Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков халӑх валли «хӗрӳ лини» ирттернӗ. Ҫав вӑхӑтра Ладыковӑн пӳлӗмӗнчи телефон пӗр минутлӑха та шӑпланман.
Ку ыйту кӗтмен ҫӗртен пулнӑ пулӗ те… Вӑл шаурмапа политика пирки пулнӑ.
— Пирӗн хулара шаурма тӑвакан точка нумай. Чылайӑшӗ ҫине: «Шаурма — турккӑлла» тесе ҫырнӑ. Эпӗ вывескӑна илсе урӑххипе улӑштармашкӑн предписани пама сӗнетӗп. «Шаурма — хӗвелтухӑҫла» тесе ҫырмалла ҫеҫ. Эсир мӗн шухӑшлатӑр? — ыйтнӑ пӗр ҫын шӑнкӑравласа ҫитсен.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ хальхи лару-тӑрура ку тӗрӗс йышӑну пулнине пӗлтернӗ. Ку ыйтӑва Ҫӗнӗ ҫулччен татса пама шантарнӑ.
«Хӗрӳ линире» Алькешре ача пахчи тӑвас ыйтӑва та хускатнӑ. Ладыков ку ыйту малта пулнине палӑртнӑ. Хута яракан тепӗр садик шӑпах Алькешра пулӗ.
Алексей Ладыков 3 сехетре ҫынсен 50 ытла ыйтӑвне хуравланӑ.
Пиллӗк ҫул хушшинче Чӑваш Енре «шкул ыйтӑвне пӗтӗмпех татса» парасшӑн. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ачасен интересӗсене тӗпе хурса наци стратегине пурнӑҫламалли координаци канашӗн ларӑвӗнче каланӑ.
«2016 мӗш ҫул валли бюджетра ҫӗнӗ шкулсем тума укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Пилӗк ҫул хушшинче регионта шкул ыйтӑвне пӗтӗмпех татса пама тӗллев лартнӑ. Вунӑ ҫул хушшинче регионти 30 шкула тӗпрен модернизацилеме те палӑртса хунӑ», — тесе пӗлтернӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ пухӑннисене.
Сӑмах май каласан, Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй хатӗрленӗ танлаштарӑмра пирӗн республика ачасене пурӑнма чи лайӑх 10 регион шутне кӗнӗ. Шкулсемпе ача пахчисене черет пӗтсен, тен, пӗрремӗш йӗркене те лекӗ-и?..
Лондонти Аслӑ суд Раҫҫей журналистӗнчен Ольга Романоваран Чӑваш Енӗн сенаторӗ пулнӑ Владимир Слуцкер валли 110 пин фунт шыраса илмелле тунине эпир ҫулла пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Сенатор пулнӑ ҫын журналиста вӑл ун пирки суя сӑмах сарнӑ тесе кӳреннӗ иккен.
Суда тавӑҫпа Слуцкер 2012 ҫултах тухнӑ. Журналист шухӑшланӑ тӑрӑх, унӑн мӑшӑрӗ Алексей Козлов улталанӑ тенипе ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе Слуцкер улталаса пуҫарттарнӑ пулать. Слуцкерпа Козлов пӗрле ӗҫленӗ-мӗн.
Лондонри суд Владимир Слуцкера майлӑ пулнӑ, Романова суя сӑмах сарнӑ тесе палӑртнӑ. Журналист суя сӑмаха массӑллӑ информаци хатӗрӗнче пичетленӗ май ку сӑмаха нумай ҫын илтме пултарнӑ, тавӑҫпа тухакана самай шар кӑтартма пултарнӑ тесе шухӑшланӑ иккен Лондонри суд.
Капла йышӑнупа килӗшмесӗр журналистка апелляци искӗпе тухнӑ. анчах Лондонри аппеляци сучӗ ӑна йышӑнман.
Раҫҫейӗн Строительство министерствинче нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсамалли программӑн регионти операторӗсен професси ӑсталӑхне тӗрӗсленӗ. Чӑваш Енрен те унта хутшӑннӑ.
Тест ыйтӑвне хуравланисен 50 ыйтуран сахалтан та 45-шне пӗлмелле пулнӑ. Анчах ун пеккисем тупӑнман.
Ҫапах та Чӑваш Енри оператор шутлакан фонд пуҫлӑхӗ Олимпиада Епифанова япӑх мар хуравланисен йышне кӗнӗ. Кун пеккисен шутӗнче Раҫҫӗйӗн ҫурттӑвӑм министрӗн ҫумӗ Андрей Чибис Кисан, Архангельск, Пенза облаҫӗсене, Тинӗсҫум крайне, Мари Эла тата Чӑваш Ене асӑнса хӑварнӑ.
40 ыйтуран ытларах хуравлама пултарнисем валли федерацин ҫав министерство вӗренӳ йӗркелесшӗн. Унта пуҫлӑхсем хӑйсен ӗҫӗнче кирлӗ япаласене ӑша чикеҫҫех пуль.
Чӑваш Енри промышленность предприятийӗсем Архангельск облаҫе ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе тухса кайнӑ. Вӗсем вӑл тӑрӑхра паянтан пуҫласа раштавӑн 18-мӗшӗсенче пулӗҫ.
Пирӗн тӑрӑхран кайнӑ йыша республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Михаил Резников, экономика аталанӑвӗн тата суту-илӳ министрӗ Владимир Аврелькин ертсе пыраҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле ҫула пысӑк промышленность организацийӗсен — «Ҫеҫпӗл» предприятин, «Технотрон» ӑслӑлӑхпа производство предприятийӗ, «Элкон» обществӑн, «Техноприбор» предприятин, Шупашкарти электроаппаратура савучӗн, «Яхтинг» обществӑн — ертӳҫисем кӗнӗ.
Чӑваш Ен делегацийӗ Архангельск облаҫӗн ертӳҫисемпе, унти тӳре-шарапа тӗл пулма, Северодвинскри «Севмаш» производство пӗрлешӗвне, карапсем юсакан «Звездочка» центра ҫитсе курма палӑртса хунӑ.
Паян Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫесен министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Константин Яковлев «Таджиксен наципе культура центрӗ» Чӑваш Енри общество организацийӗн ертӳҫипе А.Х. Гафуровпа тӗл пулнӑ.
Абдулмаджид Гафуров таджиксен Чӑваш Енри диаспори туса ирттерекен ӗҫ-пуҫ пирки каласа кӑтартнӑ.
Сӑмах май, 600 ытла таджикшӑн пирӗн республика тӑван тӑрӑх пулса тӑнӑ-мӗн. Диаспора пуҫлӑхӗ вӗсем хӑйсене кунта хӑтлӑ туйнине пӗлтернӗ.
Культура министрӗн твиӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев республикӑри халӑхсен этнокультурине аталантарма пулӑшни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Абдулмаджид Гафурова вӑл республикӑра нацисемпе конфессисен хушшинчи килӗшӳлӗхпе ҫураҫулӑха аталантарма пулӑшнӑшӑн тав тунӑ.
Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе чӑвашла саламлани сахал тесе Чӑваш Енри наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Шупашкар хула администрацине ҫыру янӑ. Нумаях пулмасть Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ М.Л. Семёнов «Ирӗклӗхе» хуравланинче ҫынсен шухӑшне тӗпе хурса чӑвашла май килнӗ ытларах саламлама тӑрӑшнине пӗлтернӗ. Малашне ҫак енӗпе тата та ҫине тӑрас шухӑшлине пӗлтернӗ.
Чӑвашла саламланине ҫирӗплетме сӑнӳкерчӗксем те ярса панӑ.
Ҫыру вӗҫенче тӳре-шара салам открыткисен тексчӗсене чӑвашла тӳлевсӗр куҫарса пулӑшма ыйтнӑ.
Хула администрацийӗн хуравне тишкернӗ май «Ирӗклӗх» хаваспах пулӑшма килӗшнине палӑртса: «Пулӑшма вара эпир яланах хатӗр», — тесе калать.
«Медиалоги» информаципе аналитика тытӑмӗ черетлӗ танлаштарӑм хатӗрленӗ. Унта Атӑлҫи федераци округӗнчи пысӑк должноҫри ҫынсен рейтингне чӳк уйӑхӗнчи кӑтартӑва шута илсе хатӗрленӗ.
Унти кӑтартупа килӗшӳллӗн, медиатанлаштарӑм лидерӗсен йышне Чулхула, Шупашкар тата Епхӳ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗсем кӗнӗ. Алексей Ладыков иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл 860,59 балл пухнӑ.
«Медиалоги» компани тунӑ тишкерӳпе килӗшӳллӗн, МИХсем ытларах Алексей Ладыков «Садовый» микрорайона тухса ҫӳренине ҫутатнӑ.
Сӑмах май, медиарейтинга МИХсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Телекураври, радиори, хаҫат-журналти, информаци агентствинчи, тӗнче тетелӗнчи МИХсенчи хыпарсене шута илнӗ.
Хӗрлӗ Чутай район прокуратури шкулсенче хут ӗҫӗпе ҫителӗклӗ ӗҫлесе ҫитерейменнине палӑртнӑ. Район администрацийӗн вӗренӳ пйаӗн специалисчӗн ҫавӑншӑн дисциплина тӗлӗшӗнчен явап та тытма тивнӗ.
Прокуратура наркотикла тата психотроплӑ япаласен саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшне сирес тӗлӗшпе шкулсенче епле ӗҫленине тишкернӗ. Тӗрӗсрех, кун пирки ӗҫе епле планланине. Плана кирлӗ пек ҫырманни йӗркене пӑсни пулать иккен. Эрех-сӑрапа е наркотиклӑ е психотроплӑ япалапа айкашнине асӑрхасан ачасене шкулти учета илесси пикри ӗс планне кӗртсе хӑварман. Анкета, тренинг, уйрӑм калаҫу ирттересси пирки те хут ҫине ҫырса хумалла пулнӑ-мӗн. Тата тестне ирттернӗ чух ачасенчен ҫыртарса ирӗк илмен.
Шкулсем плана йӗркеллӗ ҫырманнишӗн вӗренӳ пайӗ яваплӑ тесе шухӑшланӑран прокуратура райадминистрацине представлени тӑратнӑ. Унта вара ҫав пайра ӗҫлекен ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ.
Ҫак кунсенче ЧР строительство министрӗн пӗрремӗш ҫумне палӑртнӑ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Алӑ пуснӑ документпа килӗшӳллӗн, ку должноҫа 40 ҫулти Сергей Безруков йышӑннӑ. Вӑл унччен те министр ҫумӗ пулнӑ-ха. Халӗ вара — пӗрремӗш. Сӑмах май, ведомство ертӳҫин виҫӗ ҫум.
Иртнӗ эрнере ЧР строительство министрӗн тепӗр ҫумне те палӑртнӑ. Ӑна 29 ҫулти Максим Иванов йышӑннӑ. 2013 ҫултанпа вӑл Шупашкарти управляющи компанийӗсенче ертӳҫӗ должноҫне йышӑннӑ.
Аса илтерер: чӳк уйӑхӗнче ведомствӑра министр ҫумне 46-ри Александр Герасимов должноҫран хӑтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |