Чӑваш халӑх сайчӗ укҫа-тенкӗ пухма «Ниме-купонсем» кӑларчӗ. Вӗсем 100, 200, 300 тата 500 тенкӗлӗх.
Ниме-купонсене туянма питӗ ҫӑмӑл: «Спонсорлӑ пулӑшу» текен вырӑнта «+100», «+200», «+300», «+500» каҫӑ ҫине пусмалла та сире тӳрех тӳлев форми ҫине ярӗҫ. Тӳлеме вара темле май ту пур: электронлӑ енчӗксенчен те, карточкӑсенчен те, телефонсенчен те. Ята пӗлтерсен сирӗн хушамат спонсорсен списокӗнче пулӗ.
Пӗтӗм пухӑннӑ укҫана эпир сайта тӗрлӗ енчен аталантарма ярӑпӑр — конкурссем ирттерме, проектсене тӗкӗ пама.
Сӑмах май, сайта тытса тӑма хальхи вӑхӑтра эпир уйӑхсерен 20 пин тенкӗ ытла тӑкаклатпӑр.
Ҫӗмӗрле хулине хӑтлӑлатас ӗҫ хӗрсех пырать. Ӗҫ мӗнле пынине тӳре-шара сӑнаса тӑрать.
Халӗ Ҫӗмӗрле хулинче ҫемье канӑвӗн статусне тивӗҫнӗ парк та пур. Ӑна вӑл «Хулана хӑтлӑх кӗртесси» проекта хутшӑнса тивӗҫнӗ. Паянхи кун хула унпа тивӗҫлипе мӑнаҫланать.
Ҫӳлерех асӑннӑ проекта хутшӑннӑ май Ҫӗмӗрле хулине общество вырӑнӗсене хӑтлӑлатмашкӑн федераци тата республика хыснисенчен укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Паркри аллейӑра плиткӑсем хума 3,5 миллион тенкӗ кайнӑ. Паркра саксем, ҫӳп-ҫап витрисем вырнаҫтарнӑ.
780 пин тенкипе вара аттракционсене йӗркене кӗртнӗ, ача-пӑча вылямалли комплекс вырнаҫтарнӑ, ҫынсем утмалли ҫулсене асфальт сарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин экс-мэрӗ тӗлӗшпе чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче суд пулӗ. Ун чухне малтанхи итлев иртӗ.
Экс-мэр дожноҫӗпе ытлашшипех усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, Олег Бирюков мэр пулнӑ чухне администрацин ҫӗрпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен управленийӗн экс-пуҫлӑхӗ Елена Егорова кӳнӗ тӑкака шыраса илес тесе нимӗн те туман. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, Елена Егорова Ҫӗнӗ Шупашкар хулин хыснине 3,1 миллион тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Хӗрарӑма айӑплӑ тесе йышӑннӑ, условлӑ майпа 2 ҫуллӑха айӑпланӑ, анчах Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа ирттернӗ амнистие лекнӗ.
Хула администрацийӗ вара кӳнӗ тӑкак шыраса илмен. ФСБн Чӑваш Енри управленийӗ ҫакӑншӑн ун чухне сити-менеджер пулнӑ Олег Бирюков айӑплӑ тесе шутлать.
Йывӑрлӑхри «Трактор савучӗсем» концерн предприятийӗсем «Ростех» патшалӑх корпорацийӗн управленине куҫаҫҫӗ.
Аса илтерер, унта ӗҫлекен 9 пин ҫын ыранхи куншӑн пӑшӑрханнине Чӑваш халӑхс айчӗ унччен тепӗлтернӗччӗ. Савут шӑпине юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнчеЧӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев министрсемпе тата ытти тӳре-шарапа ирттерекен тунтикунхи канашлура та сӳтсе явнӑччӗ.
Ӗнер Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура та ҫак ыйтӑвах хускатнӑ. Унта «Ростех» корпораци, Тулашэкономбанк пайташӗсем хутшӑннӑ.
Панкрутлӑх процедури урлӑ финанс енчен сыватасшӑн. Ҫак шухӑша палӑртнӑ Мускавран килнисем. Ӗнерхи тӗлпулура ҫынсене ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлессипе те ҫине тӑма, парӑмсем капланмасса шантарнӑ.
ЧР Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министерствин сайтӗнче лайӑх хыпар пӗлтернӗ: Чӑваш Енре вӑтам ӗҫ укҫи ӳснӗ.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, вӑтам шалу 6,9 процент хӑпарнӑ. Ҫапла майпа республикӑри вӑтам ӗҫ укҫи халӗ 23747 тенкӗпе танлашнӑ.
Производствӑра тӑрӑшакансем вӑтамран 26,5 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем вара уйӑхсерен 16,8 пин тенкӗ кӗсьене чикеҫҫӗ. Строительствӑпа ҫыхӑннӑ организацисенче вӑй хуракансем вӑтамран 23,4 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Курттӑмӑн тата ваккӑн сутакансене вӑтамран 20,5 пин тенкӗ тӳлеҫҫӗ.
Палӑртмалла: ӑслӑхӑх тӗпчевӗсемпе, компьютерпа, электричество хатӗр-хӗтӗрӗ производствипе тата ытти ӗҫпе ҫыхӑннӑ организацисенче пысӑк шалу сӗнеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура ҫӗр пайӗсене арендӑна илнӗшӗн предприятисемпе организацисем е харпӑр хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсем укҫана вӑхӑтра куҫарса паманнине асӑнса хӑварнӑ.
Парӑм виҫи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 344,6 млн тенке ҫитнӗ. Чи пысӑк виҫе ҫаксен: Шупашкар хула администрацийӗн — 262 млн, «Коммуналлӑ технологи» акционерсен обществин — 269,2 млн, «Честр» куҫман пурлӑх енӗпе ӗҫлекен агентствӑн — 38,1 млн, «Одис» отелӗн — 8,7 млн тенкӗ. Муниципалитет пурлӑхӗпе усӑ курнӑшӑн парӑма кӗрсе кайнӑ предприятисен шутӗнче: «Алза» общество — 4,4 млн, «Коммуналлӑ технологи» общество — 2,3 млн тенкӗ. Михаил Игнатьев Элтепер парӑмлисемпе ҫине тӑрса ӗҫлеме чӗнсе каланӑ.
Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӗренер ялӗнче пурӑнакансем шывсӑр тӑрса юлнӑ. Унта парӑмсем пухӑннӑран шыв башнине чарса лартнӑ.
Ялта пӗтӗмпе 160 кил. Халӑхӑн шывсӑр мӗнле пурӑнмалла? Ҫынсем шывшӑн укҫа тӳлемен-мӗн, парӑм 70 пин тенкӗпе танлашнӑ. Анчах палӑртмалла: чылайӑшӗ шыв укҫи тӳлесе пырать. Эппин, вӗсен мӗншӗн шар курмалла? Халӗ ялти пӗртен-пӗр ҫӑл патне утма тивет. Унта ҫитес тесен 1 ҫухрӑм лачака ҫӑрса утмалла. Ваттисен ҫакна мӗнле чӑтмалла?
Халӗ ялти хастарсем парӑмҫӑсенчен укҫа пухаҫҫӗ. Башньӑна чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, паян, яма шантарнӑ. Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх вара, парӑмҫӑсенчен кӑна мар, ыттисенчен те укҫа пухаҫҫӗ. Кашнинчен 1000 тенкӗ ыйтаҫҫӗ-мӗн. Мӗн тӑвӑн? Шыв кирлӗ-ҫке-ха. Тӳлемех тивет…
Шупашкарта Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ уҫӑлни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта наци спорчӗн ӑмӑртӑвӗсене, тӗрлӗ тупӑшу ирттерме те палӑртнӑ.
Аса илтерер: Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна хута яма республика хыснинчен 10 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫитес ҫул та ӑна хӑтлӑлатӗҫ. Кун валли тепӗр 16,5 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Уйӑрнӑ укҫан пӗр пайӗпе нумай фанкциллӗ спорт залне хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерӗҫ. Шӑпах ҫавӑнта наци спорчӗн тӗсӗсемпе ӑмӑртусем ирттерӗҫ. Ҫавӑн пекех нацисем хушшинче турнирсем йӗркелӗҫ.
Сӑмах май, Чӑваш Енре 128 наци ҫынни пурӑнать, 36 наципе культура пӗрлешӗвӗ ӗҫлет.
Паян Раҫҫей Правительствинче Дмитрий Козак вице-премьер Регионсен аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен правительство комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта бюджет кредичӗсене реконструкцилессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ, дотаци парассипе ҫыхӑннӑ самантсене пӑхса тухнӑ, федераци хыснинчен куҫакан грантсем пирки калаҫнӑ. Ларӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ.
РФ субъекчӗсем харпӑр хӑй тупӑшне ӳстерсе пырассипе тимлӗ ӗҫлесен вӗсене федераци центрӗнчен пулӑшу пама май пуррине палӑртнӑ. Дмитрий Козак регионсем тухӑҫлӑ бюджетпа ӗҫлесен вӗсене пулӑшу май пуррине асӑннӑ.
РФ финанс Министрӗ Антон Силуанов хӑйӗн докладӗнче РФ субъекчӗсене бюджета шайлаштарма 2018-мӗш ҫул валли пӑхса хӑварнӑ пулӑшусем ҫинчен чарӑнса тӑнӑ, вӗсен йӗркисемпе паллаштарнӑ.
Паян Шупашкарта Халӑх туслӑхӗн ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Аса илтерер, ӑна хӑҫан уҫассине Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе тата федераци службисен Чӑваш Енри уйрӑмӗсен ертӳҫисемпе ирттернӗ планеркӑра республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев хыпарланӑччӗ.
Туслӑх ҫуртне (вӑл Хусанкай урамӗнче вырнаҫнӑ) юсама республика бюджетӗнчен 10 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ.
Хӗрлӗ хӑйӑва касма Раҫҫей Халӑхӗсен ассамблейин канашӗн председателӗ Светлана Смирнова, Чӑваш Енри Халӑхӗсен ассамблейин канашӗн председателӗ Лев Кураков, республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Валерий Филимонов, наци культура пӗрлӗхӗсен ертӳҫисем тата ыттисем хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Горшков Анатолий Ермолаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |