Чӑваш Енри юрӑпа ташӑ ансамблӗ Испанири Бургос хулинче утӑ уйӑхӗн 11—15-мӗшӗсенче иртнӗ «Chiudad de Burgos» Пӗтӗм тӗнчери фольклор фестивальне хутшӑннӑ. Индири, Эквадорти, Мексикӑри, Чехинчи ансамбльсемпе пӗрле сцена ҫине тухнӑ чӑвашсене унти хаҫат ырласа ҫырнӑ.
«Фестиваль хулари чи кӗтнӗ культура пулӑмӗ пулса тӑрать. Чӑваш Енри динамикӑллӑ ташӑсем тӗнче культурине халалланӑ каҫа уҫрӗҫ.. Концертра Раҫҫейри чӑваш ушкӑнӗн Тухӑҫ Европӑри ташшисем уйрӑмах уйрӑлса тӑчӗҫ», – тесе ҫырнӑ Испанири Бургос хулинче тухса тӑракан «Diario de Burgos» хаҫат.
«Chiudad de Burgos» фестиваль кӑҫалхипе 41-мӗш хут иртнӗ. Чӑваш Енри патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ унта иккӗмӗш хут кайнӑ. Унччен вӑл 1999 ҫулта Бургос сцени ҫинче куракана тыткӑнланӑ.
Асӑннӑ хулари фестиваль вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ансамбль ҫав ҫӗршыври Португалете тата Баске хулисенчи фестивале хутшӑннӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Атӑл хӗррине арӗ-арӑмӗ, хӗрӗ-каччи пуҫтарӑннӑ. Вӗсене пулӑ тытма юратни пӗр ҫӗре пухнӑ. Алла вӑлта тытса пуҫтарӑннисен тепӗр пӗр пеклӗх те пур. Вӗсем пурте — сусӑрсем. Апла пулин те тулли пурнӑҫпа чунтан киленме пӗлеҫҫӗ, кӑмӑла ҫывӑх киленӗҫ те пур ҫак маттурсен.
«Рыбалка без границ» (чӑв. Пулӑ тытасси чикӗсӗр) ят панӑ фестивале унччен те йӗркеленӗ. Кӑҫалхине Чӑвашрисем ҫеҫ мар, кӳршӗллӗ Мари Элтан та пулӑҫсем килсе ҫитнӗ. «Мана йӑлтах килӗшрӗ», — пӗлтернӗ «Pro город» интернет-хаҫата кӑҫал фестивале пуҫласа хутшӑннӑ Людмила Щербакова.
Фестиваль 13 сехетре кӑна пуҫланнине пӑхмасӑрах сусӑр пулӑҫсем ирех хавас кӑмӑлпа Атӑл ҫыранӗн хӗррине пухӑннӑ. Йышпа пӗрле ирттернӗ мероприятирен вӗсем хаваслӑн саланнӑ.
Шупашкарта Раҫҫейри тӗрӗк халӑхӗсен фестивалӗ иртесси пирки маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Унта килес кӑмӑл пуррине 12 регионти 14 ушкӑн пӗлтернӗ. Ҫавӑн пек шухӑш пуррине палӑртнисем Самар, Ӗренпур, Липецк, Аҫтӑрхан, Челепи облаҫӗсенчен, Алтай крайӗнчен, Татарстан, Калмӑк, Кабардин-Балкар, Пушкӑртстан, Удмурт Республикисенчен.
Фестиваль ҫурла уйӑхӗн 19–22-мӗшӗсенче иртмелле. Ӑна республикӑмӑрӑн тӗп хули ҫуралнӑ куна уявланӑ май йӗркелеме йышӑннӑ.
Тӗрӗк халӑхӗсен фестивальне курма пыракансем культура тата спорт мероприятийӗсем килӗшессе шанаҫҫӗ. Сӑмахран, кӗрешсе вӑй виҫӗҫ, тӗрлӗ куравра хӑйсен культурипе паллаштарӗҫ, ун ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ. Юрӑ-ташӑсӑр та иртмӗ, паллах, Шупашкарта пухӑнакан тӗрӗк халӑхӗсен фестивалӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Тӗмен хулинче наци культурисен «Мост дружбы» (чӑв. Туслӑх кӗперӗ) облаҫри XXIII фестивалӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен делегацийӗ те хутшӑннӑ.
Тюмень тӑрӑхӗнчи 20 ытла наци халӑхӗ хӑйсен апат-ҫимӗҫне ас тивтернӗ, концерт кӑтартнӑ, наци хӑй евӗрлӗхӗпе паллаштарнӑ. Кашни халӑхӑн тулли сӗтелӗ тӗрлӗ ӗҫме-ҫимепе илӗртнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Тӗмен хулинче чӑвашсен Акатуйӗ иртнӗччӗ. Вӑл тӑрӑхра пурӑнакан йӑхташӑмӑрсемшӗн вӑл чӑн-чӑн уяв пулнине шута илсе Свердловск облаҫӗнчен ҫитнӗ ҫын та пулнӑччӗ. «Хӑшӗ-пӗри чӑвашла пӗлмест, анчах йӑх-несӗлӗсене сума сӑвать, хӑйӗнче чӑваш юнӗ чупнине лайӑх пӗлет. 75-ри Нина Волова, ав, Тюмене Свердловск облаҫӗнчи Богданович ялӗнчен ҫитнӗ», — хыпарланӑччӗ ун чух.
Шупашкарта кӗҫех урамри кинон Пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ старт илет. Тӗп хуламӑр унта кӑҫал та хутшӑнӗ. Фестиваль кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут иртет.
Фестивальпе килӗшӳллӗн, Раҫҫейри ҫамрӑк режиссерсен кӗске метражлӑ лентисене кӑтартӗҫ. Ҫынсем 6 кинокартина курма пултарӗҫ. Вӗсене 800 ытла заявкӑран суйланӑ.
Ку – коммерциллӗ мар проект, ӑна Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче 2014 ҫулта пуҫарса янӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 4-мӗшӗччен 60 ҫӗршывра урамри кино фестивальне хутшӑнакан фильмсене кӑтартӗҫ.
Кӑҫал фестиваль ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 21 сехетре Шупашкарти "Салют" культура керменӗ умӗнче пуҫланӗ.
Чӑваш Енри паллӑ тележурналист, поэт, драматург Марина Карягина Пӗтӗм Раҫҫейри литература фестивалӗнче пулнӑ. Унта ӑна йӗркелӳҫӗсем йыхравланӑ. Сумлӑ мероприятие кӑҫал иккӗмӗш хут йӗркеленӗ, ун чух вӑл Крымра иртнӗ.
Хальхине чикӗ леш енчи чылай ҫӗршывран: Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчен, Францирен, Данирен, Польшӑран, Луганскран, Беларуҫран, Англинчен, Австринчен та та ытти ҫӗртен — поэтсем килнӗ.
Кӑҫалхи фестивале Марина Цветаева ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Программа пуян пулнӑ: куллен ӑсталӑх сехечӗсем, ҫавра сӗтелсем, тӗл пулусемпе хӑтлавсем иртнӗ. Еврази халӑхӗсен ассамблейин пӗрремӗш съезчӗ те фестиваль вӑхӑтӗнчех иртнӗ. Марина Цветаева пурӑннӑ ҫурт-музейра поэта халалланӑ сӑвӑсене вулакансен конкурсӗ пулнӑ. Писательсен хулинче, Переделкинӑра, пултарулӑх тӗлпулӑвӗсемпе сӑвӑҫсен кӗнеке хӑтлавӗсем иртнӗ.
Фестивальте Казахстанӑн паллӑ поэтне Олжас Сулейменова ылтӑн медаль панӑ. Марина Карягинӑна вара кӗмӗл медальпе чысланӑ.
Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш кӗнеки фестивалӗ иртрӗ. Унӑн йышне кӗрекен мероприятисенчен пӗри Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн кӗнекисен хӑтлавӗ пулчӗ.
Пухӑннисене пурӗ виҫӗ кӗнекепе паллаштарчӗҫ. Вӗсем пурте — хальтерех тухнӑскерсем. Чи малтанах паллашу «Чебоксары: история и тайны Николаевского девичьего монастыря» (чӑв. Шупашкар: хӗрсен Николаевски мӑнастирӗн историйӗ тата вӑрттӑнлӑхӗсем) кӗнекепе пулчӗ. Кӗнеке авторӗ вӑл мӗнле калӑпланни пирки каласа пачӗ. Итлекенсем ку кӗнекене ыйтакансем нумай пулни пирки пӗлтерчӗҫ, ӑна сахал тиражпа кӑларнӑран ниӑҫта та тупма ҫуккишӗн пӑшӑрханчӗҫ.
Иккӗмӗш кӗнеке «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин» 3-мӗш томӗ пулчӗ. Ун пирки тӗп сӑмаха кӗнекен редакторӗ Геннадий Дегтярёв каласа пачӗ. Хӑтлава пынисем чӑваш сӑмахӗсене чӑваш чӗлхипех ӑнлантарма йывӑр е ҫӑмӑл пулни пирки пӗлчӗҫ. Ку сӑмахсарӑн ырӑ енӗсене те асӑнчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш кӗнеке пирки чи малтанхи сӑмаха вара Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологипе журналистика факультечӗн деканӗ Алена Иванова илчӗ.
Муркаш районӗнчи Калайкасси вӑтам шкулӗнче «Чӑваш ачи чӑвашах» фестиваль иртнӗ. Вӗсем шкулта Е.Е. Ерагин пухса йӗркеленӗ шкул музейӗпе, Афган вӑрҫине халалланӑ музейпа, Тури чӑвашсен музейӗ хатӗрленӗ Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем 25 ҫул тултарнине халалланӑ куравпа тата «Чӑваш сурпанӗсем» фотокуравпа, шкул вулавӑшӗнче йӗркеленӗ Зинаида Васильевна тата Петр Яковлевич Мазуркинсен куравӗпе паллашнӑ.
Муркаш район администраци пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев фестивале уҫнӑ май Муркаш тӑрӑхӗнче чӑвашлӑха аталантарас ӗҫ вӑйланса пынине, тӑван чӗлхене упрасси кашнин тивӗҫӗ пулнине палӑртнӑ. Чӑваш Республикин культура министрӗн ӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Вячеслав Оринов ачасене чӑн-чӑн патриотсем тесе хавхалантарнӑ, чӑваш чӗлхине юратмалли тата ытти халӑх чӗлхисене хисеплемелли пирки каланӑ. Чӑваш Республикин информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министрӗн ҫумӗ Юлия Стройкова Калайкасси шкулӗнчен тӑван чӗлхепе таса та илемлӗ калаҫма пултаракан журналистсем тухасса шаннине пӗлтернӗ. Тата ытти хӑна та ырӑ сӑмах нумай каланӑ.
«Чӑваш ачи чӑвашах» фестиваль Калайкасси шкулӗнче пуҫласа иртнӗ.
Кӑҫал Хула кунӗнче тӗрӗк халӑхӗсен «Раҫҫей тӗрӗкӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри фестивале ирттерме палӑртнӑ. Унта фольклор, хореографи, инструмент ушкӑнӗсем килӗҫ, юрӑпа ташӑ ансамблӗсем, алӗҫ ӑстисем хутшӑнӗҫ.
Алӑстисем «Тӗрӗксен чӗрӗлнӗ алӗҫӗсем» ярмӑркка ирттерӗҫ. Ҫавӑн пекех наци костюмӗсен «Тӗрӗксен тупри» уяне, пиҫҫиххи ҫыхас енӗпе ӑсталӑх класӗсем йӗркелӗҫ.
Ярмӑрккӑра кавирсем, кӑкшӑмсем, эрешлӗ пушмаксем, йывӑҫран касса кӑларнӑ япаласем, тӗрӗсем пулӗҫ. Кунсӑр пуҫне ухӑран пенине, сӑнӑ ывӑтнине, артистсен театрланӑ парадне курма май пулӗ. Концерт та иртӗ.
Фестиваль «ҫавра сӗтелпе» вӗҫленӗ.
Ака уйӑхӗн 17–21-мӗшӗсенче ЧР Наци вулавӑшӗнче экологи фильмӗсен «Шанчӑк меридианӗ» фестиваль иртет. Унта илемлӗ тата документлӑ фильмсене курма май пулӗ.
Экологипе ҫыхӑннӑ фильмсене «Чӑвашкино» патшалӑх киностудинче тата электронлӑ документаци архивӗнче, «Бичурин тата хальхи самана» музейра, Юрий Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑшра та кӑтартӗҫ.
Киносеанс 13 сехетре пуҫланӗ. Пилӗк кунра ҫынсем «Байкал заповедный» и Прощание с актером», «Тюлени Лоры Белоиван» и «Территория завтра. Волга — право на жизнь», «Дорога к дому», «Догнать ушедший поезд», «Чай, не город» и «Протяни руку лапам», «Гений нефти» картинӑсене курма пултарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |