Шӑмӑршӑ районӗнче авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кӑмпа фестивалӗ иртӗ. Вӑл Баскаки вӑрман хуҫалӑхӗнчи «Липовый кРай» (чӑв. Ҫӑка тӑрӑхӗ) уҫланкӑра пулӗ.
Фестивале йӗркелекенсем уяв ирттернипе пӗрлех вӑрман пуянлӑхне упрас тӗллев лартнӑ.
Фестиваль хӑнисем опытлӑ кӑмпаҫӑсемпе кӑмпа шырӗҫ.
Программӑна вырӑнти хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсен пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗ, тӗрлӗ тум тӑхӑннӑ ҫынсем, куравсем, интерактивлӑ лапамсем, тӗрлӗ конкурспа ӑмӑрту пуянлатӗҫ.
Фкстивальте кӑмпа ярмӑркки ӗҫлӗ, пыл, ҫырла, тутлӑ апат-ҫимӗҫ, эмел тата чей курӑкӗсен пуххине, милӗк т.ыт.те сутӗҫ.
Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — (83546) 2-35-06 (район администрацийӗн экологи, рекреаци тата туризм пайӗ).
Ҫак кунсенче Молдавинче Чӑваш киновӗн кунӗсем иртеҫҫӗ. «Асам ахрӑмӗ» фестиваль ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ, вӑл ҫак уйӑхӑн 28-мӗшӗччен пырӗ.
Фестивале «Сохранение, изучение и развитие чувашского языка» (чӑв. Чӑваш чӗлхине упрасси, тӗпчесси тата аталантарасси) ҫумпрограммӑпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.
«Чӑвашкинора» пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш наци фильмӗсене Раҫҫей тулашӗнче 1927 ҫултанпа та кӑтартман.
Фестивале Гагаузи автономийӗнче уҫнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхри Копчак ялӗнче ҫак кунсенче Тӗрӗк ҫамрӑкӗсен кунӗсем иртеҫҫӗ. Унта Раҫҫейри, Болгарири, Румынири, Голландинчи, Боснипе Герцеговинӑри, Ҫурҫӗр Македонири, Германири, Финляндинчи, Афганистанри, Иракри, Сиринчи, Кипрти, Казахстанри, Узбекистанри, Туркменистанри, Азербайджанри тата Турцинчи ҫамрӑксем пухӑннӑ.
Шупашкарта ҫулсерен Регионсен хушшинчи наци кухнисен «Тарватлӑ Чӑваш Ен» фестиваль иртет. Унта кафесемпе ресторансем хутшӑнаҫҫӗ, хӑнасене чӑвашсен апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхма сӗнеҫҫӗ.
Фестиваль чылай ресторанпа кафене хавахалантарнӑ. Нумайӑшӗ чӑвашсен апат-ҫимӗҫне хатӗрлеме тытӑннӑ. Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен хӑш-пӗр кафе-ресторанра наци апатне ҫиме май пур.
Фестивале Шупашкарти кӑна мар, хӑш-пӗр районти кафесем те хутшӑнаҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Чатукассинче халӑх художество пултарулӑхӗн республикӑри VII уҫӑ фестивалӗ пулса иртнӗ. «Ункӑ шевлисем» ят панӑ мероприятие асӑннӑ юханшыв ҫывӑхӗнчи территорисенче пурӑнакансем пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Шупашкар, Муркаш, Красноармейски тата Ҫӗрпӳ районӗсем пуҫтарӑннӑ.
Фестиваль пуҫланас умӗ Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов сӑмах каланӑ. Парламентари Филипп Лукин ячӗллӗ музея картина парнеленӗ.
«Чӑвашкино» киностуди Шупашкарта Урамри кинофестиваль уҫӑлассине пӗлтернӗ. Мероприятие пирӗн ҫӗршывра Раҫҫей кунне халалланӑ.
Шупашкарта фестиваль ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗччен иртӗ. Асӑннӑ тапхӑрта, сӑмах май каласан, урамри кинофестиваль 60 ҫӗршывра иртӗ. Ҫамрӑк авторсен кӗске метрлӑ фильмӗсене Владивостокран пуҫласа Сан-Францискӑра таранах кӑтартӗҫ. Фильмсене тӗрлӗ лапамра: юханшыв хӗрринче, ытти ҫавӑн пек илемлӗ вырӑнта —курма май килӗ.
Шупашкарти фестиваль ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 20 сехетре Шупашкарти Наци вулавӑшӗ умӗнчи Иван Яковлев скверӗнче уҫӑлӗ.
Шупашкарта йӗкӗрешсен фестивалӗ иртӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтерет.
Фестивеле йӗкӗреш, виҫӗреш ачасене ӳстерекен ҫемьесем пухӑнӗҫ. Малтан куҫӑн мар тапхӑр иртӗ. Кӑмӑл пуррисен ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗччен заявка памалла. Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче куҫӑн майпа иртекен тапхӑр пулӗ.
Фестиваль Шупашкарти Андриян Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче иртӗ. Унта хутшӑнакансене килти ӗҫ те парӗҫ – вӗсен пултарулӑх номерне кӑтартмалла. Жюри ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗ.
Тӗмен хулинчи «Орфей» культура ҫуртӗнче чӑваш культурин «Хӗлхем» облаҫри фольклор фестивалӗ вӗҫленнӗ. Унта ача-пӑча хутшӑннӑ.
Фестиваль мероприятийӗн асра юлмалли саманчӗсенчен пӗри чӑваш наци тумӗн тата декораципе прикладной ӳнерӗн хатӗрӗсен Тӗмен районӗнчи Винзили поселокӗнчен илсе килнӗ курав пулнӑ. Куравра 100 ытла ӗҫ пулнӑ.
Пултарулӑх конкурсӗсем те иртнӗ. Унта 200 ытла ача хутшӑннӑ. Ҫав шутра — солистсем тата пултарулӑх ушкӑнӗсем. Фестивале Чӑваш Енрен, Екатеринбургран, Чулхуларан, Иркутск облаҫӗнчен, Сургут, Нижневартовск, Ҫӗнӗ Уренгой хулисенчи юрӑ-ташӑ ӑстисем те хутшӑннӑ.
«Яблоки в траве» (чӑв. Курӑк ҫинчи панулмисем) регионсем хушшинчи V фестиваль ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Енре иртнӗ. Кун пирки Альбина Юрату сӑвӑҫ Фейсбукра пӗлтернӗ.
Курскри Вероника Тутенко журналист, ҫыравҫӑ, художник-иллюстратор, поэт, хореограф Брянск облаҫӗнчи Лысые ялӗнче ҫуралнӑ Николай Мельников (1966-2006) поэтӑн, режиссерӑн сӑввине вуланӑ хыҫҫӑн Раҫҫейри халӑхсен шӑпи пирки шухӑша путнӑ. Поэтӑн сӑввинчи йӗркене илсе вӑл Николай Мельников ячӗллӗ фестиваль ирттерме тытӑннӑ. Мероприятире пӗринче Чӑваш Енри Елчӗк районӗнчи Шӑмалакри Венера Усанова ҫӗнтернӗ. Вӑл ял вулавӑшӗн заведующийӗнче тӑрӑшать. Ҫавна кура фестивале хальхинче кунта йӗркеленӗ.
Вероника Тутенко «Контактра» страницӑра чӑваш чӗлхине видеоклипсем урлӑ вӗренмелли те йӗркеленӗ.
Шупашкарта «Ситистрой» строительство центрӗн парковкинче (вӑл Калинин урамӗнче 107-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) граффити-фестиваль иртет. Вӑл ҫу уйӑхӗн 29-30-мӗшӗсенче, канмалли кунсенче, иртӗ.
Фестиввале Шупашкарти, Хусанти, Чулхулари ӳнерҫӗсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем пирӗн хула тата республика темипе граффити ӳкерӗҫ. Ҫавӑн пекех ирӗклӗ тема пулӗ. «Ҫутӑ, хитре тата шавлӑ» - ҫакнашкал девизпа иртӗ вӑл.
Мероприятие тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
Шупашкарти пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль пуҫланиччен пӗр уйӑхран та катӑлчӗ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 21-25-мӗшӗсенче пулӗ. Вӑл районсемпе хуласенче те иртӗ.
Унта Раҫҫейре ӳкернӗ фильмсемпе пӗрлех Индире, Беларуҫра, Польшӑра, Францире, Чехинче тата Данире калӑпланисене кӑтартӗҫ.
Этника тата регионсенчи кино программине Чӑваш Енри, Чечняри, Калмӑк Республикинчи, Пушкӑртстанри, Бурят Республикинчи, Якут Республикинчи, Хакас Республикинчи, Тутарстанри, Байкал тӑрӑхӗнчи, Свердлов облаҫӗнчи тата Тыва Республикинчи 17 ӗҫ кӗнӗ.
Кинофестиваль программинчи фильмсене Шупашкарта ҫеҫ мар, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Сӗнтӗрвӑрринче, Шупашкар, Патӑрьел, Вӑрмар, Пӑрачкав, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Йӗпреҫ, Вӑрнар, Элӗк районӗсенче пурӑнакансене те тӳлевсӗр кӑтартӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |