Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Екатеринбургра иртекен Хальхи вӑхӑтри драматургин «Коляда-Plays» пӗтӗм тӗнчери XV театр фестивальне хутшӑннӑ. Унта коллектив Василий Сигарев пьеси тӑрӑх лартнӑ «Метель» спектакльпе (режиссерӗ — Байрас Ибрагимов) тухса кайнӑ.
Чӑваш Енри ӗҫе Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнчи куракансем ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, курнӑ. Спектакльпе чӑваш артисчӗсем Екатеринбургри Камера театрӗн сцени ҫине тухнӑ.
Мускавра чӑваш чӗлхи ҫинчен каласа кӑтартассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
«Хӗрлӗ лапам» кӗнеке фестивальне Александр Блинов (Алпарух) хутшӑннӑ. Аса илтерер: пысӑк калапӑшлӑ литература уявӗ ҫӗртме уйӑхӗн 3-6-мӗшӗсенче иртнӗ. Кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут йӗркеленӗ мероприятие писательсем, поэтсем, кӗнеке кӑларакансем, библиотекарьсем, актёрсем, музыкантсем тата вулама юратакансем ҫӗршывӑн 60 регионӗнчен пырса ҫитнӗ.
Фестиваль вӑхӑтӗнче Наци литературисен фестивалӗ иртнӗ. Унта Шупашкарти «Язык успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) шкулӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Александр Блинов (Алпарух)
чӑваш чӗлхи ҫинчен кӑсӑклӑн каласа кӑтартнӑ.
Мускавра нумаях пулмасть «Красная площадь» (чӑв. Хӗрлӗ лапам) кӗнеке фестивалӗ иртнӗ. Унта сасӑпа вулакансен «Страница’22» тӗнче чемпионачӗн суперфиналне йӗркеленӗ.
Чемпионат правили ҫапларах: унта хутшӑнакансен хӑйсем маларах вуламан пӗр-пӗр текста пӗр минут вулама тивнӗ. Техникӑна тата артистла вуланине ятарлӑ тӳресем 6 баллӑ тытӑмпа хакланӑ.
Суперфинала Шупашкарти 14-17 ҫулсенчи ҫамрӑксем те хутшӑннӑ. Сасӑпа вулассин тӗнче чемпионкин титулне хулари 47-мӗш шкулта вӗренекен Диана Смирнова ҫӗнсе илнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Куславкка хулинче пулӑ тытас енӗпе пӗрремӗш хут фестиваль иртӗ. Ӑна Республика кунӗпе килӗшӳллӗн йӗркелеҫҫӗ.
Фестивале хутшӑнакансем вӑлтапа пулӑ тытӗҫ. Ӑманпа-и, ҫӑкӑрпа-и - чару ҫук, хӑть те мӗнле ҫимӗҫпе илӗртме юрать. Чи пысӑк пулӑ тытаканни фестиваль ҫӗнтерӳҫи пулӗ.
Мероприяти Атӑл хӗрринче иртӗ. Пулӑҫсене ирхи 7 сехетре "Октябрь" кинотеатр патӗнче регистрацилеме пуҫлӗҫ. Фестиваль 9 сехетре пуҫланать.
Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта Раҫҫейри паллӑ артист, Надежда Бабкина пресс-конференци ирттерӗ. Журналистсене Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне йыхравлаҫҫӗ. Унта хӑна «Песни России» (чӑв. Раҫҫей юррисем) фестиваль-марафон ҫӗршывӑн шалти наци политикине епле витӗм кӳни ҫинчен каласа кӑтартӗ.
«Раҫҫей юррисем» «Народная певческая культура» ыркӑмӑллӑх фончӗн проекчӗ шутланать. Фестиваль-марафона ирттерме Раҫҫей тата Чӑваш Енӗн Культура министерствисем пулӑшаҫҫӗ. Укҫан та, йӗркелӳ мероприятийӗсем енчен те.
16 ҫул хушшинче фестиваль ҫӗршывӑн 63 субъектӗнче концертпа пулнӑ. Фестиваль Чӑвавш Енре 10 кун пынӑ вӑхӑтра 10 концерт иртӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 8-16-мӗшӗсенче Пӗтӗм тӗнчери III оперетта фестивалӗ иртнӗ. Хальхи вӑхӑтра театрта Дмитрий Шостаковичӑн «Москва, Черемушки» музыкӑллӑ камитне хатӗрлессипе ӗҫлеҫҫӗ. Фестиваль шӑпах унпа уҫӑлӗ.
«Москва, Черемушки» ӗҫе хальлӗхе Пысӑк тата Мариински театрсенче ҫеҫ кӑтартаҫҫӗ.
Фестиваль афишинче — Ф. Легарӑн «Веселая вдова» (ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑтартӗҫ), И. Кальманӑн «Марица» ӗҫне — ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче.
Фестиваль ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче гала-концертпа вӗҫленӗ.
Кӑҫал Республика кунӗнче фейерверксен фестивальне ирттерӗҫ. Кӑшӑлвирус пандемине пула "Асамат" фестиваль икӗ ҫул иртменччӗ.
Фестиваль яланхи пекех ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 23 сехетре пулӗ. Кӑҫал унта икӗ организаци кӑна хутшӑнма кӑмӑл тунӑ: Шупашкарти "Пирснаб-Поволжье" тата Алма-Атари "Номанд Арт Казахстан".
Палӑртса хӑварар: кӑҫал фестиваль 13-мӗш хут иртӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 3-6-мӗшӗсенче Раҫҫей халӑхӗсен тӑван литературисен фестивалӗ иртӗ. Чӑвашсен «Хавал» ушкӑнӗ «Контактри» хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта чӑвашсем те хутшӑнӗҫ.
Мускаври фестивале Мальвина Петрова, Александр Блинов (Алпарух) хутшӑнӗҫ. Фестиваль Мускаври Хӗрлӗ тӳремре иртӗ.
Мальвина Петрова ҫӗртмен 3-мӗшӗнче 12 сехет те 15 минутра, ҫӗртмен 6-мӗшӗнче 12 сехет те 30 минутра сӑвӑ вулавӗсенче хутшӑнӗ.
Александр (Алпарух) Блинов ҫӗртмен 4-мӗшӗнче 12 сехетре чӑваш чӗлхи ҫинчен каласа парӗ.
Ҫу уйӑхӗн 19-21-мӗшӗсенче Саранскра Атӑл тата Урал тӑрӑхӗнчи композиторсен Пӗтӗм Раҫҫейри XXXI фестивалӗ иртнӗ.
Ҫулсерен йӗркелекен культура мероприятине эпир маларах асӑннӑ тӑрӑхсенчи регионсен тӗп хулисенче черетлентерсе ирттереҫҫӗ. Ӑна унчченхи ҫулсенче Пушкӑртстанӑн, Мари Элӑн, Тутарстанӑн, Удмурт Республикин тӗп хулисенче йӗркеленӗ.
Шучӗпе XXXI хутчен иртнӗ фестиваль программи хор музыкин, халӑх инструменчӗсен музыкин, камера музыкин концерчӗсенчен тӑнӑ. «Фольклор тата композитор» концерт та, «Мордовская легенда» балет-юмах та кӑтартнӑ, ӑсталӑх лаҫҫи те ӗҫленӗ. Фествиале Чӑваш Енри ӑстасем те хутшӑннӑ.
Хӗрлӗ Чутайри «Солнышко» (чӑв. Хӗвелӗш) ача пахчинче Ача-пӑча Фольклориадин фестивальне ирттернӗ. Ӑна Раҫҫейре кӑҫал халӑхсен культура эткерлӗхӗн ҫулталӑкне ирттернӗ май йӗркеленӗ. Сӑмах май, ҫӗртмен 23-мӗшпе 27-мӗшӗсенче Шупашкарта I Ача-пӑча Фольклориади иртӗ — районти мероприятие унта хатӗрленсе ирттернӗ те.
Ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем илемлӗ тумсемпе ташланӑ, вӑйӑ картине тӑнӑ, юрӑсем шӑрантарнӑ. Воспитательсем те чӑваш тумӗсем тӑхӑнса хутшӑннӑ. Фестивальте тӗрлӗ номинацисем пулнӑ: халӑх юрри, халӑх ташши, халӑх кӗвӗ инструменчӗсем, чӑваш халӑх вӑййисем.
Хӗрлӗ Чутай районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх фестиваль пурин кӑмӑлне те кайнӑ: ачасем те унта хавассӑн хутшӑннӑ, воспитательсем те пӗтӗм чунне парса ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |