Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче — Ҫамрӑксен кунӗнче — яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа Чӑваш Республикин ҫамрӑксен патшалӑх премийӗпе чысланӑ. Хисепе республикӑра пурӑнакан 26 ҫамрӑк тивӗҫнӗ.
«Сирӗн ӗҫӗрсемпе эпӗ хам паллашма тӑрӑшрӑм. Сирӗн кӑтартӑвӑрсем, ҫитӗнӗвӗрсем пире мӑнаҫланмаллипех мӑнаҫланма хистеҫҫӗ. Пирӗн пуласлӑх сирӗн ҫирӗп аллӑрта пулассине ӗненетӗп. Пирӗн ҫамрӑксем хастар, пултаруллӑ, ӑс-хакӑл енчен те пуян тавракурӑмлӑ, ҫав тери пысӑк тӗллевсем палӑртса вӗсене пурнӑҫа кӗртессишӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ», – мухтанӑ ҫамрӑксене республика Элтеперӗ Олег Николаев.
2021 ҫулшӑн Ҫамрӑксен патшалӑх премине илме пӗтӗмпе 37 проект тӑратнӑ. Проектсенчен ытларах пайӗ спортпа ҫыхӑннӑ. Литературӑпа, культурӑпа, журналистикӑпа ҫыхӑннисем те пулнӑ.
Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче Хравути пуххи иртнӗ.
Асӑннӑ тӑрӑхри чӑваш хастарӗсем авалхи ҫав пухха паян та йӗркелеҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче, пирӗн аттесемпе аннесем ҫамрӑк чухне, унта тавралли ялсенчи ҫамрӑксем кам лашапа, кам ҫуран пуҫтарӑннӑ. Ҫавна сакӑр теҫетке урлӑ каҫнӑ ватӑсем ӗнерхи пек паян та ӑшӑ кӑмӑлпа аса илеҫҫӗ. Хӗрсемпе каччӑсем унта чунтан савӑннӑ.
Паян ҫав уява тӗрлӗ ҫулхисем ҫеҫ мар, политиксем те пухӑнаҫҫӗ. Кӑҫалхи Хравутинче, сӑмахран, Шупашкар районӗнчи ҫамрӑк коммунистсем пулнӑ.
Республика кунӗнче Шупашкарта каллех ретро-троллейбус ҫула тухӗ. Влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 1-мӗш маршрут ҫулӗпе ҫӳрӗ.
1964 ҫулта туса кӑларнӑ ЗиУ-5 троллейбус рулӗ умӗнче Владимир Поликарпович Спиридонов пулӗ. Вӑлах Ҫӗнтерӳ кунӗнче ҫула тухнӑччӗ. Владимир Поликарпович - Шупашкарти троллейбус управленийӗн хисеплӗ ҫынни. Вӑл унта 48 ҫул ӗҫлет.
Ретро-троллейбусра 1960 ҫулсенчи пекех: билетшӑн тӳлемелли касса, компостер пур. Ҫула вӑл 9:09 сехетре тухӗ те парка 18:15 сехетре таврӑнӗ. Ӑна "Ӑслӑ транспорт" сарӑмра та курма пулать.
Республика кунӗнче общество транспорчӗ ҫур ҫӗр иртни 1 сехетчен ӗҫлӗ. Ҫапла пӗлтерет Шупашкар хула администрацийӗ.
Анчах хӑш-пӗр урама хупнӑран унта ҫӳрекен транспортӑн маршрутне улӑштарӗҫ. Тӗслӗхрен, 1-мӗш троллейбус чукун ҫул вокзалӗ таран ҫеҫ кайӗ, унтан ҫаврӑнӗ.
13 сехетре тӗп урамсене пӳлӗҫ. Шестви пӗтсен общество транспорчӗ ахаль чухнехи пекех ҫӳреме пуҫлӗ. Фейерверксен фестивалӗ 23 сехетре пуҫланӗ. Ҫавна май общество транспорчӗ те ҫур ҫӗр иртни 1 сехетченех ҫӳрӗ.
"Ҫӗнтерӳ чиккисем" экспозицие малтан РФ Патшалӑх Думинче кӑтартнӑ. Паян ӑна Федераци Канашӗнче хӑтланӑ.
Ведомство председателӗ Валентина Матвиенко Сӑр чиккине Маннергейм линийӗпе танлаштарнӑ, пирӗн окоп унран та вӑрӑмраххине палӑртнӑ. Вӑл вун-вун пин ҫын 380 ҫухрӑм окоп чавнине аса илнӗ. "Ку паллӑ Маннергейм линийӗнчен 3 хут пысӑкрах. Кашни ҫухрӑмӗпе хӗрарӑм шӑпи ҫыхӑннӑ", - тенӗ Валентина Матвиенко.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Тыл ӗҫенӗсен кунне паллӑ тума сӗннӗ. Валентина Матвиенко ку шухӑша ырланӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти «Амазония» этнокомплексра пӗтӗм чӑвашсен X «Акатуйӗ» иртӗ. Ӑна Республика кунне халаллӗҫ. Уява йӗркелеме республикӑн Культура министерстви, национальноҫсемпе культура пӗрлешӗвӗсем тата ытти организаци пулӑшӗҫ.
«Акатуй» тӑван халӑхӑмӑрӑн тата Чӑваш Енре тӗпленсе пурӑнакан ытти халӑхӑн тӗрлӗ енлӗ пуян культурипе паллашма май парӗ.
Шупашкарти уява Пушкӑртстанри, Крымри, Красноярск крайӗнчи, Оренбург, Пенза, Сарту, Самар, Тӗмен, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Чулхулари тата Питӗрти йӑхташӑмӑрсем килсе ҫитӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫӗршывӑн тӗп хулинче, Мускавра, иртекен Акатуя Чӑваш Енри артистсем те хутшӑнӗҫ.
Уяв Ҫӗнӗ Басманнӑй урамри 4-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш строенийӗнче (унта ҫитес тесен «Красные ворота» метрора тухмалла) 11 сехетрен 17 сехетчен пырӗ.
Уяв программине Мускавра пурӑнакан артистсем: Валерий Иванов, Елена Соловьева, Григорий Вакку, Ирина Шоркина, Алена Савельева, Валентина Попова, Ирина Музыкантова, Ксения Гришина, Ольга Абрамейцева, Виталий Воронов — илем кӳрӗҫ. Чӑваш Енрен Акатуя Алина Варна, Сергей Лекерев, Тамара Ишмуратова, Валентина Семенова, Олег Залогин пырса ҫитӗҫ.
Коллективсенчен Мускаври сцена ҫине ҫӗршывӑн тӗп хулинчи «Атӑл» хор, «Ентеш» тата «Шевле» ансамбльсем, Чӗмпӗртен «Укӑлча» коллектив, Шупашкартан «Хӗлхем» тата «Азамат» ушкӑнсем тухӗҫ.
Мускаври чӑвашсен уявне Якут Республикинчен, Пушкӑртстанран тата Удмурт Республикинчен хӑнасем пырса ҫитӗҫ.
Паня, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче — Социаллӑ ӗҫчен кунӗ. Вӗсене республика Элтеперӗ Олег Николаев саламланӑ.
«Ҫыншӑн тӑрӑшасси тӗп вырӑн йышӑнакан ҫӑмӑлах мар, анчах та пархатарлӑ профессие суйласа илнӗ, ырӑ кӑмӑллӑхӗпе тата кирлӗлӗхӗпе палӑрса тӑракан ҫынсене тивӗҫлипе хисепе хунине тата сумлӑн чысланине палӑртмалли паха мел», — тенӗ республика ертӳҫи хӑйӗн саламӗнче.
«Эсир нумай ачаллӑ ҫемьесене, сусӑр ҫынсемпе ветерансене, пенсионерсене тата патшалӑхран уйрӑмах пулӑшу кӗтекен ҫынсен ытти ушкӑнӗсене пулӑшатӑр, ҫавӑн пекех никампа чунне уҫса калаҫма май пулман ҫынсемпе курнӑҫса вӗсен чун-чӗрине лӑплантаратӑр. Ҫак тивӗҫе ырӑ кӑмӑллӑхсӑр, хӗрхенӳлӗхсӗр, сӑпайлӑхсӑр тата хӑвӑн ӗҫне чунтан юратнисӗр пурнӑҫлама май ҫук», — тесе палӑртса хӑварнӑ Олег Николаев саламӗнче.
Шупашкарта Раҫҫей кунне халалласа тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Республикӑн тӗп хулинче вырнаҫнӑ «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 10-12-мӗшӗсенче «Кубок Единства» (чӑв. Пӗрлӗх Кубокӗ) хоккей фестивалӗ пулӗ. Унта 6 команда хутшӑнӗ. Ҫав шутра — хоккей легендисем, паллӑ спортсменсем, журналистсемпе комментаторсем, эстрада, кино ҫӑлтӑрӗсем, хокеея юратакансем. Вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуҫтарӑнӗҫ. Хоккей матчне кӗме билетсемшӗн укҫа тӳлемелле мар.
Уяв концерчӗ ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 18 сехетре Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра пуҫланӗ. Сцена ҫине Кирилл Андреев («Иванушки International» ушкӑн солисчӗ), «Тутси» («Фабрика звезд») ушкӑн тата Тимур Ефременков киноактёр тухӗҫ. Концертшӑн укҫа тӳлемелле мар.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Лакрей вӑрманӗнче» 13:00 сехетре «Три цвета гордости и славы» концерта йыхравлаҫҫӗ, Андриян Николаев ячӗллӗ паркра 12:00 сехетре «Ача-пача Акатуйӗ» пуҫланӗ. «Амазония» этнокомплексра «О тебе пою, моя Россия» концерт пулӗ.
Раҫҫей кунӗн тӗп пулӑмӗ — «Песни России» (чӑв. Раҫҫей юррисем) фестиваль-марафон. Унта Раҫҫей халӑх артистки Надежда Бабкина тата «Русская песня» Мускаври патшалӑх ансамблӗ сцена ҫине тухӗҫ.
Ҫак эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, кӗске ӗҫ кунӗ пулмӗ.
Пилӗк кунлӑ ӗҫ эрнипе ӗҫлекенсене ҫапах та 3 кун кантарӗҫ.
Тунтикун канни Раҫҫей кунӗпе ҫыхӑннӑ. Уяв вырсарникуна лекӗ, апла пулсан эрнекун уяв умӗнхи кун шутланмӗ. Вырсарникун вырӑнне вара тунтикун канӑпӑр.
Тепӗр майлӑ каласан, пилӗк кунлӑ ӗҫ эрнипе тимлекенсем шӑматкун, вырсарникун тата тунтикун канӗҫ. Апла пулсан, ҫитес эрне тӑватӑ кунлӑ пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |