Ӗҫ ҫыннине чыслакан йӑлана кӗнӗ уява (Акатуя елчӗксем ҫапла хакланине палӑртаҫҫӗ) ҫитес уйӑхӑн 11-мӗшӗнче ирттерме планласа хунӑ.
Ӑна вӑл тӑрӑхрисем кӑҫал 59-мӗш хут йӗркелеҫҫӗ-мӗн. Уява тӗплӗн хатӗрленес тӗллевпе йӗркелӳ комитетне 22 ҫынранах ҫирӗплетнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗ Л. Левый ку йышӑ ертӳҫӗ пулса йӗркелесе пырӗ, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ - финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Г. Анисимова Л. Левӑя пулӑшӗ. Культура тата информаципе тивӗҫтерекен пай пуҫлӑхӗ А. Александрова йӗркелӳ комитечӗн ҫыруҫинче тимлӗ.
Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе ялхуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем районти ӗҫпе юрӑ тата спорт уявне ҫынсене ушкӑнпа хутшӑнтарассишӗн яваплӑ.
Республикӑн Культура министерствин комиссийӗ Шупашкарта тума пуҫланӑ «Амазони» этнокомплекса тӑвасси епле пынине тӗрӗсленӗ.
Унта ҫутӑ пӑралукне карассине, газ, шыв тата канализаци пӑрӑхӗсем хурассипе тӗп ӗҫсене пӗлтӗрех вӗҫленӗ иккен. Чавса-ватса пӗтернӗ лаптӑксене хӑтлӑх кӗртме май уявӗчченех пуҫланӑ. Тепӗр ҫӗрте ҫӗр ӑшӑнса ҫитменнине кура хӑш-пӗр вырӑнта ку ӗҫе вӑл вӑхӑта пурнӑҫласа пӗтереймен-ха. Анчах ҫӗр пусӑрӑнса пыракан, асфальт ишӗлекен тӗл-тӗл лаптӑксем те комисси куҫӗ тӗлне лекнӗ.
«Амазонинче» «Шывармань» ятлӑ администраципе кану комплексӗ тӑвасси те хальхи вӑхӑтра малалла пырать, унта ресторан та пулӗ.
Кӗмелли ушкӑна ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ун чух Республика кунне пӗлетпӗр, уҫма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра ҫӗр тӗрлӗ танлаштарӑм та пулӗ. Ӑна виҫсе хакласа пӑхаҫҫӗ, тепӗрне. Вӑл е ку кӑтартӑва хаклакансенчен пӗри, «Рейтинг» информаципе коммуникаци центрӗ текенни, регионсен ертӳҫисен ӗҫне хакланӑ.
Республика Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, «Михаил Игнатьев Раҫҫейри чи лайӑх ӑста губернаторсен шутӗнче».
Асӑннӑ центр «2016-мӗш ҫулта пуш уйӑхӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗчченхи Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен ертӳҫисен ӗҫ-хӗлӗн витӗмлӗхӗ пирки тата тухӑҫлӑхне палӑртакан кулленхи тӗпчев ӗҫне пичетлесе кӑларнӑ», — тесе чӑвашла ҫырнӑ ҫав хыпарта (цитатине ылмаштармарӑмӑр). Танлаштрӑмра Михаил Игнатьев пӗрремӗш ушкӑнра тӑрать-мӗн, Атӑлҫи федераци округӗнче асӑннӑ кӑтартупа вӑл виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ, пӗрремӗшне Тутарстан Элтеперӗ Р. Минниханов тухнӑ, иккӗмӗшӗне Пушкӑртстана ертсе пыракан Р. Хамитов йышӑннӑ.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетне республикӑн вӗренӳ министрӗнче тӑрӑшнӑ Владимир Иванов вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан пулса ертсе пыма тытӑннӑ.
В. Иванов персонипе ҫыхӑннӑ тепӗр ырӑ хыпар та пур. Ҫур ҫултан ултӑ теҫетке ҫул тултаракан тӳре-шарана Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Тепӗр чух ҫынсене отставкӑна каяс умӗн пысӑк наградӑсем тыттарнине шута илсен ӑна тӗрлӗрен йышӑнма пулать тейӗн. Чӑн та, Владимир Иванова ӑна министр должноҫӗнчен хӑтарни пирки Михаил Игнатьев хушу кӑларнӑ.
Маларах Владимир Иванов ЧППУ ректорӗ пулас шутпа конкурса хутшӑннӑ-мӗн, анчах ӑна ку должноҫ валли конкурса явӑҫтарман пулать. Халӗ вара ӑна ректорӑн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннине аслӑ шкулӑн йышӑну пӳлӗмӗнче пӗлтерни тӑрӑх ӗнер «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат хыпарларӗ.
Раҫҫейри Япони посольствинче Чӑваш Республикин экономика тата инвестици потенциалӗн хӑтлавӗ пулнӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Мероприяти ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Мускавра иртнӗ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Японин Раҫҫейри Посолӗ Тоёхиса Кодзуки, Японири Раҫҫей тата никама пӑхӑнман патшалӑхсен суту-илӳ енӗпе ассоциацийӗн Мускаври элчи Такафуми Накаи хутшӑннӑ.
Михаил Игнатьев Япони компанийӗсене пирӗн республикӑра инвестици хывма, стратеги пӗлтерӗшлӗ проектсене хутшӑнма, строительство индустрине тата туризм комплексне аталантарма чӗнсе каланӑ.
Тоёхиса Кодзуки Япони усламҫисем Раҫҫейри бизнеса аталантарас ӗҫпе кӑсӑкланнине палӑртнӑ. Хӑтлав вара яппунсен регионпа лайӑхрах паллашма май пулнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи ҫӗрсене пушӑ вырттарасшӑн мар. Асӑннӑ муниципалитета ертсе пыракан Сергей Горбунов кӑҫал 3 пин гектара пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме тӗллев лартнӑ. Ӗҫ хӑвӑртлӑхне тишкерсен, шухӑшлани пурнӑҫланассӑн туйӑнать.
Ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ усӑ курман ҫӗрсене Хурӑнлӑх, Шӑрттан, Ирҫе Ҫармӑс, Пучинке, Эйпеҫ ял тӑрӑхӗсенче сухаласа пӗтернӗ те ӗнтӗ. Ҫак эрнере, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Хурамал ял тӑрӑхӗнчи «Синтез-Агро» тулли мар яваплӑ обществӑн ҫӗрӗсене Ремис Мансуров хресчен-фермер хуҫалӑхӗ сухалама тытӑннӑ. Пӗтӗмпе унӑн 430 гектар ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмелле. Анчах йӑлтах ҫуркунне акса пӗтереймӗҫ. Ҫуртрисене фермер 150 гектар акма палӑртать. Ытти лаптӑка кӗрхи культурӑсем валли хатӗрлеме шухӑшлаҫҫӗ.
Муркаш районӗнчи Москакасси ял тӑрӑхӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ ҫӗр лаптӑкӗсенчен пӗрне, пурӗ 529830 тӑваткал метра, Ҫӗнӗ Шупашкара пама йышӑннӑ. Кун пирки калакан ӗҫлӗ хута республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин ӗнер алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. 324-мӗш номерлӗ хушӑва премьер-министр алӑ пуснӑ, паян ӑна Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ сайтӗнче, Министрсен Кабинечӗн страницинче, вырнаҫтарнӑ.
Патшалӑхӑн пурлӑхӗ шутланнӑ ҫӗре Ҫӗнӗ Шупашкара муниципалитет харпӑрлӑхне парассине «О Кабинете Министров Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫинчен) республика саккунӗн 14-мӗш статйипе килӗшӳллӗн йышӑннине пӗлтернӗ.
Асӑннӑ 529830 таткал метр лаптӑк ҫӗрӗн кадастр номерӗ — 21:17:000000:4797.
Ҫӗре ҫӗнӗ шупашкарсем мӗн тӗллевпе усӑ курассине йышӑнура каламан.
Мускавра шар курнӑ Елчӗк ҫынни ахаль-махаль ҫын мар. Вӑл — РФ Инкеклӗ ӗҫсен министрӗн канашҫи Валерий Шуйков.
Чӑваш Енри кӑнтар енчи маларах асӑннӑ ҫав районти Шӑмалакра 1958 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗнче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн комсомол органӗсенче ӗҫленӗ. РФ халӑх депутачӗ пулнӑ, РФ Аслӑ Канашне суйланнӑ. РФ Наци политикин патшалӑх комитечӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин департаментӗнче 10 ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Валерий Шуйков Инкеклӗ ӗҫсен министерстви чикӗ леш енче ирттерекен гуманитари операцийӗсене темиҫе хутчен те хутшӑнни паллӑ.
Пуҫне амантнӑ В. Шуйкова Мускав варринче тупнӑ, ӑна Боткин ячӗллӗ хулари клиника пульницин реанимаци уйрӑмне вырттарнӑ. Тӗпчевҫӗсем Елчӗк чӑвашне такамсем юри суранлатнӑ пуль тесе те, инсульта пула персе аннипе пуҫне амантман-ши тесе те шухӑшлаҫҫӗ-мӗн.
Чӑваш Енре Шалти ӗҫсен министерствин Экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен управленийӗн пай пуҫлӑхне Марат Абитова тытса чарнине паян ирпе эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, ун пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм хыпарланинчен илтнӗччӗ. «Правӑна сыхлакан органсем ку хыпара хальлӗхе нимӗнле те комментарилемеҫҫӗ», — тенӗччӗ ирпе вырнаҫтарнӑ ҫав хыпарта.
Анчах кӑнтӑрла тӗлне ун пирки РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ тата Чӑваш Енри ШӖМ те хыпарларӗҫ. Кам пирки сӑмах пынине ҫырман-ха, должноҫе кӑна кӑтартнӑ. Анчах хыпарта пӗлтерни тӑрӑх хайхи пысӑк вырӑн йышӑнакан ҫын коммерци вӑрттӑнлӑхӗ шутланакан хыпара ҫавӑн конкурентне систерни паллӑ.
Шупашкарта ҫынсене хула тӑрӑх турттаракан ГАЗельсемпе ытти маркӑллӑ ҫавӑн йышши транспорта шута илнӗ. Коммерци маршручӗ шутланакан маршрут тӑрӑх хутлаканскерсем хавӑртлӑха иртнӗ уйӑхра 1418 хутчен ӳстернӗ.
Хула мэрийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак пассажир транспорчӗ епле ӗҫленине тишкерме хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хӑй хушнӑ.
Сехетре 82 километртан ытларах хӑвалакан урапасен рейтингне те хатӗрленӗ яваплисем.
Танлаштарӑма виҫӗ пая уйӑрсах тунӑ. Кам ӑҫта лекни хӑвӑртлӑха пӗр уйӑхра миҫе хут ӳстернинчен килнӗ. Сӑмах май каласан, ҫула тухсан асар-писер васкакан водительсем уйрӑм усламҫӑ евӗр регистрациленнисем хушшинче те, организацисем ҫинче тӑраканнисем хушшинче те пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |