Пушкӑртстанра Чӑваш тӗррин республика шайӗнчи пӗрремӗш уявӗ иртнӗ. Ӑна вырӑнти чӑваш хастарӗсен «Канаш» пӗрлешӗвӗ пуҫарнӑ.
Мила Мурманская тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, уява вырӑнтисем ырласа йышӑннӑ, унта хутшӑнас кӑмӑллисем самай ҫын пулнӑ.
Чӑваш тӗррин уявне пухӑннисем валли ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫленӗ, куравсем йӗркеленӗ. Тата, паллах, юрӑ-ташӑ ӑстисен пултарулӑхне курса киленме май килнӗ. Уява пухӑннӑ йӑхташӑмӑрсем килӗсене хавас кӑмӑлпа саланнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчиСӑкӑтри культура ҫуртӗнче «Чӳклеме» — тыр-пул уявӗ» иртнӗ.
Чӑваш Республикин культура тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Юлия Мареева «Контактра» пӗтернӗ тӑрӑх, ҫакӑн пек уявсем чӑваш халӑх вӗрентӗвӗн иксӗлми пуянлӑхне упраса, чӑвашсен авалхи чапне ҫӗнетсе ҫирӗплетме май параҫҫӗ.
«Мӑн асатте-асаннесем ҫутҫанталӑкпа килӗшӳре пурӑнни, вӗсем пурнӑҫри кашни пулӑмах ҫӳлти хӑватсем йӗркелесе пынине ӗненни тата йывӑр ӗҫпе пиҫӗхсе ывӑннине те ял-йышпа пуҫтарӑнса уявсенче кӑмӑл туличчен ташласа, юрласа, вӑйӑсенче савӑнса ирттернӗ, ырӑ та тулӑх пурнӑҫа шаннӑ», — палӑртса хӑварнӑ журналист.
Шупашкар хули Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме пуҫланӑ. Чукун ҫул вокзалӗ умне, ав, 15 метр ҫӳллӗш чӑрӑш илсе пырса вырнаҫтарнӑ.
Ҫӳллӗскере вырнаҫтарса лартма кран та кирлӗ пулса тухнӑ. Ёлкӑна раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче капӑрлатасшӑн-мӗн.
Сӑмах май каласан, хулара гирляндӑсем туянса хунӑ, арт-объектсем хатӗр. Хальхи вӑхӑтра картишсемпе халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсене капӑрлатма тытӑннӑ.
Ҫав вӑхӑтрах «Ҫыхӑнура» форумра 15 метр тӑршшӗ ёлка чукун ҫул вокзалӗ умӗнче мӗн тума кирлӗ текен те тупӑннӑ.
Чӗмпӗрте пӗрремӗш чӑваш букварьне кун ҫути кӑтартнӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ ятпа уяв иртнӗ. Асӑннӑ пулӑма Раҫҫейре кӑҫал иртекен Халӑхсен культура эткерлӗхӗн ҫулталӑкне халалланӑ.
Мероприяти «Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ. И.Я. Яковлев хваттерӗ» музейра иртнӗ. Ӑна тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ педагога тата хальхи вӑхӑтри чӑваш алфавитне йӗркеленӗ Иван Яковлев пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне, унӑн пултарулӑхне халалланӑ.
Чӗмпӗрте 1885 ҫулта кун ҫути кӑтартнӑ чӑваш букварӗ упранать. Уява хутшӑннисене ун ҫинчен тата чӑваш алфавитне тата букварьне Иван Яковлев епле хатӗрлени пирки каласа кӑтартнӑ.
Чӑваш Енри апат-ҫимӗҫе Бельгипе Германире туянаҫҫӗ. Вӗсенче кӑна та мар, Польшӑра, Китайра, СНГ (Никама пӑхӑнман ҫӗршывсен пӗрлӗхӗ) ҫӗршывӗсенче.
Паян Чӑваш Енри аграрисем хӑйсен професси уявне (вӑл юпа уйӑхӗнче-ха, анчах пирӗн республикӑра уява уй-хирти ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ пуҫтарӑнаҫҫӗ) пухӑннӑ.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, экспорта санкцисем витӗм кӳнӗ пулин те кӑштах ӳсӗм пӗрех пур. Кӑҫалхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче агропромышленность продукцине ют ҫӗршыва ӑсатасси 7 процент ӳснӗ.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Стерлитамак хулинче Чӑваш тӗррин уявне пуҫласа пухӑнӗҫ.
Пушкӑртстанри ҫав хулара йӗркелекен уявра чӑваш тӗррин пуянлӑхӗпе паллашма май килӗ. Ҫав тӗллевпе курав йӗркелӗҫ. Чӑваш Енри ремесленниксен гильдийӗн пайташӗ Любовь Вазюкова чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӑсталӑх сехечӗ ирттерӗ.
Мила Данилова «Контактра» тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш тӗррин уявне йӗркелекенни — Пушкӑртстанри чӑвашсен «Канаш» общество организацийӗ. Мероприяти хулари Культура керменӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.
Ку эрне вӗҫӗнче эпир 3 кун канатпӑр: чӳкӗн 4-6-мӗшӗсенче. Пульницӑсем ҫав вӑхӑтра мӗнле графикпе ӗҫлессине палӑртнӑ.
Чӳкӗн 3-мӗшӗнче ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскерех пулӗ. Чӳкӗн 4-мӗшӗнче пульницӑсенче 8-13 сехетсенче васкавлӑ пулӑшу параҫҫӗ. Чӳкӗн 5-мӗшӗнче шӑматкунхи графикпе ӗҫлеҫҫӗ. Чӳкӗн 6-мӗшӗ – канмалли кун, 8-13 сехетсенче васкавлӑ пулӑшу параҫҫӗ.
Кӗҫех, чӳк уйӑхӗнче, вӑраха тӑсӑлакан канмалли кунсем ҫитӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗ – Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ.
Уяв пулнӑ май эрнере пилӗк кун ӗҫлекенсем 3 кун канӗҫ: эрнекунран пуҫласа вырсарникунччен. Кӗҫнерникун, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскерех пулӗ.
Вӑраха тӑсӑлакан ҫитес канмалли кунсем Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫеҫ пулӗҫ. Ун чухне раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен тытӑнса кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен ӗҫлемӗпӗр.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «хисеплӗ вӗрентекенсемпе педагогика ӗҫӗн ветеранӗсене» Вӗрентекен кунӗпе саламланӑ.
«Вӗрентекен — професси кӑна мар, чун туртӑмӗ те. Шӑпах эсир анлӑ тавра курӑмлӑ та тарӑн пӗлӳллӗ ҫамрӑксене, ҫӗршывӑн пулас гражданӗсене ҫитӗнтеретӗр», — тенӗ Элтепер хӑйӗн саламӗнче.
Республика вара «малашне те шкулсем тӑвас тата вӗсене ҫӗнетес, вӗрентӳ тытӑмне аталантарас, ӗҫре палӑрнисене пулӑшас тата педагог сумне ӳстерес тӗлӗшпе нумай ӗҫ» тӑвӗ.
Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче пурӑнакансем ентешлӗх уявне пуҫтарӑннӑ. Пуху Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче иртнӗ. Унта район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов та хутшӑннӑ.
Пухӑннисене ентешлӗх ертӳҫи Александр Миронов, ЧР Паташалӑх Канашӗн депутачӗсем Олег Мешков, Валерий Антонов, Юрий Зорин, республикӑри ытти районти ентешлӗх ертӳҫисем саламланӑ.
Сумлӑ ентешӗсене Рудольф Селиванов района йӗркеленӗренпе 95 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ медальпе чысланӑ. Уяв Патӑрьел тӑрӑхӗнчен тухнӑ артистсен концерчӗпе вӗҫленнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |