Шупашкарти темиҫе шкулта ашшӗ-амӑшӗ вӗрентекене чечек ҫыххи парнелеме хирӗҫленӗ. Кун вырӑнне вӗсем йывӑр чирлӗ ачасене укҫа парса пулӑшӗҫ.
Кӑҫал хӑш-пӗр шкулта йӑларан пӑрӑнас тенӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хаклӑ чечек ҫыххи туянас вырӑнне вӗсем укҫа-тенке чирлӗ шӑпӑрлансене парӗҫ. Тӗслӗхрен, Шупашкарти 1-мӗш гимназире 7-мӗш «б» класра вӗренекен ачасем педагога пӗр чечек ҫыххи парнелӗҫ. Перекетленӗ ытти укҫана хосписӑн паллиативлӑ уйрӑмне ярӗҫ.
Вӗрентекенсем те ку акцие ырланӑ. Ашшӗ-амӑшӗ пухнӑ укҫапа реабилитаци пӳлӗмӗ валли хатӗр-хӗтӗр туянӗҫ.
Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музей паллӑ ӑсчах ҫуралнӑранпа 240 ҫул ҫитнине халалласа семинар-плэнер ирттерӗ. Регионсен хушшинчи мероприятие ирттерме ЧР Элтеперӗн гранчӗ пулӑшӗ. Музей 100 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ.
Музей ку енӗпе маттур. Вӑл темиҫе хутчен те грант ҫӗнсе илнӗ. Ҫак укҫа-тенкӗ пулӑшнипе тӑватӑ чӗлхеллӗ аудиогид тытӑмне йӗркеленӗ, парка хӑтлӑлатнӑ.
Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче семинар-плэнер пӗрремӗш хутчен иртӗ. Ун чухне ӑсталӑх класӗсем, куравсем йӗркелӗҫ, дизайн-проектсем кӑтартӗҫ.
Мероприятие паллӑ ӳнерҫӗсем, студентсем, шкул ачисем хутшӑнӗҫ. Хальлӗхе Мари Элтан заявка килнӗ. Тутарстанран та килес шухӑшлисем пур. Семинар вӑхӑтӗнче ӳнерҫӗсем Бичуринпа ҫыхӑннӑ картинӑсене ҫеҫ ӳкерӗҫ.
Шупашкарти икӗ шкул «ТОП Шкул» конкурсра ҫӗнтернӗ. Ҫапла майпа вӗсем хӑйсен проектне пурнӑҫа кӗртмешкӗн грант ҫӗнсе илнӗ.
Конкурсра 5-мӗш гимнази тата 59-мӗш шкул мала тухнӑ. Вӗсем «Хула шкулӗсем» категорире ҫӗнтернӗ. 5-мӗш гимнази конкурса «Эпӗ. Ыттисем. Тӗнче» проекта тӑратнӑ. 59-мӗш шкул вара «Ҫӗнӗ курӑм» шкул медиастудийӗ» проектпа паллаштарнӑ.
Шкулсем ҫав проектсене пурнӑҫламашкӑн 500 пин тенкӗрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран грант илӗҫ.
Сӑмах май, конкурсра Раҫҫейри 30 шкул ҫӗнтернӗ. Чӑваш Енрен 13 пӗлӳ ҫурчӗ хутшӑннӑ. Шкулсене «Ялти шкулсем», «Хула шкулӗсем», «Мегаполисри шкулсем» категорире хакланӑ.
Водительсемшӗн Ҫӗрпӳ кӗперӗ ҫӑпан пекех пулса тӑчӗ-тӗр. Ара, унта «пӑкӑра» ларса ывӑнтарчӗ пуль вӗсене. Уйрӑмах — канмалли кунсенче. Ӑна хӑҫан туса пӗтерӗҫ? Ҫак кунсенче ӗҫе вӗҫлемелли ҫӗнӗ куна палӑртнӑ.
«Прикамье» автоҫул управленийӗ патшалӑх туянӑвӗнче контракта 120 миллион та 591 пин те 200 тенкӗпе лартнӑ. Аукциона авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Контрактпа килӗшӳллӗн, унта пыракан ҫулсене хӑтлӑлатӗҫ, асфальт сарӗҫ, коммуникацисем тӑвӗҫ.
Кӗпере хальхинче чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗ валли туса пӗтерме палӑртнӑ. Аса илтерер: ӑна 2013 ҫултах тума тытӑннӑ, 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче хута ямалла пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Финанс министерстви кредит илекенсем республикӑра йышланнине пӗлтерет. Кун пирки вӑл хӑйӗн сайтӗнче ӗнер ҫырнӑ.
Кӑҫалхи ҫул ҫулта Чӑваш Енри банксем 61,9 млрд тенкӗлӗх кредит панӑ, ку вӑл пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 34,2 процент нумайрах.
Пирӗн тӑрӑхра кредит илнисен укҫа виҫи иртнӗ ҫулхи пӗрремӗш ҫул ҫултинчен 4,6 процент пысӑкрах, пӗтӗмӗшле хисеп 153,9 миллиард тенкӗпе танлашать. Ку шутран 69,7 миллиарчӗ — предприятисен тӳпи, уйрӑм ҫынсенче – 84,2 млрд тенкӗ.
Кредит илекенсем йышлланнине банкра ӗҫлекенсем процент ставки пӗчӗкленнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Финанс мар предприятисене паракан кредитӑн процент ставки ҫӗртме уйӑхӗнче ҫулталӑк каяллахинчен 4,1 пункт пӗчӗкленсе 9,9 процента ҫитнӗ, уйрӑм ҫынсене пани 2,8 пункт чакса 13,9 процентпа танлашнӑ.
«Чӑвашавторанс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятине республика бюджетӗнчен укҫа уйӑрас ыйтӑва ӗнер иртнӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн сесийӗнче пӑхса тухмаллине эпирпӗлтернӗччӗ. Чӑн та, хыснаран 65 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрӗҫ. Вӑл укҫа предприяти ӗҫченсене шалу илме унччен кредит илнин тӗп парӑмне тата процента тӳлеме кайӗ.
Ҫав вӑхӑтрах предприяти 2014-2015-мӗш ҫулсенче ҫӑмӑллӑхлӑ категорири ҫынсене турттарнишӗн республикӑн Финанс министерствинчен 127 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн пулнӑ. Ҫак шутпа суда ҫитнӗ. «Правда ПФО» Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗн картотекине тишкернӗ те суд предприятие майлӑ йышӑну кӑларманнине асӑрханӑ. ЧР Арбитраж сучӗн ларӑвӗ ӗнер иртнӗ.
«Чӑвашавтотранс» предприятири йывӑр лару-тӑру пирки эпир унччен те пӗлтерсех тӑнӑччӗ.
Чӑваш Енри тӳре-шарана тытса тӑма ҫулталӑкне 950 миллиона яхӑн тенкӗ тухса каять. 2017—2019 ҫула валли республика хыснине чӑваш парламенчӗн депутачӗсем ырланӑ чух ҫемҫе пукан йышӑнакансене тӑкакӗсем 0,8 процент ӳсни палӑрнӑ.
Республикӑн финанс министрӗ Светлана Енилина тӑкаксем ӳснине пурлӑхӑн кадастр хакӗнчен илекен налук ӳснипе тата коммуналлӑ пулӑшу тӑкакӗ пысӑкланнипе ӑнлантарнӑ. 0,8 процент ӳсни министр шучӗпе пысӑк мар, тӳре-шарана тытса тӑмалли тӑкак пӗлтӗрхи шайрах юлнӑ.
«Пӗтӗмӗшле патшалӑх ыйтӑвӗсем» статьяпа укҫа уйӑрассине унчченхинчен 45 млн тенкӗ ӳстернӗ те птӗмӗшле виҫе 1,6 млрд тенке ҫитнӗ. Тӳре-шаран шалӑвне те ҫав укҫаран уйӑраҫҫӗ. 2018 тата 2019 ҫулсенче ку тӑкака 40 миллион тенкӗ, кашни ҫул — 20-шер миллион, ӳстересшӗн.
Шупашкарти Гладков урамӗнче шкул ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне уҫӑлӗ-и? Нумаях пулмасть ҫак ыйту тавра калаҫнӑ, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ унта ҫитсе те килнӗччӗ.
Халӗ ҫапла ҫирӗплетеҫҫӗ: ҫӗнӗ шкул авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне алӑкне уҫӗ. Унта монтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ-мӗн, патшалӑх аккредитацийӗн свидетельствине, вӗренӳ ӗҫне кӳлӗнме май паракан лицензие илнӗ.
Шкула 61 ҫынна ӗҫлеме илнӗ ӗнтӗ. Вӗсен йышӗнче 46-шӗ – вӗрентекен, 5-шӗ техника персоналӗ. Тепӗр 4 вӗрентекен, 12 персонал илме палӑртнӑ. Унти ӗҫченсене кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра ӗҫ укҫи тӳлеме республика хыснинчен 10,1 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Шкулта хальлӗхе 1-8-мӗш классем ҫеҫ ӑс пухӗҫ. Аслӑ классем ҫитес ҫултан ҫеҫ пулӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кириллов ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет
Владимир Кириллов пуҫлӑх пуканне 2006 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен йышӑнать. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл виҫӗ ҫӗр лаптӑкне суту тумасӑрах коммерци организацине тара панӑ. Муниципалитет ҫак ҫӗрсене харпӑрлӑха та куҫарса ӗлкӗреймен.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче ҫав ҫӗрсене ҫав организациех 750 пин тенкӗпе сутса янӑ. Ку пасар хакӗнчен йӳнӗрех. Следстви шухашӗпе, пуҫлӑх ял тӑрӑхӗн хыснине 4 миллион та 200 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Ыран, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем сессие пуҫтарӑнӗҫ. Унта «Чӑвашавторанс» предприятие республика бюджетӗнчен укҫа уйӑрас ыйтӑва пӑхса тухмалла. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хыснаран 64,7 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн. Вӑл укҫа предприяти ӗҫченсене шалу илме унччен кредит илнин тӗп парӑмне тата процента тӳлеме каймалла.
Минтрансӑн «Чӑвашавтотранс» предприятийӗ паянхи куна финанс енчен ансат мар лару-тӑрура. Апла пулин те ӗҫ укҫипе парӑма унта тӳлесе татма пултарнӑ.
Аса илтеретпӗр, унччен эпир «Чӑвашавтотранс» ӗҫченӗсем ҫу уйӑхӗнчи ӗҫ укҫине илнӗ, анчах вӗсене ҫӗртме уйӑхӗнчине тӳлеменнине пӗлтернӗчччӗ. Ун чухне ҫӗртмере пӗр пайне ҫеҫ панӑччӗ: 20 миллион тенкӗрен 12-шне.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ксенофонтов Иван Ксенофонтович, чӑваш актёрӗ, театр ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриев Аристарх Иванович чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садюков Николай Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Табаков Владимир Алексеевич, таврапӗлӳҫӗ, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Белова Зоя Степановна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пупин Пётр Степанович, чӑваш кӳлепеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Мичман Павлов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |