Паян, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Шупашкарти 19-мӗш вӑтам шкулта «Чӑваш чӑpӑшӗ» ирттернӗ.
Асӑннӑ уява йӗркелесе ирттерекен Роза Мазикова чӑваш чӗлхи учителӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ун пек уява вӗренӳ учрежденийӗнче ҫулсерен пухӑнаҫҫӗ. Хальхинче чӑваш ёлкине 2-мӗш, 3-мӗш тата 4-мӗш классенче вӗренекен ачасем пуҫтарӑннӑ.
«Паян эпӗ ирхи пиллӗкре тӑрсах чӑвашла сӑвва тепӗр хутчен аса илтӗм», — ҫунатланса пӗлтернӗ уйрӑмах хастар хӑш-пӗр ача-пӑча. Сӑвӑ кӑна-и, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ вӗсене чӑваш ташшине те вӗрентнӗ.
Чӑваша калаҫакан Хӗл Мучипе Юрпике те — шкул ачисемех. Вӗсем — 9-мӗш класра ӑс пухаканскерсем.
Паян, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Шупашкарти 19-мӗш вӑтам шкулта «Чӑваш чӑpӑшӗ» ирттернӗ.
Асӑннӑ уява йӗркелесе ирттерекен Роза Мазикова чӑваш чӗлхи учителӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ун пек уява вӗренӳ учрежденийӗнче ҫулсерен пухӑнаҫҫӗ. Хальхинче чӑваш ёлкине 2-мӗш, 3-мӗш тата 4-мӗш классенче вӗренекен ачасем пуҫтарӑннӑ.
«Паян эпӗ ирхи пиллӗкре тӑрсах чӑвашла сӑвва тепӗр хутчен аса илтӗм», — ҫунатланса пӗлтернӗ уйрӑмах хастар хӑш-пӗр ача-пӑча. Сӑвӑ кӑна-и, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ вӗсене чӑваш ташшине те вӗрентнӗ.
Чӑваша калаҫакан Хӗл Мучипе Юрпике те — шкул ачисемех. Вӗсем — 9-мӗш класра ӑс пухаканскерсем.
Элӗк районӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ача пахчинче ёлкӑна чӑваш теттисемпе капӑрлатни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗнче ёлка вырнаҫтарнӑ, ӑна чӑвашла теттесемпе капӑрлатнӑ.
Чӑвашла теттесемпе Шупашкарта та ёлка капӑрлатакансем тупӑннӑ. Ун пеккине хулари «Салют» культура керменӗнче вырнаҫтарнӑ. Хитре ӗлка сӑнӳкерчӗкне Телеграмри «Ентешсем/Земляки» каналта вырнаҫтарнӑ.
Кӑҫалхи юлашки ӗҫ кунӗнче, раштавӑн 30-мӗшӗнче, Шупашкарта Хӗл Мучиллӗ ретро-троллейбус ҫула тухӗ. Вӑл 1-мӗш номерлӗ маршрутпа ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехет те 30 минутчен ҫӳрӗ.
Хула урамӗсем тӑрӑх 1964 ҫулта пуҫласа ҫула тухнӑ «ЗИУ-5» маркӑллӑ троллейбус хутлӗ. Ӑна гирляндӑпа тата мишурапа капӑрлатӗҫ. Пассажирсене Хӗл Мучисӗр пуҫне Юрпике те савӑнтарӗ.
Ретро-троллейбус маршрутне ҫав кун buscheb.ru сайтра е «Ӑслӑ транспорт» приложенире сӑнаса тӑма май килӗ, ӑна «Р» саспаллипе палӑртӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫулпа ҫыхӑннӑ мероприятисене ирттерессипе ирттермессине, ирттерсен вӗсем епле шайра пулмаллине маларах ҫӗршыв шайӗнчи экспертсем те сӳтсе яврӗҫ. Ҫынсен яланах савӑнас килет. Сӑлтав пултӑр.
Республикӑри тата муниципалитетсенчи культура учрежденийӗсенче Ҫӗнӗ ҫулпа тата Сурхурипе ҫыхӑннӑ 1142 мероприяти ирттерме палӑртса хунӑ. Ку цифрӑна республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова нумаях пулмасть пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, мероприятисене 85 пине яхӑн ҫын хутшӑнмалла.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев вара халӑх йышлӑ пухӑнакан уявсенче пушар хӑрушсӑрлӑхне ҫирӗп пӑхӑнма чӗнсе каланӑ.
Хальхи вӑхӑтра ҫынсем хӗрсе кайсах Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленеҫҫӗ. Ҫав уява пуринчен ытла пӗчӗккисем хавасланса кӗтеҫҫӗ.
Шӑпах вӗсене чӑваш теттипе савӑнтарма шухӑш тытнӑ та Элӗк районӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ача пахчинче ӗҫлекенсем.
Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗнче ёлка вырнаҫтарнӑ, ӑна чӑвашла теттесемпе капӑрлатнӑ. Тӑван халӑхӑмӑра хисеплесе, унӑн йӑли-йӗркине сума суса хатӗрленӗ ёлка питех те хитре пулса тухнӑ. Вӑл ачасене те, аслисене те килӗшӗ.
Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи канмалли кунсенче пульницӑсем мӗнле ӗҫлени паллӑ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен канмалли кунсем пулӗҫ.
Амбулатори тата стационар условийӗсенче графикпа килӗшӳллӗ медпулӑшу парӗҫ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче, кӑрлачӑн 1-2-мӗшӗсенче тата 7-мӗшӗнче 8-13 сехетсенче тухтӑртан пулӑшу илме май пулӗ. Вакцинаци пӳлӗмӗ те ҫав вӑхӑтрах ӗҫлӗ.
Кӑрлачӑн 3-6-мӗшӗсенче тата 8-мӗшӗнче 8-20 сехетсенче васкавлӑ медпулӑшу илме май пулӗ.
Чӑваш Республикин Вӗренӱ институчӗ «Ҫӗнӗ ҫул саламӗ» акци ирттерет. Вӑл ҫак уйӑхӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗччен пырӗ.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие чӑвашла калаҫакан кирек кам та хутшӑнма пултарать. Ҫӗнӗ ҫул, Сурхури, хӗл ҫинчен сӑвӑ вуласа е юрӑ юрласа видео ҫине ӳкерсе илсе е открытка хатӗрлесе #ҫӗнӗҫулсаламӗ хештегпа «Контактра» е Интернетри ытти хутшӑну тетелӗсене (социаллӑ сетьсене) вырнаҫтармалла ҫеҫ.
Ҫӗнӗ ҫул вӑхӑтӗнче Горький чукун ҫулӗ хушма пуйӑссем ҫӳреттерессине пӗлтернӗ. «Шупашкар-Мускав» маршрутпа ҫав вӑхӑтра хушма 16 пуйӑс пулӗ. Вӗсене раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен тытӑнса кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗччен ҫӳретӗҫ.
Билетсене кассӑсенче те, Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен сайчӗпе ятарлӑ приложенийӗнче те туянма пулать.
Расписани пирки пӗлес тесен 8-800-775-00-00 тӳлевсӗр телефон номерӗпе шӑнкӑравлама май пур.
Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Куславккари культура ҫуртӗнче «Эткер» пултарулӑх ушкӑнӗн «Эпир пурӑнатпар Энӗш хӗрринче» юбилей каҫӗ иртнӗ.
Асӑннӑ ушкӑн Раҫҫей Федерацийӗн халӑх пултарулӑхӗ тава тивӗҫлӗ коллективӗ шутланать.
Юбилей каҫӗ тӗлне «Эткер» ансамблӗн историйӗпе тата аталанӑвӗпе паллаштаракан сӑнӳкерчӗксен куравне йӗркеленӗ.
Асӑннӑ коллектива 1967 ҫулта Хурамалти клуб ҫумӗнче Ольга Ершова учительница, унӑн мӑшӑрӗ Иван Ершов хуткупӑсҫӑ тата клуб заведующийӗ Людмила Ефимова пӗр шухӑшлӑ пулнипе йӗркелесе янӑ. Паян коллектив районта иртекен чылай мероприятие хутшӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |