Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре деклараци кампанийӗ пынине эпир пӗлтернӗччӗ. Налукҫӑсем ҫак уйӑхӑн 7-мӗшӗ тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн тарӑхри 15 ҫын декларацире 10-100 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнине палӑртнӑ. 987 ҫыннӑн вара тупӑшӗ 1-10 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Халӗ тата ҫӗнӗ хыпар пӗлтерер. Пуянсем хушшинче республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем те пур. Тупӑш самай илнисем - "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партин пайташӗсем, пӗчӗк тупӑшлисем - коммунистсем.
Пӗлтӗр пуринчен ытла ӗҫлесе илни - парламентӑн вице-спикерӗ Олег Мешков. Иртнӗ ҫул унӑн тупӑшӗ 22,2 миллион тенкӗ пуҫтарӑннӑ, унӑн арӑмӗн - 11 миллион. Укҫа-тенкӗсӗр пусне Олег Мешковӑн ҫӗр лаптӑкӗ самай, урапасем нумай, ытти пурлӑх та пур. "Акконд" кондитер хапрӑкӗн директорӗ Валерий Иванов та юрлӑ пурӑнмасть. Унӑн ҫулталӑкри тупӑшӗ – 14,7 миллион тенкӗ. "Элара" савут гендиректорӗ Андрей Углов 13,5 миллион, Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн пуҫлӑхӗ Елена Бадаева 11,9 миллион ӗҫлесе илнӗ. Юрий Попов спикер тупӑшӗ – 2,6 миллион тенкӗ, Николай Малов вице-спикерӑн, "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партин регионти секретарӗн Николай Маловӑн – 2,2 миллион тенкӗ.
Вӑрнарти аш-какай комбинатне республика хыснинчен субсиди парса тӗрӗсех тунӑ. Ку пӗтӗмлетӳ патне Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ ҫитсе тухнӑ.
Республикӑри ял хуҫалӑх таварне туса илекенсене бюджетран укҫа-тенкӗ уйӑрни саккунпа килӗшсе тӑнипе тӑманнине маларах прокуратура та тӗрӗсленине эпир шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, пӗлтернӗччӗ.
Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Финанспа бюджет надзорӗн федераци службин республикӑри управленийӗ Вӑрнарти аш-какйа комбинатне хысна законодательствипе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксене пӗтерме хушса представлени ҫырса панӑ. Росфиннадзор шухӑшланӑ тӑрӑх, 2013-мӗш ҫулта вӑрнарсене субсиди панӑ чух ака лаптӑкне ӳстерсе кӑтартнӑ, ҫавна май субсидие хыснаран 2 миллион тенкӗ ытлашши уйӑрнӑ пулать.
Аш-какай комбиначӗ Росфиннадзор пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшмесӗр суда ҫитнӗ. Ӗҫе виҫҫӗмӗш ен евӗр республикӑн Ял хуҫалӑх министерствине явӑҫтарнӑ.
Суд субсидие тӗрӗсех уйӑрнине ҫирӗплетсе панӑ.
Кӑҫал Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 71 ҫул хыҫа юлать. Уява яланхиллех ҫӳллӗ шайра йӗркелесшӗн. Кӑҫал кун валли хыснаран укҫа сахалрах уйӑраҫҫӗ пулин те уява ытти чухнехинчен кая мар ирттересшӗн.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн ҫырӑвне Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Унта ҫапла ҫырнӑ: «2016 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Чӑваш Республикинче Аслӑ Ҫӗнтерӳ 71 ҫул тултарнине халалланӑ мероприятисем иртӗҫ. Уяв мероприятийӗсене хатӗрленес тата вӗсене ҫӳллӗ шайра ирттерес тӗллевпе Сирӗнтен оклад чухлӗ ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвне кӳме сӗнетӗп». Ҫавна май ЧР Элтеперӗн администрацийӗнче, республикӑра правительство пуҫарӑвӗпе лицевой счет уҫнӑ. Фонда пухӑннӑ укҫа уяв валли кайӗ.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Ҫыхӑнура» форумра kuka-84 никлӑ ҫын ӗҫӗнче Ҫӗнтерӳ уявӗ валли укҫа пухнине пӗлтернӗ. Ахаль ӗҫченсенчен — 50 тенкӗ, пай пуҫлӑхӗсенчен — 100 тенкӗ, пуҫлӑх ҫумӗсенчен — 200, директортан 300 тенкӗ пухнине хыпарланӑ вӑл. «Укҫана Министерство Аслӑ Ҫӗнтерӗве уявламашкӑн пухать. Пухнӑ укҫа виҫи пысӑках мар пулин те эпир тӗлӗнтӗмӗр.
Мускава пирӗн тӑрӑхри ҫынсем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе ӗҫлеме кайнине пӗлетпӗр-ха. Анчах пурте тар тӑкассишӗн ҫӳремеҫҫӗ курӑнать. Теприсем усал шухӑшпа та палӑраҫҫӗ унта.
Мускавӑн Хӗвелтухӑҫ администраци округӗн полици ӗҫченӗсем хӗрарӑма вӑрланӑ тата унран укҫа тапӑннӑ ҫынсене тытса чарнӑ. Вӗсенчен пӗри Чӑваш Енри 32 ҫулти арҫын, тепри Липецк облаҫӗнчи 39 ҫулти унччен судпа айӑпланнӑ этем пулнӑ.
Хайхисем Мускаври урамсенчен пӗринче хӗрарӑма хӑйӗн урапинчен туртса кӑларса «Ленд Ровера» ирӗксӗр кӗртсе лартнӑ. Хайхинчен вӗсем 700 пин тенкӗ тапӑннӑ-мӗн.
Усал шухӑшлӑ ҫынсен хӑтланкаларӑшне курнисем ҫийӗнчех йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ, лешсем тепӗр 20 минутран урапана тытса та чарнӑ.
Хӗрарӑма вӑрланӑ тата укҫа тапӑннӑ арҫынсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тепӗр пуҫлӑхсем хӑйсем патӗнче тӑрӑшнисем ӗҫрен пӑрахнӑ хыҫҫӑн шалӑва вӑхӑтра тӳлесе татма васкамаҫҫӗ. Ҫавӑн пеккисен йышне «Лесцентр» суту-илӳ ҫурчӗ те лекнӗ теме пулать — вӑл та хӑй патӗнче вӑй хунисем ӗҫрен пӑрахнӑ хыҫҫӑн хайхисемпе татӑлма васкаман.
Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама пӗтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ суту-илӳ ҫурчӗн директорӗн ҫумне ӗҫ законодательствине пӑснишӗн административлӑ майпа айӑпланӑ.
«Лесцентрта» станочникра тимленӗ, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ӗҫрен пӑрахнӑ ҫынна шалу тӳлесе татассине нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑснӑ. Парӑмӗ пысӑках пулман-ха: 6381 тенкӗ. Ӗҫрен пӑрахнӑ тепӗр ҫынна та асӑннӑ суту-илӳ ҫурчӗ шалу пама васкаман.
Йӗркене пӑснӑшӑн директор ҫумне прокурор йышӑнӑвӗпе 4 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Чӑваш Енри шкулсене тума кӑҫал пирӗн республикӑна 583,6 миллион тенкӗ ытла укҫа килӗ. Кун пирки ҫӗршыв шайӗнчи хушӑва Раҫҫей Правительствин пуҫлӑхӗ ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Мускавран килекен «кӗмӗле» вӗрентӳ учрежденийӗсенче ачасем валли хушма вырӑнсем тума ӑсатӗҫ.
Кӑҫал, акӑ, сӑмах май каласан, Шупашкарти Гладков урамӗнче 1100 вырӑнлӑх шкул туса лартмалла. Унта пуҫламӑш класра вӗренекенсен, вӑтам тата аслӑ классен уйрӑм блоксем пуласса шантараҫҫӗ. Спорт залне иккех тӑвасшӑн, бассейн та пулӗ. Кӑҫалах Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей-интернат ҫурчӗ пулнӑ шкула тӗпрен юсамалла. Шупашкарти Граждан урамӗнчи 54-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑскер 500 ача вӗренмелӗх ҫитмелле.
Улатӑрта пӗр сутуҫӑ ҫул тултарман пӗр ҫамрӑка пирус тата сӑра сутнӑ. Куншӑн ун явап тытма тивӗ.
Полици тата прокуратура ӗҫченӗсем саккуна пӑсса алкоголь тата пирус сутнӑ икӗ тӗслӗхе тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Ку «У прудка» лавккара пулнӑ.
Сутуҫӑ тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Ӑна пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑма штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Унӑн икӗ тӗслӗх тӗлӗшпе 3 тата 30 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ.
Хӗрарӑмӑн ҫул ҫитмен икӗ ача пур. Унӑн ҫемйи укҫа-тенкӗ енчен йывӑртарах пурӑнать. Ҫавӑнпа вӑл штраф виҫине пӗчӗклетме ыйтнӑ. Суд ҫакна тивӗҫтерсе 20 пин тенкӗ таран чакарнӑ.
Чӑваш Ен сенаторӗсем Николай Федоров тата Вадим Николаев 2015 ҫулхи тупӑшсене кӑтартнӑ. Мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнӗ-ха вӗсем пӗр ҫулта?
Николай Федоров пӗлтӗр 4 миллион та 810 пин тенкӗ ӗҫлесе илнине кӑтартнӑ. Вадим Николаев вара 6 миллион та 750 пин тенкӗ тупӑш тунӑ.
Палӑртмалла: икӗ сенатор та пӗлтӗр иномарка туяннӑ. Вӗсен пурлӑх списокӗ, арӑмӗсеннипе танлаштарсан, улшӑнман.
Аса илтерер: пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче РФ ял хуҫалӑх министрӗн должноҫӗнчен Федераци Канашӗн вице-спикерне куҫнӑ.
Вадим Николаевӑн пӗлтӗр тупӑшӗ ӳснине палӑртмалла. 2014 ҫулта вӑл 5 миллион та 300 пин ӗҫлесе илнӗ.
Куславкка Атӑл ҫыранӗнче вырнаҫнӑ хуласенчен пӗри пулнӑ май ҫулла унти пристане теплоходсем вӗҫӗмех чарӑнаҫҫӗ. Унпа ҫула тухнисем хулапа паллашнӑ май вырӑнти хыснана кӗмӗл хӑвараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та туристсене ҫухатасшӑн мар вырӑнтисем. Ун валли вара вӗсене пристань кирлӗ. Ӑна кашни ҫуркунне Шупашкарти юханшыв порчӗ вырнаҫтарать. Тӑкакӑн пӗр пайне порт хӑй ҫине илет, теприне — хула. Пӗлтӗр 2,6 миллионне Куславкка район хыснинчен уйӑрнӑ пулсан, кӑҫал Шупашкар юханшыв порчӗ 4,5 миллион ыйтнӑ. Ку суммӑна карапсене ҫыранпа ҫыхӑнтарни те, дебаркадер (пристане ҫапла калаҫҫӗ) та кӗрет.
Район администрацийӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн, суту-илӗвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Пушков пӗлтернӗ тӑрӑх, район хыснинчен 2,8 миллион тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Ку укҫапа Шупашкар юханшыв порчӗ килӗшессипе килӗшмессине куславккасем хальлӗхе пӗлмеҫҫӗ-ха.
Тӑвай районӗнче вырнаҫнӑ «Мельница» (чӑв. «Арман») тулли мар яваплӑ общество хӑйӗн бизнесне йӗркелеме тата аталантарма тесе вырӑнти хыснаран грант илнӗ. Укҫа виҫи ытлашши пысӑках та мар-ха: 50 пин тенкӗ. Ҫапах вӑл та ҫӗрте йӑваланса выртмасть мар-и?
Тӑвай район прокуратури коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна вырӑнтисем епле пурнӑҫланине тӗрӗсленӗ чух хайхи «Армана» укҫана саккунлӑ мар майпа уйӑрнине асӑрханӑ. Услама йӗркелеме уйӑракан тупрана эрех-сӑра ваккӑн сутакансене пама юраман. Ҫакна шута илмесӗр кӗмӗллӗ тума йышӑннисене административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Маларах асӑннӑ тулли мар яваплӑ обществӑран вара 50 пине суд урлӑ шыраса илмелле тунӑ. Вӑл укҫана «Арманӑн» хыснана тавӑрса памалла тесе пӗлтерет Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |