
Шупашкарта 17-ри хӗр ултавҫӑсен серепине лекнӗ: вӑл ашшӗ-амӑшӗн сейфне парса янӑ.
Сейфра вара аслашшӗпе асламӑшӗн (е кукашшӗпе кукамӑшӗн) венчет ҫӗррисем тата хваттер докуменчӗсем пулнӑ. Хӗрне улталанине ашшӗ сейфа документсем хума тытӑнсан кӑна пӗлнӗ. Сейф вырӑнта пулман. Ҫавӑн чухне тин хӗрӗ мӗн пулса иртнине каласа кӑтартнӑ.
Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче ун патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Пульница ӗҫченӗ-мӗн. Медтӗрӗслев тухмалла тесе анкета даннӑйӗсене ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн хӗр патне «росфинмониторингран», «банкран», «вӑй ведомствисенчен» шӑнкӑравласа даннӑйсене террористсене панӑ тесе хӑратма пуҫланӑ.
Ҫемье килте укҫа упраман, хӗрӗн хӑйӗн те укҫа пулман, ҫавӑнпа ултавҫӑсем ӑна ашшӗ-амӑшӗн сейфне илсе курьера парса яма ӳкӗте кӗртнӗ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Шупашкарта 18 ҫулти студент ултавҫӑсене 6 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫапла вӗҫленнӗ «ФСБ спецоперацине» хутшӑнни. Ултав серепине лекни пирки вӑл пӗр уйӑхран кӑна, асламӑшне (е кукамӑшне) каласа кӑтартнӑ хыҫҫӑн, пӗлнӗ.
Малтан ун патне «патшалӑх органӗн ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ та СНИЛС номерӗсене тата электрон почтӑна калама ыйтнӑ. Социаллӑ тӳлев параҫҫӗ-мӗн. Унтан «ФСБ ӗҫченӗ», «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Вӗсем студента Украинӑна укҫа куҫаратӑн тесе хӑратса пӗтернӗ, кун пирки никама та калама хушман.
Палламан ҫынсем каланипе студент пухнӑ укҫине илсе «хӑрушсӑр счет» ҫине банкомат урлӑ куҫарнӑ. Вӑл «ФСБ спецоперацине хутшӑннине ӗненнӗ. Кайран вӑл Хусана кайса асламӑшӗн (е кукамӑшӗн) укҫине илсе хура тум тӑхӑннӑ «инкассатора» парса янӑ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан, республикӑри пысӑк производство комплексӗсенчен пӗринче инженерта ӗҫлекен 62 ҫулти хӗрарӑм Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсене пулӑшас тесе улталаннӑ. Тӗрӗссипе, унтисене хайхи пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман. Хӗрарӑма ултавҫӑсем ҫавӑн пек ӗнентернӗ.
Пӗр уйӑха яхӑн маларах ун патне Пенси фондне ӗҫ кӗнекипе пымалла тесе шӑнкӑравланӑ, унччен вара электрон черете ҫырӑнмалла, ун валли СМС-ҫырури кода каламалла тенӗ.
Шӑнкӑравлакан хӗрарӑм инженерӑн СНИЛС номерне те каланӑ.
Кайран ФХС ӗҫченӗ текен арҫын шӑнкӑравланӑ, ултавҫӑсене тытса чарма пулӑшма ыйтнӑ. Вара вӑл хайхисем мӗн каланине итленӗ: банкран 1 миллион тенкӗ илнӗ, вӑл укҫана хваттер туянакан тусне вӑхӑтлӑха паратӑп тесе хӑйӗн хӗрне те, банк ӗҫченӗсене те ӗнентернӗ. Укҫана банкомат урлӑ такамсене куҫарса панӑ.

Шупашкарта 43 ҫулти хӗрарӑм хваттер туянмалли укҫана ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Пӗтӗмпе – 6 миллион ытла тенкӗ.
Полицире акӑ мӗн каласа кӑтартнӑ вӑл. Ултавҫӑсем ун патне пӗр уйӑха яхӑн шӑнкӑравланӑ. Темӗн тӗрлӗ те суйнӑ: «Госуслуги» портал ӗҫченӗ тесе те, йӗрке хуралҫисем тесе те. Хӗрарӑма унӑн харпӑр кабинетне такамсем кӗнӗ тесе ӗнентернӗ, пуҫиле майпа явап тыттарассипе хӑратса пӗтернӗ. Хваттер илмешкӗн пухнӑ укҫине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ.
Ӑна банк ӗҫченӗсем те, полицейскисем те чарма хӑтланнӑ. Йӗрке хуралҫисем тӑванӗсем патне те шӑнкӑравланӑ, ултавҫӑсем мӗнле схемӑпа ӗҫленине ӑнлантарнӑ. Анчах хӗрарӑм пур-пӗрех 6 миллион та 150 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

40 ҫулти хӗрарӑм Аслӑ Британири арҫын вилмелле чирлӗ тесе ӗненнӗ те укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Ҫапла вӑл ӑна 800 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ.
Ку Красноармейски округӗнчи хӗрарӑмпа пулса иртнӗ. Вӑл сусӑр ача ӳстерет, тӗрлӗ ыркӑмӑллӑх чатӗсенче тӑрать. Вӗсенчен пӗринче ун патне хӑйӗнпе «ют ҫӗршыв арҫынни» тесе паллаштарнӑ ҫын ҫырнӑ. Вӑл чирлӗ имӗш, виличчен сусӑр ачасене 2,5 млн доллар парса хӑварасшӑн, укҫана посылкӑпа янине пӗлтернӗ. Хайхи арҫын укҫан /5 пайне хӗрарӑма хӑйӗн валли хӑварма ирӗк панӑ.
Анчах хӗрарамӑн таможньӑшӑн, ытти тӑкакшӑн кӑна тӳлемелле имӗш. Ҫапла вӑл хӑй пухса пынӑ 820 ытла пин тенкине куҫарса панӑ.

30 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 11 млн тенкӗ куҫарса панӑ. Хӑй вӑл – Пермь крайӗнчен, амӑшӗ патне хӑнана килнӗ. Хӑйне улталанине хайхискер тӳрех ӑнланман, амӑшӗ ҫине тӑнипе кӑна Куславккари полици уйрӑмне кайса пулӑшу ыйтнӑ.
Ҫак хӗрарӑм мессенджерта «ФСБ ӗҫченӗсемпе» калаҫнӑ, лешсем ӑна явап тыттарассипе хӑратса пӗтернӗ, укҫана «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма хушнӑ. Хӗрарӑм вӗсене итлесе 3 млн тенкӗ куҫарнӑ, тепӗр 8 млн тенкине вара Пермь хулинчи скверта палламан ҫынна хӑй тыттарса янӑ.
Ку пуш уйӑхӗн варринче пулса иртнӗ. Ҫавӑнтанпа хӗрарӑм укҫа-тенке тавӑрса парасса шанса пурӑннӑ. Чӑваш Ене килсен амӑшӗ кӑна ӑна полицие кайма ӳкӗте кӗртнӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта 11-мӗш класра вӗренекен хӗр ултавҫӑсене ӗненсе вӗсене 250 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Ун патне малтан хӑйӗнпе телефон операторӗ тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер унран паспорт даннӑйӗсене ыйтса пӗлнӗ. Кайран «Госуслуги» порталӗн ӗҫченӗсем» шӑнкӑравлама тытӑннӑ, харпӑр информацие ют ҫынсем пӗлнӗ тесе хӑратнӑ.
Хӗр палламан ҫынсем каланипе хӑйӗн ячӗпе кредит илнӗ, амӑшӗн эрешӗсене ломбарда панӑ. Пӗтӗм укҫана вӑл палламан ҫынсем каланӑ счет ҫине куҫарнӑ.
Кун хыҫҫӑн ҫав ҫынсем унран кулса ҫырма тытӑннӑ, мӗн ҫырнине йӑлтах хуратнӑ та ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.

Чӑваш Енри строительство фирмин ертӳҫи ҫынсене 50 миллион тенкӗлӗх улталанӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Пӗрремӗш пуҫиле ӗҫе 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пуҫарнӑ. Ун чухне Шупашкарти 46 ҫулти хӗрарӑм полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ипотека кредичӗ илнӗ, строительство фирмипе ҫурт лартмашкӑн килӗшӳ тунӑ. Хӗрарӑм фирмӑна 5 миллион тенкӗ тӳлесе хунӑ. Анчах фирма ҫурта туса пӗтермен.
Каярахпа ҫак фирмӑран тата нумайрах ҫын шар курни палӑрнӑ: пӗлтӗр 8 ҫын полицие пынӑ. Фирмӑн Шупашкарта, Шупашкар тата Канаш округӗсенче ҫурт лартмалла пулнӑ. Вӑл пӗтӗмӗшле кӳнӗ тӑкак – 50 миллион тенкӗ.
Следователь ыйтнипе фирма еҫтӳҫин, хӗрарӑмӑн, машинине, счечӗсене арестленӗ.
Кӗҫех пуҫиле ӗҫе Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти 60 ҫулти арҫын ултавҫӑсене 2 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Ку кӑна мар-ха, вӑл кунсӑр пуҫне кредит илнӗ.
Ун патне ҫак уйӑхра мессенджерта палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхи арҫын вӑл унччен ӗҫленӗ организацири кадрсенчен пайӗнчен-мӗн. Вӑл пенсие ҫӗнӗрен шутламаллине пӗлтернӗ.
Кайран хӑйсемпе «Госуслуги» портал тата йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем тесе паллаштарнӑ ҫынсем шӑнкӑравланӑ. Хайхискерсем арҫынна вӑл унччен ултавҫӑпа калаҫнине ӗнентернӗ, ҫавна май халӗ унӑн ячӗпе кредит илме хӑтланаҫҫӗ имӗш.
Палламан ҫынсем каланипе арҫын пухнӑ 2 миллон тенкине курьер урлӑ парса янӑ. Кунсӑр пуҫне 430 пин тенкӗ кредит илнӗ, ӑна та палламан ҫынсем каланӑ счет ҫине куҫарнӑ.
Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ултавҫӑсенчен шар курнӑ арҫын полицие пулӑшу ыйтма пынӑ.

Шупашкарти пӗр аслӑ шкулта вӗренекен студентка ултавҫӑсен аллине лексе ҫур миллион тенкӗ ҫухатнӑ.
Ӗҫ-пуҫ ҫапла пулса иртнӗ: 19 ҫулти хӗр пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче интернетра каччӑпа паллашнӑ. Хайхи йӗкӗт криптобиржӑра тупӑш тумалли майсем пирки каласа кӑтартнӑ.
Хӗр ӑна ӗненнӗ, вӑл каланипе телефонӗ ҫине ятарлӑ сарӑм вырнаҫтарнӑ. Унтан кредитсем илнӗ, пӗтӗм укҫана ҫав «менеджер» каланӑ счетсем ҫине куҫарнӑ. Вӑхӑт иртсен студентка ӗҫлесе илнӗ тупӑша илес тенӗ, анчах, паллах, илеймен. Ҫапла вӑл ултавҫӑсен серепине лекнине ӑнланнӑ. Студентка тупӑш тӑвас тесе 500 пин тенкӗ ҫухатнӑ.
