Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Элӗк районӗнче канашлу ирттернӗ. Унта муниципалитет харпӑрлӑхӗпе тивӗҫлипе усӑ курмалли, патшалӑх программисене пурнӑҫа йӗркеллӗ кӗртмелли ҫинчен калаҫнӑ.
Кӑҫал Элӗк районӗнче Республика кунне уявламаллине шута илсе ку мероприятие хатӗрленес ыйтӑва та канашлура хускатнӑ. «Республика кунне ҫӳллӗ шайра ирттерме мӗнпур ҫыннӑн пӗрлешмелле», — тесе хушнӑ Михаил Игнатьев элӗксене.
Канашлӑва районти тӳре-шарасӑр пуҫне Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин, хӑш-пӗр ведомствӑпа министерство пайташӗсем хутшӑннӑ. Элӗк районӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнипе пӗрлех (ку темӑпа раойн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов тухса калаҫнӑ) кӑҫалхи плансене палӑртса хӑварнӑ.
Ҫавӑн пекех ӗҫлӗ канашлу паян Улатӑр районӗнче те иртнӗ.