Чӑваш Енӗн тӗп хулине Шупашкара тата Муркаш районӗнчи Юнкӑ ял тӑрӑхне Мускав преми парать.
Республикӑн тӗп хулине 2,28 млн тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ, Юнкӑ ял тӑрӑхне — 720 пин тенкӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак икӗ муниципалитет «Лучшая муниципальная практика» (чӑв. Чи лайӑх муниципалитет практики) Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Кун пирки авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче паллӑ пулнӑччӗ. Шупашкар конкурса хулари Мускав районӗнчи Атӑл ҫыранне хӑтлӑх кӗртнине кӑтартакан проектпа хутшӑннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ муниципалитетсене укҫан хавхалантарасси ҫинчен калакан йышӑнӑва юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ала пуснӑ. Ӗҫлӗ хута юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче РФ Правительствин сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.