Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ умӗнчи лапама юсасшӑн. Ун валли республика хыснинчен 9 мллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Лапамра чӑваш орнаменчӗ пулмалла. Юсав ӗҫне кӗркунне вӗҫлеме палӑртнӑ.
Аукциона выляса илекен подрядчикӑн пӗр уйӑхра юсав ӗҫӗсене вӗҫлемелле. Театр алӑкӗ патне илсе пыракан хӗрлӗ ҫул ҫаплипех юлӗ. Унта чӑваш орнаменчӗн паллисем пулӗҫ. Пӗтӗмпе — 9 штук.
Театр умӗнчи лапам халӗ чаплах мар, унта юсав ӗҫӗсем ирттермелле. Плитасем арканса пӗтнӗ. Малтанлӑха аукцион хакне 8 миллион те 700 пин тенкӗлӗх палӑртнӑ.
Тӗнче тетелӗнче ялсенче Фельдшерпа акушер пунктне тумашкӑн халӑхран укҫа пухма тытӑнни пирки хыпар тухнӑ. «Ҫыхӑнура» канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, ФАП тумалли укҫа-тенке вӑрланӑ, застройщиксем ӗҫлеме хирӗҫлеҫҫӗ. Рабочисене ӗҫ укҫи тӳлемелле-ҫке-ха, анчах нухрат ҫук.
Ялта халӑха хӑратса укҫа пухма тытӑннӑ иккен. Кашни килтен 1 пин тенкӗ пуҫтараҫҫӗ. Анчах ФАПсен республика хыснинчен уйӑрнӑ укҫапа тӑваҫҫӗ-ҫке-ха.
Следстви комитечӗ, ШӖМ, ФСБ кун пирки пӗлет, анчах никам та нимӗн те тумасть иккен. Сӑнӳкерчӗкре — Елчӗк районӗнчи Хӗрлӗҫыр ялӗнче халӑхран пухнӑ ведомоҫ.
Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчеме пӑрахнӑ. Вӑл — усламҫӑ. Арҫын налук тӳлемен тесе шухӑшланӑ.
Арҫын услам ӗҫӗпе аппаланнӑ. Унӑн ӗҫӗ сӗт юр-варӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл 2015 ҫулхи иккӗмӗш кварталшӑн налук тӳлемен имӗш. Ку 2 миллион та 900 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарсан, пурлӑхне арестлесен усламҫӑ тӑкака тӳрех саплаштарнӑ: 3 миллион та 800 пин тенкӗ налук тӳленӗ. Ҫавна май айӑрланаканскер пуҫиле ӗҫе пӑрахӑҫлама ыйтса ҫырнӑ.
«Газпа усӑ курнин парӑмӗ 1,5 миллиарда яхӑн пуҫтарӑнса кайнӑ. Парӑм мӗншӗн пухӑнать?» — ҫак ыйтӑва ӗнер иртнӗ канашлура республика ертӳҫисем сӳтсе явнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ку ыйту хуравне шыранӑ. Ыйтӑва вӑл канашлӑва хутшӑннӑ район-хула пуҫлӑхӗсене панӑ.
Усӑ курнӑ пулӑшупа вӑхӑтра татӑлмалли каламасӑрах паллӑ. Ҫав вӑхӑтрах республика влаҫӗсем ҫывӑх вӑхӑтра Йӑлӑмра газ кӗртме пуҫласшӑн. Ӑна валли Газпром укҫа уйӑрасса шанаҫҫӗ. Газпа парӑм пухӑнса кайнине кура «кӗмӗл» уйӑрас енпе йывӑрлӑх сиксе тухасси шиклентерет.
Парӑмӑн пысӑк пайӗ, 90,5 проценчӗ, хуласенче пуҫтарӑннӑ. Улатӑр хулинче вӑл — 110,3 млн тенкӗ, Канашра – 71,2 млн, Ҫӗмӗрлере – 154,8 млн, Шупашкарта – 685,7 млн.
Чӑваш Енре 100 пин ҫын пуҫне панкрута тухнисем — 100 ҫын. Ҫавсем малтан потребитель кредичӗ илнӗ, кайран тупӑш шайӗ хӗсӗннине пула панкрута тухнӑ.
Панкрута тухнӑ граждансен ҫавӑн чухлӗ хисепӗ самантра пухӑнмӑн. Статистикӑнӑ йӗркелекенсем 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен тытӑнса кӑҫалхи иртнӗ уйӑхчченхи тапхӑра тишкернӗ. Панкрута тухрисене ҫак тапхӑрта 100 пин ҫын пуҫне 41 граждан тесе шутласа кӑларнӑ. Ку кӑтартупа пирӗн республика ҫӗршыври регионсем хушшинче 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Панкрута тухнӑ уйрӑм ҫынсен тата уйрӑм усламҫӑсен хисепӗпе Вологда облаҫӗ (унта 100 ҫын пуҫне 83 панкрут), Рязань облаҫӗ (55 панкрут) тата Новосибирск облаҫӗ (42 панкрут) палӑраҫҫӗ.
Сӑмӑх май, РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Олег Николаев депутат ку факт ҫынсен пурнӑҫ шайӗ чакнипе ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлать.
Элӗк районенчи Тукач ялӗнче пурӑнакансем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене халалласа палӑк лартнӑ. Укҫа-тенке халӑх пухнӑ.
Нумаях пулмасть Тукач ялӗнче палӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Проект авторӗ – Чӑваш Енри архитекторсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ Станислав Удяков.
Тукач ялӗнчен фронта 58 ҫын тухса кайнӑ. Вӗсенчен 38-шӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ. Пурин ятне те чул плита ҫине ҫырнӑ.
Палӑк ҫӳллӗшӗ – 5 метр, тӑршшӗ – 3 метртан ытларах. Палӑка Сергей Салтыков, ҫак ялта ҫуралса ӳснӗскер, тума сӗннӗ. Халӑх кар тӑрса укҫа пухнӑ. Палӑка хатӗрлемелли материал валли кӑна 250 пин тенкӗ тӑкакланнӑ. Хальлӗхе палӑк тавра нимӗн те ҫук. Ҫитес вӑхӑтра тукачсем унта сквер йӗркелеме палӑртнӑ.
Канашра шкул директорӗ 6 ҫуллӑха йӗплӗ пралук леш енне кайма пултарать. Мӗнпе айӑпа кӗнӗ-ха вӑл?
Директор виҫӗ вӗрентекене премисене каялла тавӑрса пама ыйтнӑ. Ку шкулта вак-тӗвек ӗҫсене пурнӑҫлама кирлӗ имӗш. Ҫапла майпа ӑна 14 пин тенкӗ тыттарнӑ.
Анчах шкул ертӳҫи кунпа ҫеҫ ҫырлахман. Вӑл хӑйӗн ҫумне тата шкул умӗнхи ачасен воспитательне укҫа хушса тӳленӗ. Вӗсене ахальтен укҫа нумайрах паман вӑл. Ара, лешсем унӑн хӗрӗсем вӗт. Ҫапла майпа вӑл вӗсене 30 пин тенке яхӑн тӳленӗ. 26 пин тенкине вара хӑйӗн кӗсйине чикнӗ.
Директор хӑтланӑвӗ шкула 44 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Акӑ мӗншӗн ун явап тытма тивӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енри чи лайӑх вӗрентекенсемпе воспитательсене укҫан хавхалантарнӑ. Михаил Васильевич ку тӗлӗшпе хушу алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал республика шайӗнче иртнӗ конкурссенче ҫӗнтернӗ пилӗк педагогпа вӗрентекен хушма укҫа илӗҫ. Вӗсем 400 пин тенке пайлӗҫ.
Трак шкулӗнчи Анастасия Васильева, Етӗрне районӗнчи Тури Ачак шкулӗнчи социаллӑ педагог Татьяна Яжейкина, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Елена Порфирьева 50-шар пин тенкӗ илӗҫ. Шупашкарти 178-мӗш ача пахчин воспитателӗ Наталия Машанова – 100, Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкулти Лариса Семенова, «Чӑваш Енри ҫулталӑкри вӗрентекен», 150 пин тенке тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енри пуян ҫемьесем те пуян мар тесе пӗтӗмлетме хистет аяларах илсе кӑтартакан статистика.
Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви ҫумӗнчи Финанс министерстви ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнче пурӑнакан пуянсен пурнӑҫ шайне черетлӗ хутчен хакланӑ. Чӑваш Енри пуян ҫемьесен уйӑхри тупӑш виҫи 288 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Уйрӑмах пуяннисен 1 проценчӗн тупӑшӗ кӑҫалхи ҫур ҫулта 651 пин тенкӗпе танлашнӑ. Чӑваш Енре ку хисеп — 288 пин тенкӗ. Пирӗн республикӑринчен те сахалтарах тупӑш курнӑ регион федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пӗрре кӑна. Вӑл — Мӑкшӑ Республики. Унти тупӑшлӑ ҫемьесем уйӑхсерен вӑтамран 277 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
Тутарстанра пурӑнакан пайталлӑ ҫемьесем кӑҫалхи ҫур ҫулта уйӑхсерен вӑтамран 720 пин тенкӗ тупӑш курнӑ.
Тверь хулинчи полицие Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе заявлени ҫитнӗ. Вӑл чирлӗ ачасем валли укҫа пухнӑ, ӑна хӑйӗн валли илнӗ имӗш.
Тверь хулинчи тӗп урамсенче ҫамрӑк волонтерсем чирлӗ ачасем валли укҫа-тенкӗ пухнине асӑрханӑ. Анчах, йӗрке хуралҫисем каланӑ тӑрӑх, ҫул ҫитмен ҫамрӑсен ыркӑмӑллӑх акцисене хутшӑнма юрамасть. Тата официаллӑ организацисем урамра укҫа пуҫтармаҫҫӗ.
Темиҫе ҫамрӑка полицие илсе ҫитернӗ. Вӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫакӑ ҫиеле тухнӑ: ҫамрӑксем Чӑваш Енри арҫын хушнипе укҫа пухнӑ-мӗн. Пирӗн ентеш суя бизнес йӗркеленӗ иккен. Халӗ ку ӗҫе тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ксенофонтов Иван Ксенофонтович, чӑваш актёрӗ, театр ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриев Аристарх Иванович чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садюков Николай Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Табаков Владимир Алексеевич, таврапӗлӳҫӗ, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Белова Зоя Степановна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пупин Пётр Степанович, чӑваш кӳлепеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Мичман Павлов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |