Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Лев Рафинов тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ суд чарса лартнӑ. Анчах вырӑнти прокуратура кун пек йышӑнупа килӗшесшӗн мар иккен.
Лев Рафинов ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнине сакӑр тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи раштав уйӑхнчен пуҫласа 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗччен вӑл тӑлӑх ачасене валли Ҫӗмӗрлере 7 хваттер сутас пирки килӗшӗве алӑ пуснӑ. Анчах хваттерсем пушар хӑрушсӑрлӑхӗ, санитари норми тата ытти енчен саккун ыйтнине тивӗҫерсе тӑман. Тӑкак виҫи 9,5 миллион тенкӗпе анлашнӑ. Рафинов ҫавна тӗпчев пынӑ вӑхӑтах саплаштарнӑ. Ун пурлӑхне те арестленӗ.
Районти суд пуҫлӑх пулнӑ ҫыннӑн ӗҫне тимсӗрлӗх статья ҫине куҫарнӑ, пуҫиле ӗҫшӗн явап тытарма вӑхӑт иртсе кайнӑ тесе ӗҫе хупса хунӑ. Вырӑнти прокуратура кун пек йышӑнупа килӗшесшӗн мар, вӑл приговор тӗлӗшпе ҫӑхав ҫырасшӑн.
Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ пулма урӑх ҫынна шанас пирик сӑмах тухнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ.
Шупашкар хулинчи депутатсен черетсӗр ларӑвӗ ытларикун, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, иртӗ. Унта Денис Спирин хӑйӗн кӑмӑлӗпе ӗҫрен хӑтарма ыйтса ҫырнине пӑхса тухма пултарӗҫ. Ҫавӑнтах пушаннӑ вырӑн валли конкурс ирттерессине пӗлтерӗҫ.
Ҫав вӑхӑтрах паянхи кун тӗлне илсен, кун йӗркинче пӗр ыйту кӑна пӑхса хӑварнӑ иккен. Унта Владимир Доброхотов депутатӑн полномичийӗ вӗҫленичченех ӑна дептутаран кӑларас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.
Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Дорэкс» акционер обществин пуҫлӑхӗ депутат пуканӗнчен хӑтарма ахальтан мар ыйтнӑ. Малтанласа вӑл Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулӗ, депутат вара ҫавӑн пек вырӑнта ӗҫлеймӗ. Спирина отставкӑна ярсан хула пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑнма пултарӗ.
Ӗнер Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрне Андрей Чибиса 42 ҫулти Александр Б. ҫӗҫӗпе тапӑннӑ. Кун хыҫҫӑн тӳрене операци тунӑ, вӑл халӗ реанимацире.
Андрей Чибис – пирӗн ентеш. Вӑл 1979 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 2001 ҫулта Шупашкарти коопераци техникумӗнче вӗреннӗ. Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗнче вӑл 2019 ҫултанпа ӗҫлет.
Ӗнер Мурманскри «Строитель» культура ҫуртӗнче кӗпӗрнаттӑр халӑхпа тӗл пулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн тапӑннӑ та ӑна Александр, хырӑмӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Хураха Росгварди ӗҫченӗ ураран персе амантнӑ, Александра тытса чарнӑ.
Ҫак арҫын йӗрке хуралҫисене каланӑ тӑрӑх, вӑл Чибиспа куҫа-куҫӑн тӗл пулса калаҫса курман, ҫывӑх пулман, анчах темшӗн ӑна килӗштермен. Унччен вӑл ҫын сывлӑхне ҫӑмӑл сиен кӳнӗшӗн явап тытнӑ пулнӑ. Халӗ следстви малалла пырать.
Чӑваш Енре кашни иккӗмӗш преступление тенӗ пек информаципе телекоммуникаци технологийӗпе усӑ курса тӑваҫҫӗ. Кун пирки республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ Виктор Шметков канашлура пӗлтернӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ эренесерен ирттерекен канашлура финанс енчен улталакансене хирӗҫ тӑрас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче регистрациленӗ 1969 преступленирен 974-шне, е 49,5 процентне, информаципе телекоммуникаци технологийӗпе усӑ курса тунӑ. Пӗлтӗр ҫавӑн пек майпа тунӑ преступленисенчен 30-а яхӑн тӗслӗхре ултавҫӑсем хӑйсемпе банк ӗҫченӗ е прав тытӑмӗнче тимлекен тесе улталанӑ. Тӗнче тетелӗнче тавар туяннӑ чухне улталаннисем — 14 процент, телефон е банк карттине ҫухатнӑран шар курнисем — 10 процент, валюта тата криптовалюта биржисенче улталаннисем — 7 процент.
Юлашки вӑхӑтра ҫул ҫитмен ачасем те улталанаҫҫӗ.
2023 ҫулччен ЧР строительство министрӗ пулнӑ, кайран вице-премьер тилхепине тытнӑ Павел Данилов Чӑваш Енпе сывпуллашни пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: вӑл вӑхӑта ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӑна ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе ярасси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пусманччӗ. Ӗнер, пушӑн 31-мӗшӗнче, хушу тухнӑ, министра хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен янӑ.
Ҫав кунах Mash телеграм-канал Павел Данилова Мускавра тытса чарни пирки пӗлтернӗ. Ӑна сӗтев илнӗшӗн айӑпласшӑн-мӗн. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, экс-вице-премьер сӗтеве Чӑваш Енри ипотека корпорцийӗнчен илнӗ.
Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ Павел Данилов республикӑпа сывпуллашнӑ. Регион правительствинче виҫӗ ҫул ытларах ӗҫленӗ ҫав ҫын ӗҫрен каяссине халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче шӑматкун пӗлтернӗ.
Хальлӗхе республика Элтеперӗ ун пек хушӑва алӑ пусман. Данилов ҫак кунсенче отпускра пулнӑ-мӗн. Кун пирки forum.na-svyazi.ru портал хыпарланӑ.
Павел Данилов Шупашкарта 1974 ҫулта ҫуралнӑ. 1995 ҫулта Плеханов ячӗллӗ Раҫҫейри экономика университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 2000 ҫулта ӑна Шупашкар хула мэрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. Каярах вӑл Ял хуҫалӑх министерствипе РФ Стройминне пӑхӑнакан учрежденисене ертсе пынӑ.
2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Павел Данилова Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ пулма шаннӑ, тепӗр икӗ уйӑхран строительство тата транспорт министрӗн тилхепине тыттарнӑ.
Канаш округӗнчи Энтияль ялӗнче васкавлӑ медпулӑшу пациент патне кайнӑ чухне кӗрсе ларнӑ. Вырӑнти халӑхӑн машинӑна юрлӑ лачака ӑшӗнчен кӑларас тесе трактор шырама тивнӗ. Пациента вара алӑпа йӑтса ҫитернӗ.
Паян 13 сехетре васкавлӑ медпулӑшу 92 ҫулти кинемей патне килнӗ. Ачах машина ялта кӗрсе ларнӑ. Ял ҫыннисем вырӑнти администрацирен пулӑшу ыйтас тенӗ, шӑнкӑравланӑ. Анчах телефона никам та тытман. Ҫапла ҫынсем хӑйсемех машинӑна кӑларнӑ, трактор чӗнсе илнӗ.
Кинемее пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах ялтан тапранса кайиччен 1 сехете яхӑн иртнӗ. «Администраци телефона сӳнтерсе нимӗн те хуравламарӗ», - теҫҫӗ Энтрияль ҫыннисем.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи тӳре-шара культура сферинче професси уявӗпе чӑвашла саламланӑ.
«Эсир тӑван халӑх культурипе йӑли-йӗркине сыхласа хӑварас тата малалла аталантарас тесе тӑрӑшатӑр. Ҫак ӗҫе ял ҫыннисемпе пӗрле пурнӑҫлатӑр. Ҫитӗнекен ӑрӑва та ҫак ӗҫе явӑҫтаратӑр. Вӗсем хамӑрӑн ҫӗршывӑн мухтавлӑ историйӗпе пуян культурине ӑша хывса ӳсчӗр тесе сахал мар ӗҫ туса ирттеретӗр.
Муркаш тӑрӑхӗнче пӗр мероприяти те культура ӗҫченӗсем хутшӑнмасӑр иртмест. Художество пултарулӑх ушкӑнӗсем кашни уява илем кӳреҫҫӗ. Эсир ял ҫыннисен канӑвне, вӗсен пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме тӗрлӗрен майсем туса паратӑр. Тавах сире хӑвӑрӑн тивӗҫӗре чун-чӗре хушнӑ пек пурнӑҫланӑшӑн, тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӑршӑн», — тесе ҫырнӑ округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Матросовӑн тата Депутатсен Муркаш муниципаллӑ округӗн пухӑвӗн председателӗн Александр Ивановӑн саламӗнче.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗнче пирӗн пата РФ сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Михаил Мурашко килмелле. Нумаях пулмасть Олег Алексеевич унпа Мускавра тӗл пулнӑ.
Министр кунта килсен унпа Республикӑри клиника пульницин ҫӗнӗ корпусне тӑвасси пирки калаҫӗҫ. Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкартан инҫех мар хута ярасшӑн. Унта сакӑр корпус пулӗ. Ҫав шутра – инфекци блокӗ тата ҫӗнӗ пепкелӗх центрӗ.
Олег Николаев ҫӗнӗ корпуса 2025 ҫулта тума тытӑнасси пирки пӗлтернӗччӗ. Строительство темиҫе тапхӑрпа пулӗ.
Чӑваш Енӗн транспрт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ пулма Роман Краснова шаннӑ. Ун пек хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев иртнӗ эрнере алӑ пуснӑ.
Унччен Краснов асӑннӑ ведомствӑра автоҫулсене аталантарассипе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Транспорт министрӗн Максим Петровӑн паян икӗ заместитель: Роман Краснов тата Юрий Арлашкин.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |