Раҫҫей банкӗн Чӑваш Енри управляющийӗ Александр Логвинов ӗҫрен кайнӑ. Вӑл пенсие тухнӑ. Управляющи тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Юрий Голубыха шаннӑ.
Александр Логвинов пирки каласан, Раҫҫей банкӗн тытӑмӗнче вӑл 44 ҫул ӗҫленӗ. Регионти уйрӑма 2013 ҫултанпа ертсе пырать.
53 ҫулти Юрий Голубых управляющин заместителӗнче ӗҫленӗ. Вӑл Липецк хулинчен. Пӗтӗм Раҫҫейри финанспа экономика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Раҫҫей банкӗн Чӑваш Енри управленийӗнче 2014 ҫултанпа ӗҫлет.
Паянтан, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен, Шупашкарта "Пирӗн Тӑван ҫӗршыв пӗрре" проект старт илет. Вӑл шкул ачисен патриотлӑх туйӑмне аталантарассипе ҫыхӑннӑ.
Проектпа килӗшӳллӗн, ачасем урокра Раҫҫей гимне юрлӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин пӗлтернӗ тӑрӑх, гимна ОБЖ тата истори урокӗсенче шӑрантарӗҫ.
"Кашни шкул график тӑвӗ. Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен "Россия - священная наша держава, Россия - великая наша страна" ачасен сассипе янӑрама пуҫлӗ", - ҫапла пӗлтернӗ сити-менеджер. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Елена Сахарова та ачасен ҫӗршыв гимнне пӗлмеллине, патриот пулмаллине палӑртнӑ.
Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма Алексей Людкова шаннӑ. Кун пек йышӑнӑва Депутатсен районти пухӑвӗн ӗнер, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, иртнӗ черетсӗр ларӑвӗнче йышӑннӑ.
Людковпа контракта Куславкка районӗнчи Дпутатсен ҫиччӗмӗш созыври пухӑвӗ вӗҫленичченхи вӑхӑт таран алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Должноҫе пурнӑҫлама ҫӗнӗ пуҫлӑх паян, ака уйӑхн 1-мӗшӗнче, кӳлӗннӗ.
2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа Куславкка районӗн администрацине Фирдавиль Искандаров ертсе пынӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӑл хӑйне ӗҫрен кӑларма ыйтса заявлени ҫырса панӑ.
Обязательнӑй медицина страхованийӗн Чӑваш Ен территорийӗнчи фончӗн директорӗн тивӗҫне пурнӑҫлама Максим Дроздова шаннӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан документа республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Унпа ӗҫ килӗшӗвне паянтан тытӑнса кӑҫалхи авӑн 29-мӗшӗччен алӑ пусӗҫ.
Аса илтерер: организацин 67 ҫулти ертӳҫине Вячеслав Александрова ӗҫрен ӗнер кӑларнӑччӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче пурӑнакан ӗҫ ветеранӗ Николай Зайцев 80 ҫул тултарнӑ. Паянах ӑна республика Элтеперӗ Олег Николаев «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслама йышӑннӑ.
Николай Архипович Чӑваш АССР Министрсен Совечӗн председателӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Презденчӗн Чӑваш Енри элчи пулнӑ.
Николай Зайцев Тӑвай районӗнчи Тӗмер ялӗнче 1942 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Атӑлҫи вӑрман техникин институтӗнче вӗреннӗ. Тӑвай ҫынни ӗмӗр тӑршшӗпех пуҫлӑх пуканӗсене йышӑнса пурӑннӑ. Унӑн биогарфийӗнчи эпир маларах асӑннӑ икӗ фактсӑр пуҫне вӑл Чӑваш Республикин Президенчӗн Администрацийӗн ертӳҫи те пулнӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Обязательнӑй медицина страхованийӗн Чӑваш Ен территорийӗнчи фончӗн директорне 67 ҫулти Вячеслав Александрова ӗҫрен кӑларнӑ. Документа республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Вячеслав Александров Канашра 1954 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл виҫӗ хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ӗҫ биографине Куславкка районӗнчи финанс пайӗнче патшалӑх тупӑшӗсен инспекторӗнчен пуҫӑннӑ. 1996-2013 ҫулсенче Перекет банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмне ертсе пынӑ. 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен Обязательнӑй медицина страхованийӗн Чӑваш Ен территорийӗнчи фончӗн директорӗ пулса тимлеме тытӑннӑ.
Чӑваш Енри тӳре-шара кунсерен суту-илӳ вырӑнӗсене тухса ҫӳресе тавар хакӗсене тишкерет. Вӗсем социаллӑ пӗлтерӗшлӗ 32 апат-ҫимӗҫ тата 20 ытти тавар хакӗсене танлаштараҫҫӗ.
Ҫакӑ паллӑ: пуш уйӑхӗнче лавккари хаксем чӑнах та улшӑннӑ. Тӑрук 9 тавар хакӗ улшӑннӑ: аш-какай консерви (12%), тӑвар (10%), вир (12%), купӑста (14%), хура тул (12%), пуҫлӑ сухан (17%), кишӗр (18%).
Ҫавӑн пекех ӗне ашӗ, тип ҫу, ҫӑмарта, ҫӑкӑр таврашӗ, чӑх какайӗ хакланнӑ. Чи вӑйлӑ хакланнӑ тавар – сахӑр. Вӑл 57 тенкӗ тӑнӑ пулсан халӗ – 85 тенкӗ.
Ҫынсем лавккаран хӑйсене кирлӗ таварсене купи-купипех туянса хунӑ ахӑртнех, мӗншӗн тесен юлашки кунсенче «ажиотаж» текенни палӑрман.
Паян, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗ пулма Александр Кондратьева ҫирӗплетнӗ. Элтепер хушӑва алӑ пусиччен Александр Андреевич министр тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Александр Кондратьев Шупашкарта 1985 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 2007 ҫулта Мускаври патшалӑх строительство университетӗнчен пӗлӳ илсе тухнӑ, унта гидротехника строительствин ӑсталӑхне вӗреннӗ. 2011 ҫулта Управленин патшалӑх университетӗнче «Организаци менеджмечӗ» специальноҫа алла илнӗ.
Маларах Александр Кондратьев «Россети», «ФСК ЕЭС», «РусГидро» предприятисенче ӗҫленӗ.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗ черетсӗр 15-мӗш ларӑва пухӑнса райадминистраци пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Николай Хорасёвпа ӗҫ килӗшӗвне татас ыйтӑва тишкернине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Николай Евгеньевичӑн контракт вӑхӑчӗ тухнӑччӗ.
Тепӗр 5 кунтан депутатсем тепӗр хутчен ларӑва пухӑннӑ. Унта вӗсем Николай Хорасёва район администрацине ертсе пыма шаннӑ.
Район администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ хыпар тӑрӑх хакласан, пуҫлӑха суйлмалли конкурс комиссийӗн ларӑвӗ маларах иртнӗ. Комисси членӗсем икӗ кандидата сӗннӗ-мӗн. Уҫӑ сасӑлавра депутатсем Николай Хорасёвшӑн сасӑланӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумне Ольга Букинӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Ольга Абрамовна 1960 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарта ҫуралнӑ. Чулхулари патшалӑхӑн педагогика университетӗнчен тата Чӑваш патшалӑх педуниверситетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
«Пӗтӗмӗшле техника дисциплинисемпе ӗҫ» тата «Физкультурӑпа спорта вӗрентессин теорийӗпе меслечӗ» специальноҫа алла илнӗскер ӗҫ биографине пионервожатӑйран пуҫланӑ. Шупашкар хула администрацийӗнче физкультура, спорт тата туризм управленийӗн пуҫлӑхӗнче, Хӑвӑрт утассипе республикӑн спорт шкулӗн директорӗн ҫумӗнче тата ытти ҫӗрте тӑрӑшнӑ. 2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче вӑл Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ пулса тимлеме тытӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |