Шупашкар ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ еннелле сарӑлӗ. Унта «Соляное» микрорайон тӑвассине хула влаҫӗсем халӑхпа пухӑнса сӳтсе явнӑ.
Микрорайон Шупашкарӑн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче Шупашкар шыв управлӑхӗн ҫыранӗнчи 51 гектар ҫинче вырнаҫмалла. Территорин самай пайӗ хальлӗхе пушӑ.
«Соляное» микрорайон нумай хутлӑ тата 2 хутлӑ ҫуртсенчен, коттеджсенчен, 250 тата 130 вырӑнлӑх 2 ача пахчинчен, 1100 вырӑнлӑ шкултан, суту-илӳ, йӑла пулӑшӑвӗ кӳрекен предприятисенчен, физкультурӑпа культура объекчӗсенчен, кашнинче 300-шер машина лартмалла икӗ хутлӑ автостоянкӑран тӑрӗ. Ҫӗнӗ вырӑнта 9,1 пин ытларах ҫын пурӑнасса шанаҫҫӗ.
Проекта тума «Ҫыран» ассоциацие шаннӑ, ӗҫне пурнӑҫлаканӗ — «Полиспроект» архитектурӑпа конструктор бюровӗ.
Сӑнсем (7)
Утӑн 24-мӗшӗнче Элӗкри тӗп вулавӑшра Иван Антоновпа тӗлпулу иртнӗ. Вӑл — полици майорӗ, таврапӗлӳҫӗ, Чӑваш халӑх академикӗ, Халӑх ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ. Иван Сергеевич ҫак районти Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Мероприятие унӑн арӑмӗ, хӗрӗпе кӗрӗвӗ тата тӑванӗсем те хутшӑннӑ. Иван Антонов вулавӑша килнисене хӑйӗн ҫӗнӗ «Пирӗн пурнӑҫ» кӗнекипе паллаштарнӑ. Хӗрӗ Татьяна поэма мӗнле ҫырӑнни пирки каласа кӑтартнӑ.
Иван Антонов 1938 ҫулта ҫуралнӑ, Ураскилтри вӑтам шкула пӗтернӗ, Уральск хулинчи авиаци ҫар училищинчен вӗренсе тухнӑ. 1985 ҫултанпа ҫыравҫӑ ӗҫне кӳлӗннӗ. Ун чухне вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.
Иван Антонов Кӗҫӗн Тӑван ялӗн историйӗпе, йӑла-йӗркепе, паллӑ ҫынсен кун-ҫулӗпе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Вӑл «Кӗҫӗн Тӑван: ял пурнӑҫӗ», «Кӗҫӗн Тӑван таврашӗнчи юрӑсем», «Тӑван Кӗҫӗн Тӑван: пьеса» кӗнекесем кӑларнӑ. Вӗсене ҫырнӑ чухне вӑл архивсенчи документсемпе паллашнӑ.
Иван Антонов Элӗк вулавӑшне «Пирӗн пурнӑҫ» кӗнекен 50 экземплярне парнеленӗ.
Ҫынсем пулӑшу ыйтнӑ депутат ӑшӑ шыв парассипе ӗҫлекен олрганизацие ертсе пыраканскер мар-ха. Анчах ун патне йышӑнӑва пынисем вӑл хӑйсене пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем кашни уйӑхрах ҫынсене йышӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пеккине ҫак кунсенче парламентӑн Хысна, укҫа-тенкӗ тата налук енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Игорь Кушев ирттернӗ. Депутат патне пынисем кашниех хӑйсене «халӑх тарҫи» ӑнланасса, пулӑшасса шанаҫҫӗ. Шупашкар районӗнчи пӗр тӑрӑхран ҫитнисем, акӑ, ресурспа тивӗҫтерекен организаци вӗсен нумай хваттерлӗ ҫурчӗсене ӑшӑтма тата ӑшӑ шывпа тивӗҫтерме пӑрахасси пирки пӗлтернӗ иккен. Ҫакна лешӗ котельнӑй киввипе сӑлтавлать-мӗн. Аптӑранӑ ҫынсем котельнӑя юсама е ҫӗннине тума депутат пулӑшасса шанаҫҫӗ иккен.
Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакансен те — чун ыратӑвӗ. Вӗсене ял урамӗ кӗркуннепе ҫуркунне ҫӑрӑлни пӑшӑрхантарать. Ҫавна пула социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем патне те ҫитме йывӑр тенӗ вӗсем.
Депутат ҫынсене мӗн тумаллине сӑмахпа ӑнлантарса панӑ, хӑш-пӗр ыйтупа яваплисем патне ыйтса ҫырассине пӗлтернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Анатолий Аксаковӑн йышӑну пӳлӗмӗнче чӑваш парламенчӗн депутачӗ Олег Николаев «ҫавра сӗтел» ирттернӗ. Олег Николаева Чӑваш Ен Элтеперӗ пулма «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти кандидата тӑратнӑччӗ.
Тӗлпулу суйлавпа ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлама пулать-тӗр, анчах Виталий Станьял пӗлтернӗ тӑрӑх, унта суйлав пирки те, экономикӑпа хысна пирки те мар, наци политики пирки сӑмахланӑ. Ҫав шутра демографи, ассимиляципе дессимиляци, вӗренӳ, культура, чӗлхе, литература тата ӳнер пирки-мӗн.
«Ҫавра сӗтеле» пынӑ ЧПУ профессорӗ, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Анатолий Яковлев тӑван халӑхӑн ӑс-хакӑл пурнӑҫне тишкернӗ иккен. Вӑл хускатнӑ темӑна Чӗмпӗрти таврапӗлӳҫӗ Дмитрий Кузьмин, Хусанти шурсухал Олег Александров, хамӑр республикӑри экономист Сергей Петров, Николай Максимов писатель, Владимир Карсаков режиссер малалла тӑснӑ.
Паян Шупашкарта Пӗтӗм чӑвашсен культурӑпа экономика форумӗ иртмелле. Ӑна Республика кунне халаллаҫҫӗ. Форума Чӑваш наци конгресӗ пуҫарнӑ.
Мероприятие регионсенчен тата ют ҫӗршывсенчен килнӗ чӑваш наципе культура автономийӗсен ертӳҫисемпе тата хастарӗсене тата xaмӑp тӑрӑхри ӗҫлӗ ҫынсене кӗтеҫҫӗ. Ӗҫлӗ тӗлпулу 17 сехетре Шупашкар хула администрацийӗнче пуҫланать.
Форум тӗллевӗ пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби ҫапларах ӑнлантарнӑ: «xaмӑp республикӑна экономика, наука тата культура тӗлӗшӗнчен лайӑхрах аталантарас, ҫӗpшывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан ӗҫлӗ чӑвашсемпе тачӑ ҫыхӑнса, пӗp-пӗрне пулӑшса ӗҫлес тӗллевпе ирттереҫҫӗ». Кунсӑр пуҫне «ку ҫыхӑну Чӑваш наци конгресӗн шайне ӳстерме, хамӑрӑн культурӑпа йӑла-йӗркене анлӑрах аталантарма» май пapасса шанаҫҫӗ.
1975 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче ушкӑн йӗркеленнӗ, ялсемпе хуласенче ӳснӗ хӗрпе каччӑсем пӗлӳ шыраса, «Пӗлӳ кутамкка мар, хулпуҫҫинчен уртӑнмасть» каларӑша тӗпе хурса студентсен ретне кӗнӗ. Пилӗк ҫултан вӗсем вӗренсе пӗтерсе аслӑ шкултан ӑстасем пулса тухнӑ. Унтанпа 35 ҫул иртнӗ.
Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче ИФФ-21-75, ИФФ-22-75 ушкӑнсем хӑйсен ӗмӗт-тӗллевӗсем мӗнлерех ҫитсе пынине палӑртма тӗл пуласшӑн. Кӑмӑл пуррисене И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн «Е» ҫурчӗ умне 11:00 сехет тӗлне пухӑнма ыйтаҫҫӗ. Йӗркелӳ ушкӑнӗн ҫыхӑну номерӗ: 8-919-658-44-99 (Леонид Порфирьевич).
Ҫак ушкӑнсенче вӗреннӗ ҫамрӑксем хушшинче паллӑ ҫынсем те пур: Андреева (Блинова) Евдокия Александовна (ЧППУ деканӗ пулса), Смирнова (Рахмулина) Надежда Григорьевна («Хыпар» хаҫат ӗҫченӗ), Ильин Леонид Иванович (радиора ӗҫлесе, вӑхӑтсӑр пирӗнтен уйрӑлнӑ), Ержакова Нина Клеменьтева (хасӑт-телекуравра ӗҫленӗ) тата ыттисем. Нумайӑшӗ хӑйсен пурнӑҫ ҫулне шкулсене тытнӑ — ачасене пӗлӳ панӑ.
Кӗҫех Чӑваш Енре йӑлана кӗнӗ пӗтӗм тӗнчери Кокель плэнерӗ иртмелле. Ӑна ҫулсеренех йӗркелеҫҫӗ.
Кӑҫал вӑл утӑ уйӑхӗн 8-21-мӗшӗсенче Патӑрьел районӗнче иртӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ӑна Турхан ялӗнче йӗркелеҫҫӗ. Ӑна чӑваш професси ӳнерне йӗркелекенӗсенчен пӗрине Алексей Афанасьевич Кокеле халаллаҫҫӗ. Вӑл 1880–1956 ҫулсенче пурӑннӑ.
Пӗтӗм тӗнчери Кокель плэнерӗнче этюдсем ӳкерме тухса ҫӳреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ӑсталӑх класӗсем, пултарулӑх тӗлпулӑвӗсем иртеҫҫӗ. Ӳнерӗн пӗтӗмлетӳ куравӗ те пулӗ.
Плэнера Чӑваш Енри, Раҫҫейри тӗрлӗ регионсенчи, Украинӑри, Беларуҫри профессионал ӳнерҫӗсем (живописҫӑсем, графиксем) хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Кӑмӑл-туйӑма алӑра тытма айӑплава пурнӑҫа кӗртекенсем вӗрентеҫҫӗ. Усалланса кайсан ҫын кашкӑра ҫаврӑнать тейӗн. Ҫав самантра вӑл ним те итлесшӗн мар, хӑйӗннех перет. Шӑпах хӗрсе кайнӑ вӑхӑтра преступленисем пулаҫҫӗ те чылай чух. Кӑштахран ҫын мӗн туса хуни пирки ҫавӑрттарса илейӗ те, анчах... чавса ҫывӑх та — ҫыртма ҫук.
Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службинче условлӑ майпа айӑпланса шутра тӑракансене кӑмӑл-туйӑма тытса чарма, ал-урана ирӗке ямалла маррине тӑтӑшах вӗрентеҫҫӗ иккен. Психологсем вӗсемпе тӗрлӗ психокоррекци программипе ӗҫлесе хӑвӑрт ҫилленсе кайса усалланасран асӑрханма хӑнӑхтараҫҫӗ. Ҫак уйӑхра специалистсем Красноармейски, Канаш тата Вӑрнар районӗсенчи тата Ҫӗнӗ Шупашкарти филиалсене ҫитсе условлӑ айӑпланнисемпе тӗл пулӗҫ.
Шупашкарти «Шанхайра» пурӑнакансем ҫурт тӑвӑм компанийӗпе пӗр чӗлхе тупайманни — ҫивӗч ыйтусенчен пӗри. Икӗ ен ниепле те ҫураҫаймаҫҫӗ.
Михаил Игнатьев ку ыйту тӗлӗшпе ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Михаил Васильевич «Шанхайри» лару-тӑрӑва хӑй тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ. Ку кӑна мар. Элтепер чиновниксене ҫак ыйтӑва уҫӑмлатма, икӗ ене пӗр чӗлхе тупма пулӑшмашкӑн хушнӑ.
Михаил Игнатьев микрорайонта пурӑнакансемпе, подряд организацийӗсен элчисемпе тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич ҫынсемпе 5 сехете яхӑн калаҫнӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, лару-тӑрӑва виҫӗ енлӗ хирӗҫӳ йывӑрлатать. Вӑлах хула администрацийӗ ыйтӑва чылай вӑхӑт айккине сирсе хӑварнине палӑртнӑ.
ЧР строительство министрне Олег Маркова ҫӑхавсемпе паллашма, Госстройнадзорпа пӗрле тӗрӗслев ирттерме, лару-тӑрӑва виҫӗ кунра уҫӑмлатса отчет тума хушнӑ. Фактсем ҫирӗпленсен подрядчикӑн йывӑр лару-тӑрӑва сирес тӗлӗшпе ӗҫлеме тивӗ.
Федерацин Чӑваш Республикинчи тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров Вӑрнар тата Йӗпреҫ районӗсенче халӑхпа тӗл пулнӑ. Йышӑну кунне ЧР Суд приставӗсен службин ертӳҫи Анатолий Иванов, ЧР Ветеринари тата фитосанитари надзорӗн службин ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Палькин, ЧР Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Раиса Павлова, прокурорсемпе районсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ.
Тӗлпулура ҫынсем ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлеменнипе, алимент шыраса илессипе, пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатассипе, страховани организацийӗсем хушма пулӑшу ӗҫӗсене вӑйпах сӗннипе, ял хуҫалӑх тӗллевлӗ ҫӗрсене тивӗҫлӗ усӑ курманран туртса илнипе ҫыхӑннӑ тата ытти ыйтӑва хускатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |