Чӑваш патшалӑх гуманитари институтне тухтӑр ертсе пыма тытӑннӑ. Анчах этем сывлӑхӗшӗн хыпса ҫунакан ҫын пирки каламастпӑр-ха. Сӑмахӑмӑр — ӑслӑлӑх ҫынни ҫинчен. Ҫӗнӗ ҫынна пуҫлӑха лартнӑ-им тесе те тӗлӗнме ан васкӑр. Института унчченхиллех Юрий Исаевах ертсе пырать. Анчах маларах вӑл филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ кӑначчӗ пулсан халӗ тухтӑра ҫитнӗ. Ӑнӑҫлӑ хӳтӗлев ӗнер иртнӗ.
Юрий Исаев, аса илтерер, — Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ҫынни (сӑмах май паян унӑн ҫуралнӑ кунӗ, 47 ҫул тултарчӗ). 1995 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ. Унта вӑл «Чӑваш чӗлхипе литератури» специальноҫа алла илнӗ. Тепӗр пилӗк ҫултан вӑл юрист дипломне илнӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ята Юрий Исаев 2002 ҫулта хӳтӗленӗ. Унӑн теми Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисем пулнӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче те вӑл тӑрӑшнӑ. 2010 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен гуманитари институтне ертсе пырать.
«Чӑваш наци музейӗ 200 пин ытла сайра тӗл пулакан япала упракан вырӑн кӑна мар. Вӑл — хальхи вӑхӑтри культурӑпа ҫутӗҫ центрӗ те», — ҫак шухӑша палӑртнӑ асӑннӑ учрежденин пуҫлӑхӗ Ирина Меньшикова.
Музея ырлакан-мухтакансем, вӑл туса пыракан хисепе тивӗҫлӗ ӗҫсене палӑртакансем ӗнер татах та пулнӑ. Аваллӑхӑн управҫи ӗнер 95 ҫулхине палӑртассине, юбилейччен «Музее парне» акци ирттерессине эпир пӗлтернӗччӗ.
Музее уявпа культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов саламланӑ май музейӑн хӑш-пӗр ӗҫченне Хисеп грамотипе чысланӑ.
Шурсухалсем те ҫитнӗ унта. Виталий Станъял ыррине кӑна каланӑ май ку учреждени Чӑваш Ен историне аталантарма тата сарма пулӑшнине асӑнса хӑварнӑ. Саламлакансем йышлӑ. Чӑваш Енӗн культурӑпа ӳнер институчӗн ректорӗ Наталья Баскакова, ЧППУн историпе филологи факультечӗн деканӗ Анна Скворцова тата ыттисем те хутшӑннӑ.
Ӗнер уҫӑлнӑ «Музей — сӑнсенче» курав та аваллӑх управҫин ӗҫ-хӗлӗпе аван паллаштарать.
Сӑнсем (43)
Чӑвашавтотранс предприятин пуҫлӑхне ӗнер ӗҫрен хӑтарнӑ. Ку должноҫре юлашки вӑхӑтра Евгений Мореплавцев ятлӑ ҫын тӑрӑшнӑ.
Чӑвашавтотранс патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ шутланать. Ҫавна май пуҫлӑха кама лартассине, ӑна хӑҫанччен ҫемҫе пукан ҫинче тытса тӑрассине республикӑна ертсе пыракансем татса параҫҫӗ.
Мореплавцева пуҫлӑх тилхеписӗр хӑварасси пирки калакан хушӑва ӗнер Чӑваш Енӗ Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӑна республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «Законодательство» ярӑмра нарӑсӑн 11-мӗшенче вырнаҫтарнӑ.
Официаллӑ документра 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе предриятие ертсе пыракан ҫын мӗнпе тивӗҫтерменнине ӑнлантарса тӑман, паллах.
Вӑрмар районӗнче пурӑнакан 52 ҫулти хӗрарӑм, шкулта вӗрентекенре тата депутатра ӗҫлекенскер, саккун умӗнче явап тытӗ.
Ӑна ҫынна хӗненӗшӗн айӑпласшӑн. Следстви материалӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, ку 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Энтрияль ялӗнче пулнӑ. Шкулта ачасене вӗрентекен, ҫав вӑхӑтрах депутат ӗҫне пурнӑҫлакан хӗрарӑм упӑшкине тепӗр хӗрарӑм ҫумне кӗвӗҫнӗ.
Ҫапла депутат хӗрарӑмпа ҫапӑҫса кайнӑ, ӑна пуҫӗнчен икӗ хут ҫапнӑ, унтан ҫӳҫӗнчен ярса тытнӑ та тӗксе янӑ. Лешӗ ӳкнӗ.
Халӗ ку ӗҫе суда ярса панӑ.
Мӗнле кӑна танлаштарӑм ҫук пулӗ халӗ! Вӗсен шутне пысӑк шайри тӳре-шарана массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче асӑннине тишкерни те кӗрет.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫине Юрий Попова МИХсенче пӗлтӗр сахал асӑннӑ. Ҫӗршыв регионӗсенчи саккун кӑларакан органсене ертсе пыракансене иртнӗ ҫул хаҫат-журналта, радио-телекуравра, элеткрон МИХсенче асӑннипе пирӗн республикӑн спикерӗ 75-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫӗршывра, аса илтеретпӗр, 85 регион. Поповӑн медиаиндексӗ 157,86-па танлашнӑ. Ҫулталӑкра ӑна журналистсем 946 хутчен аса илнӗ.
Сӑмах май, Юрий Попов Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсем хушшинче 12-мӗш вырӑн йышӑнать. Пирӗн парламентӑн спикерӗнчен те МИХсем сахалтарах асӑннисем — Чӗмпӗр облаҫӗн тата Мари Элӗн саккун кӑларакан органӗсен ертӳҫисем.
МИХсем уйрӑмах асӑнма кӑмӑллаканни — Крымри Владимир Константинов. Тутарстанӑн спикерне
Фарид Мухаметшина тата Севастопольти спикера Алексей Чалыя та МИХсем кӑмӑллаҫҫӗ. Курск облаҫӗнчи Татьяна Воронина тата Хабаровск крайӗнчи Виктор Чудов медиаиндексӗ ытла та начар.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхӗ пекки республикӑра та урӑх ҫуккӑн туйӑнчӗ унта пулса курнӑ хыҫҫӑн.
Ҫав тӑрӑхра иртнӗ эрнекун Муниципалитет пӗрлешӗвӗсен республикӑри канашӗ семинар-канашлу ирттерчӗ. Унта вӑл пӗлтӗр ҫӗнӗрен суйланнӑ 98 ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне йыхравланӑ.
Муниципалитет пӗрлешӗвӗсен республикӑри канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Андреев, сӑмахран, пӗр бюджет йышӑнса теприне йышӑниччен пурӑнса ҫитиччен те ял тӑрӑхӗсен ҫӗнӗ пуҫлӑхӗсене ӗҫ йӗркине ӑнланса илме тесе шухӑшлать.
Ҫӗнӗрен суйланнӑ пуҫлӑхсене атнарсен пурнӑҫӗпе туллин паллаштарчӗҫ. Пӗр пекрехех хыснапа тӗрлӗрен пурӑнма май килнине унти ялсенчи кашни урамра тенӗ пек ача-пӑча лаптӑкӗсем вырнаҫтарни, фонтансем, урамри кашни юпа ҫинче хунар ҫунни тата ытти те ҫирӗплетсе парать.
Паян, нарӑсӑн 5-мӗшӗнче, ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин, ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов «Хыпар» Издательство ҫурчӗн ӗҫченӗсемпе тӗл пулнӑ.
Премьер-министрпа иртнӗ тӗлпулура редакцири ыйтусене ҫӗкленӗ: ҫырӑнтару, хаксем, шалу… «Хыпар» ИҪ директорӗ-тӗп редакторӗ Михаил Арланов «Хыпара» ытларах ялсенче вуланине, кӑларӑмсене унта ҫитермешкӗн почта хака хӑпартнине, ҫавна май редакцие укҫа сахал кӗнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа ӗҫченсене укҫан хавхалантармашкӑн май сахаллине каланӑ вӑл.
Иван Моторин кӑларӑмсене ялсенче кӑна мар, хулара та ытларах ҫырӑнтарма сӗннӗ. Издательство ҫурчӗн, коммерци организацийӗ пулнӑ май, кирлӗ-кирлӗ мар расхутсене хӑйӗн оптимизацилемеллине те палӑртнӑ вӑл. Ҫавӑн пекех грант конкурсӗсене хутшӑнма каланӑ. Министр вара кӑларӑмсене салатмалли урӑх майсем тупма, ку енӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫатран тӗслӗх илме сӗннӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин ЧР культура министрӗн ҫумне палӑртса алӑ пуснӑ. Ку тивӗҫе малашне Вячеслав Оринов пурнӑҫлӗ.
58 ҫулти Вячеслав Оринов — театрпа кино актерӗ, режиссер. 2014 ҫултан пуҫласа хальччен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче режиссерта ӗҫленӗ. Тӗрлӗ ҫулта ЧПУра, культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗрентнӗ.
Вячеслав Николаевич — ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӑн «Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль» номинаци ҫӗнтерӳҫи, Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ ҫынни.
Вячеслав Оринов — культура министрӗн виҫӗ ҫумӗнчен пӗри халь. Министрӑн пӗрремӗш ҫумӗн вакансийӗ пушӑ-ха.
Владимир Барсукова паянтан Экологи тата ҫутҫанталӑкпа усӑ курас енӗпе ӗҫлекен ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн директорӗнчен хӑтарнӑ. Кун пирки хушӑва Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин 54-р номерлӗ хушу кӑларнӑ.
Мӗн сӑлтавпа ун пек йышӑннине официаллӑ документра ӑнлантарса тӑман. Института ертсе пыма Владимир Барсуков 2013 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче конкурс ирттерсе лартнӑ.
Асӑннӑ институт автономи учрежденийӗ шутланать, вӑл республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине пӑхӑнать.
Владимир Евгеньевич — Наркотикӑн саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫин Евгений Барсуков генералӑн ывӑлӗ.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче паянтан ҫӗнӗ ҫын ӗҫлеме тытӑннӑ. Кун пирки хушӑва республикӑн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Унта сӑмахӗ министр ҫумне Александр Жукова лартасси пирки пырать.
Александр Жуков Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. 1991 ҫулта республикӑмӑрӑн тӗп хулинчи электромеханика колледжне вӗренсе пӗтернӗ. Унта вӑл программа управлениллӗ станоксене йӗркелеме тата ӗҫлеттерме хӑнӑхнӑ май техник-электромеханик специальноҫне алла илнӗ. Мал ӗмӗтлӗ ҫамрӑк кунпах ҫырлахман — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Унтан вӑл 1996 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Хальхинче экономист-менеджер профессине алла илнӗ.
Ял хуҫалӑх министрӗн ҫумне лариччен Александр Жуков Федераци казначействин Ҫӗрпӳ районӗнчи уйрӑмне ертсе пынӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |