Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов иртнӗ эрнере массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ.«Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ журналисчӗ» ят кирлӗ-и? Ҫакна сӳтсе явнӑ вӗсем.
«Паллах, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсем общество шухӑшлавне йӗркелесе тата пулӑмсене профессионал пек ҫутатса пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсен хӑйсен хисеплӗ ят ҫук. Лайӑххисенчен чи лайӑххисене «ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят параҫҫӗ», - тесе ҫырнӑ Леонид Черкесов телеграм-каналӗнче. Тӗлпулура тӗп редакторсен ку тӗлӗшпе пӗр шухӑш ҫукки палӑрнӑ.
Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли полномочиллӗ элчин ҫумӗ пулнӑ Денис Зибарева ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.
Денис Борисовича ӗҫрен кӑларасси ҫинчен калакан йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫрен мӗншӗн хӑтарнине документра пӗлтермен.
Чӑваш Енӗн Правительствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Хальхинче — Спот министерствинче.
Республикӑн физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ пулма Александр Степанова ҫирӗплетнӗ.
Александр Васильевич унччен Чӑваш Енӗн Граждан оборонин тата инкеклӗ лару-тӑру ӗҫӗсен патшалӑх комитетӗнче председателӗн заместителӗнче тӑрӑшнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти общежитисенчен пӗри ишӗлме тытӑннӑ. Кун пирки унта сакӑр ҫул пурӑнакан хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче виҫӗ видео вырнаҫтарнӑ. Вӑл ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин тӳрӗ эфир ирттернӗ чухне ҫыру та ҫырса янӑ. Ҫурт маччи тата кирпӗч стенасем ишӗлеҫҫӗ, стенасем кӑвакарса ларнӑ, электропӑралук япӑхса кайнӑ иккен. Тӗрлӗ инстанцие ҫӑхавланин усси пулман-мӗн.
Асӑннӑ ҫуртпа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва Раҫҫей Следстви комитечӗн председателӗ Александр Бастрыкин тӗрӗслесе тӑрӗ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ темиҫе улшӑну пулса иртнӗ. Вӗренӳ министрӗн ҫумне ҫирӗплетни пирки эпир унччен пӗлтерсе ӗлкӗрнӗччӗ-ха.
Республика ертӳҫи Олег Николаев промышленность тата энергетика министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Александр Голубева ҫирӗплетнӗ.
Александр Голубев 2015 – 2017 ҫулсенче Омск облаҫӗнчи хысна учрежденийӗсенчен пӗринче ертӳҫӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ, 2017-2019 ҫулсенче вӑл унти бюджет учрежденийӗсенчен пӗринче директорӑн ҫумӗ пулнӑ. 2019-2021 ҫулсенче Ставрополь крайӗнче «Россети Северный Кавказ» обществӑра ятарлӑ проектсен дирекцине ертсе пынӑ. 2021-2022 ҫулсенче «Чӑвашгаз» предприятире директорӑн ҫумӗ пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче ҫӗнӗ ҫын ҫемҫе пукана йышӑннӑ. Министр ҫумӗ пулма Светлана Скочиловӑна ҫирӗплетнӗ.
Аса илтерер: унччен ҫав тилхепене тытса пынӑ Надежда Никандрова пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Вӑрнар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Ун хыҫҫӑн пукан пушанса юлнӑ.
«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, 1977 ҫуралнӑ Светлана Скочилова Шупашкар хула администрацийӗнче ӗҫленӗ. Алла Салаева вӗренӳ министрӗ пулнӑ чухне вӑл асӑннӑ ведомствӑра тӑрӑшнӑ.
Паян Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумне Александр Фадеева ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республика етӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Пӗр предложенирен тӑракан кӗске документра министр ҫумне ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине пӗлтермен.
Элтепер кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче алӑ пуснӑ документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Енӗн Регион управленийӗн центрӗ муниципалитетсен тӳри-шари халӑх тетелӗсенчи хӑйсен страницисене епле тытса пынине ишкернӗ.
Хула пуҫлӑхӗсенчен Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин малти вырӑнта, муниципаллӑ округсенчен — виҫӗ районӑн: Патӑрьелти Рудольф Селиванов, Ҫӗрпӳри Алексей Иванов тата Пӑрачкаври Евгений Лебедев.
Вӗсем ҫынсен ыйтӑвӗсене хастаррӑн хуравлаҫҫӗ, муниципалитета епле аталантарассипе ҫынсене вӑхӑтра паллаштарса тӑраҫҫӗ.
Чи хастар пилӗк пуҫлӑх шутне ҫавӑн пекех Элӗк округӗн пуҫлӑхӗ Александр Терентьев тата Комсомольски округӗн пуҫлӑхӗн Николай Раськин лекнӗ.
Пермьри «Сатурн-Р-Авто» республикӑри тӳре-шарана 12 «Москвич 6» машинӑпа тивӗҫтерӗ. Фирма виҫӗ аукциона пӗччен кӑна хутшӑннӑ.
Кашни автомобиль 2,9 миллион тенке ларнӑ. 12 машинӑшӑн 34 миллион та 876 пин тенкӗ тӳленӗ.
Палӑртмалла: «Москвич 6» машинӑна 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе «Москвич» савутра кӑлараҫҫӗ. Сутлӑхра - 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнченпе.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхне те палӑртнӑ. Хула пухӑвӗн депутачӗсем ку должноҫе Максим Семенова суйланӑ. Вӑлах унччен вӑхӑтлӑха хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Унта вӑл паянхи кунччен ӗҫленӗ.
Максим Львович унччен,Пулатов хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ларнӑ чухне, унӑн ҫумӗ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |