Нумаях пулмасть ҫумӑр ҫуманран Патӑрьел районӗнче инкеклӗ лару-тӑру пулнине пӗлтернӗччӗ. Паянтан, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, Шӑмӑршӑ районӗнче те инкеклӗ лару-тӑру пулнине палӑртнӑ. Вӑл 17 сехетренпе вӑя кӗнӗ. Хушӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ алӑ пуснӑ.
Ку лару-тӑрава районта чылай вӑхӑт ҫумӑр ҫуманнипе палӑртнӑ. Ҫавна пула тухӑҫлӑ тыр-пул туса илесси иккӗленӳллӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсене, предприятисемпе организацисене кун тӗлӗшпе мӗн те пулин тума хушнӑ.
Аса илтерер: Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пушар тухас хӑрушлӑх пулнӑ май ятарлӑ режим палӑртнӑ. Вӑл халӗ те вӑйра-ха. Ҫӗртме уйӑхӗн варринче Чӑваш Енре пушар тухас хӑрушлӑхӗн 4-мӗш класне палӑртнӑ. Канаш районӗнче вара — 5-мӗш класс. Ҫавна май вӑрмансенче кӑвайт чӗртме, кӑвар ҫинче апат пӗҫерме, ҫӳп-ҫапа ҫунтарма, типӗ курӑка чӗртсе яма чарнӑ. Йӗркене пӑснӑшӑн явап тыттараҫҫӗ.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев хӑйӗн пресс-секретарьне Михаил Вансяцкие отставкӑна янӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл урӑх ӗҫе куҫать.
Тӗрӗссипе, Михаил Игнатьевӑн пресс-секретарӗн вакансийӗ пирки малтан та пӗлтернӗччӗ. Кун тӗлӗшпе конкурс ирттересси пирки те хыпар тухнӑччӗ.
Михаил Вансяцкий 1963 ҫулта Смоленскра ҫуралнӑ, М.Шолохов ячӗллӗ Мускав патшалӑх педагогика университетӗнче психолог педагога вӗреннӗ. Журналистикӑра 2000 ҫултанпа. Малтан вӑл Шупашкарти «Московский комсомолец» хаҫатра ӗҫленӗ, унтан «Советская Чувашия» хаҫатра.
2004-2006 ҫулсенче Н.Федоров призидентӑн пресс-службинче вӑй хунӑ. 2008-2010 ҫулсене «Аргументы и факты» хаҫат редакторӗ пулнӑ. 2011-2012 ҫулсенче Шупашкарти «Московский комсомолец» хаҫат редакторӗ пулнӑ. 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен вӑл ЧР Элтеперӗн пресс-секретарӗнче ӗҫленӗ.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче инкек пулма пултарасси ҫинчен пӗр хӗрарӑм «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Вырӑнти халӑх тайӑлнӑ юпа ҫул ҫине ӳкесрен хӑрать-мӗн.
Ялта инфратытӑм объекчӗ пур. Вӑл халӑхшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Ҫутӑ юпи, ҫулран инҫех мар вырнаҫнӑскер, тайӑлнӑ, кӑштахран ӳкме те пултарать-мӗн.
Вырӑнти ҫынсем каланӑ тӑрӑх, юпан аялти пайӗ хуҫӑлнӑ. Вӗсем авари службинчен пулӑшу ыйтнӑ, анчах лешсем хӑнк та туман. Унтанпа пӗр эрне иртнӗ. Вӑл йӑванса кайсан ҫывӑхри ҫурт тӑррине сиен кӳрӗ.
Халӗ Шупашкар район администрацийӗ лару-тӑрӑва тӳрлетме шантарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра Ҫӗньяла ятарлӑ техника ҫитмелле.
Вӑрмар районӗнчи энтрияльсем ҫӗртме уйӑхӗн юлашки шӑматкунне ял уявне паллӑ тӑвассине йӑлана кӗртнӗ. Уява Энтрияльти культура ҫурчӗн культйӗркелӳҫи З.Н.Григорьева уҫнӑ. Унтан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ И.А.Яковлев сӑмах илнӗ. Ун хыҫҫӑн ял старости тата ыттисем тухса калаҫнӑ.
Район администрацийӗнчен килнӗ Николай Павлов уяв йӗркелӳҫисене тав хучӗсемпе чысланӑ. Унтан спорт ӑмӑртӑвӗсем пуҫланнӑ. Чи маттуррисем 60, 200 метрсене чупса ӑмӑртнӑ. Кайран михӗре сикнӗ, кире пуканӗ йӑтнӑ.
Ӑмӑртусене ял халӑхӗ кӑна мар, тӳре-шара та хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе хавхалантарнӑ. Энтрияльсене саламламашкӑн чӑваш эстрада артисчӗсем те килнӗ.
Уява кашниех килте пӗҫӗрнӗ апат-ҫимӗҫ илсе килсе сӗтел ҫине лартнӑ.
Сӑнсем (118)
Шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑран, ҫумӑр ҫуманран Патӑрьел районӗнче инкеклӗ лару-тӑру пулнине палӑртнӑ. Типӗ ҫанталӑк малалла та тӑсӑлсан районта тыр-пул пӗтме пултарать-мӗн.
Режима Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫӗртмен 26-мӗшӗнче 15 сехетре алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Лару-тӑрӑва лайӑх енне улӑштарма 6 техника, 16 ҫын тухнӑ.
Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене, вырӑнти организацисемпе предприятисене тыр-пула шӑрӑхра ҫухатасран мӗн те пулин тума сӗннӗ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Мансур Калмыков каланӑ тӑрӑх, уйсенче тыр-пул типме тытӑннӑ. Ҫулҫисем сарӑхаҫҫӗ, ҫӗрулми вӑхӑтран маларах чечеке ларнӑ. Шӑрӑх тепӗр эрне тӑрсан йӑлтах типӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, районта 40 пин гектар тыр-пул.
Пирӗн республикӑра шӑрӑх тӑнӑ, ҫумӑр ҫуман вӑхӑтра Сочие шыв илнӗ. Ку — ҫумӑра пула. Унта 1,5 уйӑхра ҫумалли ҫумӑр ӳкнӗ. Вырӑнти тӳре-шара инкеклӗ лару-тӑру пулнине палӑртнӑ.
Сочире пирӗн ентешсем те пур. Чылайӑшӗ унта ӗҫлет. Акӑ Владимир Петров «Про Город» хаҫата унти лару-тӑру пирки каласа кӑтартнӑ.
Ку пӑтӑрмах ҫӗртмен 25-мӗшӗнче пулнӑ. Сочири чылай района шыв илнӗ. Пӗр ҫын шар курнӑ.
Владимир Петрова ҫуртра пурӑнать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫумӑр ҫӗрле 1 сехетре пуҫланнӑ та тепӗр кун 13 сехетчен те чарӑнман. Владмирӑн ҫуртӗнчи пӗрремӗш хута тата тӗпеле шыв илнӗ. Вӗсем япаласене ҫӑлма тӑнӑ. Анчах чылайӑшӗ юрӑхсӑра тухнӑ. МЧС ӗҫченӗсем ҫӗрӗпех ӗҫленӗ.
Хула шыва кайнине пула Владимирсен ӗҫӗнче ӗҫлеме чарнӑ, мӗншӗн тесен складсем шыв айӗнче.
Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Асхва ялӗнче Уй кунӗ уҫӑлнӑ. Унта ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа ҫитнӗ.
Михаил Васильевич сӑмах илнӗ май кӑҫал аграри ҫуракине лайӑх вӗҫленине палӑртнӑ. Тыр-пул туса илесси ӳснине те палӑртнӑ вӑл. Ҫав шутра Канаш районӗ — малтисенчен пӗри.
Михаил Игнатьев кӑҫал республикӑри агропромышленноҫ комплексне 2,7 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнине каланӑ. Ку пӗлтӗрхинчен 11 процент нумайрах.
Уй кунне курава Раҫҫейри ҫичӗ регионти ял хуҫалӑх техникине илсе килнӗ. Пӗтӗмпе — 100 ытла техника. Куравра ял хуҫалӑх культурин сорчӗсем, ӳсен-тӑрана хӳтӗлемелли хатӗрсем пулнӑ.
Унта утӑ ҫулакансен конкурсне те йӗркеленӗ. Михаил Игнатьев та хӑйӗн ӑсталӑхне кӑтартнӑ.
Сӑнсем (23)
Шупашкарта пурӑнакан Ильяпа Агриппина Чеботарев-фронтовиксен ҫуртне хулари тӳре-шара тепӗр хутчен хак парӗ. Ун пек тума вӗсене суд йышӑнӑвӗпе хисетнӗ. Суда вара тавӑҫпа прокуратура тухнӑ.
Икӗ ҫул каялла, 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗнче, ватӑсен ҫуртне тӳре-шара пырса пӑхса кайнӑ-ха. Пӗччен-иккӗн те мар, комиссипех. Йышра техника инвентаризацийӗн бюровӗн ӗҫченӗсем те пулнӑ. Анчах вӗсем 2004 ҫулта илнӗ ҫуртӑн техника паспортне уҫкаласа пӑхнӑ-мӗн те унта ҫурт 40 процент таран кивелнӗ тесе ҫырнине ӗненсе лартнӑ курӑнать.
Ҫурчӗ, тӗрӗссипе, кивелнӗ пулнӑ мӗн-ха. Стенисем, маччи, алӑк тата чӳрече патӗнче 45 процент таран ишӗлнӗ. Тӳре-шара шучӗпе ҫурт тепӗр 9 ҫултан та ним пулман пек ларнӑ, кивелмен тесе шухӑшланӑ-тӑр. 1958 ҫулта хӑпартнӑ ҫурт чип-чипер ларать тесе пуҫлӑхсем фронтовиксене ҫурт пама килӗшмен. Халӗ вӗсен пӳрте тепӗр хутчен хакламалла.
Шупашкарта Арбатри Остап Бендера тата Киса Воробьянинова халалланӑ кӳлепе патӗнче нумайӑшӗ сӑн ӳкерӗнме юратать. Анчах такама темпе кӳрентернӗ-ши ҫав палӑк — унӑн сунчӑкне хуҫнӑ.
Елена Соловьева патне тӑванӗсем Сургутран килнӗ. Вӗсем Шупашкар кӳлмекне уҫӑлма тухнӑ. Вӗсем те ыттисем пекех ҫав скульптура умӗнче сӑн ӳкерӗнме шутланӑ. Анчах сунчӑк хуҫӑлнине курсан кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ. Ара, халӑх ӑстасен ӗҫне хаклама пӗлменни кӳрентернӗ вӗсене. Елена Соловьева кун пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Кӳлепе авторӗ Владимир Нагорнов каланӑ тӑрӑх, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов кун пирки пӗлет. Ӑна вӑл тӳрлетме шантарнӑ. Ку 8 пин тенке яхӑн кайса ларӗ.
Сӑмах май, кӳлепене Ильф тата Петров хайлавӗсене тӗпе хурса тунӑ. Вӗсенче Шупашкар пирки асӑннӑран хулана ҫакӑн пек парне кӳме шутланӑ. Палӑк 6 миллион тенке яхӑн кайса ларнӑ.
Шупашкарӑн Калинин районӗнче патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗ кӳрекен чи пысӑк центр ҫӗклесе лартмалла. Унӑн пӗрремӗш чулне паян хунӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Федераци Канашӗн Тӗнчери ӗҫӗсемпе тимлекен комитечӗн ертӳҫи Константин Косачев, РФ экономика министрӗн ҫумӗ — статс-ҫыруҫи Олег Фомичев хутшӑннӑ.
Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле ҫав центрта ҫынсене 32 чӳрече йышӑнма пуҫлӗ. Ун чухлӗ май туса пани нумай ӗҫ тӑвакан центрсенчи черете чакарма май парасса шанаҫҫӗ. Тата ӑна уҫсан ҫынсен 90 проценчӗ асӑннӑ центрсем урлӑ патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне илме тытӑнасса ӗмӗтленеҫҫӗ. Сӑмах май каласан, Раҫҫей Президенчӗ те ҫав цифрӑна ҫитме регионсен пуҫлӑхӗсем умӗнче тӗллев лартнӑ иккен. Халӗ Чӑваш Енре 27 ҫавӑн пек центр ӗҫлет.
Сӑнсем (8)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |