Почта тытӑмӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ ӳсӗ. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин «Раҫҫей почтин» Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи макрорегионӗн ертӳҫипе Елена Зайцевӑпа тата почтӑн Чӑваш Енри филиалӗн пуҫлӑхӗпе Владимир Тимофеевпа тӗл пулнӑ.
Владимир Тимофеев ӗнентернӗ тӑрӑх, шалу 2 пин ытла ҫыннӑн ӳсӗ. Ку вӑл мӗнпур ӗҫченӗн 70 ытла проценчӗ иккен. Ҫыхӑну уйрӑмӗсенче ӗҫлекенсен тупӑшӗ ҫапла майпа 20 процент нумайланӗ.
Ӗҫ укҫине ӳстерессине Раҫҫей почти калӑпӑшлӑ проект тесе шухӑшлать. Елена Зайцева палӑртнӑ тӑрӑх, предприяти ертӳҫисем шалӑва ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче тапхӑр-тапхӑрпа ӳстерсе пыма палӑртнӑ.
Тӗлпулура ялти ҫыхӑну уйрӑмӗсен ӗҫне те сӳтсе явнӑ.