Шупашкар хула администрацийӗнче тӳре-шара кирлӗ. Кадр резервне кӗртме кандидатсенчен документсене ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин пӗлтернӗ тӑрӑх, резерва лекнӗ ҫынсен кайран муниципалитетри должноҫа йышӑнас шанчӑк пур. Специалистран пуҫласа ертсе пыракан вырӑн таранах.
Кадр резервне кӗмелли вакансисемпе должноҫсен списокӗпе ҫак каҫӑпа http://www.gcheb.cap.ru/vacancies/721e5614-7cad-40bc-86ca-dcfebcffa554 иртсен паллашма пулать.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗ 6 миллион тенкӗ тӑракан кроссовер туянасшӑн.
«Hyundai Palisade» автомобилӗн пуҫламӑш хакӗ 6,29 млн тенкӗ тӑрать. Ку хакпа тулли приводлӑ хура кроссовер, дизель двигателӗллӗ автомбиль илесшӗн. Тӳре-шара машинӑра 7 вырӑн, 3 рет пултӑр тесе ӗмӗтленет.
«Руль умӗнче» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк ҫурӑ каялла Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн гаражӗ 3,2 миллион тенкӗ парса «Genesis G-80» автомобиль туяннӑ, ӑна полпреда турттарма Мускава ӑсатнӑ. Республика ертӳҫи Олег Николаев хальхи вӑхӑтра «Genesis G-90» машинӑпа ҫӳрет. Ӑна «Ипотека корпорацийӗ» туяннӑ, ӑна вӑл тӳре-шарана усӑ курма арендӑна панӑ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Министрӗн ҫумне Алексей Иванова ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Министр ҫумӗ пулма Алексей Славовича кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче шаннӑ. Унӑн тивӗҫӗсен шутӗнче бухгалтер учечӗпе тӗрӗслевӗн, финанспа экономика, ресурссемпе тивӗҫтерекен пайсен тата проект ӗҫӗ-хӗлӗн секторне тӗрӗслесе тӑрасси пулнӑ.
(180 ҫул каярах Шурча вӑрҫи пулса иртнине аса илсе)
2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче чӑваш хресченӗсем вырӑнти туре-шарана хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗренпе шӑп та лӑп 180 ҫул ҫитрӗ. 1942 ҫулта, Шурча вӑрҫин ҫавра ҫулӗнче, Чӑваш патшалӑх издательстви тӗрлӗ архивсенче упраннӑ хутсене пуҫтарса «Восстание чувашского крестьянства в 1842 года» ятлӑ кӗнеке кӑларнӑ. Унта кӗнӗ 115 документ 1842 ҫул тӗлнелле чӑвашсем тӳсекен кропостла тата наци пусмӑрӗ тӳсме ҫук вӑйланса ҫитнине лайӑх кӑтартса парать (вӗсенчен хӑшӗ-пӗрне кунта кӗскетсе пичетлетпӗр). Халӑлӑхӑмӑр тӳснӗ хӗн-хур чылай маларах йывӑрланса пынӑ. Ҫакна 1831 ҫулта Чӗмпӗр жандарм полковникӗ (Маслов) империри жандармсен шефне Бенкендорфа ҫырса пӗлтернинчен аван курма пулать (кунта кӗскетсе – ун пек вырӑнсене кӗтеслӗ хуплавсемпе кӑтартнӑ ‑ оригинал чӗлхипех пичетлетпӗр):
«Причины, по которым народ сей (чувашcкий. – В.Р.) более подвержен угнетению, нежели русские, суть следующие:
1. Опыты всех времен доказывают, что легче всего управлять народом невежественным, нежели получившим хотя малейшее просвещение истинное, и сколько нужно и должно поселянину; на основании сего правила начальствующие чувашами всеми силами способствуют дальнейшему распространению невежества: даже самый благонамеренный исправник есть бесполезный начальник над народом, если он занимается только одной расправой и следственными делами.
Шупашкар хула администрацийӗнчи Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫлекен управление ертсе пыма шаннӑ ҫын виҫӗ эрне хыҫҫӑн ӗҫрен кайнӑ.
Федор Андреева асӑннӑ управленин ертӳҫи пулма ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче шаннӑ. Унччен вӑл Шупашкар хула администрацийӗн Ленин районӗн администрацийӗнче пуҫлӑх ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.
Ӑна Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленине ертсе пыма лартсан ҫав ҫыннӑн тӗп тивӗҫӗсен шутӗнче хулари программӑсене пурнӑҫласси тата Граждан урамне юсаса ҫӗнетессине вӗҫлесси тесе Денис Спирин сити-менеджер
палӑртса хӑварнӑ. Тилхепене тыттарнӑранпа уйӑх ҫитиччен Федор Андреев ятне маларах эпир асӑннӑ управлени сайтӗнчи структурӑран кӑларса ҫапнӑ. Вӑл текех пуҫлӑх маррине управленин пресс-службинче те халӗ журналистсене ҫирӗплетсе панӑ.
Шупашкар хулин администрацийӗнче 26 ҫулти специалиста пай пуҫлӑхне лартнӑ. Анна Страхова ҫамрӑксен пайне ертсе пырӗ.
Унчен ҫав должноҫа Станислав Трофимов йышӑннӑ. Вӑл ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн пукан виҫӗ уйӑх пушӑ ларнӑ. Ҫӗнӗ яваплӑха Анна Андреевна паянтан пурнӑҫлама тытӑннӑ. Унччен вӑл хула администрацийӗн Мускав районӗнчи администрацийӗнче общество пӗрлешӗвӗсемпе тата организацийӗсемпе ӗҫлекен пайра ҫамрӑксемпе ӗҫлекен тӗп специалистра 2018 ҫултанпа тӑрӑшнӑ.
Паян Шуппашкарти Президент бульварӗнче вырнаҫнӑ Правительство ҫуртӗнчен ҫынсене эвакуациленӗ. Кӑнтӑрла электронлӑ почтӑна унта бомба хуни пирки ҫыру ҫитнӗ.
Правительство ҫуртӗнче ӗҫлекен ҫынсене, унта килнисене - пӗтӗмпе 450 яхӑн ҫынна - урама кӑларнӑ. Телее, "бомба хунӑ" тесе килнӗ хыпар суя пулнӑ.
Аса илтерер: кӑҫал нарӑс тата пуш уйӑхӗсенче электронлӑ почтӑсене бомба хуни пирки хыпар килнӗ тесе чылай ача пахчипе шкула, суту-илӳ центрӗсене эвакуациленӗ. Кашнинчех ку суя хыпар пулнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫулла, утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче, Беларуҫ президенчӗпе Александр Лукашенкӑпа тӗл пуласшӑн. Икӗ пуҫлӑх пӗрле ҫыхӑнса ӗҫлесси пирки документсем алӑ пусасшӑн.
Элтепер палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ ҫӗршыв машина механизмӗсен производствинче ҫыхӑнма ӗҫлеме пултарӗҫ. Тӗслӗхрен, Беларуҫре МАЗ машинӑсем туса кӑлараҫҫӗ, Чӑваш Енре вара – тракторсем, механизмсем, цистернӑсем.
Сӑмах май, кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Элтепер Беларуҫе кайма хатӗрленнӗ. Анчах кӑшӑлвирус тӗлӗшӗнчен лару-тӑру япӑхланнӑран ӗҫлӗ ҫулҫӳреве каярах куҫарма тивнӗ.
Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулма ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ольга Кудрявцевӑна ҫирӗплетнӗ. Документа республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Паянхи кӑнтӑрла тӗлне илсен, республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин сайчӗн тытӑмӗнче Ольга Кудрявцева хушамачӗ ҫукчӗ.
Сергей Артамонов министрӗн ҫумӗсем паянхи куна иккӗн: Сергей Фролов — пӗрремӗш ҫум тата Инна Волкова.
Пӗтӗм Раҫҫейри вырӑнти хӑйтытӑмлӑх аталанӑвӗн ассоциацийӗ Шупашкар мэрӗ пулнӑ Алексей Ладыкова Раҫҫейри чи лайӑх мэр тесе палӑртнӑ.
Мускавра Пӗтӗм Раҫсейри муниципалитет форумӗ иртнӗ. Унта Президент Администрацийӗн, РФ Правительствин элчисем, Патшалӑх Думин депутачӗсем, сенаторсем, муниципалитет ертӳҫисем хутшӑннӑ.
Форумра тӗрлӗ номинаципе чысланӑ. Алексей Ладыкова "Вырӑнти хӑйтытӑмлӑхри чи лайӑх ертӳҫӗ" номинацире палӑртнӑ.
Палӑртмалла: Алексей Ладыков Шупашкар хула администрацине 10 ҫул ертсе пынӑ. Халӗ вӑл ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ, РФ Президенчӗн Чӑваш Республикинчи тулли праваллӑ элчи.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |