Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Иван Яковлев ҫамрӑксен чӗринче» документлӑ фильма хӑтлӗҫ. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 16 сехетре пуҫланӗ.
Фильма ӳкерессипе «Чӑвашкино» патшалӑхӑн киностудийӗ тата электрон документацийӗн архивӗ» хысна учрежденийӗ нумай ҫине тӑчӗ. «И.Я. Яковлев чӑваш халӑх чӗринче» республикӑри мероприятисен ярӑмне (ӑна Чӑваш Енӗн Культура министерстви хатӗрленӗ) пӑхӑнса ирттернӗ ӗҫ пулчӗ вӑл.
Фильма кӑҫалхи ака-авӑн уйӑхӗсенче ӳкернӗ. Ҫавна май Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушкинче, Чӗмпӗр, Мускав, Шупашкар хулисенче, Шупашкар тата Елчӗк районӗсене ҫитнӗ.
Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ ҫын ҫинчен, сӑмах май, халиччен чӑвашла документлӑ фильм ӳкермен-ха.
Муркаш районӗнчи Орининти халӑх театрне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ. Ҫав ятпа унта уяв иртнӗ. Уяв каҫне Александр Пушкинӑн «Борис Годунов» трагедийӗнчи «Корчма на Литовской границе» сыпӑка кӑтартнинчен пуҫланӑ. Халӑх театрӗ ҫак ӗҫе суйласа илни ытахальтен мар. Пӗр ӗмӗр каялла театр шапах ҫав спектакльпе уҫӑлнӑ.
Театра юбилейпе саламлама Муркаш районӗнчи Кашмашри халӑх театрӗпе К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем те пырса итнӗ. «Шуракӑш» юрӑпа ташӑ ансамблӗ тата ун ҫумӗнче йӗркеленӗ ташӑ ушкӑнӗ те юбиляра саламланӑ.
Тӗрлӗ тӳре-шара та уява хутшӑннӑ. Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Лилия Тарасова район ертӳҫи ячӗпе ӑша сӑмахсем каласа хавхалантарнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне тӗплӗн юсама 17 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫурта 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗ тӗлне тӗпрен ҫӗнетме палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки RosTender.info хыпарланӑ.
Ӳнер учрежденийӗн администрацийӗ конкурс иртессине пӗлтернӗ ӗнтӗ. Тендер вӑхӑтӗнче подряд организацине суйласа илӗҫ.
Театр хӑйӗн стенисене ӑшӑрах тӑвасшӑн, чӳрече ылмаштарасшӑн, витражсемпе алӑксене ҫӗнетесшӗн, картлашкана ҫӗнӗрен тӑвасшӑн, урай хӑмине ылмаштарасшӑн, стенана илемлетесшӗн.
Техника заданийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, мӗнпур ӗҫе 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Ҫамрӑксен театрне юсама ӗмӗтленекен строительство организацийӗсен заявкисене кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Тепӗр виҫӗ кунтан, раштавӑн 17-мӗшӗнче, ҫӗнтерӳҫӗ организацие суйласа илӗҫ.
Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей халӑх артисткин, Чӑваш АССР халӑх артисткин, Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ ҫыннин Нина Григорьеван юбилейне паллӑ тӑвӗҫ. Ҫав каҫ «Чикагори кукаҫин пурлӑхӗ» спектакле кӑтартӗҫ. Унта Нина Григорьева Надежда константиновна сӑнарне калӑплать. Ҫав каҫах юбиляра ҫуралнӑ кунпа театр коллективӗсем саламлӗҫ.
Нина Григорьева иккӗмӗш класра вӗреннӗ чухне Пукане ролӗпе сцена ҫине тухнӑ. Аслӑрах классенче тӑван яленчи, Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиричкассинчи, клубри драма кружокӗсене ҫӳренӗ. Чӑмах май, яла артистсем спектакльпе пырсан Григорьевсем патӗнче апатланнӑ. Пӗррехинче Леонид Родионов Нина Григорьевӑна сӑвӑ вулаттарнӑ, этюд тума ыйтнӑ. Артиста вӗренме кайма сӗннӗ. Анчах Нина Григорьеван ашшӗ хирӗҫ пулнӑ. Хӗрне вӑл метеоролога вӗрентесшӗн пулнӑ. Балл ҫитейменнипе Хусантан каялла таврӑнма тивнӗ. Ҫапла вара Нина Григорьева артиста вӗренме кайнӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче СССР халӑх артистне Максим Дорминдонтович Михайлова халалласа ирттернӗ опера фестивалӗ гала-концертпа хупӑннӑ.
Унта пулнӑ «Хыпар» хаҫат журналисчӗ Надежда Смирнова таеатра «чӑвашлӑх хуҫаланма пуҫлани фойене кӗрсенех» сиснӗ.
Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, «гардеробра тум йышӑнакансенчен пуҫласа программа сутакансем таранах чӑваш тумӗпе» пулнӑ. Сцена ҫинчи артистсене те чӑваш ҫи-пуҫне тӑхӑннӑ пикесем чечек ҫыххисем тыттарнӑ. «Анчах, шел, концерт репертуарӗнче ҫеҫ пулмарӗ чӑваш юрри-ҫемми. Йӗркелӳҫӗсем тепӗр фестивальте ҫакна шута илессе шанатпӑр», — хыпарланӑ журналист «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче, аса илтерер, пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнченпе Валерий Клементьев директор пулса ӗҫлет.
2109 ҫулта К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне юсама палӑртнӑ. Пашалӑх закупкисен сайтӗнче ҫак тӗллевпе аукцион ирттерессине пӗлтернӗ.
Аукциона заявкӑсене раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗччен йышӑнӗҫ, конкурс раштавӑн 14-мӗшӗнче иртӗ. Килӗшӳ хакӗ – 28 130 030 тенкӗ. Ҫӗнтерӳҫӗн стенасене сӑрламалла, маччана, урая, алӑксене, электричествӑна, канализацие, вентиляцие, шыв пӑрӑхӗсене улӑштармалла, ҫӗнӗ розеткӑсем, светильниксем, сантехника лартмалла.
Театра ҫитес ҫулхи ака уйӑхӗнче юсама пуҫлӗҫ, ӗҫе авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Театра ҫав вӑхӑтра хупмӗҫ.
Сӑмах май, театр зданине 1961 ҫулта тунӑ, вӑл пӗтӗмпе 2772 тӑваткал метр лаптӑка йышӑнать.
Паян чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Асамлӑ вӑй» спектакль кӑтартнӑ. Ӑна «Юмах палитри» фестиваль программине кӗртнӗ. Ку вӑл — театрӑн тӗп режиссерӗн, Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Иосиф Дмитриев Михаил Сунталӑн «Тӑм чӗлхе» юмахӗ тӑрӑх ҫырнӑ пьеса. Спектакле Иосиф Дмитриев хӑй лартса ӗлкӗрнӗ.
Фэнтези жанрӗллӗ спектакльте ҫил-тӑвал йӑлтах ишсе аркатнине кӑтартса панӑ. Лайӑх пурнӑҫ шыраса ҫынсем урӑх ҫӗре куҫса кайма пуҫланӑ. Ҫак саманапа та ялтах тӗпленнисем пулнӑ. Вӗсем пушаннӑ ялсене ҫынсене тавӑрма ӗмӗтленнӗ.
Спектакле, унти философие, калас тенине ӑна кайса курсан хаклама май килӗ.
Ыран, аса илтерер, Чӑваш Ен Иосиф Дмитриев-Трерпа сывпуллашӗ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх артисчӗ Максим Максимов вилнӗ. Вӑл 1987 ҫултанпа Мускаври Пысӑк театрта ӗҫленӗ. Бас сассипе вӑл «Князь Игорь», «Жизнь за царя», «Русалка», «Борис Годунов», «Садко», «Царская невеста» тата «Евгений Онегин» оперӑсенче юрланӑ. «Дон Жуан», «Свадьба Фигаро», «Фауст», «Иван Сусанин» тата ытти оперӑра ертсе пыракан партисенче пулнӑ.
Максим Максимов — Максим Дормидонтиович Михайловӑн мӑнукӗ. Вӑл, тӗлӗнмелле те пек, тӗлӗнмелле те мар пулӗ, Пӗтӗм тӗнчери М.Д. Михайлов ячӗллӗ опера фестивалӗ уҫалнӑ кун пурнӑсран уйрӑлнӑ.
Максим Максимов 1962 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ла-Скала, Ковент-Гарден, Парижри наци оперин, Метрополитен-опера сценисем ҫине те тухнӑ.
Иосиф Дмитриев-Трер режиссерпа, актерпа, сӑвӑҫпа чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 12 сехетре сывпуллашӗҫ.
Аса илтерер, чӑваш тӗнчинче тарӑн йӗр хӑварнӑ ҫын чӳк уйӑхӗн 19-мӗш каҫхине пирӗнтен ӗмӗрлӗхе уйрӑлчӗ. Унччен вӑл чылай ҫул йывӑр та усал чирпе кӗрешрӗ.
Иосиф Дмитриев-Трер амака пӑхмасӑрах шӳтлеме кӑмӑллатчӗ. Унпа калаҫса курма тӳр килнишӗн нумайӑшӗ хӑпартланать. Пӗчӗк кӑна вырӑнта ӗҫлекен те, хӑйне пуҫлӑх тесе курнӑҫланакан та. Калаҫса тӑранайми ҫынччӗ. Унӑн тавра курӑмӗ, ӑс-тӑнӗ ҫӗр чӑмӑрӗ пекех аслӑччӗ. Ахаль ҫынпа хӑйне ансат тытаканскер пуҫлӑхсен умӗнче пуҫ тайма пӗлменнине кӑҫалхи пӗр интервьюра палӑртнӑччӗ. Мӗн тӑвӑн, ӑслӑ ҫынсем ҫавӑн пек ҫав ӗнтӗ...
Юлашки вӑхӑтра чӑваш тӗнчи ҫухату хыҫҫӑн ҫухату тӳсет. Паян эпир тепӗр хурлӑхлӑ хыпар пӗлтӗмӗр. Чылай вӑхӑт йывӑр чирпе чирленӗ хыҫҫӑн (сӑмах май, ҫаплипех ӗҫлетчӗ, ҫаплипех ӗҫшӗн ҫунатчӗ, ҫаплипех чӑвашлӑхшӑн кулянатчӗ) Иосиф Дмитриев-Трер куҫне хупнӑ.
Чӑваш тӗнчинче тарӑн йӗр хӑварнӑ ҫын юлашки ҫлсенче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче тӗп режиссерта тимлерӗ.
Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ кӑларакан «Страстной бульвар, 10» журналӑн кӑҫалхи 5-205-мӗш номерӗнче пичетленнӗ «Пока я жив, я должен заниматься чувашской драматургией» интервьюра та вӑл чӑвашлӑхшӑн ҫуннине палӑртнӑччӗ. «Хам сывӑ чух манӑн чӑваш драматургине лартмалла», — шухӑшпа канӑҫсӑрланнӑ ҫын пирӗнтен ӗмӗрлӗхе уйрӑлнӑ. Мӗнех, йывӑр тӑпру ҫамӑл пултӑр, хисеплӗ ҫыннӑмӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |