Европӑри пысӑк вулкан районӗнче — Флегрей уйӗсенче — час-часах ҫӗр чӗтреннине сӑнама пуҫланӑ: Неапольте юлашки кунсенче ҫӗр айӗнчи кисренӳсене темиҫе хут регистрациленӗ. Специалистсем шухӑшӗпе юнашар пурӑнакан халӑха эвакуацилемелле.
Флегрей уйӗн супервулканӗ Везувирен инҫех мар вырнаҫнӑ, анчах вӑл ҫӗр айӗнче выртать, вӑл пуррине чылайӑшӗ пӗлмест те. Апла пулин те ҫак капмар вулканта 24 кратер пур, йӗри-тавра вара халӑх йышлӑ пурӑнакан хуласемпе ялсем, ҫав шутра Неаполь те, вырнаҫнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шутланӑ тӑрӑх, супервулкан 40 пин ҫул каялла хӑйӗн вӑйне питӗ хӑватлӑ кӑтартнӑ. Сӑмах май, пӗр версипе, неандерталецсем шӑпах ӑна пула вилсе пӗтнӗ те.
Супервулкана 24/7 вӑхӑт хушши темиҫе патшалӑхри ҫӗр-ҫӗр эксперт сӑнаса тӑрать. Вӑл вут-хӗм кӑларма тытӑнсан шар курма пултаракан «хӗрлӗ» зонӑра 500 пин ҫын пурӑнать — вӗсен шутне Поццуолипе Баколи хуласем тата Неаполь ҫумӗнчи хӑшпӗр ял-хула кӗрет. Хулан ытти пайӗ «сарӑ» зонӑра — вулкан кӗл кӑларсан вӑл кунта йышлӑ тӑкӑнас хӑрушлӑх пур.