Патшалӑх закупкисен сайтӗнче кивҫен илессипе ҫыхӑннӑ пӗлтерӳсем вырнаҫтарнӑ. Вӗсенчен пӗрне — Шупашкар хули, теприне — Чӑваш Республики. Вӗсем иккӗшӗ те хӑйсен хыснин дефицитне кредит илсе тултарас шухӑшлӑ.
Асӑннӑ икӗ пӗлтерӳрен Шупашкар хула администрацийӗ кивҫене пайталлӑрах условипе илме тӗллев лартнине Андрей Иванов журналист асӑрханӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Финанс министерстви пӗлтерӗве ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ, Шупашкар хула администрацийӗ — ҫӗртмен 13-мӗшӗнче.
Аукцион расналӑхӗ — кивҫен укҫашӑн мӗн чухлӗ процент тӳлеме хатӗр пулни. Республика 2 млрд тенке 365 кунлӑха ҫулталӑкра 11,5 процентлӑ ставкӑпа илесшӗн, Шупашкар хула администрацийӗ — 1,11 миллиард тенке 730 кунлӑха 10,34 процентлӑ ставкӑпа.
Чӑваш Енри чи лайӑх вӗретекенсене преми парасшӑн. Ку конкурса РФ Президенчӗ Владимир Путин хушӑвӗпе килӗшӳлӗн ирттереҫҫӗ.
Ҫак премие камсем илме пултараҫҫӗ-ха? Вӗсен хӑйсем шухӑшласа кӑларнӑ методика пулмалла, ачасен урок тулашӗнче те ҫитӗнӳсем тумалла. Документсене тӑратнӑ чухне ытти критерие те пӑхаҫҫӗ.
Заявкӑсене ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗччен пама юрать. ЧР Вӗренӳ министерстви хутсене ҫак адреспа йышӑнать: Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 17-мӗш ҫурт.
Палӑртмалла: преми виҫӗ пӗчӗк мар. Вӑл 200 пин тенкӗпе танлашать.
Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнче пурӑнакансен инфраструктурине аталантарма Чӑваш Ен Элтеперӗн гранчӗ тивӗҫнӗ. Укҫа парасси ҫинчен калакан хута районта иртнӗ Акатуй вӑхӑтӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Михаил Игнатьев панӑ.
Ял хуҫалӑх продукцине туса илессипе Патӑрьел районӗ республикӑра иккӗмӗш вырӑнта. «Ҫулталӑк пуҫланнӑрапа ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсенче сӗт суса илесси 20 процент ӳснӗ. Раҫҫей Федерацийӗн тата республикӑн программисене те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Шӑпах ҫак тата ытти кӑтартусем района республикӑри хуласемпе районсем хушшинче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнма, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ районӑн обществӑлла инфраструктурине аталантарма паракан Гранта (6 млн тенкӗ) ҫӗнсе илме пулӑшнӑ», — хыпарлать асӑннӑ тӑрӑхри «Авангард» хаҫат.
Пӗр арҫын ывӑлне чылай вӑхӑт алимент тӳлемен. Ӑна ятарлӑ приемнике вырнаҫтарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри суд приставӗсен федераци службин порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Арҫынна 2014 ҫултанпа шыранӑ. Тӗрӗслӗх пур-пӗрех тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Вӑл юридици адресӗсӗр вӑхӑтлӑх ҫуртра пурӑннӑ-мӗн. Пӗр сӑмахпа, бомжа тухнӑ. Вӑл ӑҫтине пӗлсен пристав вырӑна ҫитнӗ.
Арҫын ҫул ҫитмен ывӑлне 1 миллион тенкӗ ытла алимент тӳлемен. Арҫынна суд приставӗсен федераци службине протокол ҫырмашкӑн илсе килнӗ. Кунсӑр пуҫне ӑна ятарлӑ приемнике 10 талӑклӑха хупнӑ.
Украинӑри чӑвашсен диаспори Остёр хулинче тахӑҫан Ҫеҫпӗл Мишши пурӑннӑ ҫурта туянасшӑн иккен. Ку хыпара паян «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Издательство ҫуртӗнче Украинӑри чӑвашсен пӗрлӗхӗсен ертӳҫи Надежда Лисовая ӗҫлӗ калаҫупа пулнӑ. Вӑл «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Лидия Филипповӑпа тата «Хыпар» хаҫатӑн журналисчӗпе Андрей Михайловпа курса калаҫнӑ. Надежда Лисовая Ҫеҫпӗл пурӑннӑ йывӑҫ ҫурта, Евдокия Пенскаян пӳртне, туянас килнине пӗлтернӗ. Уйрӑм ҫын харпӑрлӑхӗнче пулнӑскере унӑн хуҫи сутлӑха кӑларнӑ иккен. Ҫавна Украинӑри чӑвашсен диаспори туянса юласшӑн. Анчах илме укҫа ҫукки кансӗрлет. Аякри йӑхташсем ҫурта туянма кунти пуян чӑвашсем пулӑшмӗҫ-ши тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна илсе юлайсан вӗсем ӑна музей евӗр упраса хӑварасшӑн.
Раҫҫейре пурӑнакан чухӑн ҫынсене уйӑхсерен талон парасшӑн. Ку – ҫӗнӗ проект. Ӑна 2018 ҫулта хута яма палӑртнӑ.
РФ промышленноҫ тата суту-илӳ министрӗ Денис Мантуров каланӑ тӑрӑх, апат-ҫимӗҫ карточки ҫине уйӑхсерен 833 тенкӗ куҫарса тӑрӗҫ. Ҫапла майпа ҫулталӑкне 10 пин тенке яхӑн пухӑнӗ. Ку проекта пурнӑҫлама ҫулталӑкне хыснаран 300 миллиорд тенкӗ уйӑрма тивӗ. Талона Раҫҫейре пурӑнакан 19 миллион ҫынна пама палӑртнӑ.
Ку талона илес тесен сахал тупӑшлӑ пулнине ӗнентерекен справка кирлӗ. Тӗслӗхрен, ӑна нумай функцилле центра илме пулать. Сӑмах май, кун пек мелпе АПШра 50 ҫул усӑ кураҫҫӗ. Унта чухӑн ҫынсене уйӑхсерен 130 доллар куҫарса параҫҫӗ.
Ҫулсем япӑххи халӗ чылайӑшне тӗлӗнтермест пулӗ. Улатӑра каякансем вара чӑннипех те тарӑхаҫҫӗ. «Йӗпреҫ – Улатӑр» ҫул ала пек шӑтӑк-путӑклӑ, водительсен ҫул хӗррипе кайма тивет.
Инна Зубкова Йӗпреҫ районӗнчен Улатӑра кайнӑ чухне ҫулсем мӗнле пулнине видео ӳкернӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта тӳрех, тепӗр ҫӗртре вара кайма май ҫук. Шӑтӑклӑ пулнӑран водительсен ҫул хӗррипе кайма тивет.
ЧР Транспорт министерстви ку ҫула кӑҫал юсама палӑртнине пӗлтернӗ. 131-мӗш ҫухрӑмран тытӑнса юсӗҫ. Пӗтӗмпе – 11 ҫухрӑм. Кун валли 85 миллион тенке яхӑн уйӑрма палӑртнӑ.
Бурят Республикинче вырӑнти укҫана чӑваш спортсменӗсем валли уйӑрнипе кӑмӑлсӑр. Ку шӑв-шав нумаях пулмасть тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗнчи мӑкӑртатуран «Московский комсомолец» хаҫата ҫитнӗ. Хаҫат журналисчӗ Сергей Данилов асӑннӑ регионти кӗрешӳҫӗсемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру пирки ҫырнинче Улан-Удэ хулинче пурӑнакан Владимир Ширапов сӑмахне илсе кӑтартнӑ.
В. Ширапов ирӗклӗ майпа кӗрешекен бурят спортсменкисенчен Жаргалма Цыренова шанӑҫ панине палӑртнӑ. Анчах вӑл пысӑк шайри ӑмӑртусене хутшӑнаймасть иккен. Сӑлтавӗ Чӑваш Енри Вероника Чумиковӑпа Мария Кузнецова валли укҫа уйӑрнипе ҫыхӑннӑ имӗш. Пирӗн республика хӗрӗсем икӗ регионшӑн кӗрешӗве тухаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вырӑнти пултаруллӑ спортсменсене аталантарма «кӗмӗл» ҫитсе пымасть-мӗн.
Ҫав вӑхӑтрах икӗ регион спортӑн маларах асӑннӑ енӗпе килӗштерсе ӗҫлессине алӑ пуссах ҫирӗплетни те паллӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикинче пурӑнакан тепӗр 50 ҫынна алла ҫыхмалли сехет парнелесшӗн. Ку сас-хура ӑҫтан тухнӑ тетӗр-и? Патшалӑх тариф служби сехет туянмашкӑн аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.
Ҫитменнине, Элтепер ҫак сехете камсене парнелеме хатӗрленни те паллӑ — арҫынсене! Мӗншӗн тесен аукционра «арҫынсен алла ҫыхмалли сехечӗ» тесе палӑртнӑ.
Сехетсене 130 пин те 950 тенкӗпе туянасшӑн. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, пӗр сехет 2 пин те 619 тенкӗ тӑрать. Аукциона ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 10 сехет те 45 минутра ирттерӗҫ. Сехет сутакансем унта пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Амӑшӗн капиталне 2023 ҫулччен тӑсма пултараҫҫӗ. РФ Ӗҫлев министерстви РФ Правительствине ку саккун проектне пӑхса тухмашкӑн тӑратнӑ.
Хальлӗхе РФ Финанс министерствипе РФ Ӗҫлев министерстви килӗшӳ тунӑ документ ҫук-ха. Ӗҫлев министрӗ программӑна кӑштах улшӑнусем кӗртме сӗннӗ: унпа сахал тупӑшлӑ ҫемьесене усӑ куртарасшӑн. Мӗнле майпа? Калӑпӑр, ҫемьен вӑтам тупӑшӗ регионти вӑтам виҫерен пӗчӗк. Ача 1,5-3 ҫулта чухне, вӑл ача пахчине ҫӳремест пулсан, уйӑхне 7-10 пин тенкине укҫан илме сӗнесшӗн.
Хальлӗхе ку саккун вӑя кӗмен-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ксенофонтов Иван Ксенофонтович, чӑваш актёрӗ, театр ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриев Аристарх Иванович чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садюков Николай Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Табаков Владимир Алексеевич, таврапӗлӳҫӗ, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Белова Зоя Степановна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пупин Пётр Степанович, чӑваш кӳлепеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Мичман Павлов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |