Чаваш Республикин халӑх артистки Полина Чамжаева паян 60 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1960 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Пӗчӗк Малти Тукай ялӗнче ҫуралнӑ.
Сасси ҫемҫе, сӑнӗ ҫепӗҫ, кӗлетки хӳхӗм ҫак артистка ултӑ теҫетке ҫула ҫитнине ӗненме те йывӑр. 1979 ҫулта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ вӑл. Пӗр вӑхӑтра теартан кайнӑччӗ. Анчах кайран каллех тӑван театрӑн сцени ҫине таврӑнчӗ. Ҫак ҫулсенче Полина Чамжаева вуншар сӑнар калӑпланӑ. Вӑл рольсем Чӑваш Енӗн театр ӳнерӗн ылтӑн фондне кӗрсе юлнӑ.
Нумаях пулмасть «Полина Чамжаева: «Сцена ҫинче тӗнче ҫаврӑнать» кӗнеке пичетленнӗччӗ. Ӑна кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче хӑтланӑччӗ.
Паян Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ маркӑна ҫӳретме пуҫланӑ. Маркӑна ятарлӑ штемпельпе паллӑ тунӑ. Ҫав ӗҫе республика Элтеперӗн тивӗҫӗҫене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тата Раҫҫей Почтин Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Тимофеев пурнӑҫланӑ. Юбилей маркиллӗ конвертсене вӗсем Республика кунне уявланин датине кӑтартакан штемпельпе паллӑ тунӑ.
Почта маркине 27 пин экземплярпа кӑларнӑ. Ун ҫине республика гербне, тӗррине, паллӑ вырӑнӗсене, элемӗсене ӳкерсе хунӑ.
Почта марки ҫинче Чӑваш Ен пиллӗкмӗш хут ӗнтӗ сӑнарланать. Пирӗн тӑван республикӑмӑра халалланӑ маркӑсене унччен 1933, 1960, 1970 тата 2000 ҫулсенче пичетленӗ.
Паян, тӑван республикӑмӑр Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ кун, «Славься, Чувашия!» (чӑв. Мӑнаҫлан, Чӑваш Ен!) юрӑ марафонӗ вӗҫленет. Ҫав видеоролик тӑван халӑхӑмӑрӑн авалхи гимнӗпе, «Алран кайми», юрӑпа пуҫланать. Ӑна Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ артисчӗсем юрлаҫҫӗ.
Марафон ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пуҫланнӑччӗ. Паллӑ кунпа ҫыхӑннӑ акцие республикӑри мӗнпур районпа хула хутшӑнчӗ, вӗсем хӑйсен гимнӗсене шӑрантарчӗҫ, тӑван тӑрӑхӗн ҫитӗнӗвӗпе кӗскен паллаштарчӗҫ. Эстафетӑна вӗсем пӗрин хыҫҫӑн теприне пачӗҫ. Ҫапла вара акцие ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ муниципалитет хушӑнса пычӗ.
Пӗтӗмлетӳллӗ видеороликпа паллашас тесен ҫак каҫӑпа иртме сӗнетпӗр.
Паллӑ чӑваш драматургӗн, куҫаруҫӑн, актерӑн Николай Терентьевӑн мӑшӑрӗ Мария Ивановна ӗмӗрлӗхе куҫ хупнӑ. Чӑваш халӑх сайтне хурлӑхлӑ хыпара паллакансем пӗлтерчӗҫ. Драматург ҫуралнӑ Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ял тӑрӑхӗ Мария Ивановна вилнишӗн хурланнине пӗлтерсе администраци сайтӗнче ҫырнӑ.
Марря Ивановнӑн мӑшӑрӗ Николай Терентьев 2014 ҫулхи ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вилнӗччӗ. Унӑн «Ҫӗрпе хӗр», «Ҫӑлтӑрсем сӳнмеҫҫӗ», «Куккук ҫаплах авӑтать», «Кайри мала, хуркайӑксем», «Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ», «Пушар лаши» пьесисене театра питех ҫӳременнисем те пӗлеҫҫех пулӗ. Канаш тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ драматургӑн пьесисене Чӑваш Енри, ҫавӑн пекех Чӗмпӗр, Брянск, Барнаул облаҫӗсенчи театрсенче лартнӑ. Хӑш-пӗрисене Мускаври МХАТра кӑтартнӑ. «Сансӑр пурнӑҫ ҫук» пьесине ҫӗршывӑн 10 ытла хулинче лартнӑ.
Тӗп хулари Ленин проспектӗнчи 24-мӗш ҫурт ҫине (унта драматург 40 ҫул пурӑннӑ) 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Николай Терентьев ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарнӑччӗ. Мария Ивановна упӑшки хӑй вӑхӑтӗнче питӗ нумай ӗҫленине палӑртса хӑварнӑччӗ.
Арсений Тарасов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Мунча кунӗ» спектакле Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн, Пушкӑртстанри М. Гафури драма театрӗн, Мари Элти М. Шкетан ячӗллӗ наци драма театрӗн, ҫавӑн пекех Чӗмпӗрти И. Гончаров ячӗллӗ драма театрӗн сайчӗсенче онлайн мелпе кӑтартрӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн «Театр кӗперӗ. Чӑваш Ен – Пушкӑртстан», «Театр кӗперӗ. Чӑваш Ен – Мари Эл», «Театр кӗперӗ. Шупашкар – Чӗмпӗр» онлайн-гастрольсем пуҫланӗҫ. Культура мероприятине Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
«Мунча кунӗ» спектакль режиссерӗ – СССР халӑх артисчӗ, «Ылтӑн маска» театр премийӗн лауреачӗ, Шупашкар хулин тата Шӑмӑршӑ районӗн хисеплӗ ҫынни Валерий Яковлев.
Вырӑс драма театрӗн артистки Лариса Родик «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки» ята тивӗҫнӗ.
Лариса Родик 1959 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Хабаровск тӑрӑхӗнчи Вяземский хулинче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта вӑл Инҫетхӗвелтухӑҫ ӳнер институтӗнчен «Драма театрӗн тата кино артисчӗ» специальноҫлӑ дипломпа вӗренсе тухнӑ. Дипломлӑ актер Амур ҫинчи Комсомольск, Кинешма, Иваново, Норильск, Хабаровск хулисенчи театрсен сцени ҫинче вылянӑ. Шупашкара Лариса Родик 1997 ҫулта куҫса килнӗ. Вӑл вӑхӑтра Родик сцена ӑсти ятне илнӗ актриса пулнӑ ӗнтӗ.
Паян вӑл паллӑ артист ҫеҫ мар, юратнӑ педагог та. Лариса Родик 20 ҫула яхӑн Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче ҫамрӑксене актер ӑсталӑхӗпе режиссурӑна вӗрентет.
Чӑваш Ен культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Роза Лизакова Нина Яковлевӑна юбилей ячӗпе саламланӑ.
Аса илтерер: ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Раҫҫей тата Чӑваш халӑх артистки Нина Яковлева 80 ҫул тултарчӗ.
«Нина Михайловна, эсир чӑваш, вырӑс ют ҫӗршыв драматургийӗн классикӗсен чаплӑ сӑнарӗсене калӑпланӑ. Ӗҫтешсем тата куракансем сирӗн ҫӳллӗ шайри профессионализма тата ӑсталӑха хаклаҫҫӗ, сире чӑваш халӑхӗ юратать. Эсир Чӑваш Республикин театр ӳнерне ҫӳллӗ шая ҫӗкленӗ, пуян опытӑр ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать. Ҫирӗп сывлӑх тата пултарулӑхра ӑнӑҫу сунатӑп», — саламланӑ культура министрӗ сцена ӑстине.
Нина Яковлевӑна вӑл Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медальпе чысланӑ. Ку хушӑва республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев шӑп та лӑп уйӑх каялла, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
РСФСР тата Чӑваш АССР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Большаков ӗмӗрлӗхе куҫне хупнӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вилнӗ.
Анатолий Кузьмич 1938 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Иккӗмӗш Ирҫе ялӗнче ҫуралнӑ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫумӗнчи актер студийӗнче вӗреннӗ. 1957 ҫулта ҫав театра артист пулса ӗҫе вырнаҫнӑ, ҫав вӑхӑтрах режиссер пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ, каярах ӑна труппа заведующине куҫарнӑ.
Анатолий Большаков радио- тата телеспектакльсенче ӳкерӗннӗ. Вӑл тӑлмачӑ пулнипе те паллӑ. Федерико Гарсии Лоркӑн «Юнлӑ туй», «Арҫынсӑр хӗрарӑм», Виктора Розовӑн «Хир сысни», Бориса Дроздӑн «Авланатӑп эпӗ, авланатӑп», Эмилиь Брагинскийӑн «Тӗлӗнтермӗш хӗрарӑм», Алексея Поповӑн «Телейлисем», «Юратура — телей» тата ытти ӗҫсене чӑвашла куҫарнӑ. Анатолий Кузьмич 10 ытла пьеса авторӗ. Ҫав шутра — «Ах, юрату, юрату», «Ан кай», «Хӑп-хап».
Паян Чӑваш Республикин тата РСФСР халӑх артистки, Вӑрмар районӗн хисеплӗ ҫынни Нина Яковлевӑна 80 ҫул тултарнӑ.
Нина Яковлева – Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн паллӑ артистки. Вӑл 1940 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Eнккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1956 ҫулта ГИТИСӑн Чӑваш студине вӗренме кӗнӗ. Унта вӑл СССР халӑх артисчӗ В.А. Орлов курсӗнче вӗреннӗ. 1961 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет. Унта вӑл хӑйӗн мӑшӑрӗпе, пӗр курсра вӗреннӗ СССР халӑх артисчӗпе Валерий Яковлевпа, пӗр ҫул ӗҫлеме пуҫланӑ. Чӑваш сцени ҫинче ултӑ теҫетке ҫула яхӑн ӗҫлеҫҫӗ вӗсем.
Нина Яковлева ҫак ҫулсенче ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине гастрольсемпе ҫитнӗ. Куракансем унта та ӑна ӑш кӑмӑлпа йышӑннӑ.
Чӑваш АССР халӑх артисчӗ Петр Иванов (1920 – 1983) ҫуралнӑранпа ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитнӗ. Вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ пулса ӗҫленӗ.
Пулас актер Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кивӗ Тукай ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти театр училищин гримпа парикмахер тата актер уйрӑмӗсенче, Мускаври ГИТИСра актер уйрӑмӗнчи чӑваш студийӗнче вӗреннӗ. Профессири ӑсталӑха туптассине вӑл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче гримерпа актертан пуҫланӑ. 1947–1983 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче ӗҫленӗ. Шупашкарти музыка училищинче «Грим» дисциплинине 1950–1983 ҫулсенче вӗрентнӗ.
Сцена ҫинчи 40 ҫулта Петр Иванов 100 ытла роль калӑпланӑ.
Унӑн ячӗпе тӑван ялӗнчи урамсенчен пӗри хисепленет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |