Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ йӑлана, кӗнӗ «Театра – аттепе пӗрле» акци ирттерет. Ӑна Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халалланӑ. Акци нарӑсӑн 22-23-мӗшӗсенче иртӗ.
Ашшӗсем, аслашшӗсемпе кукашшӗсем театра мӑнукӗпе килсен спектакле тӳлевсӗр курма пултараҫҫӗ. Нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Самуил Маршакӑн «Кошкин дом» спектаклӗ пулӗ, нарӑсӑн 23-мӗшӗнче – «Незнайка и его друзья».
Ҫавӑн пекех нарӑсӑн 23- мӗшӗнчӗ арҫынсем кинозалта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирки ӳкернӗ «Вӑрҫӑ тата музыка» фильма тӳлевсӗр курма пултараҫҫӗ.