Шупашкарта пурӑнакан 64-ри хӗрарӑм ултавҫӑсене 14 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.
Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравласа ӑна патшалӑх пулӑшӑвӗ илме сӗннӗ. Хӗрарӑм ӑна ӗненсе СМС-па килнӗ кода пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн ултавҫӑсем «Госуслуги» портала ун ячӗпе кӗнӗ.
Унтан пулӑшу службин «ӗҫченӗсенчен» пӑтӑрмаха пӗтермелли инструкцисем килме пуҫланӑ. Вӗсем каласа пынине пурнӑҫласа хӗрарӑм пухнӑ пӗтӗм укҫине – 14 млн тенке – счечӗ ҫинчен илнӗ. Банк ӗҫченӗсем ӑна ултавҫӑсенчен сыхланма, укҫана счет ҫинчех хӑварма ӳкӗтленӗ пулсан та итлемен. Ҫав вӑхӑтра хӗрарӑмӑн тӑванӗсем те юнашарах пулнӑ.