Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Турци Республикин Хусанти Генеральнӑй консулӗпе Турхан Дильмачпа тата Турци Республикин Хусанти Генеральнӑй консульствин вице-консулӗпе Нуреттин Каяпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Енсем туслӑ ҫыхӑнусене анлӑлатас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Турципе Раҫҫей хушшинчи ҫыхӑнӑва малалла анлӑтас пирки ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Раҫҫей Правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Турципе Чӑваш Ен хушшинчи суту-илӳри тавар ҫаврӑнӑшӗ 2115 пин долларпа танлашнӑ. Хими,электротехника, промышленноҫ, ял хуҫалӑх тата ытти тавара Турцие ӑсатса Чӑваш Енре ҫак кӑтартӑва татах ӳстересшӗн. Турцин Хусанти Генконсулӗ Чӑваш Ене тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемелли пӗртен-пӗр чаплӑ регион тенӗ. Кун пикри республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ.
Шупашкарта Раҫҫейри паллӑ оппозиционерӑн Алексей Навальныйӗн штабӗ уҫӑлнӑ. Мероприятие ҫамрӑк ҫынсем пухӑннӑ, политикпа сӑн ӳкерӗннӗ, калаҫнӑ.
Алексей Навальныйпе тӗлпулу ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта иртнӗ. Вӑл штаб уҫӑлнӑ ятпа иртнӗ. Навальный Раҫҫейри влаҫ мӗнле япӑх пулни пирки, хӑйӗн ҫинчен 40 минут каласа кӑтартнӑ.
Навальный 2018 ҫулта Раҫҫей Президенчӗн суйлавне хутшӑнасшӑн. Анчах вӑл пуҫиле майпа явап тытнӑ. Ҫакӑ ӑна суйлава хутшӑнма чарать. Алексей Навальный 2017 ҫулта «Он вам не Димон» (чӑв. Вӑл сирӗншӗн Димон мар) фильм тухнӑ хыҫҫӑн каллех чапа тухнӑ.
Навальный штабӗ Франко урамӗнчи кивӗ йывӑҫ ҫуртра вырнаҫӗ.
Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ, вӑлах — республикӑн Правительствин Пуҫлӑхӗн ҫумӗ те, паян Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗнчи сӗт пуҫтаракансемпе тӗл пулнӑ.
Сергей Артамонов вӗсемпе канашлу ирттернӗ.
Малтанах вӑл Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑс ял тӑрӑхӗнчи «Заря» агрофирмӑра пулнӑ. Сӗт суса илесси унта кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра кӑна пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 4,9 хут ӳснӗ.
Сӗт пуҫтарассипе ирттернӗ канашлура Сергей Артамонов министр республикӑра сӗте 200-е яхӑн уйрӑм ҫынпа организаци пухнине пӗлтернӗ. Сӗтӗн пӗр литрӗ хальхи вӑхӑтра вӑтамран 17,2 тенкӗ тӑрать. Пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтринчен вӑл 14,7% хаклӑрах. Канашлу вӑхӑтӗнче сӗт хакне сӳтсе явнӑ тӳре-шара халӑхран пухакан сӗт хакне чакармалла маррине палӑртнӑ.
Паян Чӑваш Енри хӑш-пӗр ҫыравҫӑпа журналист Чӑваш Енӗн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче «Капкӑн» журнал шӑпине сӳтсе явнӑ.
2017 ҫулхи иккӗмӗш ҫурҫултан, министерство пӗлтернӗ тӑрӑх, журнала «вӑхӑтлӑха кӑларма пӑрахӗҫ». Ансат мар йышӑнӑва «Капкӑна» кӑларса тӑракан «Хыпар» издательство ҫурчӗн коллективӗ йышӑннӑ. Журнал кашни кварталтах укҫа-тенкӗ енчен пысӑк тӑкак кӳрет иккен. Журналӑн аудиторине упраса хӑварас тесе «Тӑван Атӑл» журналта ятарлӑ полоса евӗр кун ҫути кӑтартма шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Хальхи вӑхӑтра «Капкӑн» 1200 экземплярпа тухса тӑрать.
Александр Иванов министр журнала хупиччен тепӗр хутчен лайӑх шухӑшласа пӑхма сӗннӗ. Кӑларӑмра вӑл анекдотсем вырӑнне фельетонсем, сатирикӑлла статьясем тата ҫивӗч карикатурӑсем кирлине палӑртнӑ.
Тӗлпулура литература журналӗсене уйрӑм редакцине уйӑрма сӗнекен те пулнӑ. Вӗсене культура министерствине куҫарсан аван пулни пирки каланӑ.
Вӑрнар районӗнчи Хапӑсри шкулта Владимир Иванов аслӑ мичман хӑнара пулнӑ. Асӑннӑ шкулти Александра Ермошкина «Тантӑш» хаҫатӑн паянхи номерӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, унта шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем тӑтӑш килсе ҫӳреҫҫӗ, «ачасем те ҫакнашкал самантсене кӑмӑллаҫҫӗ».
Ҫак кунсенче хӑнара пулнӑ ҫар ҫынни 6-мӗш кадет класӗпе тӗл пулу ирттернӗ. Малтан вӑл хӑй ачалӑхне аса илнӗ, унтан ҫарти пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ.
Владимир Валерьевич ялти шкул хыҫҫӑн Шупашкарти техникумра вӗреннӗ. Салтак атти тӑхӑннӑ хыҫҫӑн Лӑпкӑ океан флотӗнче пограничниксен чаҫӗнче хӗсметре тӑнӑ. Кайран контракт мелӗпе ҫавӑнтах службӑра юлнӑ. Аслӑ мичманпа курса калаҫнӑ хыҫҫӑн шкулти хӑш-пӗр ача-пӑча пурнӑҫне хӗсметпе ҫыхӑнтарас ӗмӗтлине палӑртнӑ.
Шӑматкун, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вакансисен ярмӑркки иртнӗ. Унта республикӑри тата кӳршӗллӗ регионсенчи сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем хӑйсем валли шурӑ халатлисене суйланӑ.
Ваканси ярмӑрккине 40 ытла медицина организацийӗ хутшӑннӑ. Вӗсем кӑҫал аслӑ шкул вӗренсе пӗтерекенсемпе, интернсемпе тата ординаторсемпе — пурӗ 300 ытла ҫамрӑкпа — тӗл пулнӑ.
Ваканси ярмӑрккине Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ тата ЧПУн медицина факультечӗн деканӗ Валентина Диомидова хутшӑннӑ.
Сӑмах май, ҫакна та палӑртмалла: «Сиплев ӗҫӗ», «Педиатри», «Стоматологи» специальноҫсемпе кӑҫал ЧПУн медицина факультетӗнчен 538 ҫамрӑк вӗренсе тухать. Унсӑр пуҫне — 8 специальноҫпа 136 интерн тата 18 специальноҫпа 127 ординатор.
Канаш хулинче форма ҫи-пуҫӗ ҫӗлекен производство хута ярасшӑн. Паян унта республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗ Владимир Аврелькин пулнӑ. Унта вӑл «Магеллан» компанин пайташӗсемпе курнӑҫнӑ.
«Магеллан» Федерацин Наци гвардийӗ, Газпром, Пулӑ тытассипе ӗҫлекен федераци агентствипе килӗштерсе ӗҫлет. Унӑн предприятийӗ Ӗпхӳре пур. Канаш, монохула май, предприятие меллӗ услови туса пама хатӗр. Производствӑна хута яма вӑл 6 лапам сӗннӗ. Кирлех пулсан ҫӗвӗҫсене Канаш хӑех вӗрентме хатӗр.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче производствӑна хӑҫан хута ярассине палӑртман, «Магелланӑн» производство лапамӗсене уҫасшӑн тесе ҫеҫ пӗлтернӗ.
РФ Федераци Канашӗн пӗрремӗш вице-спикерӗ, Чӑваш Енӗн влаҫӗн ӗҫ тӑвакан органӗн пайташӗ, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Мускавра Чӑваш Енри муниципалитетсен хӑш-пӗр пуҫлӑхӗпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫа Вадим Николаев сенатор та хутшӑннӑ.
Курнӑҫура патшалӑхӑн регионти политики пирки калаҫнӑ имӗш. Николай Федоров федерацин субъекчӗсем вырӑнсене хӑйсене мӗнле туйнине Федераци Канашӗн пӗлмеллине палӑртнӑ.
Николай Федоровӑн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, тӗлпулӑва Чӑваш Енри Муниципалитет йӗркеленӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Николаев, хӑш-пӗр районпа район администрацийӗн пуҫлӑхӗ хутшӑнни паллӑ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ чӑваш сенаторӗсем пӗлтӗр РФ Президентӗнчен Владимир Путинран ытларах ӗҫлесе илнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Николай Федоров 9 миллион тенкӗ ытла тупӑш тунӑ. Вадим Николаев — 11 миллион ытла тенкӗ.
«Ӗнер кӑмӑлтан тӗлӗнтӗм! Николай Васильевич Федоров (Федераци Канашӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ) тата Юхма Михаил Николаевич (Чӑваш халӑх ҫыравҫи, академик) мана чӑваш халӑхӗн историйӗ ҫинчен кӗнеке парнелерӗҫ. Тавтапуҫ», — тесе ҫырнӑ нумаях пулмасть Фейсбукри хӑйӗн страницинче чӑваш парламенчӗн депутачӗ Сергей Семенов.
Чӑваш халӑх сайчӗ кӑҫалхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Николай Федоров (1994 ҫулта шӑпах ҫав кун вӑл президент должноҫне йышӑннӑ) Наци музейӗнче Юхма Миишипе тӗл пулнине пӗлтернӗччӗ. Унта Юхман «Авалхи пӑлхар-чӑвашсем» ятлӑ кӗнекине хӑтланӑччӗ. Ӑна Николай Федоров пулӑшнипе кӑларнӑ. Ҫыравҫӑ Николай Васильевича «чӑваш культурине аталантарас ӗҫре тимлӗ пулнӑшӑн» тав тунӑччӗ, Иван Яковлевӑн наци премине панӑччӗ.
Ака уйӑхӗн 8–9-мӗшӗнче пирӗн республикӑра Бувайсар Сайтиев олимп чемпионӗ пулнӑ. Ирӗклӗ мелпе кӗрешессипе ҫак титула ҫӗнсе илнӗскер хальхи вӑхӑтра вӑл — Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ.
Спортсмен тата депутат В.И. Чапаева сума суса виҫӗм кунпа ӗнер Шупашкарта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри турнира хисеплӗ хӑна пулса хутшӑннӑ.
Ӗнер ӑна республика ертӳҫи Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче йышӑннӑ. Тӗлпулура ҫавӑн пекех Сергей Шелтуков спорт министрӗ тата Чӑваш Енри спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ Алексей Лапшин пулнӑ.
Чӑваш Енре те ирӗклӗ кӗрешӗве самай аталантараҫҫӗ. Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен Тӗнчери кубокне (вӑл чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗ–раштавӑн 2-мӗшӗсенче иртмелле) Шупашкарта пухӑнас шанчӑк та пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |