Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Алена Аршинова «Фейсбукра» пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал вӑл ҫынсене пуҫласа йышӑннӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин йышӑну пӳлӗмне депутат патне «паллӑ чӑваш ҫыравҫи тата общество деятелӗ Михаил Юхма» пынине пӗлтернӗ. Алена Аршиновӑна ҫыравҫӑ хӑйӗн ӗҫӗсенчен пӗрне парнеленӗ. Депутат палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл кӗнеке — Чӑваш Республики Раҫҫее кӗни ҫинчен. Халӗ ҫыравҫӑ республикӑри шкулсем валли чӑваш чӗлхин пособине хатӗрлессипе ӗҫлет-мӗн.
Маларах Юхма Мишши Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗпе Николай Федоровпа тӗл пулнӑччӗ. Наци музейӗнчи курнӑҫура ҫыравҫӑ хӑйӗн «Авалхи пӑлхар-чӑвашсем» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнекине хӑтланӑччӗ. Ӑна Николай Федоров пулӑшнипе кӑларнӑ. Юхма Мишши Николай Васильевича чӑваш культурине аталантарма пулӑшнӑшӑн тав тунӑччӗ, пӗрремӗш президента Иван Яковлевӑн премине панӑччӗ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Ене итальянсем килнӗ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗсемпе кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртнӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Тӗлпулура Михаил Игнатьев тата UNICUSANO компанисен ушкӑнӗн ертӳҫи Стефано Бандекки Чӑваш Енре теплица комплексӗсене хута ярасси пирки калаҫнӑ. Ҫавӑн пекех вӑрӑсен банкӗ тӑвасшӑн. Ку Чӑваш Ене Итали ҫыннисен опытне шута илсе ӳсен-тӑран селекци центрне тума май парӗ.
Тӗлпулура икӗ ен Сӗнтӗрвӑрри районӗнче теплица комплексӗсем тӑвассипе ҫыхӑннӑ проекта алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Ӗнер, кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫейӗн Общество телевиденийӗн тӳрӗ эфирта пыракан «Отражение» кӑларӑмӗнче пулнӑ. Передача 17 сехетре пуҫланнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл «Про бизнес» телеканалӑн «Наше дело!» программине ӳкернӗ ҫӗре хутшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ.
Тӳрӗ эфирти кӑларӑмра пирӗн тӑрӑх ертӳҫи телекуравҫӑсен вунӑ ытла ыйтӑвне хуравланӑ. Михаил Васильевичран ыйтса пӗлес текенсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен тупӑннӑ. Республика пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-служби влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре пурӑнакансем те йышлӑн шӑнкӑравланӑ. Вӗсем сывлӑх сыхлавӗпе, ҫул-йӗр тӑвассипе, социаллӑ пулӑшу кӳрессипе, ҫынсене кивӗ ҫуртран куҫарассипе, пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатассипе, суту-илӳри сервиса лайӑхлатассипе ҫыхӑннӑ темӑсене хускатнӑ. Елчӗк районӗнчи Тӳскел ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм ялта клуб уҫнишӗн питӗ савӑннипе телекӑларӑма шӑнкӑравласах тав тунӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускава ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе кайнӑ. Михаил Васильевич унта телекураври икӗ кӑларӑма хутшӑнӗ.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев Мускава кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче, паян, тухса кайнӑ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинче вӑл ӗҫлӗ тӗлпулусене те хутшӑнӗ.
Кунсӑр пуҫне Михаил Васильевич «Про бизнес» телеканалпа пыракан «Наше дело!» кӑларӑма хутшӑнӗ. Унтан вӑл Раҫҫейӗн общество телекуравӗпе кӑтартакан «Отражение» кӑларӑмра ӳкерӗнӗ. Вӑл тӳрӗ эфирта иртӗ.
Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров республикӑна килнӗ. Вӑл чӑваш халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши тата пултарулӑх интеллигенцийӗ ирттернӗ тӗлпулӑва хутшӑннӑ.
Тӗлпулу Наци музейӗнче иртнӗ. Юхма Мишши хӑйӗн ҫӗнӗ кӗнекине, «Авалхи пӑлхар-чӑвашсем» ятлӑскере, хӑтланӑ. Ӑна Николай Федоров пулӑшнипе кӑларнӑ. Тӗпчев публикацине кӑларнӑ ҫӗре Мускав, Тутарстан, Ҫурҫӗр Кавказ ҫыннисем те хутшӑннӑ.
Юхма Мишши хӑйӗн ӗҫне Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президентне халалланӑ. Тӗлпулу кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче иртни те ахальтен мар. Ҫак кун, 1994 ҫулта, Николай Федоров президент должноҫне йышӑннӑ.
Юхма Мишши Николай Васильевича чӑваш культурине аталантарас ӗҫ тӗлӗшпе тимлӗ пулнӑшӑн тав тунӑ, Иван Яковлевӑн наци премине панӑ.
Николай Федоров вара Шупашкар районӗнчи вулавӑшсене 1000 кӗнеке парнеленӗ. Куншӑн вӗрентекенсем питӗ савӑннӑ.
«Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа кану центрӗнче Шупашкарти 4-мӗш лицейра вӗренекенсем Праски Витти ӳнерҫӗпе тӗл пулнӑ.
Сакӑр теҫеткери ӑста ачасемпе чунне уҫса калаҫнӑ. Вӑл вӑрҫӑ ҫулӗсене лекнӗ йывӑр ачалӑхне аса илнӗ. Кирек епле кӑткӑслӑха пӑхмасӑрах вӑл художник пулма ӗмӗтленнӗ. Пултарулӑх ҫулӗпе 40 ҫул утнӑ вӑхӑт пирки те каласа кӑтартнӑ. Ленинградри В.И. Мухина ячӗллӗ ӳнерпе промышленноҫӗн аслӑ училищинче вӗреннӗ самант унӑн асӗнче уйрӑмах ҫырӑнса юлнӑ.
Художник-монументалист сӑнлӑхлав (роспись), сграффито, мозаика, витраж, керамика енӗпе те пӗр пек пултаруллӑ. Унӑн ӗҫӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинче пуррине мӑнаҫланса палӑртмалла. Праски Витти вӗри эмальпе ӗҫленӗ. Ӑна тӗнчери чи пултаруллӑ 100 эмальер шутне кӗртнӗ.
Кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче Упири пӗтӗмӗшле пелӳ паракан вӑтам шкулта паллӑ ентеш ҫыравҫӑпа, Георгий Леонидович Ефимовпа, тӗлпулу каҫӗ иртрӗ. Чи малтанах Георгий Тусли ачасене хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. «Ҫавал хумӗ» кружок членӗсем ентеш ҫыравҫӑн пӗрремӗш сӑввине каҫса кайсах итлерӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем те поэзи лаҫҫинче пӗрремӗш утӑмсем тӑваҫҫӗ-ҫке. Ку сӑвва «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат вулаканӗсене те паллаштарас килет. Сӑвӑ ашшӗ ӗҫне хакланӑ май ҫуралать:
Атте турӗ тимӗрч лаҫҫинче
Тимӗртен ҫип-ҫивӗч лум.
Касатӑп шӑн ҫӗре –
Чӑнк-чанк! Тӑвать атте тунӑ лум.
Георгий Леонидович шкулта вӗреннӗ чухнех «Ҫавал хумӗсем» литература кружокне ҫӳрени ҫинчен, мӗнле ӗҫлени ҫинчен каларӗ. 5-мӗш класра вӗреннӗ чухне вара «Марине», «Карап», «Лум» сӑвӑсем ҫуралнине пӗлтерчӗ. Ҫыравҫӑн «Октябрь ҫулӗ» хаҫатра пичетленсе тухнӑ «Марине» сӑввине те вӗренекенсем кӑмӑлларӗҫ. 5-6 класра вӗренекенсен хӑйсен те сӑвӑ ҫырас кӑмӑлӗ ҫуралнине палӑртрӗҫ.
Георгий Ефимович паллӑ сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, публицист кӑна мар, ӑста купӑсҫӑ та. Пултаруллӑ ентеш ачасене купӑс каласа, юрласа, ташласа савӑнтарчӗ.
«Пурнӑҫшӑн» психологи енчен пулӑшу паракан центр усал шыҫӑпа аптӑракан ҫынсене тата вӗсен тӑванӗсене кӑҫал та пулӑшать. Вӗсем чирлисемпе тӗлпулу нумай ирттереҫҫӗ.
Пациентсен шкулне кӑрлач уйӑхӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ун чухне икӗ мероприяти пулӗ. Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче 13 сехетре «Химиотерапи вӑхӑтӗнчи апатлану уйрӑмлӑхӗсем» темӑпа Александ Иванов онколог калаҫӗ. Химиотерапи вӑхӑтӗнче кӑмӑл-туйӑм лайӑх пулмалли пирки Татьяна Владимирова ӑнлантарӗ.
Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче 10 сехетре усал шыҫӑпа аптӑракан ҫынсен тӑванӗсем валли мероприяти йӗркелӗҫ. Тухтӑрсем ытти ыйтупа та тухса калаҫӗҫ. Юлашкинчен специалистсем пациентсен, тӑванӗсен ыйтӑвӗсене хуравлӗҫ. Тӗлпулусем Республикӑри онкологи диспансерӗнче иртӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫулти канмалли кунсене пӑхмасӑрах Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫак кунсенче тӗрлӗ район пуҫлӑхӗпе курса калаҫнӑ.
Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Степанов, сӑмахран, Михаил Игнатьева тата правительствӑна ялсенче фельдшерпа акушер пункчӗсем тунишӗн тав тунӑ. Муниципалитет ертӳҫине Михаил Игнатьев пушӑ ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе ҫине тӑма хушнӑ.
Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин фермӑсемпе пахча-ҫимӗҫ хранилищисем тӑвассипе кӑҫал малалла тимлеме шантарнӑ. Района ертӳҫи Урмаелте шкул ҫулне ҫитменнисем валли хушма вырӑн кирлине палӑртнӑ. Михаил Игнатьев шӑпӑрлансем валли ялти шкулта уйрӑм уҫма килӗшнӗ.
Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхне Сергей Горбунова Михаил Игнатьев муниципалитета инвестици илсе килессипе ҫине тӑма сӗннӗ. Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Евгений Лебедевпа та социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев 24 ҫулти усламҫӑна хаклӑ торт пӗҫерме хушнӑ. Сӑмахӗ кунта — натуральнӑй апат-ҫимӗҫрен хатӗрлесси пирки пырать.
«Молодой предприниматель России – 2016» (чӑв. Ҫамрӑк усламҫӑ — 2016) конкурсра ҫӗнтернӗ Екатерина Николаева республика правительствинче иртнӗ тӗлпулӑва та хутшӑннӑ. Унта вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗпе паллашнӑ. Ҫамрӑк усламҫӑ Элтепере хӑйӗн бизнесӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Михаил Васильевич натуральнӑй апат-ҫимӗҫрен хатӗрлекен ҫимӗҫпе ахальли хушшинчи уйрӑмлӑх укҫа ҫине куҫарсан миҫе тенке ларнипе кӑсӑкланнӑ. Пике ӗнентернӗ тӑрӑх, уйрӑмлӑхӗ — икӗ-виҫӗ хут та. Апла пулин те Михаил Игнатьев ҫамрӑк усламҫа ӗҫе тӑсма сӗннӗ, ун пеккине хаклаканнисем те тупӑнаҫҫех тесе каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |