыравҫӑ йӗркеленӗ.
«Тартура виҫӗ кун сисӗнмесӗр иртрӗ. Каяс-и, каяс мар-и тесе нумай шухӑшларӑм. Ҫапах та кайрӑм. Юкка Маллинен финн поэчӗпе, эссеистпа, славистпа, вырӑс литературине финн чӗлхине куҫараканпа паллашни маншӑн кӗтменлӗх пулчӗ», – тесе ҫырнӑ Дина Гаврилова Фейсбукра.
Аса илтерер: Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Мелеспуҫ Ялтӑра чӑваш ялӗнче 1962 ҫулта ҫуралнӑ Дина Гаврилован чӑн ячӗ — Надежда Григоренко. Политехника техникумӗнче, каярах Ленинградри политехника институтӗнче вӗреннӗскер 1985 ҫултанпа Эстонире пурӑнать.
Ҫиччӗре чухне вырӑс интернатне лекнӗ пулин те тӑван чӗлхене манман. Кӗнекисене те ентешӗсем ҫинчен ҫырать. Хӑй калашле, малашне те пултарулӑхне вӗсене халалласшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левтина Марье, чӑваш сӑвӑҫи, драматург, публицист ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |