Тепӗр ҫын чӗлхе-ҫӑвара питех те ирӗке яма юратать ҫав. Канаш районӗнчи Пайкилт ялӗнче пурӑнакансенчен хӑшӗсене хӑйсен ялӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм аптӑратсах ҫитернӗ курӑнать. Ӑнланнӑ тӑрӑх, ҫавскер ҫынсене хӑртма, кӳрентерме, хӑйне килпетсӗр тытма именсе тӑман. Ҫынсем аптӑранипе ял тӑрӑхне евитленӗ. Ӗлӗкхи йӑлапа тесен те тӗрӗсрех пулатчӗ-тӗр-ха. Мӑшӑрӗсене кӳреннӗ арӑмсем те маларах ял тӑрӑхне чупнӑ вӗт-ха. Кӳрентерекенсемпе шучӗпе халӗ йӗрке хуралҫисен ӗҫлемелле-ха.
Маларах асӑннӑ ял ҫыннисем эпир паҫӑр асӑннӑ хӗрарӑм пирки ял тӑрӑхне ҫӑхавланӑ. Ку ыйтупа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ вырӑна пырса ҫитнӗ. Анчах вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне те уяса тӑман 59 ҫулти ӳсӗр хӗрарӑм: хут ҫине ҫырма намӑс сӑмахсемпе ҫынсен умӗнчех хӑртса пӗтернӗ. Ҫакӑн пек пуҫтахланса ҫынна кӳрентернӗшӗн суд ӑна 10 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтра ҫӗнӗ Министрсен кабинечӗ йӗркеленет. Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх унччен культура министрӗ пулнӑ Вадим Ефимов сывлӑхне пула хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫлаймасть, ун вырӑнне тепӗр ҫынна шыраҫҫӗ.
Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министрӗ пулма маларах информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министрӗ вырӑнне йышӑннӑ Иванов Александр Степановича шанса парӗҫ.
Александр Степанович 1957 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1979 ҫулта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне «Математика» специальноҫпе вӗренсе пӗтернӗ. 1998 ҫулта тепӗр аслӑ пӗлӳ илнӗ — Мускаври патшалӑх социаллӑ университетӗнче «Юриспруденци» енӗпе вӗренсе диплом илнӗ. Ишлей шкулӗнче ачасене математика вӗрентнӗ, 1981-1984 ҫулсенче Салапайкассинчи сакӑр ҫул вӗрентекен шкул директорӗ пулнӑ.
2001 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ӑна Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Аппарат ертӳҫине лартнӑ. 2010 ҫулта Президент Администрацийӗн ертӳҫи пулса ӗҫленӗ. 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ӑна Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министрне лартнӑ.
Николай Федоров Чӑваш Ен интересӗшӗн Федераци Пухӑвӗнче вице-спикерта ӗҫлеме тытӑнӗ.
Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ пулнӑ Николай Федоров нумай пулмасть ҫӗршывӑн Ял хуҫалӑх минитерствине ертсе пынӑччӗ. Ҫав пукана урӑххине шанса панӑ хыҫҫӑн ӑна Чӑваш Енӗн хальхи Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн ӗҫ тӑвакан органӗнчен Федераци Канашӗн пайташӗ пулма шаннӑ. Ун пек йышӑнӑва Михаил Игнатьев авӑнӑн 20-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ.
Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар. Николай Федорова РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗнче вице-спикера лартнӑ. Тивӗҫлӗ йышӑнӑва ӗнер, авӑнӑн 30-мӗшӗнче, Федераци Канашӗн 378-мӗш ларӑвӗнче тунӑ.
Аса илтерер, Николай Федоров Чӑваш Ене 18 ҫул ертсе пычӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл РФ юстици министрӗ те пулнӑччӗ.
Чӑваш Енӗн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче улшӑнусем пуҫланни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алла Салаева ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн должноҫне йышӑннӑ.
Алла Салаевӑсӑр пуҫне Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗ пулма Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн пуҫлӑхне Михаил Резникова ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ вырӑнта унӑн ӗҫ укҫи савутринчен пӗчӗкрех пулать теҫҫӗ.
Паянхи тепӗр Хушупа Михаил Игнатьев Элтепер Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пуҫлӑхне те палӑртнӑ. Ку тивӗҫе малтан ҫак тилехепене тытса пынӑ Юрий Васильевах пурнӑҫлӗ. Министрсен Кабинетне вара Иван Моторин ертсе пырӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче пӑхса тухнӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хушу алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Алла Салаева ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн должноҫне йышӑнӗ.
Республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫӑн органӗсен ҫӗнӗ тытӑмӗпе килӗшӳллӗн, ЧР Министрсен Кабинечӗн икӗ ҫум. Вӗсем министрсен ӗҫӗ-хӗлне, влаҫри ӗҫ тӑвакан ытти органа ертсе пырӗҫ. Правительствӑн вице-премьерӗсем министрсен ӗҫне пурнӑҫламӗҫ.
Алла Салаева социаллӑ ыйтусен енӗпе ӗҫлӗ.
Паян Владимир Путин Коми Республикин Пуҫлӑхне шанӑҫа ҫухатнӑ тесе ӗҫрен хӑтарнӑ. Ун вырӑнне пуҫлӑх тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама «Олимпстрой» президенчӗ пулнӑ Сергей Гапликова лартнӑ.
Гапликов Сергей Анатольевич 1970 ҫулхи акан 29-мӗшӗнче Кӑркӑс ССРӗнчи Фрунзе (халь Бишкек) хулинче ҫуралнӑ. Н. Бауман ячӗллӗ Мускаври патшалӑх техника университетне, Тӗнчери хутшӑнусен Мускав патшалӑх институтне вӗренсе пӗтернӗ. 2000 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри тулаш суту-илӳ академинсе экономист пӗлӗвне илнӗ. 2004–2010 ҫулсенче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председателӗ пулнӑ. 2011 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗпе 2014 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗччен «Олимпстрой» президенчӗн вырӑнӗнче ӗҫленӗ.
Унччен Коми Республикине ертсе пынӑ Вячеслав Гайзера авӑнӑн 13-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Тӗпчевҫӗсен шухӑшӗпе вӑл ушкӑнпа кавар туса патшалӑх укҫине нумай вӑрланӑ. Пӗтӗмӗшле сиенӗ 1,1 миллиард тенкӗ таран пулма пултарать теҫҫӗ.
Ку таранччен Шупашкар хула аминистрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене Алексей Ладыков пурнӑҫланӑ. Суйлав хыҫҫӑн улшӑнусем пуласси малтанах паллӑччӗ. Ладыков хӑй вырӑнӗнчех юлӗ-и? Ку чылайӑшне кӑсӑклантарнӑ.
Халӗ паллӑ: Алексей Ладыкова ку тивӗҫрен хӑтарнӑ. Шупашкар хулин Уставӗпе килӗшӳллӗн администраци пуҫлӑхне контрактпа лартаҫҫӗ. Ӑна вара ятарлӑ конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн алӑ пусса ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫапла майпа Шупашкар хулин депутатсен пухӑвне ҫӗнӗрен суйлама тивнӗрен сити-менеджера лартмалли процедурӑна тепӗр хут тумалла пулӗ.
Мэрире пӗлтернӗ тӑрӑх, хула администрацийӗн должноҫне палӑртмалли конкурс пирки ҫитес вӑхӑтра пӗлтерӗҫ. Юпа уйӑхӗнче депутатсен хула администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетсе контракт алӑ пусма тивӗ.
Аса илтерер: Алексей Ладыков ку тивӗҫӗ 2011 ҫултанпа пурнӑҫланӑ. Хальлӗхе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене Алексей Маклыгин пурнӑҫлать.
Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ. Леонид Черкесов политикӑран медицинӑна каясси пирки ҫуллах калаҫрӗҫ пулин те ӑна Шупашкар хула пуҫлӑхне иккӗмӗш хут суйланӑ.
Леонид Черкесов кандидатуришӗн 35 депутат сасӑланӑ. Чылайӑшӗ — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейрен». Ку тӗлӗнмелле мар. Леонид Черкесов — партин хулари уйрӑмӗн секретарӗ.
Коммунистсем Шурчановӑн ывӑлӗн Алексей Шурчанов кандидатурине кӑларнӑ. Анчах унӑн шанчӑк пулманпа пӗрех темелле. Уншӑн 3 депутат ҫеҫ сасӑланӑ.
Аса илтерер: Леонид Черкесов Шупашкар хула пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене 2010 ҫултанпа пурнӑҫлать. Вӑл Ҫӗмӗрле районӗнчи Турхан ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетне пӗтернӗ. Ӗҫ биографине васкавлӑ медпулӑшу пульницинче 1989 ҫулта пуҫланӑ. Вӑл — медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта ретро техника куравӗ уҫӑлнӑ, вӑл паян та 15 сехетчен ӗҫленӗ.
Ҫулсерен йӗркелекен «Ылтӑн кӗркунне» фестивальне хальхинче асӑннӑ хулан 55 ҫулхине халалланӑ. Фестивале «Ретро» Газ-21 клуб» общество организацийӗпе Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ пуҫарнӑ тата йӗркеленӗ.
Мероприятие савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ЧР Патшалӑх Канашӗн хысна, укҫа-тенкӗ тата налук енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Игорь Кушев, спутник-хулан культура, физкультура тата социаллӑ программӑсене аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Соловьев, маларах асӑннӑ клубӑн республикӑри организацийӗн ертӳҫи Сергей Исаев хутшӑннӑ.
Фестивале хамӑр республикӑри ретро машинӑсемпе пӗрлех Тутарстанри, Мари Элти, Чулхула тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи урапасем килнӗ. Курава М-20«Победа», ГАЗ-21 «Волга», ГАЗ-22 «Волга», ГАЗ-24 «Волга», ГАЗ-12 «ЗИМ», ГАЗ-13 «Чайка», ГАЗ-14 «Чайка», «Москвич-407», «Москвич-403», «Москвич М-400», ГАЗ-69», ГАЗ-69А, ВАЗ-2101, ҫавӑн пекех 1941 ҫулта Америкӑра кӑларнӑ DODGE-WC51 урапа пулнӑ. Ретро мотоциклсенчен ИЖ-49, JAWA-350 тата ыттисемпе пынӑ.
Сӑнсем (33)
Тин кӑна ЧР экс-Элтеперӗ Николай Федоров хӗрне Каринӑна чаплӑ туй туса качча пани пирки Шупашкарӗпех кӗрлерӗҫ. Тӗп хулара тепӗр туй кӗрлеттерме хатӗрленеҫҫӗ. Хальхинче Шупашкар мэрӗ хӗрне качча парать.
Леонид Черкесовӑн хӗрӗ Анна ятлӑ. Нумаях пулмасть вӑл хулари пӗр кафере хӗр тусӗсемпе уяв ирттернӗ. Ун чухне вӑл ҫутӑ шӑлавар тата диадема тӑхӑннӑ. Тусӗсем вара хура костюмсемпе килнӗ.
Хӗрсем караоке-залра пулнӑ. Анна тата унӑн тусӗсем кафере ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксене «Инстаграм» халӑх тетелне кӑларса хунӑ. Туй пулассине ҫавӑнтан пӗлнӗ ӗнтӗ ҫынсем. Анчах вӑл хӑш кун иртӗ? Кун пирки хальлӗхе сӑмах тухман-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |