«Рейтинг» информаци коммуникацийӗсен центрӗ 2015 ҫулта палӑрнӑ регионсен пуҫлӑхӗсен списокне хатӗрленӗ. Тӗпчев пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев лайӑххисен йышне кӗнӗ. Кун пирки russia-rating.ru портал пӗлтерет.
Танлаштарӑма уҫӑ ҫӑлкуҫсенчи материалсене, регионсенчи тата федераци эксперчӗсен шухӑшӑсенче тӗпе хурса хатӗрленӗ.
2015 ҫулхи пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, чи лайӑххи Кемӗр облаҫӗн пуҫлӑхӗ Аман Гумирович Тулеев пулнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев рейтингра 20-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Чи юлашки йӗркесене Удмурт Республикин, Карели Республикин, Байкал тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсем йышӑннӑ.
Паян "АККОНД" кондитер хапрӑкӗнче бисквитпа розница цехӗнче ҫӗнӗ лини уҫнӑ. Ҫав ятпа унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫитнӗ. Вӑл кӑна мар, министрсем те (ял хуҫалӑх тата вӗренӳ министрӗсем Сергей Артамоновпа Владимир Иванов) та. Тӳре-шарапа пӗрлех ачасене те хапрӑка илсе кайнӑ. Шупашкарти 5-мӗш лицейра вӗренекенсем ҫавӑна тивӗҫнӗ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официалӗ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хапрӑка чи лайӑх вӗренекенсене илсе кайнӑ-мӗн.
Ҫӗнӗ линие хута янӑ ҫӗре хутшӑннӑ Михаил Игнатьев Элтепер "АККОНД" акционерсен обществипе мӑнаҫланнине палӑртнӑ. Хапрӑкра чылай ҫул тӑрӑшса лини операторне Галина Верицована, Лариса Гаврилова экономиста, Валентина Казакова глазировщика, лександру Калюков инженера, Ольга Лапшина инженер-технолога республика пуҫлӑхӗ Тав хучӗпе чысланӑ.
Сӑнсем (20)
Ӗнер Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сессийӗ иртнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Хальхи сессире унччен пӑхса тухнӑ ыйтусенчен пӗри патне депутатсем тепӗр хутчен таврӑннӑ. Ӑна икӗ вулавпа тишкернишӗн кӑна мар.
Чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнчи сессире депутатсем ЧР Патшалӑх Канашӗн аппарачӗн йышне чакарас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Ун чухне "халӑх тарҫисем" аппарат йышне унчченхиллех хӑварма йышӑннӑ.
Ӗнерхи сессире аппаратҫӑсен йышне чакарма йышӑну кӑларасси пирки хӑш-пӗр сӑнавҫӑ унчченех иккӗленмерӗ.
ЧР Патшалӑх Канашӗн аппаратне чакарма республикӑн правительстви сӗннине палӑртмалла. Хӑш-пӗр депутат малтан правительствӑра йыша чакарччӑр тесе хирӗҫлеме те пӑхнӑ-мӗн. Анчах вӑрах кутӑнлашса тӑма май килмен. Депутатсем ЧР парламенчӗн аппарачӗн йышне чакармалла йышӑну кӑларнӑ-кӑларнах.
ЧР Элтеперӗн Администрацине ӗнерхи ларура Петр Краснов депутат, тӗслӗхрен, "Атьӑр Чӑваш Республикин Элтеперӗн администрацийӗнчен хӑпар! Атӑлҫи федераци округӗнче вӑл чи сахал йышлӑ тытӑм", - тесе хӳтӗленӗ.
Паян «Хыпар» издательство ҫуртӗнче Раҫҫей Федерацийӗн улттӑмӗш суйлаври Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова пулнӑ. Кун пирки хыпарланинче хаҫатҫӑсем Алена Аршинова Вӗренӳ комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин тӗп канашӗн президиумӗн пайташӗ пулнине те палӑртса хӑварнӑ.
Хыпарҫӑсем хӑйсем каланӑ тӑрӑх, Алена Аршинова издательство ҫурчӗн директорне-тӗп редакторне Михаил Арланова пуҫлӑха ларнӑ ятпа саламлама килнӗ.
Аса илтеретпӗр, ку должноҫе ӑна тинтерех лартнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Михаил Арланов Алена Аршиновӑна «Хыпар» хаҫат 2016 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче 110 ҫул тултарассине пӗлтернӗ. Издательство ҫурчӗ хальхи вӑхӑтра федерацин Атӑлҫи округӗнчи чи пысӑк медиахолдингсенчен пӗри пулнине, пӗтӗмпе 15 хаҫат-журнал кӑларса тӑнине каласа кӑтартнӑ. Депутат хаҫатҫӑсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗн комитечӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» издательство ҫурчӗ» акционерсен обществӑн директорӗ — тӗп редакторӗ ӗс вырӑнӗ пирки сӗнӳсем йышӑнма пуҫланине пӗлтернӗ.
Асӑннӑ обществӑн устав капиталӗнче республика тӳпи 100 проценчӗпех иккен.
Издательство ҫуртне пырас шухӑшлӑ ҫыннӑн гражданла тата ӗҫ законодательствине пӗлмелле. Тата бухгалтер учетне те тӗшмӗртмелле. Аслӑ пӗлӳллӗ пулнине, ертсе пыракан должноҫре 5 ҫултан кая мар тӑрӑшни кирлӗ.
Ку пукан пирки тӗмсӗлекенсен хучӗсене кӑрлачӑн 11-мӗшӗ таран йышӑнӗҫ.
Маларах «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗн — тӗп редакторӗн пуканне те ҫӗнӗ ҫын йышӑннине эпир пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика правительствин тытӑмне черетлӗ хутчен улшӑну кӗртме шухӑшланӑ. Кун пирки калакан Указа Элтепер виҫӗм кун алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнчи Указра Михаил Игнатьев Элтепер правительство тытӑмне Министрсен Кабинечӗн председателӗн икӗ ҫумне кӗртесси пирки пӑхса хӑварнӑччӗ, анчах вӗсем министр пулаймастчӗҫ.
Халӗ вара Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗ тата министрсен, Чӑваш Енӗн Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи икӗ ятлӑ пулайрассине палӑртса хӑварнӑ. Кунсӑр пуҫне правительство пуҫлӑхне пулӑшса пыракансен йышне те ылмаштарма пултараҫҫӗ. Виҫӗм кунхи Указ хайхи портфельлисен йышне ӳстерме май парать.
Паян «Чӑваш Республикин чи лайӑх патшалӑх служащийӗ» тата «Чӑваш Республикин чи лайӑх муниципалитет служащийӗ» конкурссене пӗтӗмлетнӗ.
Чи лайӑх муниципалитет служащийӗ — Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Смирнова. Ку должноҫре Ольга Геннадьевна чылай ҫул ӗҫлет.
Иккӗмӗш вырӑна Елчӗк район администрацийӗн ӗҫсен управляющийӗ Евгения Михайлова тухнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — управляющий делами Канаш район администрацийӗн тӗп специалисчӗ-эксперчӗ Елена Леонтьева.
Патшалӑхӑн чи лайӑх служащийӗ — ЧР Финанс министерствин оргпайӗн тӗп специалисчӗ Александра Соболева. Иккӗмӗш вырӑна ЧР Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Анастасия Волкова ҫӗнсе илнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — Вӗренӳ министерствин пай пуҫлӑхӗ Светлана Сырмолотова тата Экономика аталанӑвӗн министерствин пай пуҫлӑхӗ Надежда Столярова.
Сӑнсем (38)
Раҫҫейре 2015 ҫула пӗтӗмлетсе хула пуҫлӑхӗсен списокне хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков чи лайӑххисен шутне кӗнӗ. Кун пирки russia-rating.ru портал пӗлтерет.
Танлаштарӑма федераци эксперчӗсен шухӑшне, уҫӑ ҫӑлкуҫсенчи материалсене шута илсе хатӗрленӗ, хула мэрӗсем ҫулталӑк тӑршшӗпе мӗн тунине тишкернӗ.
Алексей Ладыков хула пуҫлӑхӗсен пӗрремӗш ушкӑнне кӗнӗ. Вӑл 19-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Списокра пӗрремӗш вырӑнсене Хусан, Белгород, Краснодар мэрӗсем йышӑннӑ. Петрозаводск, Чита, Киров хулисен мэрӗсем чи начаррисен йышне лекнӗ.
Юпа уйӑхӗнченпе Чӑваш Енре Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ӗҫлеме пуҫланине эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, ку министерство тилхепине республикӑн Ӗҫлӗх службине 2010 ҫулхи раштавран пуҫласа 2015 ҫулхи нарӑсчен (кайран ӑна Ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхне лартнӑччӗ) ертсе пынӑ Сергей Димитриева шанса пачӗҫ. Хальхи вӑхӑтра ку министерствӑра вакансиллӗ вырӑнсене ҫынсене ӗҫе илесси малалла пырать темелле. Унччен Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх службине ертсе пынӑ Сергей Викторова асӑннӑ министерствӑра министр ҫумне лартни пирки те эпир пӗлтернӗччӗ. Халӗ министрӑн тата тепӗр ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе РФ Пенси фончӗн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Елена Сапаркинӑна лартнӑ. Ӗҫлӗ хута ЧР Правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер алӑ пуснӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн администрацийӗ Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе корпоратив ирттермӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи влаҫ органӗсенче Юрий Васильев «Правда ПФО» интернет-кӑларӑма пӗлтернӗ. «Раштавӑн 26-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑччӗ, анчах пӑрахӑҫларӑмӑр. Кун пек тусан лайӑхрах пулать тесе шухӑшларӑмӑр», — тенӗ Элтепер Администрацийӗнчи тӳре-шара.
Ҫапах та Юрий Васильев корпоратив ирттернӗ чух ытти ҫул та хысна шучӗпе ӗҫсе-ҫисе савӑнманнине пӗлтернӗ. ЧР Элтепер Администрацийӗнче пысӑк вырӑн йышӑнакан ҫав тӳре-шара Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе йӗркелекен бала пыракансен билета хӑйсен кӗсйинчен тӳлеме тивнине ӗнентернӗ. Пӗр билет хакӗ 5 пин тенкӗ таран ларнине каланӑ вӑл. Кӑҫал, ав, уяв туса ларас темен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |