Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Прокуратура ҫул-йӗр инспекторӗсен ӗҫне хак парӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Вика Сорокина 26.07.2019 18:37 | 1929 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Муркаш районӗнче утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫул ҫинче инкек пулнӑ хыҫҫӑн прокуратура ҫул-йӗр инспекторӗсен ӗҫне тӗрӗслесе хак парӗ. 

Аса илтерер: асӑннӑ кун ирхине «Мускав-Ӗпхӳ» федераци трасси ҫинче «Ауди» автомашина ҫул хӗрринчи тимӗр картана пырса тӑрӑннӑ, унтан «УАЗ-3909» автомобильпе ҫапӑннӑ. УАЗ водительне пульницӑна илсе кайнӑ. Салонта пулнӑ тепӗр пассажир та каярах тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.

Руль умӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн ывӑлӗ Олег Ладыков пулма пултарнӑ тесе шухӑшланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Каччӑна унччен суд ҫулталӑк та 4 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑччӗ. Вӑл тата унӑн юлташӗ тантӑшӗсене хӗненӗччӗ.

Сӑмах май, ҫакна та палӑртар: ӗнер Алексей Ладыков «Уҫӑ хула» форматпа хула ҫыннисемпе тӗл пулнӑ. Шӑв-шав ҫӗкленӗ инкекпе кӑсӑкланакан та тупӑннӑ. Сити-менеджер авари вырӑнӗнче хӑй пулмантан руль умӗнче кам пулнине пӗлменнине палӑртнӑ. Ладыковсен ун пек машина ҫук-мӗн.

#инспекторсем, #прокуратура, #инкексем, #машинӑсем, #транспорт, #ҫул-йӗр, #ҫамрӑксем, #пӑтӑрмахсем, #Шупашкар, #тӳре-шара, #тӳре-шара, #тӗрӗслев

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем