Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫӑсем хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнине полицейскисене пӗлтернӗ.
49 ҫулти хӗрарӑм телекуравпа экстрасенс пулӑшу сӗннине курнӑ. Вӑл рекламӑра кӑтартнӑ телефон номерӗпе «парапсихолога» шӑнкӑравланӑ. Лешӗ хӑйӗн яланхи юррине пуҫланӑ: хӗрарӑма питӗ вӑйлӑ пӑснӑ имӗш, ӑна пӗтермелле.
«Парапсихолог» пӑснине телефонпа калаҫсах илнӗ-мӗн. Хӗрарӑм тӑватӑ йӑлана ирттермешкӗн кӗсйинчен 150 пин тенкӗ ним мар кӑларса панӑ, усси пуласса шаннӑ. Хӑйне улталанине вӑл, шел те, кая юлса ӑнланнӑ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Чӑваш Енре Африка мурне сарӑлма паманнине, хӑрушӑ чире тӗп тунӑпа пӗрехне эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Пӑрачкав район администрацийӗнчен паян пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп тунӑ сыснашӑн ҫынсене тӗлемелли укҫана республика хыснинчен ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне ҫынсене куҫарса панӑ. Ирӗксӗртен тп тума твинӗ выльӑхшӑн вӗсен хуҫисене 18,2 миллион тенкӗ ытла уйӑрса панӑ.
Аса илтеретпӗр, сыснан чӗрӗ виҫин пӗр килограмне 102 тенкӗ ҫинчен саплаштарнӑ, пуснин хакне — 146 тенкӗ шучӗпе. Пӑрачкав районӗнчи пӗр ҫынна (унӑн выльӑх шучӗ йышлӑ пулнӑ), тӗслӗхрен, 570 пин тенкӗ уйӑрса панӑ.
Пӑрачкав район администрацийӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра хака ытти регионтинчен самай пысӑкрах ҫирӗплетнӗ. Урӑх регионсенче 60 тенкӗрен пуҫласа 82 тенкӗ таран тӳлеҫҫӗ-мӗн.
«Рейтинг» Раҫҫейӗн информаци агентстви пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ҫынсенчен самай пайӗ 500 пин тенкӗрен йӳнӗрех машинӑна та туянаймасть. Кредита шансан та кашни пиллӗкмӗш ҫемье кӑна апла урапаллӑ пулайрать.
1,2 миллион тенкӗ таран тӑракан урапана пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансен 6,6 проценчӗ илме тупра ҫитереет.
Машинӑсен хакӗ те хальхи вӑхӑтра йӳнӗ мар. Вӑтамран илсен, хак 1,5 миллион тенкӗрен иртет. 5 миллион тенкӗрен хаклӑ машинӑна пирӗн ҫӗршыврисен 0,9 проценчӗ туянайрать.
Укҫа-тенкӗллӗ, хаклӑ урапа илейрекенсем Ямало-Ненецк автономи округӗнче пурӑнаҫҫӗ. Унта ҫур миллион тенкӗрен йӳнӗреххисене халӑхӑн ҫурри ытла кредитпа туянайрать, 1,2 миллион тенкӗллисене — 33,5 проценчӗ, чи хаклисене — 6,8 проценчӗ.
Ӗнер Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче ытти ыйтупа пӗрлех республикӑра пухӑнса кайнӑ ӗҫ укҫин парӑмне епле татмаллине те сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев ку темӑпа самай цифра илсе панӑ.
Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне республикӑри 7 организаци 39,1 миллион тенкӗлӗх парӑм пухса тултарнӑ. Ҫакна пула 2027 ҫын шалу вӑхӑтра илеймесӗр аптӑраҫҫӗ.
Парӑмлӑ организацисен шутӗнче министр Шупашкарти 1-мӗш типографие, «Промтрактор Вакуна», Ҫӗнӗ Шупашкарти «Экотехсервис» управляющи компание, Сӗнтӗрвӑрринчи «Городока», Вӑрмарти автотранспорт предприятине, Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерне» асӑнса хӑварнӑ. Уйрӑмах пысӑк парӑма чӑх-чӗп хапрӑкӗпе «Промтрактор Вакун» пухнӑ.
Уйӑхӑн пуҫламӑшӗ тӗлне Пӑрачкав район пульницинче ӗҫ укҫипе парӑм пулнӑ, халӗ ӑна татнӑ.
Парӑмлисемпе Чӑваш Енӗн Ӗҫ инспекцийӗ тата прокуратура та ҫине тӑрса ӗҫлет.
ЧР Экономика министерствинче ӗҫленӗ ҫын тӗлӗшпе суд приговор вуланӑ. Ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 7 ҫул 1 уйӑхлӑха янӑ.
Наталья Губина ведомствӑра алкоголь рынокне тата лицензилессине тӗрӗслекен сектор заведующийӗнче ӗҫленӗ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2014 ҫулхи ҫурларан пуҫласа 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен Губина Корягин пулӑшнипе тӑватӑ коммерци организацийӗн директорӗсенчен сӗтев илнӗ. Пӗтӗмпе 480 пин тенкӗ кӗсйине кӗнӗ.
Вӗсене 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче шӑпах «хура» ӗҫ тунӑ чухне тытса чарнӑ.
Корягинӑн та явап тытма тивӗ. Ӑна 4 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Кунсӑр пуҫне пӗрне — 4 миллион, теприне 1 миллион та 800 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Вӗсен малашне патшалӑх органӗнче, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхра ӗҫлеме юрамасть.
Какай этем рационӗнче уйӑхра миҫе хутчен пулма пултарать? Ытлашши ҫимеҫҫӗ-и ӑна? Тен, чакармалла виҫене? Ҫак ыйтӑва нумаях пулмасть иртнӗ Чӑваш Енӗн Правительствин ларӑвӗнче хускатнӑ. Ку калаҫӑвӗ этеме пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене сӳтсе явнӑ чух сиксе тухнӑ. Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталшӑн ӑна (пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене) 8434 тенкӗ йышӑнса хӑварнӑ.
Сакӑр пин ҫурӑран пӗчӗкрех укҫапа саркалансах пурӑнаймӑн та, анчах сахал тупӑшлисене палӑртнӑ, ӑна май социаллӑ тӳлев уйӑрнӑ чух шӑпах ҫав укҫана тӗпе хураҫҫӗ. Пирӗн республикӑри ҫак виҫе кӳршӗллӗ хӑш-пӗр регионтинчен пысӑкрах. Мӗншӗн аплине сӳтсе явнӑ чух Чӑваш Енре 2013 ҫулта потребитель карҫинккине какай ытларах кӗртсе хӑварнине аса илнӗ. Аш йӳнӗ мар та, пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе те пысӑк. Ҫавна кура тӳре-шара какай виҫине чакарас сӗнӳ патне ҫитсе тухнӑ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ҫӗршыв ертӳҫи Владимир Путин Резерв фондӗнчен Ӗҫлев, Сывлӑх сыхлав тата Вӗренӳ министерствисем валли хушма укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Социаллӑ тӗллевлӗ «кӗмӗл» пирӗн республикӑна та лекӗ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑхри сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӳ учрежденийӗсем пӗтӗмпе 24 млн тенкӗ ытла укҫа илӗҫ.
Мускавран, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн резерв фондӗнчен, уйӑракан тупран пӗр пайне — 10 миллион тенкине — Ачасен Шупашкарти 2-мӗш номерлӗ пульницине тӗпрен юсаса ҫӗнетме уйӑрасшӑн. Юлнӑ укҫа Ачасен Канашри вӗренӳ центрне йӗркене кӗртме кайӗ. Ӗҫе хӑҫан кӳлӗнесси пирки хальлӗхе каламан. Ун валли конкурс иртсе юсавҫӑсене палӑртмалли куҫкӗрет.
Аҫтӑрханти суд приставӗсем Чӑваш Енри усламҫӑн карапне арестленӗ. Карапа унӑн хуҫи — ӑна пӗр организаци тытса тӑнӑ — пысӑк парӑма кӗрсе кайнине кура тытса чарма йышӑннӑ. Шывра ишсе ҫӳрекен ҫав хатӗр хакне малтанласа 18 миллион тенкӗ тӑрать тесе хакланӑ.
Аҫтӑрхан тӑрӑхӗнчи Советски районӗнчи суд приставӗсем патне Чӑваш Енри ӗҫтешӗсем тухнӑ. Вӗсем тавар турттарассипе тӑрӑшакан фирма кредитпа пысӑк парӑма кӗрсе кайнине, анчах укҫана тӳлеме хыпӑнманнине пӗлтернӗ.
Инҫетри регионти суд приставӗсем Чӑваш Енри ӗҫтешӗсене ӑнланнӑ, суд йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртес ӗҫ пуҫарнӑ. Унпа килӗшӳллӗн вӗсем парӑмлӑ предприятин салукри пурлӑхне — Аҫтӑрханти карап тӑвакан производство пӗрлешӗвӗн территорийӗнчи груз турттармалли карапа арестленӗ.
Тӳре-шара вӑл е ку лару-тӑрура хӑйне епле тытнине ахаль ҫынсем лупӑсӑрах аван кураҫҫӗ. Сӑнанӑ-асӑрханӑ тӑрӑх, вӑл е ку должноҫре ларакансем юлашки вӑхӑтра хӑйсене уҫҫӑнрах тытма тӑрӑшни сисӗнет. Ҫакна ҫирӗплетсе паракан ҫӗнӗ тӗслӗхсенчен пӗринпе сире те, Чӑваш халӑх сайтне вулакансене, паллаштарар.
Канашри хӑш-пӗр урамри ҫул-йӗр тӑрӑмӗ пирки Чӑваш халӑх сайчӗ те нумаях пулмасть ҫырнӑччӗ. Сӑмах май каласан, хулари ҫул-йӗр ыйтӑвне Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттернӗ чух та вӑл тӑрӑхри журналист хускатнӑччӗ.
Нумаях пулмасть тӗнче тетелӗнчи МИХсемпе хӑш-пӗр блогер хускатнӑ (Чӑваш халӑх сайчӗ те ӑна хыпарланӑччӗ) темӑра Ильич урамӗнчи ҫула саплама ачасем хӑйӑр йӑтнине ҫырнӑччӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче республикӑн Транспорт министерстви Канашри урамсене юсассишӗн Канаш хули яваплине палӑртса хӑй сайтӗнче хыпарланӑ. Ҫав вӑхӑтрах унта Канаш хулине республикӑн Ҫул-йӗр фондӗнче 51,7 миллион ытларах тенкӗ укҫа уйӑрнине асӑнса хӑварнӑ. Ильич урамӗнчи ҫула юсакана палӑртма ҫурлан 26-мӗшӗнче электрон аукцион ирттерессине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енӗн статистика органӗ республикӑра пурӑнакансем килти хуҫалӑхра епле тӑкакланнине тишкернӗ. Хуларисене уйрӑм сӑнанӑ, ялтисене — уйрӑм.
Пӗтӗмӗшле илсен, кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта, пӗлтӗрхи ака—ҫӗртме уйӑхӗсенчисемпе танлаштарсан, унтисем те, те кунтисем те тӑкаксене чакарнӑ. Ҫапах та хулара пурӑнакансем апат-ҫимӗҫ туянма укҫа ытларах уйӑрма тытӑнни сисӗнет. Ялтисем вара хырӑмшӑн сахалтарах тӑкакланӑ. Юлашкинчен асӑннисем, тен, сакай-нӳхрепри апат-ҫимӗҫ патне ытларах кӗрсе туха тытӑннӑ-тӑр.
Тӗрлӗ пулӑшушӑн тӳлесси ялта кӑшт хӑпарнӑ, хулара вара чакнӑ. Тӗрлӗ пулӑшу валли янӑ тӑкаксене илсен, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшушӑн тӑкакланасси 10,6 процент нумайланнӑ, ҫав шутра ҫутӑшӑн тӳлеме кӑна 57,3 процент нумайрах пӗтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |