Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӑслӑлӑх: Тӗнчери чи шурӑ сӑрӑ кондиционерсенчен лайӑхрах сивӗтет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.09.2021 23:57 | 1310 хут пӑхнӑ
Ӑслӑлӑх
Сюлин Жуань шурӑ сӑрӑпа
Сюлин Жуань шурӑ сӑрӑпа

Кӑҫал шухӑшласа кӑларнӑ тата Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗртнӗ сӑрӑ ҫурт-йӗре сивӗтес ӗҫри лару-тӑрӑва улӑштарма тата ҫанталӑк улшӑннипе кӗрешес ӗҫре пулӑшма пултарать.

Сӑрӑ хӗвел пайӑркин 98,1% сирсе яма пултарать. Унпа усӑ курса сӑрланӑ лаптӑк сийӗ ҫавна пула тавралӑхри температурӑпа танлаштарсан сивӗлӗхе ытларах упраса хӑварать.

Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫак сӑрӑпа сӑрланӑ 93 тӑваткал метр лаптӑк тӑрриллӗ ҫурт температури, енчен те ӑна сивӗтес тесе 10кВт хӑватлӑ хатӗрпе усӑ курма тивнӗ пулсан, пӗрешкелех пулнӑ. Чылай ҫуртсенче усӑ куракан кондиционерсемпе танлаштарас пулсан ку тухӑҫлӑрах пулса тухать.

Сӑрӑра бари сульфачӗпе (хут тата косметика туса кӑларас ӗҫре усӑ куракан япала) усӑ курнӑ.

Ушкӑн ертӳҫи Сюлин Жуань (Пердью университечӗ; АПШ, Индиана штачӗ) каласа панӑ тӑрӑх, ҫак чи шурӑ сӑрӑпа сӑрланӑ материал, кӑнтӑрлахи хӗвел айӗнче выртаканскер, тавралӑхри температурӑран 4,4 °C таран сивӗрех.

Жуань палӑртнӑ тӑрӑх, ахаль кондиционерсем хӑйсен ӗҫне тума энерги ыйтаҫҫӗ, ҫавна май топливо ҫунтарма тивет, тата вӗсем ҫуртри ӑшша ҫуртран тулалла кӑлараҫҫӗ, ҫапла май парникла пулӑма вӑйлӑлатаҫҫӗ ҫеҫ. Ҫӗнӗ сӑрра вара нимӗнле энерги те кирлӗ мар, вӑл ӑшӑ энергине сирсе ярать кӑна.

#ӑслӑлӑх, #тӗнчере, #АПШ, #университетсем, #ҫанталӑк, #кондиционерсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

2021.09.28 23:59
Аçтахар Плотников
Корпус валли куҫартӑм, май ҫитнӗ таран чӑвашларах тума тӑрӑшрӑм. //ҫакӑн пирки чӑвашла каласа парас пулсан ҫакнашкал йывӑр пуплевӗшсемпе усӑ курман пулӑттӑм.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем