Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти Николаев урамӗнчи пасарта контрафактлӑ пекин купӑсти тупса палӑртнӑ.
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр обласҫӗнчи управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарӑн Ленин районӗнчи суту-илӳ точкисене прокуратурӑпа пӗрле тӗрӗсленӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне ӑҫтан кӳрсе килни паллӑ мар пахчаҫимӗҫе асӑрханӑ. Пурӗ — 84,9 килограмм.
Апат-ҫимӗҫ пирки пӗр хут та пулмантан ӑна туртса илме йышӑннӑ. Ҫавӑн пирки кирлӗ хутсем шӑрҫаланӑ хыҫҫӑн пекин купӑстине ҫав кунах, нарӑсӑн 26-мӗшӗнче, ҫӳп-ҫап турттармалли вырӑна тиесе кайнӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр обласҫӗнчи управленийӗн пресс-служби ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫапла вара контрафактлӑ пахчаҫимӗҫе — 85-е яхӑн килограмм пекин купӑстине — ҫийӗнчех тӗп тунӑ.
Хамăр ял // 2314.70.3523
2019.03.01 11:56 | |

Анчах, ку пуçсăрлăх хăçан та пулин пĕтĕ! Сталин вилнĕ хыççăн ахăр самана иртсе кайрĕ. Ку та хăçан та пулин иртĕ...