Чӑваш Енре пурӑнакансем 5 пин тенкӗ ҫитменнипе аптӑраҫҫӗ. Шалуччен пурӑнма, ара, шӑпах ҫавӑн чухлӗ ҫитмест иккен пире.
Раҫҫейӗн общество телекуравӗ «ОТРажение» программа вӑхӑтӗнче «Реальные цифры» (Чӑв. Чӑн-чӑн цифрӑсем) ыйтӑм ирттернӗ. Унта ҫынсене черетлӗ ӗҫ укҫиччен вӗсем миҫе тенкӗ парӑма кӗрсе кайнипе кӑсӑкланнӑ.
Иваново облаҫӗнче пурӑнакансем укҫашӑн питех хыпса ҫунмаҫҫӗ: вӗсем 1 пин те 700 тенкӗ парӑма кӗрсен те ҫырлахаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн Чӑваш Енре пурӑнакансем пыраҫҫӗ иккен: вӗсене 5 пин тенкӗ кирлӗ. Тыва Республикинче 6 пин тенкӗ кивҫен илсен шалуччен шик шӑхӑрса пурӑнаҫҫӗ, Хакас Республикинче – 7 пинпе, Псков облаҫӗнче – 7,5 пинпе.
Улатимӗр облаҫӗнче вара шалуччен пурӑнма 40 пин тенкӗ кивҫен илеҫҫӗ, Мускавра, Мусква облаҫӗнче, Ҫӗнҫӗпӗр тӑрӑхӗнче, Якут Республикинче, Чечняра 30 пинтен пуҫласа 33 пин тенкӗ таран кивҫен илеҫҫӗ.
Вӑрмар район администрацийӗн специалистӗнче ӗҫлекен ҫамрӑк хӗрарӑма улталанӑшӑн айӑпласшӑн. 28 ҫулта ҫеҫ пулин те ҫакскер кукӑр-макӑр та пӑрӑнӑҫ ҫулпа кайма шут тытнӑ. Ют ҫыншӑн мар, асламӑшӗшӗн (тен, кукамӑшӗшӗн-ши... Чӑваш Енӗн пресс-служби «бабушка» тенӗ те).
Ҫамрӑкки ваттине юхӑнакан ҫуртра пурӑннӑ пек туса хваттер ыйтӑвне лайӑхлатма пулӑшнӑ. Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан ҫывӑх ҫынни ҫапла майпа кӗҫех виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерлӗ пулнӑ. Ҫапла хӑтланса Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ял тӑрӑхне 1 миллион та 300 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Килшӗн тӑрӑшакан специалист тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе прокуратура пӑхса тухса суда ярса панӑ. Кунпах ҫырлахасшӑн мар-ха пакунлисем: хваттере муниципалитета партарасшӑн.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑҫал ялсене атлантармалла тесе ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Документра ял халӑхӗн пуҫарӑвӗсене пурнӑҫлама муниципалитетран укҫа параҫҫӗ тесе палӑртнӑ. Конкурса 284 ял тӑрӑхӗнчен 84-шӗ хутшӑннӑ. Вӗсенчен 47-шне ҫеҫ суйланӑ.
Канаш районӗнчи Яманкасси клубӗн тӑррине кӑҫал улӑштарнӑ. Ҫурт кивӗ, 1969 ҫулта хӑпартниех. Республика программипе килӗшӳллӗн, ӑна юсама республика тата вырӑнти муниципалитет укҫа уйӑрнӑ. Халӑх та нухрат пуҫтарнӑ. Клубра чӳречесене улӑштарма, тул енчен илем кӳме палӑртнӑ. Ҫавна май яманкассисем каллех программӑна хутшӑнасшӑн.
Сӑмах май, халӑх пуҫарӑвӗсене пурнӑҫлама Чӑваш Ен хыснинчен 33 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кунсӑр пуҫне муниципалитет укҫипе усӑ курнӑ, ҫынсем, усламҫӑсем те ку ӗҫе хутшӑннӑ.
Чӑваш Ене васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн машинисем илсе килӗҫ. Вӗсене туянмашкӑн РФ Правительствин резерв фондӗнчен уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе илӗҫ. Документа Дмитрий Медведев авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Пирӗн республикӑна вӗр ҫӗнӗ 23 машина илсе килӗҫ. Вӗсене ГАЗ автомобиль савутӗнчен тата Чӗмпӗрти автомобиль савутӗнчен туянӗҫ. «Тимӗр урхамахсене» ҫулталӑк вӗҫӗччен илсе килме палӑртнӑ.
Ку кӑна мар. Республикӑри шкулсем валли 27 ҫӗнӗ автобус туянасшӑн. Вӗсенчен 13-шне 13-20 ҫын вырнаҫаять. Тепӗр 13-шӗ – 22-24 ача вырнаҫмалӑх. Пӗр автобуса вара 30 ытла ача лараять. Пур автобуса та хӑрушсӑрлӑх тытӑмӗпе тивӗҫтернӗ.
ЧР спорт министрӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Алексей Яковлев тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе прокуратурӑна айӑплав пӗтӗмлетӗвне тума ярса панӑ. Кун хыҫҫӑн тӳре суд сакки ҫине ларӗ. Следстви вӑл должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлать.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2013 ҫулта Яковлев «Белые камни» республика центрне реконструкцилемешкӗн документаци проектне хатӗрлесе Шупашкарти пӗр фирмӑпа килӗшӳ тунӑ. Унӑн хакӗ – 9 миллион тенкӗ ытла.
Анчах документаци патшалӑх экспертизи витӗр тухайман, Яковлев вара ҫакна пӑхмасӑрах укҫа-тенке фирма счечӗ ҫине куҫарма хушнӑ.
Ҫак схемӑпах вӑл Маунтинбайк центрӗн трассин проектпа смета документацине хатӗрленӗшӗн подрядчик счечӗ ҫине 1,3 миллион тенкӗ куҫарнӑ. Яковлева пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче килти ареста лартнӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ официаллӑ порталӗнче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти ликерпа водка савучӗн гендиректорӗпе, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе Олег Мешковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттерни пирки хыпарлани тӑрӑх ҫапла ӑнланма пулать.
Акӑ епле ҫырнӑ сайтӑн чӑвашла версинче (епле пур, ҫавӑн пек илсе парар): «Республика бюджетне йӗркеленӗ чухне, эпир тӗплӗн пӑхса тухатпӑр, эрех-сӑра таварне сутса мӗн чухлӗ тупӑш илнинчен бюджета куҫнине сӑнатпӑр. Шанатпӑр, кӑҫал республика бюджетне сахал мар тупӑш кӗрессине. Калӑпӑр, кашни сутӑнакан бутылка сӑраран 10 тенкӗ республика хыснине куҫать. Мӗн чухлӗ вӗсем ытларах тавара сутаҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ нумайрах бюджета укҫа тулать», — тенӗ пулать Чӑваш Ен Элтеперӗ.
Красноармейски районӗнче пурӑнакан 26 ҫулти хӗрарӑмӑн суд сакки ҫине ларса явап тытма тивӗ. Ӑна укҫа-тенке хӑйӗн кӗсйине чикнӗшӗн айӑпланине ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
Ҫак ҫамрӑк хӗрарӑм почта уйрӑмӗнче ӗҫленӗ чухне ырӑ мар ӗҫпе аппаланнӑ. Хайхискер ҫынсем пек алӑ пусса укҫа-тенке хӑйӗн кӗсйине чикнӗ. Ҫапла майпа вӑл районти сакӑр ҫыннӑн укҫине вӑрланӑ.
Хӗрарӑм пӗтӗмпе 9900 тенкӗ хӑйӗн кӗсйине чикнӗ. Ҫамрӑкскер хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ҫынсене кӳнӗ тӑкака хӑйӗн ирӗкӗпех саплаштарнӑ.
Чӑваш Енри виҫӗ муниципалитета 10 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ку укҫа чи лайӑххисене ҫеҫ тивӗҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, пӗлтӗр пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑ муниципалитетсене. Постановление ЧР Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, гранта Ҫӗмӗрле хули, Шупашкар тата Патӑрьел районӗсем тивӗҫнӗ. Вӗсем вырӑнти хӑйтытӑмлӑх управленийӗн ӗҫӗ-хӗлӗнче чи лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ.
Хула округӗсен пӗрремӗш ушкӑнӗнче Ҫӗмӗрле хули палӑрнӑ. Ӑна 1,7 миллион тенкӗ парӗҫ. Муниципалитет районӗсен хушшинче Шупашкар районӗпе Патӑрьел районӗ ҫӗнтернӗ. Вӗсене 4,1-шар миллион тенкӗ тивӗҫӗ.
Тӗнче тетелӗсенчи ушкӑнсенчен пӗринче Константин Ишутов блогер Чӑваш Республикин тӗп хулинче ҫул сарма ытла та хакла ларнине пӗлтерет. Вӑл ҫырнине ӗненсен Шупашкарта асфальт сарма Мускаври метро тунинчен хакла ларать.
Константин Ишутов пӗр километр ҫул каланӑ тӑрӑх, Шупашкарӑн Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ районне хулан Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗпе ҫыхӑнтаракан ҫулӑн пӗр километрне сарма 5,2 миллиард тенке ларать. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗршывӑн тӗп хулинче 1 километр метро тума 4,5 миллиард тенкӗ кирлӗ-мӗн.
К. Ишутов блогер Шупашкарта метро тума Мускавринчен йӳнӗрех тесе йӗкӗлтешет, мӗншӗн тесен Чӑваш Енре ӗҫлекенсен шалӑвӗ Мускавринчен йӳнӗрех, ҫӗр айӗпе иртекен коммуникаци пӑрӑхӗсене куҫарма та ҫӗршывӑн тӗп хулинчи пекех тӑкаклӑ мар.
Кӗҫех Шупашкарти пӗр пульницӑна юсӗҫ. Кун валли ятарласа укҫа уйӑрнӑ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ хушура палӑртнӑ тӑрӑх, РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствине Мӑкшӑ тата Чӑваш республикисенчи сывлӑх сыхлавӗн организацисене юсамашкӑн Президентӑн резерв фондӗнчен укҫана — 103 миллион та 523 пин тенке — уйӑрӗҫ.
Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗрен 26 миллион та 523 пин тенки Чӑваш Енри Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине юсамашкӑн кайӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Горшков Анатолий Ермолаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |