Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ – Республика кунӗ. Кӑҫал Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 103 ҫул ҫитет.
Республика уявӗнче пӗрлешекенсем сахал мар пулӗҫ. Юстици ӗҫӗсемпе ӗҫлекен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫемье ҫавӑрма 86 заявлени панӑ.
Сӑмах май, ҫуллахи тапхӑрта республикӑра пӗтӗмпе 1,9 пин мӑшӑр пӗрлешӗ. Ытларахӑшӗ Шупашкарти Мускав проспектӗнчи Мӑшӑрлану керменне заявлени панӑ.
Чӑваш Енри районсенче ӗҫре юрӑ уявӗсем иртеҫҫӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, паян Акатуя Шупашкар районӗнче пуҫтарӑннӑ. Асӑннӑ тӑрӑхра ҫак уява ҫулсерен тӗрлӗ Ялта ирттереҫҫӗ. Кӑҫал Ҫӗньял тӑрӑхӗнче пуҫтарӑннӑ.
Етӗрне районӗнче те Акатуй кӗрлет. Кун пирки Чӑваш Енри муниципалитет пӗрлешӗвӗсен Канашӗн ертӳҫи Александр Кузнецов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Акатуйра ҫӗр ӗҫченӗсене савӑнтарма юрӑ-ташӑ ӑстисем пуҫтарӑннӑ.
Аса илтерер: ҫӗршывӑн тӗп хулинче те Акатуй ирттерӗҫ. Унта ӑна утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уявлама палӑртса хунӑ.
Мускавра та Акатуя пуҫтарӑнӗҫ. Ӑна унта утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ирттерӗҫ.
Наци сӑн-сӑпатне тӑван культурӑн йӑли-йӗркине тӗпе хурса, ӳнерпе спорт мероприятийӗсемпе пуянлатса та илемлетсе кӑтартма палӑртаҫҫӗ. Ҫӗршывӑмӑрӑн тӗп хулинчи уява республикӑн ял хуҫалӑх отраслӗнче ӗҫлекенсем те хутшӑнӗҫ.
Мускаври уяв пирки Телеграмри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ май республика Элтеперӗ Олег Николаев чӑваш Акатуйне ытти халӑх ҫыннисем те ҫитсе курасса шаннине палӑртса хӑварнӑ. Республика ертӳҫи хӑй те Акатуя хутшӑнма ӗмӗтленет.
Республика кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Раҫҫейри паллӑ юрӑҫсем сцена ҫине тухассине пӗлтернӗччӗ. Ун чухне камсем килессине каламанччӗ.
Вӑрттӑнлӑха уҫнӑ. Спутник хула ҫыннисене "Краски" ушкӑн савӑнтарӗ. Вӑл каҫхине Атӑл хӗрринчи лапамра юрлӗ.
Палӑртмалла: 2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче анлӑ сарӑлнӑ ушкӑнра ун чухнехи юрӑҫсенчен нихӑшӗ те юлман. Пурте - ҫӗнӗ ҫынсем.
Паян – Пӗтӗм тӗнчери юн паракансен кунӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫулсерен 9 пин ҫын донор пулса тӑрать.
Олег Алексеевич хӑй те донор, вӑл ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлма пулӑшнӑшӑн хӗпӗртенине палӑртнӑ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра 4,4 пин Хисеплӗ донор шутланать. Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче 4,3 Хисеплӗ донор пулнӑ.
Кам-ха вӑл – Хисеплӗ донор? Ҫак ята 40 хутчен юн панӑ ҫынсем тивӗҫеҫҫӗ. Вӗсене ҫулсерен укҫан хавхалантараҫҫӗ. Кӑҫал ку тӳлев 16,58 тенкӗпе танлашать.
Республика кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар сцени ҫинче Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗ юрлӗ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Пулатов пӗлтернӗ.
Ҫавӑн пекех хула ҫыннисене "Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем" фестивале, "Виҫӗ хӗвел" этно-фестивале хутшӑнакан пултарулӑх ушкӑнӗсем савӑнтарӗҫ. Уяв ташӑ каҫӗпе тата фейерверкпа вӗҫленӗ.
Сӑмах май, Химик кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкара "Уматурман" килнӗ. Кам килессине ун чухне уявчченех вӑрттӑнлӑхра тытнӑ. Хальхинче те хӑш юрӑҫ килессине пӗлтермен.
Ҫак эрнере нумай тӑрӑхра ӗҫпе юрӑ уявӗсем иртрӗҫ. Элӗкре Акатуя ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫтарӑннӑ. Унта республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова та хутшӑннӑ.
«Акатуй уявӗ – чӑваш халӑхӗн мӗн авалтан пыракан йӑли. Ӑруран арӑва куҫса паянхи кун та ҫак ырӑ уяв пурне те пӗр тӗвве пухать, тапса тӑракан ҫӑлкуҫ евӗр пурне те вӑй-хал парнелет. Акатуй аваллӑхпа пуласлӑха пӗрлештерекен йӗр.
Акатуй уявӗнче эпир сирӗнпе пӗрле ҫӗр ӗҫченӗсене, тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн пуласлӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшакан хастарсене, тӑван ене чунтан юратакансене чыслатпӑр. Ҫак уявра кашни ҫулах ҫурхи ӗҫсене мӗнлерех пурнӑҫланине пӗтӗмлететпӗр», — палӑртса хӑварнӑ министр.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршывра Социаллӑ ӗҫчен кунне уявлаҫҫӗ. Ҫав ятпа Чӑваш Ен Этеперӗ Олег Николаев та саламланӑ.
«Эсир пулӑшу кӗтекен ҫынсен чун-чӗрине ӑшӑ сӑмахпа ӑшӑтатӑр тата вӗсемшӗн ырми-канми тӑрӑ-шатӑр. Ырӑ кӑмӑллӑх, хӗрхенӳлӗх, ӑшӑ чунлӑх – сирӗн ӗҫӗре ҫак пахалӑхсемсӗр пурнӑҫлама та май ҫук.
Социаллӑ сферӑна аталантарасси, унти саккунсен никӗсне ҫирӗплетесси – патшалӑх политикин тӗп тӗллевӗ пулса тӑрать. Ачаллӑ ҫемьесене социаллӑ пулӑшу памалли ҫӗнӗ майсем ӗҫе кӗреҫҫӗ, вӗсене илсе тӑмалли йӗркесем палӑрмаллах ансатланаҫҫӗ», — тенӗ республика ертӳҫи.
Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Елчӗкре Акатуй иртӗ. Ӑна уявлама вырӑнтисем Культура паркӗнче 10 сехетре пуҫтарӑнӗҫ.
Ӗҫпе юрӑ уявне Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ те хутшӑнӗ. Районта пурӑнакансене сцена ӑстисем юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ.
Чӑваш халӑх артистки Ольга Лукова, пӗтӗм тӗнчери тата пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреачӗсем Ольги Кирилловой тата Фёдор Казанов хӑйсен репертуарӗнчи илемлӗ юрӑсем хатӗрлесе хунӑ та ӗнтӗ. Ансамблӗн ылтӑн фондӗнчи вокал тата хореографи номерӗсем те вырӑнтисемшӗн пысӑк парне вырӑнне пулӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче елчӗксем Шупашкарта ентешлӗх уявне пуҫтарӑннӑ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ, халӗ И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫлекен Елена Нарпи халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Елчӗксен ентешлӗх кунӗ Шупашкарта майӑн 27-мӗшӗнче «Амазони» паркра иртрӗ. Тӑвансене, пӗлӗш-тантӑшсене курса савӑнтӑм. Маттур пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ халӑх. Юрри-ташши кӑмӑла ҫӗклет, тӗрри-эрешӗ куҫа илӗртет. Савӑнатӑп хам та ҫак тӑрӑхран пулнишӗн. Уява йӗркелекенсене вара пысӑк таймапуҫ!» — хыпарланӑ Елена Нарпи.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |